ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иеговӑна юратакансемпе вӑхӑта ирттер
Пирӗн Иеговӑна юратакансемпе вӑхӑта ирттермелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫынсемпе хутшӑнни пирӗн ҫине е лайӑх, е япӑх витӗм кӳрет (Ыт 13:21). Тӗслӗхрен, «Иодай священник пурӑннӑ чухне Иоас хӑйӗн ӗҫӗсене Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса тӑнӑ» (2Ҫлс 24:2). Анчах та Иодай вилсен Иоас Иеговӑран ютшӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн ҫине япӑх витӗм кӳрекен ҫынсемпе хутшӑнма пуҫланӑ (2Ҫлс 24:17—19).
Павел апостол малтанхи христиансен пухӑвне «пысӑк ҫуртпа» танлаштарнӑ, христиансене вара — «савӑтсемпе», е килти хатӗр-хӗтӗрпе. Иегова сивлекен ӗҫе тӑвакан ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнмасан эпир «чаплӑ савӑт» тӑрса юлӑпӑр. Иеговӑн нормисене пирӗн хурӑнташ е пухури тӑван пӑсать пулсан, эпир унпа та хутшӑнмӑпӑр (2Тм 2:20, 21). Ҫавӑнпа та Иеговӑна юратакансемпе тата уншӑн ӗҫлеме хавхалантаракансемпе туслаш.
«ЯПӐХ ВИТӖМРЕН СЫХЛАНМА ВӖРЕНӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Эпир мӗнле майпа япӑх витӗме лекме пултаратпӑр?
Виҫӗ христианина хӑйсем ҫине япӑх витӗм кӳрекен ҫынсемпе хутшӑнма пӑрахма мӗн пулӑшнӑ?
Библири хӑш принципсем сана лайӑх туссене суйлама пулӑшӗҫ?
Ман пирки «чаплӑ савӑт» тесе калама пулать-и? (2Тм 2:21)