ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР
Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтӑр
Иегова пулӑшнине пула ҫеҫ ҫыннӑн чӗринче чӑнлӑх вӑрри тымар ярса ӳсет (1Кр 3:6—9). Ҫавӑнпа та сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулас тесен, пирӗн Иеговӑна хамӑра та, Библи вӗренекене те пулӑшма ыйтмалла.
Библи вӗренекен ыттисем хӗснипе е урӑх йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Иеговӑна ӑна пулӑшма ыйт (Фп 1:9, 10). Мӗн кирли ҫинчен кӗлӗре тӳррӗн ыйт. Библи вӗренекене лайӑхрах пулӑшас тесе святой сывлӑш парса мӗн каламаллине е мӗн тумаллине ӑнланма пулӑш тесе Иеговӑна кӗлту (Лк 11:13). Библи вӗренекене кӗлтума вӗрент тата Иеговӑпа час-часах калаҫма хавхалантар. Унпа пӗрле тата уншӑн кӗлту. Кӗлӗре вӗренекенӗн ятне кала.
«ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕС ӖҪРЕ САВӐНӐҪ ТУПӐР. ИЕГОВӐН ПУЛӐШӐВНЕ ЙЫШӐНӐР: КӖЛӖ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Джейдпа Библи вӗреннӗ чухне Нита мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулчӗ?
1 Коринф 3:6-мӗшӗнчи принцип Нитӑна мӗнле пулӑшрӗ?
Ҫак йывӑрлӑха татса пама Нитӑна мӗн пулӑшрӗ?