ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иегова тирпейлӗхе юратакансене юратать
«Аллуна ҫу. Пӳлӗме пуҫтар. Урай шӑлса тух. Ҫӳп-ҫапа тухса пӑрах»,— ҫапла ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене тирпейлӗ пулма вӗрентеҫҫӗ. Анчах та тасалӑх нормисене чи пӗрремӗш палӑртса хураканӗ пирӗн сӑваплӑ Турӑ пулнӑ (Тх 30:18—20; Сак аст 23:14; 2Кр 7:1). Эпир хамӑра тата хамӑр япаласене таса тытни Иеговӑна мухтава кӑларать (1Пт 1:14—16). Пирӗн килпе кил карти пирки таса теме пулать-и? Ҫак тӗнчери ҫынсем ҫул ҫинче тата парксенче ҫӳп-ҫап пӑрахса хӑвараҫҫӗ, христиансем вара пачах урӑхла, вӗсем пирӗн Ҫӗр таса пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ (Пс 113:24; Ӳлӗм 11:18). Пӗчӗк ӗҫсенче те — канфет хутне, шӗвексен кӗленчисене тата чӑмлака ӑҫта пӑрахнинче те — эпир тасалӑх ҫине мӗнле пӑхни курӑнать. Эпир кирек хӑҫан та хамӑра Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек тытасшӑн (2Кр 6:3, 4).
«ИЕГОВА ТАСА ХАЛӐХА ЮРАТАТЬ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Мӗншӗн хӑш-пӗрисем тирпейлӗхе тытса тӑмаҫҫӗ?
Иегова тасалӑх ҫине мӗнле пӑхнине Моисей Саккунӗ мӗнле уҫса парать?
Мӗнле майпа Иеговӑна сӑмахсӑрах мухтав кӳме пулать?
Тирпейлӗх ҫине Иегова пекех пӑхнине эпӗ мӗнле кӑтартма пултаратӑп?