8-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Ӑмсанассипе кӗрешсе пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр
«Килӗшӳ кӳрекеннине, пӗр-пӗрне усӑ тума пулӑшаканнине шырар» (РИМ 14:19).
113-МӖШ ЮРӐ Турӑ паракан мир
ҪАК СТАТЬЯРАa
1. Пиччӗшӗсем Иосифа ӑмсанни вӗсен ҫемйи ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
ИАКОВ хӑйӗн пур ывӑлне те юратнӑ, анчах вунҫиччӗри Иосиф унӑн чи савнӑ ывӑлӗ пулнӑ. Иосифӑн пиччӗшӗсем ҫакна курса хӑйсене унпа мӗнле тытнӑ? Вӗсем ӑна ӑмсанма пуҫланӑ. Иосиф ним япӑххине те туман пулсан та, пиччӗшӗсем ӑна курайми пулса тӑнӑ. Вӗсем Иосифа чуралӑха сутса янӑ та хӑйсен ашшӗне ӑна тискер чӗрчун вӗлернӗ тесе суйса каланӑ. Вӗсем ӑмсаннине пула вӗсен ҫемйинче пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пӑрахнӑ, ашшӗ те хуйха ӳкнӗ (Пулт. 37:3, 4, 27—34).
2. Галати 5:19—21 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн ӑмсанни питӗ хӑрушӑ?
2 Сӑваплӑ Ҫырура хапсӑннине, е ӑмсаннинеb, «ӳт ӗҫӗсем» шутне кӗртнӗ, вӑл ҫынна Турӑ Патшалӑхне кӗме чӑрмантарма пултарать. (Галати 5:19—21 вуласа парӑр.) Ӑмсанни час-часах сиенлӗ ӗҫсем патне — курайманни, хирӗҫесси тата хаярланасси патне — илсе ҫитерет.
3. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
3 Иосифӑн пиччӗшӗсен тӗслӗхӗ ӑмсанни ҫемьери хутшӑнусене пӑсма тата ҫемьери килӗшӗве пӗтерме пултарнине кӑтартать. Эпир Иосифӑн пиччӗшӗсем мӗн тунине тумастпӑр та пулӗ, анчах пирӗн пурин те чӗре ҫылӑхлӑ та ултавлӑ (Иер. 17:9). Акӑ мӗншӗн пирӗн хӑш-пӗр чухне ӑмсанассипе кӗрешме тивет. Айтӑр Библири асӑрхаттаракан хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар, вӗсем пире мӗне пула эпир хамӑр чӗрере ӑмсанма пуҫланине курма пулӑшӗҫ. Унтан эпир ӑмсанассипе кӗрешмелли меслетсене тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма мӗн пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр.
МӖНЕ ПУЛА ЭПИР ӐМСАНМА ПУҪЛАМА ПУЛТАРАТПӐР?
4. Мӗншӗн филистимсем Исаака ӑмсаннӑ?
4 Кам та пулин пуян пулни. Исаак пуян ҫын пулнӑ, унӑн пысӑк пурлӑхне кура вара филистимсем ӑна ӑмсаннӑ (Пулт. 26:12—14). Вӗсем Исаак хӑйӗн кӗтӗвӗсене шӑварма усӑ курнӑ пусӑсене те ишӗлтерсе, тӑпра ярса хупласа хунӑ (Пулт. 26:15, 16, 27). Паян та хӑш-пӗр ҫынсем, филистимсем пекех, хӑйсенчен укҫаллӑрах ҫынсене ӑмсанаҫҫӗ. Вӗсем ыттисен пурлӑхӗ хӑйсен пултӑр теҫҫӗ кӑна мар, ҫав пурлӑх ыттисен ан пултӑр тесе те шутлаҫҫӗ.
5. Мӗншӗн тӗн пуҫлӑхӗсем Иисуса ӑмсаннӑ?
