Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb20 декабрь 7 с.
  • Санӑн Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес килет-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Санӑн Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес килет-и?
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2020
  • Ҫавнашкал материал
  • Патшалӑхӑн ӗҫлекенӗсене вӗрентни
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫӗнӗ ҫулӗнчи тӗллевсем. Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗрен
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2022
  • Пионерсем валли мӗнле шкулсем хатӗрленӗ?
    Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?
  • Иеговӑран вӗрен
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2020
mwb20 декабрь 7 с.
Тӑвансем Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренсе лараҫҫӗ.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Санӑн Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес килет-и?

Эсӗ 23 ҫултан аслӑрах тата 65 ҫултан кӗҫӗнрех-и? Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑратӑн-и? Санӑн сывлӑху лайӑх-и тата эсӗ хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпар сарма пултаратӑн-и? Ку ҫапла пулсан, мӗншӗн-ха санӑн Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес мар? Ҫак шкултан пин-пин мӑшӑрпа мӑшӑрланман тӑван вӗренсе тухнӑ ӗнтӗ. Апла пулин те, авланман арҫын тӑвансем татах та кирлӗ. Иеговӑн ирӗкне туса тӑма тата унӑн Ывӑлӗнчен тӗслӗх илме ытларах кӑмӑл пултӑр тесе кӗлӗре ыйт (Пс 39:9; Мф 20:28; Евр 10:7). Кайран ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: «Манӑн ҫемьепе, ӗҫпе е укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ яваплӑх пур-и? Пур пулсан, ҫак шкулта вӗренес тесе эпӗ мӗнле улшӑнусем тума пултаратӑп?»

Ҫак теократи шкулне вӗренсе пӗтернӗ тӑвансен сӑваплӑ ӗҫре нумайрах тума мӗнле майсем уҫӑлаҫҫӗ? Хӑшӗ-пӗрисене урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме янӑ. Теприсене пысӑк хулара халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ятарласа йӗркелесе янӑ сӑваплӑ ӗҫре хутшӑнма ыйтнӑ. Тепӗр тӑвансене вара район надзирателӗ е унӑн пулӑшаканӗ пулма лартнӑ. Тата теприсене миссионер ӗҫне тума янӑ. Иеговӑшӑн ӗҫлемелли тӗрлӗ май ҫинчен шухӑшласан санӑн шухӑш-кӑмӑл Исаия пророкӑнни пекех пулӗ: «Кунтах эпӗ, мана яр» (Ис 6:8).

«МИССИОНЕРСЕМ ВЫРМАРА ХАСТАРРӐН ӖҪЛЕҪҪӖ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • «Миссионерсем вырмара хастаррӑн ӗҫлеҫҫӗ» видеороликри кадр: миссионерсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне хула урамӗпе пыраҫҫӗ.

    Миссионер пулма кама суйласа илеҫҫӗ?

  • «Миссионерсем вырмара хастаррӑн ӗҫлеҫҫӗ» видеороликри кадр: миссионер пулса ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван тепӗр хӗрарӑм тӑванпа пӗрле пӗр хӗрарӑмпа Библи вӗренеҫҫӗ.

    Миссионерсем мӗн-мӗн туса тӑраҫҫӗ?

  • «Миссионерсем вырмара хастаррӑн ӗҫлеҫҫӗ» видеороликри кадр: миссионер пӗр арҫын тӑванпа Турӑшӑн ятарлӑ майпа ӗҫлемешкӗн заявлени ҫырса тултарасси пирки илтмен ҫынсен чӗлхипе калаҫать.

    Миссионер ӗҫӗ мӗнле пиллӗхсем кӳрет?

Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗ ҫинчен санӑн нумайрах пӗлес килет-и? Ҫапла пулсан, jw.org сайтра «Библиотека» текен вкладкӑри «Видео» ятлӑ уйрӑма кӗр те ПИРӖН ӖҪ-ХӖЛ > ТЕОКРАТИ ШКУЛӖСЕМ ТАТА ВӖРЕНӲ пӑх. «Теократические школы в сердце Африки», «Иегова обогатил их духовно» тата «Первый выпуск Школы благовестников Царства» видеороликсене пӑх.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр