ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Юрӑсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ?
Пирӗн телекуравра ҫӗнӗ юрӑсем тухсах тӑраҫҫӗ. Вӗсем хушшинче санӑн юратнӑ юрӑсем пур-и? Вӗсем сана мӗнпе килӗшеҫҫӗ? Мӗнле шутлатӑн, видеороликсенче мӗн кӑтартни пирӗн кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑнса тӑрать-и? Юрӑсен теми тата стилӗ тӗрлӗрен пулнӑран кашни хӑйӗн кӑмӑлне каяканнине тупма пултарать. Апла пулин те ҫак юрӑсемпе кӗвӗллӗ видеосем вӑйӑ-кулӑ кӑна мар.
Кашни юрӑра хамӑр пурнӑҫра тата сӑваплӑ ӗҫре усӑллӑ пулма пултаракан шухӑшсем пур. Хӑш-пӗр юрӑсенче хӑналасси, туслӑх, пӗрлӗх, хӑюлӑх, юрату тата ӗненӳ пирки юрлаҫҫӗ. Теприсенче вара Иегова патне таврӑнасси, пӗр-пӗрне каҫарасси, кирек мӗнле лару-тӑрура та айӑпсӑр пуласси тата сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсене лартасси пирки сӑмах пырать. Телефон туссемпе хутшӑнма чӑрмантармалла марри ҫинчен калакан юрӑ та пур. Пирӗн юрӑсене итлесе эсӗ мӗне вӗрентӗн?
«ЭТОТ ДЕНЬ ОЧЕНЬ БЛИЗКО!» ЯТЛӐ КӖВӖЛЛӖ ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Ватӑ мӑшӑр мӗнле пулас пиллӗхсем пирки шухӑшлать? (Плт 12:3)
Иегова хӑй мӗн-мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫласса хытӑрах ӗненес тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр?
Кӗҫех эпир камсене кӗтсе илӗпӗр?
Турӑ Патшалӑхӗ паракан шанчӑк пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшать? (Рм 8:25)