5 Кама та пулин ыттисем кӑмӑллани. Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем Иисуса ӑмсаннӑ, мӗншӗн тесен ҫынсенчен нумайӑшӗ ӑна питӗ кӑмӑлланӑ (Матф. 7:28, 29). Иисус Иеговӑн ячӗпе хыпар пӗлтернӗ тата чӑнлӑха вӗрентнӗ. Анчах тӗн пуҫлӑхӗсем Иисусӑн ырӑ ятне ярас тесе ун ҫинчен суя сӑмах сарнӑ (Марк 15:10; Иоанн 11:47, 48; 12:12, 13, 19). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Кама лайӑх енсемшӗн пухура юратаҫҫӗ, пирӗн ҫав тӑвана ӑмсанма хӗтӗртекен кирек мӗнле шухӑшпа та кӗрешмелле. Пире те юратчӑр тесен, ӑмсанас вырӑнне пирӗн вӗсем кӑтартакан лайӑх енсене кӑтартма тӑрӑшмалла (1 Кор. 11:1; 3 Иоанн 11).
6. Диотреф ӑмсаннине мӗнле кӑтартнӑ?
6 Кама та пулин пухура тивӗҫсем шанса пани. Пӗрремӗш ӗмӗрте Диотреф христиансен пухӑвӗнче ертсе пыракан арҫын тӑвансене ӑмсаннӑ. Вӑл пухури тӑвансем хушшинче пуҫ пулса тӑрасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа Иоанн апостолпа ытти яваплӑ арҫын тӑвансем ҫинчен усал сӑмах сарса ҫӳренӗ (3 Иоанн 9, 10). Паллах, эпир хамӑра Диотреф тытнӑ пек тытмӑпӑр, анчах эпир хамӑр илес тенӗ тивӗҫе тепӗр христианина шанса парсан — уйрӑмах, ҫак тивӗҫе унран кая мар тума пултаратпӑр пек туйӑнсан — ӑна ӑмсанма пуҫлама пултаратпӑр.
Пирӗн чӗре ҫӗр пек, пирӗн лайӑх енсем хитре чечексем пек. Ӑмсанни вара ҫумкурӑк пек. Ӑмсанни лайӑх енсене, сӑмахран, юратассине, хӗрхенессине тата ырӑ кӑмӑллӑ пулассине аталанма памасть (7-мӗш абзаца пӑхӑр.)
7. Ӑмсанни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
7 Ӑмсанни ҫумкурӑк пекех. Вӑл пирӗн чӗрене тымар ярсан, ӑна пӗтерме йывӑр пулма пултарать. Пирӗн чӗрере япӑх кӑмӑл-туртӑм пур пулсан — сӑмахран, эпир кӗвӗҫетпӗр, хамӑра мӑнна хуратпӑр тата хамӑршӑн ҫеҫ тӑрӑшатпӑр пулсан — ҫав ҫумкурӑк ӳссе пырать. Ҫумкурӑк чечеке ӳсме чӑрмантарнӑ пекех, ӑмсанни те лайӑх енсене, сӑмахран, юратассине, хӗрхенессине тата ырӑ кӑмӑллӑ пулассине аталанма памӗ. Ҫак ҫумкурӑк шӑтма пуҫласанах — эпир ӑмсанма тытӑнсанах — пирӗн ӑна чӗререн тымарӗпех тӑпӑлтарса кӑлармалла. Ӑмсаннипе эпир мӗнле кӗрешме пултаратпӑр?
ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУМА ТАТА МӖН ПУРРИПЕ ҪЫРЛАХМА ВӖРЕНӖР
Ӑмсанассипе мӗнле кӗрешмелле? Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнипе ҫак ҫумкурӑка тымарӗпех тӑпӑлтарса кӑлармалла та хамӑра кӗҫӗне хума тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма вӗренмелле (8, 9 абзацсене пӑхӑр.)
8. Ӑмсанассипе кӗрешме мӗнле лайӑх енсем пулӑшаҫҫӗ?
8 Хамӑра кӗҫӗне хуни тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнни пире ӑмсаннипе кӗрешме пулӑшать. Эпир ҫак лайӑх енсене кӑтартатпӑр пулсан, пирӗн чӗрере ӑмсанасси валли вырӑн юлмӗ. Кӗҫӗне хуни пире хамӑр пирки ытлашши шухӑшлама памӗ. Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын ыттисем мӗн илнине кура эпӗ лайӑхраххине илме тивӗҫлӗ тесе шутламасть (Гал. 6:3, 4). Мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлекен ҫын хӑйӗн мӗн пуррипе савӑнать тата хӑйне ыттисемпе танлаштармасть (1 Тим. 6:7, 8). Хӑйне кӗҫӗне хуракан тата мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлекен ҫын тепӗр ҫын мӗн те пулин ыррине илнине курсан уншӑн савӑнать.
