Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb21 март 5 с.
  • Эсӗ Каҫхи апат уявне паллӑ тума хатӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсӗ Каҫхи апат уявне паллӑ тума хатӗр-и?
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
  • Ҫавнашкал материал
  • Эпӗ кама-кама чӗнме пултаратӑп?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2020
  • Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче пулма вӑй хунине Иегова пиллет
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр». Каҫхи апат уявӗ апрелӗн 5-мӗшӗнче пулать
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне эсӗ хатӗрленетӗн-и?
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2015
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
mwb21 март 5 с.
Петрпа Иоанн Пасха уявне хатӗрленсе сӗтел ҫине ҫӑкӑрпа куркасем лартаҫҫӗ.

Пирӗн эрӑри 33 ҫулта Петрпа Иоанн Пасха уявне паллӑ тума ҫӳлти пӳлӗме хатӗрлеҫҫӗ

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Эсӗ Каҫхи апат уявне паллӑ тума хатӗр-и?

Иисусшӑн юлашки Пасхӑна уявласси питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Вӑл хӑй кӗҫех вилессе пӗлнӗ, ҫавӑнпа та Пасха уявне апостолӗсемпе пӗрле паллӑ тӑвасшӑн пулнӑ, кайран вара ҫулсеренхи ҫӗнӗ уява — Каҫхи апат уявне — йӗркелесе ярасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Петрпа Иоана Пасха уявлама пӳлӗме хатӗрлеме хушнӑ (Лк 22:7—13; хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑх). Ҫакӑ пире мартӑн 27-мӗшӗнчи Каҫхи апат уявне хатӗрленмелли ҫинчен аса илтерет. Старейшинӑсем, тен, сӑмах тухса калакан тӑвана чӗнӗҫ, ҫӑкӑрпа эрехе хатӗрлесе хурӗҫ тата ытти тумалли ӗҫсене те тӑвӗҫ. Эпир вара Каҫхи апат уявне мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?

Хӑвӑн чӗрене хатӗрле. Каҫхи апат уявӗ умӗнхи тата хыҫҫӑнхи тапхӑрта ятарлӑ график тӑрӑх Библие вула тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшла. Ҫак графика «Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни» брошюрӑра тупма пулать. Унсӑр пуҫне, «Слово Бога в картах и схемах» брошюрӑри 16-мӗш разделта тарӑнрах тӗпчеме пулӑшакан схема пур. (Ҫавӑн пекех 2020 ҫулхи апрель уйӑхӗнчи «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ятлӑ ӗҫ тетрадьне пӑх.) Тӳлесе илме панӑ парне пирки ытларах пӗлес тесе ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне «Индекс публикаций Сторожевой башни» е «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» ятлӑ публикацисемпе усӑ курма пулать.

Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне тӑвансем Каҫхи апат уявӗпе ҫыхӑннӑ темӑна сӳтсе яваҫҫӗ.

Ыттисене чӗн. Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампание хастар хутшӑн. Хӑв кама чӗнме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх. Тен, эсӗ кампа Библи ҫинчен калаҫнӑ е кампа Библи вӗреннӗ, ҫавсене чӗнес тейӗн. Ҫавӑн пекех паллакан ҫынсемпе хурӑнташсене чӗнме пулать. Старейшинӑсен Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене чӗнмелле. Хӑв чӗнес тенӗ ҫын хӑвӑнтан аякра пурӑнать пулсан, Каҫхи апат уявӗ вӑл пурӑннӑ вырӑнта хӑҫан тата ӑҫта иртнине пӗлес тесе jw.org сайта кӗр. Тӗп страницӑн пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ «ПИРӖН ҪИНЧЕН» ятлӑ вкладка ҫине пус та «Каҫхи апат уявӗ» уйрӑмне суйласа ил.

Икӗ старейшина Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ арҫын тӑвана Каҫхи апат уявне чӗнес тесе ун патне хӑнана килнӗ.

Каҫхи апат уявне хатӗрленес тесе эсӗ тата мӗн тума пултаратӑн?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр