ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Мӗншӗн ӳпкелешессинчен пӑрӑнмалла?
Иегова ӳпкелешсе ҫӳренине юратмасть (Йыш 11:1; w19.02 17 с., 13 абз.).
Ӳпкелешсе ҫӳрекенсем хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшаҫҫӗ тата вӗсем пархатарсӑр (Йыш 11:4—6; w06-U 7/15 15 с., 7 абз.).
Ӳпкелешсе ҫӳрени ыттисене хурлантарать (Йыш 11:10—15; it-U «Ссора», «Ропот» подзаг., 1 абз.).
Пушхирти пурнӑҫ ҫӑмӑл мар пулнӑ пулин те, израильтянсен пархатарлӑ пулма сӑлтавсем нумай пулнӑ. Иегова хамӑршӑн мӗнле тӑрӑшнине яланах курса тӑратпӑр пулсан, ҫакӑ пире ӳпкелешесрен сыхлӗ.