9. Галати 5:16-мӗшӗ тата Филиппӑ 2:3, 4 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, святой сывлӑш пире мӗн тума пулӑшӗ?
9 Ӑмсанакан ҫын пулса тӑрас мар тесен тата хамӑра кӗҫӗне хума, мӗн пуррипе ҫырлахма вӗренес тесен, пире Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшни кирлӗ. (Галати 5:16; Филиппӑ 2:3, 4 вуласа парӑр.) Иеговӑн святой сывлӑшӗ пире хамӑрӑн чӗрери шухӑш-туйӑмсене тата пӗр-пӗр ӗҫе мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа тунине курма пулӑшӗ. Турӑ пулӑшнипе эпир сиенлӗ шухӑшсемпе туйӑмсене пӗтерсе вӗсене усӑллисемпе тата хавхалантараканнисемпе улӑштарма пултаратпӑр (Пс. 25:2; 50:12). Айтӑр Моисейпе Павелӑн тӗслӗхӗсене пӑхса тухар, вӗсем ӑмсанассипе ӑнӑҫлӑ кӗрешнӗ.
Израиль арҫын ачи Моисейпе Иисус Навин патне чупса пырать те тапӑрти икӗ арҫын хӑйсене пророксем пек тытни ҫинчен пӗлтерет. Иисус Навин Моисее ҫав икӗ арҫынна чарма ыйтать, анчах лешӗ килӗшмест. Ун вырӑнне, Моисей ҫав икӗ арҫын ҫине Иегова святой сывлӑш антарнӑшӑн савӑнатӑп тесе калать. (10-мӗш абзаца пӑхӑр.)
10. Моисей хӑйне кӗҫӗне хунипе хуманни мӗнле лару-тӑрура тӗрӗсленнӗ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
10 Моисейӗн Турӑ халӑхӗ хушшинче пысӑк власть пулнӑ, анчах та вӑл власть хӑйӗн аллинче анчах пултӑр темен. Пӗррехинче, Иегова Моисей ҫинче пулнӑ святой сывлӑшӑн пӗр пайне илсе Израиль халӑхӗн старейшинисен ушкӑнне, кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче тӑнисене, панӑ. Кӗҫех Моисей кӗлӗ чатӑрӗ патне пыман икӗ старейшина ҫинчен илтет: вӗсем ыттисем пекех святой сывлӑш илсе хӑйсене пророкла тытма пуҫланӑ иккен. Иисус Навин Моисее ҫак икӗ арҫынна чарма ыйтсан, Моисей хӑйне мӗнле тытнӑ? Ҫак икӗ арҫынна Иегова ҫавӑн пек чыс тунӑшӑн Моисей ӑмсанман. Ун вырӑнне вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса вӗсене чыслӑ тивӗҫ шанса панӑшӑн савӑннӑ (Йыша шутл. 11:24—29). Эпир Моисейрен мӗне вӗренме пултаратпӑр?
Мӗнле майпа христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем хӑйсене Моисей пекех кӗҫӗне хума пултараҫҫӗ? (11, 12 абзацсене пӑхӑр.)c
11. Мӗнле майпа старейшинӑсем Моисейрен тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?
11 Калӑпӑр, эсӗ старейшина пулса ӗҫлетӗн. Эсӗ хӑвна шанса панӑ пӗр-пӗр тивӗҫе хаваспах туса тӑратӑн. Сӑмахран, сана кашни эрнере тӗлпулура «Хурал башнинчи» вӗренмелли статьяна сӳтсе явма питӗ килӗшет. Анчах ҫак тивӗҫе тепӗр тӑван туса тӑма пултартӑр тесе сана ӑна вӗрентме ыйтаҫҫӗ. Вара эсӗ хӑвна мӗнле тытатӑн? Эсӗ Моисей пекех хӑвна кӗҫӗне хуратӑн пулсан, мана сахалрах хаклама пуҫлаҫҫӗ тесе пӑшӑрханмастӑн. Пачах урӑхла, ҫав тӑвана савӑнсах пулӑшатӑн.
12. Хальхи вӑхӑтра христиансенчен нумайӑшӗ хӑйсене кӗҫӗне хунине тата мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?
