ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР
Библи вӗренекенсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан информацие тупма вӗрентӗр
Библи вӗренекенсене Иегова ҫинчен пӗлсе ӑна ҫирӗп ӗненме пулӑшас тесе вӗсене Библири тӗп чӑнлӑхсене вӗрентни ҫителӗксӗр (Мф 5:3; Евр 5:12—6:2). Вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан информацие хӑйсем тӗллӗн тупма вӗрентмелле.
Библи вӗренекене вӗренӗве хатӗрленме май килнӗ таран маларах вӗрент тата хатӗрленессине йӑлана кӗртме пулӑш (mwb18.03 6 с.). Пӗр-пӗр темӑна хӑй тӗллӗн тӗпчес умӗн Библи вӗренекене кашнинчех кӗлтума хавхалантар. Ӑна хамӑрӑн тӗпчемелли электронлӑ хатӗрсем ҫинчен каласа пар та вӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине ӑнлантар. jw.org сайтра мӗн ҫӗнни тухса тӑнине курас тесен тата пирӗн телекураври ҫӗнӗ кӑларӑмсене тӑтӑшах пӑхас тесен мӗн тумаллине вӗрент. Унсӑр пуҫне, Библи вӗренекене кашни кун Библи вулама, пухусене хатӗрленме тата хӑйне хумхантаракан ыйтусене тӗпчеме хавхалантар. Ӑна хӑй мӗн пӗлсе пыни ҫинчен тарӑн шухӑшлама вӗрент.
«БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНМА ПУЛӐШАКАН ИНФОРМАЦИЕ ТУПМА ПУЛӐШӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Библи вӗреннӗ чухне тӗрӗс хуравсене тупни ҫеҫ ҫителӗксӗр пулнине Нита Джейда мӗнле ӑнланма пулӑшрӗ?
Аскӑнлӑхран пӑрӑнма хушакан Иеговӑн ӳкӗчӗ Джейда хӑйнех усӑ панине вӑл мӗнле ӑнланса илчӗ?
Библи вӗренекене хӑйӗн ӑс-тӑнӗпе чӗрине Турӑ сӑмахӗнчи чӑнлӑхпа тултарма вӗрент
Джейд шухӑшласси пирки мӗн ӑнланса илчӗ?