ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ТУХНИ 8, 9
Мӑнкӑмӑллӑ фараон хӑй ҫавна ӑнланмасӑрах Турӑ ирӗкне пурнӑҫлать
8:15, 18, 19; 9:15—17
Египетри фараонсем хӑйсене турӑ вырӑнне хунӑ. Акӑ мӗншӗн фараон Моисейпе Аарона кӑна мар, хӑйӗн асамҫисене те итлесшӗн пулман.
Ыттисем мӗн каланине эсӗ шута илетӗн-и? Хӑвна канаш панӑшӑн эсӗ пархатарлӑ-и? Е эсӗ хӑвӑн пирки эпӗ яланах тӗрӗс тӑватӑп тесе шутлатӑн? Асра тыт: «Вилӗм умӗн мӑнкӑмӑллӑх... пырать» (Ыт 16:18). Ҫавӑнпа та мӑнкӑмӑлланса ан кай!