13-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратса пурӑнӑр
«Пӗр-пӗрне яланах таса кӑмӑлпа юратса пурӑнӑр» (1 ПЕТР 1:22).
109-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне чунтан юратса пурӑнар
ҪАК СТАТЬЯРАa
Юлашки каҫ апостолсемпе пӗрле пулнӑ чухне Иисус юрату пирки нумай калаҫнӑ (1-мӗшпе 2-мӗш абзацсене пӑхӑр).
1. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле ятарлӑ хушу панӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
ХӐЙ ВИЛЕС каҫ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ятарлӑ хушу панӑ. Вӑл вӗсене: «Эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр»,— тенӗ. Унтан ҫапла хушса каланӑ: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:34, 35).
2. Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла?
2 Иисус каланӑ тӑрӑх, унӑн вӗренекенӗсем ҫынсене вӑл юратнӑ пекех юратсан пурте вӗсем чӑн христиансем пулнине курӗҫ. Пӗрремӗш ӗмӗрте те ҫапла пулнӑ, халӗ те ҫаплах. Акӑ мӗншӗн нимӗнле йывӑрлӑха пӑхмасӑрах пирӗн малалла та пӗр-пӗрне юратмалла!
3. Эпир ҫак статьяран мӗн пӗлӗпӗр?
3 Ҫылӑхлӑ пулнӑран пире пӗр-пӗрне чунтан юратма йывӑр пулма пултарать. Ҫав-ҫавах пирӗн Христос пек пулма тӑрӑшмалла. Эпир ҫак статьяран ыттисене юратни пире килӗшӳ кӳрекенсем пулма, ҫынна камне кура уйӑрмасӑр пурӑнма тата тараватлӑ пулма мӗнле пулӑшнине пӗлӗпӗр. Статьяна тӗпченӗ май хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Йывӑр пулнине пӑхмасӑрах ыттисене юратма пӑрахман тӑвансенчен эпӗ мӗне вӗренме пултаратӑп?»
КИЛӖШӲ КӲРЕКЕНСЕМ ПУЛӐР
4. Матфей 5:23, 24 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн хамӑр ҫине кӳреннӗ тӑванпа мирлешмелле?
4 Иисус хамӑр ҫине кӳреннӗ тӑванпа мирлешмелле тесе вӗрентнӗ. (Матфей 5:23, 24 вуласа парӑр.) Иеговӑна савӑнтарас тетпӗр пулсан пирӗн ыттисемпе килӗштерсе пурӑнмалла. Эпир тӑвансемпе мирлешес тесе мӗн тума пултарнине веҫех тӑватпӑр пулсан, Иегова хӗпӗртет. Ҫилленсе лартатпӑр пулсан вара тата мирлешме тӑрӑшмастпӑр пулсан, эпир Иеговӑшӑн ӗҫлени ӑна пӗртте савӑнтармӗ (1 Иоанн 4:20).
5. Мӗншӗн Марка тӑванпа мирлешме йывӑр пулнӑ?
5 Хӑш-пӗр чухне тӑванпа мирлешме ҫӑмӑлах мар. Мӗншӗн? Маркb ятлӑ тӑванпа мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Пӗр тӑван ун пирки тиркесе калаҫсан тата пухури тӑвансене ун пирки тем-тепӗр каласа пӗтерсен Марк питӗ ҫилленнӗ. Вара Марк мӗн тунӑ? «Эпӗ урса кайса унпа тӳрккес калаҫрӑм»,— тесе аса илет вӑл. Анчах та каярахпа вӑл ҫакӑншӑн ӳкӗннӗ. Марк ҫав тӑванран каҫару ыйтса унпа мирлешесшӗн пулнӑ, лешӗ вара каҫарасшӑн пулман. Малтан Марк ҫапла шутласа илнӗ: «Вӑл манпа мирлешесшӗн мар пулсан, мӗншӗн-ха манӑн ҫакна тумалла?» Анчах та район надзирателӗ Марка парӑнмалла мар тесе каланӑ. Вара Марк мӗн тунӑ?
6. а) Тӑванпа мирлешес тесе Марк мӗн тунӑ? ӑ) Марк Колоссӑ 3:13, 14 сӑвӑ йӗркисенчи принциппа мӗнле усӑ курнӑ?
