ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Юлашки кунсен» юлашки кунӗсенче хатӗр пул
Эпир «юлашки кунсен» юлашки кунӗсенче пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа та йывӑрлӑхсемпе инкексем нумайланса пырӗҫ (2Тм 3:1; nwtsty-U, Мф 24:8 валли тӗпчемелли материал). Ҫутҫанталӑк инкекӗ сиксе тухсан Иеговӑн ӗҫлекенӗсене кирлӗ канашсемпе хушусем тӳрех параҫҫӗ. Пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерес тесен пирӗн халех хатӗрленмелле: инкеклӗ вӑхӑтра кирлӗ пулма пултаракан япаласене хатӗрлесе хумалла тата Иеговӑпа ҫывӑхланса пымалла (Лк 16:10).
Иеговӑпа ҫывӑхланса пыр. Кашни кун Библи вула тата тӑтӑшах хӑв тӗллӗн Библие тӗпче. Ырӑ хыпара тӗрлӗ майсемпе сар. Инкек сиксе тухнӑ чухне пухури тӑвансем юнашар ҫук пулсан, аптраса ан ӳк (Ис 30:15). Асра тыт: Иеговӑпа Иисус яланах санпа пӗрле (od-U 176 с., 15—17 абз.).
Инкеклӗ вӑхӑтра кирлӗ пулма пултаракан япаласене хатӗрлесе хур. Кашни ҫемьере инкеклӗ вӑхӑтра малтанлӑха кирлӗ пулма пултаракан япаласене чиксе хунӑ рюкзак пулмалла. Унсӑр пуҫне, нумай вӑхӑт хушши килтен тухмасӑр лармалла пулать пулсан, ҫителӗклӗ апат-ҫимӗҫ, шыв, эмелсем тата ытти кирлӗ япаласем маларах хатӗрлесе хумалла (Ыт 22:3; g17.5-U 4, 6 с.).
«ЭСИР ҪУТҪАНТАЛӐК ИНКЕКНЕ ТӲСМЕ ХАТӖРЛЕНТӖР-И?» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Иеговӑпа ҫывӑхланса пыни инкеклӗ вӑхӑтра мӗнле пулӑшма пултарать?
Мӗншӗн пирӗн...
старейшинӑсемпе ҫыхӑну тытмалла?
малтанлӑха кирлӗ пулма пултаракан япаласене хатӗрлесе хумалла?
хамӑр пурӑнакан вырӑнта мӗнле-мӗнле инкек пулса тухма пултарни ҫинчен тата ҫав вӑхӑтра мӗн тумалли ҫинчен маларах шухӑшласа хумалла?
Инкек тӳсекен ҫынсене мӗнле виҫӗ майпа пулӑшма пулать?
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Эпӗ хатӗр пулнипе пулманнине COVID-19 пандемийӗ мӗнле кӑтартса пачӗ?»