ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ватӑ хӗрарӑм тӑвансем ҫине аннӳ ҫине пӑхнӑ пек, ҫамрӑккисем ҫине вара аппа-йӑмӑк ҫине пӑхнӑ пек пӑх
Библи пире ватӑ тӑвансем ҫине аттепе анне ҫине пӑхнӑ пек, ҫамрӑккисем ҫине вара аппа е йӑмӑк, пичче е шӑллӑм ҫине пӑхнӑ пек пӑхма хавхалантарать. (1 Тимофей 5:1, 2 вуласа парӑр.) Уйрӑмах арҫын тӑвансен хӑйсене хӗрарӑм тӑвансемпе хисеплӗн тытмалла тата вӗсен туйӑмӗсене шута илмелле.
Арҫын тӑванӑн хӗрарӑм тӑванпа якӑлтатса ҫӳремелле мар тата ӑна аванмарлатса яма пултаракан ӗҫсене тумалла мар (Иов 31:1). Авланман арҫын тӑванӑн мӑшӑрланман хӗрарӑм тӑванпа хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме кӑмӑл ҫук пулсан, унӑн ӑна суя шанчӑк пама юрамасть.
Хӗрарӑм тӑвансем старейшинӑсем патне мӗнле те пулин ыйтупа е сӗнӳпе пырсан, арҫын тӑвансен вӗсене тимлӗн тата хисеплӗн итлемелле. Старейшинӑсен уйрӑмах мӑшӑрланман хӗрарӑм тӑвансемпе ырӑ та тимлӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсен хӑйсемшӗн тӑрӑшакан упӑшка ҫук (Рф 2:8, 9).
«ПУХУРИ ТӐВАНСЕНЕ ЮРАТНИНЕ КӐТАРТАТПӐР. ТӐЛӐХ АРӐМСЕМПЕ ТӐЛӐХ АЧАСЕНЕ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Пухури тӑвансем Мьинт хӗрарӑм тӑвана чун-чӗререн юратнине мӗнле кӑтартнӑ?
Тӑвансем Мьинт ҫемйине юратнине кӑтартни ҫав ялта Иеговӑн ятне мӗнле мухтава кӑларнӑ?
Пухури тӑвансен юратӑвӗ Мьинт тӑванӑн хӗрӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
Эсӗ пухури хӗрарӑм тӑвансене юратнине тата хисепленине ӗҫпе мӗнле кӑтартма пултаратӑн?