12 Халӗ айтӑр ватӑлнӑ арҫын тӑвансем тӗл пулакан лару-тӑрӑва пӑхса тухар. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем вун-вун ҫул хушши старейшинӑсен совечӗн координаторӗсем пулса ӗҫленӗ. Анчах 80 ҫула ҫитсен вӗсем хӑйсене шанса панӑ тивӗҫе теприсене пама хатӗр пулнӑ. Район надзирателӗсем 70 ҫула ҫитсен хӑйсене кӗҫӗне хурса хӑйсен тивӗҫӗсене ыттисене параҫҫӗ тата сӑваплӑ ӗҫе урӑх майпа тума килӗшеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче вара Вефильте ӗҫленӗ тӑвансенчен нумайӑшӗ сӑваплӑ ӗҫе урӑх ҫӗрте, хӑйсене янӑ вырӑнсенче, тума пуҫланӑ. Ҫак шанчӑклӑ тӑвансем хӑйсем унччен туса тӑнӑ ӗҫсене халӗ теприсем туса тӑнӑшӑн кӳренмеҫҫӗ.
13. Мӗншӗн Павел 12 апостола ӑмсанма пултарнӑ?
13 Павел апостол та хӑйне кӗҫӗне хурас тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл ытти тӑвансене ӑмсанса ҫӳремен. Сӑваплӑ ӗҫре нумай тунӑ пулин те Павел хӑйне кӗҫӗне хурса ҫапла каланӑ: «Эпӗ апостолсенчен чи кӗҫӗнни, мана апостол темелӗх те ҫук» (1 Кор. 15:9, 10). Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне ҫӗр ҫинче тунӑ чухне 12 апостол унпа пӗрле ҫӳренӗ, Павел вара Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн кӑна христианин пулса тӑнӑ. Каярахпа ӑна «суя тӗнлисен апостолӗ» пулма лартнӑ, анчах ӑна 12 апостол шутне кӗртмен (Рим 11:13; Ап. ӗҫ. 1:21—26). Ҫапах та Иисуспа ҫывӑх хутшӑнма пултарнӑ 12 апостола Павел ӑмсанман, вӑл мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑннӑ.
14. Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр пулсан эпир мӗн тӑвӑпӑр?
14 Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр пулсан Павел пекех пулӑпӑр тата Иегова власть панӑ ҫынсене хисеплӗпӗр (Ап. ӗҫ. 21:20—26). Иегова хунӑ йӗрке тӑрӑх христиансен пухӑвӗнче ертсе пыракан арҫын тӑвансем пур. Вӗсен ҫитменлӗхсем пур пулин те Иегова вӗсем пирки «парнесем» тет (Эф. 4:8, 11, ҪХ). Ҫак яваплӑ арҫын тӑвансене хисепленипе тата хамӑра кӗҫӗне хурса вӗсене итленипе эпир хамӑрпа Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварӑпӑр тата пухури тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнӑпӑр.
«КИЛӖШӲ КӲРЕКЕННИНЕ... ШЫРАР»
15. Пирӗн мӗн тумалла?
15 Ӑмсанакан ҫынсем хушшинче килӗшӳ пулмасть. Ҫавӑнпа пирӗн ӑмсанмалла мар, ыттисене ӑмсанма хӗтӗртекен япаласене те тумалла мар. Ҫакӑ питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫапла тунипе эпир Иеговӑн хушӑвне — «килӗшӳ кӳрекеннине, пӗр-пӗрне усӑ тума пулӑшаканнине» шырӑр тесе хушнине — пурнӑҫлӑпӑр (Рим 14:19). Ыттисене ӑмсаннипе кӗрешме пулӑшас тесе тата пирӗн хушӑра килӗшӳ пултӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
16. Ӑмсаннипе кӗрешме эпир ыттисене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
16 Пирӗн шухӑш-кӑмӑл тата ӗҫсем ыттисем ҫине пысӑк витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Ҫак тӗнче пире хамӑрӑн мӗн пуррипе «мӑнаҫланма» хистет (1 Иоанн 2:16). Анчах ҫакӑ ӑмсанасси патне илсе ҫитерет. Пире пула ыттисем ӑмсанма ан пуҫлаччӑр тесен пирӗн хамӑрӑн мӗн пурри ҫинчен е эпир мӗн илме шутлани ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр калаҫмалла мар. Ҫавӑн пекех пире тивӗҫсем шанса панӑ пулсан, пирӗн хамӑра сӑпайлӑ тытмалла. Хамӑр тивӗҫсем ҫинчен пӗрмай калаҫатпӑр пулсан, эпир ыттисене ӑмсанма хӗтӗртетпӗр. Урӑхла тусан вара — ыттисемпе чун-чӗререн интересленсен, вӗсене хакласан тата мухтасан — эпир вӗсене мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пулӑшатпӑр тата пухури пӗрлӗхпе мире упратпӑр.
