Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb19 октябрь 7 с.
  • Эсӗ Турӑ Сӑмахне мӗн таран хаклатӑн?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсӗ Турӑ Сӑмахне мӗн таран хаклатӑн?
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
  • Ҫавнашкал материал
  • Вӗсем Библие хакланӑ. Фрагмент (Уильям Тиндал)
    Тӗрлӗ темӑсем
  • Пирӗн официаллӑ сайта пире тата ыттисене пулӑшма йӗркеленӗ
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • jw.org сайтра кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан канашсем туп
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2022
  • Библи вӑл — Туррӑн хыпарӗ
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
mwb19 октябрь 7 с.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Эсӗ Турӑ Сӑмахне мӗн таран хаклатӑн?

Библире Иегова Туррӑн, ҫак сӑваплӑ кӗнекен Авторӗн, сӑмахӗсемпе шухӑшӗсене ҫырса хунӑ (2Пт 1:20, 21). Ҫӳлти Патшалӑх Туррӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларӗ тенипе Библи ҫынсене лайӑх пурнӑҫ пуласси пирки шантарать. Унсӑр пуҫне, вӑл Иегова, пирӗн юратакан пӗлӗтри Атте, мӗнлерех Турӑ пулнине уҫса парать (Пс 85:15).

Иеговӑн Сӑмахне хаклама пирӗн кашнин хӑйӗн сӑлтавӗ пур. Анчах сан ӗҫӳсенче эсӗ ҫак парнене хаклани курӑнать-и? Эсӗ Библие кашни кун вулатӑн-и тата унти канашсемпе усӑ куратӑн-и? Сан ӗҫӳсенче сан туйӑмсем псалом юрлаканӑн туйӑмӗсем пек пулни курӑнтӑр. Вӑл ҫапла каланӑ: «Санӑн саккунна эпӗ епле юрататӑп!» (Пс 118:97.)

«ВӖСЕМ БИБЛИЕ ХАКЛАНӐ. ФРАГМЕНТ (УИЛЬЯМ ТИНДАЛ)» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Уильям Тиндал; Уильям Тиндал пичетлемелли станок умӗнче; Уильям Тиндал куҫарнӑ Ҫӗнӗ Халалӑн пичетленӗ пӗрремӗш экземплярӗ

    Мӗншӗн Уильям Тиндал Библин хӑш-пӗр пайӗсене куҫарнӑ?

  • Библие куҫарас тесе унӑн мӗн чул вӑй хума тивнӗ тата мӗншӗн вӑл тунӑ ӗҫ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ?

  • Вӑл куҫарнӑ Библин экземплярӗсене Англие мӗнле илсе ҫитернӗ?

  • Турӑ Сӑмахне хакланине пирӗнтен кашни мӗнле кӑтартма пултарать?

ШУХӐШЛАСА ПӐХ. Мӗншӗн Турӑ Сӑмахне...

  • ҫутӑпа танлаштарма пулать? (Пс 118:105)

  • шывпа танлаштарма пулать? (Эф 5:25, 26)

  • хӗҫпе танлаштарма пулать? (Эф 6:17)

  • тӗкӗрпе танлаштарма пулать? (Иак 1:23—25)

ТУРӐ СӐМАХНЕ КАШНИ КУН ВУЛА

«Библи вуламалли график»

Эсӗ jw.org сайтри «Библи вуламалли графикпа» (вырӑсла) усӑ курнӑ-и? PDF форматпа тунӑ график сана jw.org сайта кӗрсе «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнчи» (вырӑсла) кирлӗ сыпӑксене унтах вулама май парать. Ҫак чӗлхепе Библин аудиоҫыртарӑвӗсем пур пулсан, вӗсене итлеме те пулать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр