ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ТУХНИ 29, 30
Иеговӑна тӳлев кӳни
30:11—16
Сӑваплӑ чатӑра туса пӗтернӗ хыҫҫӑн израильтянсен — вӗсем пуян пулнӑ-и, пуянах мар-и — Иеговӑна хӑйсен ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ пама май пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра эпир хамӑр укҫа-тенкӗпе Иеговӑн ӗҫне туса тӑма мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Тӗслӗхрен, Патшалӑх залӗсемпе Конгресс залӗсене, куҫаракансен аякри офисӗсене, Вефиль комплексӗсене тата Турра пуҫҫапмалли ытти ҫуртсене туса лартас тата вӗсене пӑхса-юсаса тӑрас ӗҫ валли укҫа-тенкӗ пама пултаратпӑр.
Хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗпе Иеговӑн ӗҫне тума пулӑшасси пирки ҫак сӑвӑ йӗркисенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
1Ҫлс 29:5