17. Иосифӑн пиччӗшӗсем мӗн тума пӑрахнӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ?
17 Эпир ӑмсанассине ҫӗнтерме пултаратпӑр! Иосифӑн пиччӗшӗсен тӗслӗхне тепӗр хут аса илер. Иосифа чуралӑха сутса янӑ хыҫҫӑн нумай ҫул иртсен вӗсем ӑна Египетра тӗл пулаҫҫӗ. Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене хӑй кам иккенне пӗлтерес умӗн вӗсем улшӑннипе улшӑнманнине пӗлес тет, ҫавӑнпа вӗсене тӗрӗслесе пӑхать. Вӑл вӗсене пӗрле апат ҫиме чӗнет, унта вара шӑллӗне, Вениамина, ыттисенчен чылай нумайрах апат пама хушать (Пулт. 43:33, 34). Пиччӗшӗсем Вениамина ӑмсанни пӗртте сисӗнмен. Пачах урӑхла, вӗсем шӑллӗшӗн тата ашшӗшӗн тӑрӑшнине кӑтартнӑ (Пулт. 44:30—34). Иосифӑн пиччӗшӗсем ӑмсанма пӑрахнине пула вӗсен ҫемйинче каллех пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пуҫланӑ (Пулт. 45:4, 15). Эпир те ӑмсанма хӗтӗртекен кирек мӗнле шухӑш-кӑмӑла пӗтеретпӗр пулсан ҫемьери тата пухури мире упратпӑр.
18. Иаков 3:17, 18 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн хушӑра килӗшӳ пулни мӗн парӗ?
18 Иегова пирӗнтен ӑмсанассипе кӗрешессе тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшасса кӗтет. Пирӗн ӑна та, кӑна та тума пӗтӗм вӑя хумалла. Ҫак статьяна пӑхса тухнӑ май эпир пирӗн ӑмсанасси пулма пултарнине куртӑмӑр (Иак. 4:5). Эпир ӑмсанма хӗтӗртекен тӗнчере пурӑнатпӑр. Анчах эпир хамӑра кӗҫӗне хума, мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма тата ыттисене хаклама вӗренсе пыратпӑр пулсан, пирӗн чӗрере ӑмсанасси валли вырӑн та юлмӗ. Вара пирӗн хушӑра килӗшӳ пулӗ тата «тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗ» ӳсӗ. (Иаков 3:17, 18 вуласа парӑр.)
130-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне каҫарӑр
a Иегова организацийӗнчи ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Анчах эпир ыттисене ӑмсанма пуҫласан пирӗн хушӑри хутшӑнусем пӑсӑлса кайма пултараҫҫӗ. Ҫак статьяра мӗне пула эпир ӑмсанма пуҫлама пултарнине курӑпӑр. Ҫавӑн пекех ҫак сиен кӳрекен япӑх енпе мӗнле кӗрешмеллине тата хамӑр хушӑра мир пултӑр тесен мӗн тумаллине сӳтсе явӑпӑр.
b ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Библире каланӑ тӑрӑх, ӑмсаннӑран ҫын ыттисен пӗр-пӗр япали хӑйӗн те пултӑр тет кӑна мар, ҫав япала ыттисен ан пултӑр тесе те шутлама пултарать.
c ӲКЕРЧӖК. Старейшинӑсен совечӗн тӗлпулӑвӗ иртет. «Хурал башнинчи» вӗренмелли статьяна сӳтсе явакан ватӑ арҫын тӑвана ҫак тивӗҫе ҫамрӑк старейшинӑна туса тӑма вӗрентме ыйтаҫҫӗ. Ватӑ арҫын тӑван, ҫак тивӗҫе хаклать пулсан та, старейшинӑсем тунӑ йышӑнӑва пӑхӑнса ҫамрӑк арҫын тӑвана усӑллӑ канашсем парать тата чун-чӗререн мухтать.