ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ» (4Патш 9:8)
ИУДЕЯ ПАТШАЛӐХӖ
Иосафат патшара ларать.
п. эрӑч. 911 тӗлнелле: Иорам (Иосафат ывӑлӗ, Гофолиян — Ахавпа Иезавелӗн хӗрӗн — упӑшки) патша пулса тӑрать.
п. эрӑч. 906 тӗлнелле: Охозия (Ахавпа Иезавелӗн мӑнукӗ) патша пулса тӑрать.
п. эрӑч. 905 тӗлнелле: Гофолия патша йӑхне тӗп тӑвать те патша влаҫне хӑй аллине ярса илет. Унӑн мӑнукӗ Иоас ҫеҫ чӗрӗ тӑрса юлать, мӗншӗн тесен чи аслӑ священник Иодай ӑна хӳтӗ вырӑнта пытарса пурӑнать (4Патш 11:1—3).
п. эрӑч. 898: Иоас патша пулса тӑрать. Чи аслӑ священник Иодай хушнипе Гофолияна, хӗрарӑм патшана, вӗлереҫҫӗ (4Патш 11:4—16).
ИЗРАИЛЬ ПАТШАЛӐХӖ
п. эрӑч. 920 тӗлнелле: Охозия (Ахавпа Иезавелӗн ывӑлӗ) патша пулса тӑрать.
п. эрӑч. 917 тӗлнелле: Иорам (Ахавпа Иезавелӗн ывӑлӗ) патша пулса тӑрать.
п. эрӑч. 905 тӗлнелле: Ииуй Израиль патшине Иорама, унӑн пӗртӑванӗсене тата унӑн амӑшне, Иезавеле, ҫавӑн пекех Иудея патшине Охозийӑна тата унӑн пӗртӑванӗсене вӗлерет (4Патш 9:14—10:17).
п. эрӑч. 904 тӗлнелле: Ииуй патша пулса тӑрать.