ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ӲЛӖМХИНЕ 20—22
«Акӑ пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп»
Иегова пурне те ҫӗнӗ тума сӑмах парать.
«Ҫӗнӗ тӳпе». Ҫӗнӗ правительство. Вӑл Турӑ ҫӗр пирки малтанах мӗн шутласа хунине пурнӑҫа кӗртӗ.
«Ҫӗнӗ ҫӗр». Туррӑн влаҫне пӑхӑнакан тата унӑн тӳрӗлӗх нормисемпе пурӑнакан ҫынсем.
«Пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп». Эпир чир-чӗре тата чун ыратнине пула урӑх асапланмӑпӑр. Кашни ҫӗнӗ кун савӑнӑҫ кӳнипе чуна ыраттаракан асаилӳсем манӑҫа тухӗҫ.