6 Марк хӑйне мӗнле тытни ҫинчен шухӑшласа пӑхнӑ, вара вӑл хӑйне кӗҫӗне хуманнине тата ыттисем ҫине ҫӳлтен пӑхнине ӑнланса илнӗ. Вӑл хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштармаллине уҫҫӑн курнӑ (Кол. 3:8, 9, 12). Марк хӑйне кӗҫӗне хурса тӑван патне пырса тепре каҫару ыйтнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл тӑван патне темиҫе ҫыру ҫырнӑ, ҫырусенче хӑй питӗ хытӑ ӳкӗнни ҫинчен каланӑ тата каллех туссем пулса тӑма пултаратпӑр-и тесе ыйтнӑ. Марк ҫав тӑвана пысӑках мар парнесем те панӑ, вӗсем ӑна килӗшессе шаннӑ. Анчах ҫав тӑван хӑйӗн чӗрине ҫемҫетмен. Ҫав-ҫавах Марк Иисус мӗне вӗрентнине — тӑвана юратмалла тата каҫармалла тесе вӗрентнине — туса тӑма пӑрахман. (Колоссӑ 3:13, 14 вуласа парӑр.) Эсир тӑванпа мирлешес тесе тем пек тӑрӑшсан та вӑл сире каҫарасшӑн мар пулсан мӗн тумалла? Чӑн юрату ҫав тӑвана малалла та каҫарма тата хӑвӑр хушӑри хутшӑнусем лайӑхланччӑр тесе кӗлтума хавхалантарӗ (Матф. 18:21, 22; Гал. 6:9).
Тӑванпа мирлешес тесе пӗрре калаҫни ҫителӗксӗр пулма пултарать (7, 8 абзацсене пӑхӑр.)c
7. а) Иисус пире мӗн тума хавхалантарнӑ? ӑ) Лара мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ?
7 Иисус «хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавнах тӑвӑр» тесе каланӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл хамӑра юратакансене ҫеҫ юратасран асӑрханмалла тенӗ (Лука 6:31—33). Кам та пулин пухура сире курмӑш туса саламлама пӑрахрӗ пулсан, эсир мӗн туйнӑ пулӑттӑр? Ҫавнашкал лару-тӑру сайра-хутра ҫеҫ пулкалать паллах, анчах Ларӑпа шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Вӑл ҫапла каласа парать: «Пӗр хӗрарӑм тӑван мана курмӑш тӑватчӗ, эпӗ вара вӑл хӑйне мӗншӗн ҫапла тытнине ниепле те ӑнланаймастӑмччӗ. Ҫакӑ мана питӗ пӑшӑрхантаратчӗ. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем те савӑнӑҫ кӳме пӑрахрӗҫ». Лара ҫапла шутласа илнӗ: «Эпӗ ӑна ним япӑххи те туман. Тепӗр тесен, пухури ытти тӑвансем те вӑл хӑйне хӑш-пӗр чухне ӑнланмалла мар тытать тесе шутлаҫҫӗ».
8. Лара пӗр тӑванпа килӗштерес тесе мӗн тунӑ тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?
8 Лара тӑванпа мирлешес тенӗ, вӑл Иеговӑна кӗлтунӑ та ҫав тӑванпа калаҫса илме шутланӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ хыҫҫӑн мирлешнӗ, ыталанса та илнӗ. «Анчах та вӑхӑт иртсен,— каласа парать Лара,— тӑван хӑйне каллех малтанхи пек тытма пуҫларӗ. Ман алӑ усӑнчӗ». Малтан Лара ҫав тӑван хӑйне урӑхла тытма пуҫласан тин лӑпланатӑп тесе шутланӑ. Каярахпа вара тӑвана малалла та юратни тата каҫарни хӑй мӗн тума пултарнинчен чи лайӑххи пулнине ӑнланнӑ (Эф. 4:32—5:2). Лара ҫакна та асра тытнӑ: чӑн юрату «хӑйне усал тунине асра тытмасть», «пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет» (1 Кор. 13:5, 7). Ҫакӑ Ларӑна чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма пулӑшнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Ларӑпа ҫав тӑван хушшинчи хутшӑнусем лайӑхланнӑ. Эсир те тӑванпа мирлешме тӑрӑшатӑр пулсан тата ӑна юратма пӑрахмастӑр пулсан, «юратупа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пӗрле пулӗ» (2 Кор. 13:11).
ҪЫННА КАМНЕ КУРА АН УЙӐРӐР
9. Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн ҫынна камне кура уйӑрмалла мар?
9 Иеговӑшӑн пур ҫын та пӗрех. (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35 вуласа парӑр.) Ҫынна камне кура уйӑрмастпӑр пулсан эпир Иеговӑн ачисем пулнине кӑтартса паратпӑр. Эпир «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат» текен заповеде тытса тӑрса тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшатпӑр (Рим 12:9, 10; Иак. 2:8, 9).
10, 11. Рита хӑйӗн йывӑр туйӑмӗсене мӗнле пӗтернӗ?
10 Хӑш-пӗр ҫынсене пур ҫын ҫине те пӗр пек пӑхма йывӑр пулма пултарать. Рита ятлӑ тӑван тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл ача чухне урӑх ҫӗршыври пӗр хӗрарӑм унӑн ҫемйипе хӑйне питӗ япӑх тытнӑ. Ҫакӑ Рита ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӑл ҫапла каласа парать: «Ҫак ҫӗршывпа мӗн ҫыхӑннине эпӗ пурне те курайми пултӑм. Ҫав вырӑнти пур ҫын та, ҫав шутрах тӑвансем те, ҫак хӗрарӑм пекех тесе шутлама пуҫларӑм». Ритӑна хӑйӗн йывӑр туйӑмӗсене сирсе яма мӗн пулӑшнӑ?
