Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb22 март 9 с.
  • Интернетра санӑн тусусем камсем вӗсем?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Интернетра санӑн тусусем камсем вӗсем?
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2022
  • Ҫавнашкал материал
  • Социаллӑ сетьсем. Танатасенчен пӑрӑнӑр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
  • Пирӗн официаллӑ сайт хамӑр тӗллӗн тата ҫемьепе пӗрле вӗренме пулӑшать
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Туссене тӗрӗс суйлӑр
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2022
mwb22 март 9 с.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Интернетра санӑн тусусем камсем вӗсем?

Туссем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Давид Голиафа ҫӗнтерсен, Ионафанпа Давид ҫывӑх туссем пулса тӑнӑ (1Патш 18:1). Вӗсене пӗр-пӗрин лайӑх енӗсем килӗшнӗ. Пӗр-пӗрне пӗлсе пынӑҫемӗн туслӑх ҫирӗпленсе пырать, ҫакӑн валли вара вӑхӑтпа вӑй хуни кирлӗ. Анчах социаллӑ сетьсенче пӗр кнопкӑна пуссанах «туслашса кайма» пулать. Интернет урлӑ ҫынсем чӑннипе мӗнлерех пулнине ӑнланма йывӑр, мӗншӗн тесен вӗсем мӗн каламаллине маларах шухӑшласа хума пултараҫҫӗ тата хӑйсене урӑх ҫын пек тытма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑвӑн валли интернетра туссене тӗрӗс суйласа илме пулӑшакан правилӑсем палӑртса хур. Палламан ҫын туслашма сӗнет пулсан, ӑна кӳрентерме пултаратӑп тесе унӑн сӗнӗвне сирсе яма ан хӑра. Хӑрушлӑхсем пуррине пула хӑш-пӗрисем социаллӑ сетьсемпе пачах усӑ курмаҫҫӗ. Анчах та эсӗ социаллӑ сетьсемпе усӑ куратӑн пулсан, санӑн мӗн асра тытмалла?

«СОЦИАЛЛӐ СЕТЬСЕМПЕ ТӖРӖС УСӐ КУРӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • «Социаллӑ сетьсемпе тӗрӗс усӑ курӑр» видеороликри кадр: ҫамрӑк хӗр хӑйӗн сӑнӳкерчӗкӗсене телевизор экранӗсем ҫинче курсан питӗ тӗлӗнет.

    Сӑнӳкерчӗксене кӑларса хуриччен тата комментарисене ҫырса хуриччен мӗн асра тытмалла?

  • «Социаллӑ сетьсемпе тӗрӗс усӑ курӑр» видеороликри кадр: арҫын ачана икӗ хулиган интернетра темскер ирсӗррине кӑтартсан, вӑл куҫӗсене аллипе хуплать.

    Мӗншӗн интернетра туссене тӗрӗс суйласа илмелле?

  • «Социаллӑ сетьсемпе тӗрӗс усӑ курӑр» видеороликри кадр: ҫӗрӗпе ноутбук умӗнче ларнӑ арҫын ача пуҫне клавиатура ҫине хурса ҫывӑрать.

    Мӗншӗн соцсетьсенче мӗн чухлӗ вӑхӑт ирттермеллине палӑртса хумалла? (Эф 5:15, 16).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр