ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Иова нравственность енчен таса пулма мӗн пулӑшнӑ?
Иов хӑйӗн куҫӗпе килӗшӳ тунӑ (Иов 31:1; w10 4/15 20 с., 8 абз.).
Тӗрӗс мар ӗҫсем мӗн патне илсе ҫитерме пултарассине Иов асра тытнӑ (Иов 31:2, 3; lv 99 с., 8 абз.).
Иегова веҫех курса тӑнине Иов пӗлнӗ (Иов 31:4; w10 11/15 7 с., 15, 16 абз.).
Пирӗн нравственность енчен таса пулас тесен йӗркесӗр ӗҫсем тӑвасран, ирсӗр сӑмахсем каласран пӑрӑнмалла тата чӗрене те таса упрамалла (Мф 5:28).