ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Иеговӑн ӗмӗрхи хӑвачӗн хӳттинче тӑр
Иегова пире хӑйӗн ҫӳллӗ шайра тӑракан нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнтарасшӑн (Сак аст 33:26; it-U «Иешурун»).
Пире пулӑшас тесе Иегова хӑйӗн хӑвачӗпе хаваспах усӑ курать (Сак аст 33:27; w11 10/15 24 с., 18 абз.).
Иегова пире ҫӑлма пултарасса пирӗн Моисей пекех ҫирӗп ӗненмелле (Сак аст 33:29; w11 9/15 20 с., 16 абз.).
Эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та: чир-чӗр, хуйха ӳкни, пысӑк инкек, йӑнӑшсем тунишӗн пӑшӑрханни е урӑххи — Иегова пире хӑйӗн ӗмӗрхи хӑвачӗпе пулӑшса тӑрать.