Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb22 январь 13 с.
  • Самуил тӗслӗхӗнчен вӗрен

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Самуил тӗслӗхӗнчен вӗрен
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2022
  • Ҫавнашкал материал
  • Вӑл «Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗннӗ»
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Иегова Самуилпа калаҫать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Вӑл хурлӑхлӑ вӑхӑтра та тӳсӗмлӗ пулнӑ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Пӗчӗк арҫын ача Турӑшӑн ӗҫлет
    Библи калавӗсен кӗнеки
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2022
mwb22 январь 13 с.
«Вӗсенчен вӗренӗр. Самуил» видео ҫинче никӗсленнӗ ӳкерчӗксем: 1) Дэнни; 2) пӗчӗк Самуил.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Самуил тӗслӗхӗнчен вӗрен

Самуил пурнӑҫӗ тӑршшӗпех Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Пӗчӗккӗ чухне вӑл япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ Илийӑн ывӑлӗсем хыҫҫӑн, Офнипе Финеес хыҫҫӑн, кайман (1Патш 2:22—26). Самуил ҫитӗнсе пынӑ, Иегова унпа пӗрле пулнӑ (1Патш 3:19). Ватӑлса ҫитсен те Самуил Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ, унӑн ывӑлӗсем вара ҫапла туман (1Патш 8:1—5).

Самуил тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пулать? Ҫамрӑк тӑвансем, ан иккӗленӗр: Иегова эсир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине курать тата эсир мӗн туйнине ӑнланать. Вӑл сире хӑюллӑ пулма пулӑшӗ (Ис 41:10, 13). Ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗн ачӑр Иеговӑшӑн ӗҫлемест пулсан, Самуилӑн тӗслӗхӗ сире лӑплантарма пултарать. Вӑл хӑйӗн ӳссе ҫитӗннӗ ывӑлӗсене Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнтарайман. Вӑл веҫех Иеговӑн аллине панӑ. Хӑй вара айӑпсӑрлӑха упранӑ тата малалла та Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Тен, сирӗн лайӑх тӗслӗхӗ ачӑра Иегова патне таврӑнма хавхалантарӗ.

«ВӖСЕНЧЕН ВӖРЕНӖР. САМУИЛ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • «Вӗсенчен вӗренӗр. Самуил» видеороликри кадр: пӗчӗк Самуил Иеговӑн сӑваплӑ чатӑрӗн картишӗнче аллинче вутӑ тытса тӑрать.

    Пӗчӗк Самуил хӑюлӑха мӗнле кӑтартнӑ?

  • «Вӗсенчен вӗренӗр. Самуил» видеороликри кадр: Дэнни пиччӗшне хӑйӗн иккӗлле пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пама ыйтать.

    Дэнни хӑюлӑха мӗнле кӑтартрӗ?

  • «Вӗсенчен вӗренӗр. Самуил» видеороликри кадр: ватӑ Самуил пророк.

    Ватӑ Самуил мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?

  • «Вӗсенчен вӗренӗр. Самуил» видеороликри кадр: упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен ывӑлӗпе, Дэннипе, стендпа ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн киле таврӑнаҫҫӗ.

    Тӗрӗссине тума тӑрӑшакансене Иегова пулӑшсах тӑрать

    Дэнни ашшӗ-амӑшӗ мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартрӗ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр