ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ТУХНИ 15, 16
Иеговӑна мухтаса юрла
15:1, 2, 11, 18, 20, 21
Юрӑ-кӗвӗ пирӗн шухӑшсемпе туйӑмсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултарать. Иеговӑна мухтаса юрлани питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ Турра пуҫҫапни шутне кӗрет.
Хӗрлӗ тинӗс патӗнче хӑйсене тӗлӗнмелле майпа ҫӑлса хӑварнӑшӑн Моисейпе израильтянсем Иеговӑна мухтаса юрланӑ.
Давид патша 4 000 арҫынна храмра кӗвӗ калама тата юрӑҫсем пулма лартнӑ.
Иисус хӑй вилес умӗнхи каҫ шанчӑклӑ апостолӗсемпе пӗрле Иеговӑна мухтаса юрланӑ.
Иеговӑна мухтаса юрлама манӑн мӗнле майсем пур?