ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Чун-чӗререн тӑрӑшни нумай пиллӗх парать
Елисей Иоас патшана хӑйӗн ӗҫӗсемпе Израиль Сири ҫарне мӗнле ҫӗнтерессине кӑтартма хушнӑ (4Патш 13:15—18).
Иоас хӑйне мӗн тума хушнине чун-чӗререн туман, ҫавӑнпа вӑл Сири ҫарне тӗппипех аркатса тӑкма пултарайман (4Патш 13:19; w10 4/15 29 с., 11 абз.).
Иегова хӑйне шыракан христиансене нумай пиллӗх парать (Евр 11:6; w13-U 11/1 11 с., 5, 6 абз.).
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Мана Библи вулама, тӗлпулусене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнма мӗн хавхалантарать? Ҫакна эпӗ ячӗшӗн мар, чун-чӗререн тунине мӗнле кӑтартма пултаратӑп?»