11 Рита ҫак туйӑмсене пӗтерес тесе вӑй хумаллине ӑнланнӑ. Вӑл «Ежегодникра» ҫав ҫӗршыври сӑваплӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ отчетсене тата хавхалантаракан тӗслӗхсене вулама тытӑннӑ. Рита ҫапла калать: «Ҫав ҫӗршыври ҫынсем ҫинчен лайӑх шухӑшлама пуҫлас тесе манӑн вӑй хума тиврӗ. Эпӗ унти тӑвансем Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫленине куртӑм тата вӗсем те пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх шутне кӗнине ӑнлантӑм». Вӑхӑт иртнӗ май Рита унӑн тата ытларах вӑй хумаллине курнӑ. Ҫакӑн пирки вӑл акӑ мӗн калать: «Ҫав ҫӗршыври тӑвансене тӗл пулсан кашнинчех вӗсемпе ырӑ пулас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаттӑмччӗ — вӗсемпе калаҫса вӗсене лайӑхрах пӗлес теттӗмччӗ». Ҫакӑ мӗн панӑ? «Вӑхӑт иртсен ман йывӑр туйӑмсем сирӗлчӗҫ»,— тет Рита.
Эпир пур тӑвана та чӗререн юрататпӑр пулсан, ҫынна камне кура уйӑрас туртӑма пӗтерӗпӗр (12, 13 абзацсене пӑхӑр.)d
12. Сарӑн мӗнле йывӑрлӑх пулнӑ?
12 Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем сисмесӗрех ҫынна камне кура уйӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Сара ятлӑ тӑван хӑйӗн пирки ҫынна камне кура уйӑрмастӑп тесе шутланӑ. Ҫын хӑш халӑхран пулни, унӑн мӗн чухлӗ укҫа пулни тата вӑл пухура мӗнле тивӗҫсем туса тӑни уншӑн пӗлтерӗшлӗ пулман. «Ҫав-ҫавах манӑн ҫынна камне кура уйӑрасси пулнӑ иккен»,— каласа парать Сара. Мӗншӗн вӑл ҫапла калать? Унӑн ҫемйинче пурте вӗреннӗ ҫынсем пулнӑ, вӑл хӑй те вӗреннӗ ҫынсемпе ытларах хутшӑнма юратнӑ. Пӗррехинче вӑл хӑйӗн тусне ҫапла та каланӑ: «Эпӗ ытларах кам аслӑ пӗлӳ илнӗ, ҫавсемпе хутшӑнатӑп, ыттисемпе вара калаҫсах каймастӑп». Паллах, Сарӑн хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштармалла пулнӑ. Ҫакна тума ӑна мӗн пулӑшнӑ?
13. Сарӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
13 Пӗр район надзирателӗ Сарӑна тӑвансем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшнӑ. Сара ҫапла аса илет: «Вӑл мана Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑшӑн, лайӑх комментарисем панӑшӑн тата Библие лайӑх пӗлнӗшӗн мухтаса илчӗ. Кайран вара пӗлӳ илнисӗр пуҫне пирӗн христиансен пулмалли лайӑх енсене те аталантармалла тесе каларӗ, сӑмахран, хамӑра кӗҫӗне хумалла, сӑпайлӑ пулмалла тата ыттисене хӗрхенмелле терӗ». Сара район надзирателӗ панӑ канаша итленӗ. Вӑл калать: «Ыттисемпе ырӑ пулни тата вӗсене юратни чи кирли пулнине ӑнлантӑм». Сара тӑвансем ҫине урӑхла пӑхма пуҫланӑ. Вӑл ҫапла ӑнлантарать: «Эпӗ Иегова тӑвансенче мӗнле енсене хакланине курма тӑрӑшрӑм». Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Эпир аслӑ пӗлӳ илнӗ тесе хамӑр пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламастпӑр. Эпир пур тӑвана та чӗререн юрататпӑр пулсан, ҫынна камне кура уйӑрас туртӑма пӗтерме тӑрӑшӑпӑр (1 Петр 2:17).
ТАРАВАТЛӐ ПУЛӐР
14. Еврейсем 13:16-мӗшӗ тӑрӑх, эпир ыттисене хӑналанӑ чухне Иегова мӗн туять?
14 Эпир тараватлӑ пулнине курса Иегова питӗ савӑнать. (Еврейсем 13:16 вуласа парӑр.) Ыттисене хӑналани, уйрӑмах кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсене хӑна туни, Иеговӑна пуҫҫапни шутне кӗрет (Иак. 1:27; 2:14—17). Акӑ мӗншӗн Библи пире ыттисене хӑналама хавхалантарать (Рим 12:13). Тараватлӑ ҫын ыттисене юратать тата вӗсемшӗн тӑрӑшать. Эпир пӗр-пӗрне хӑналани тата пӗр-пӗринпе вӑхӑта ирттерни Иеговӑна питӗ килӗшет (1 Петр 4:8—10). Анчах та хӑшӗ-пӗрисене тараватлӑ пулма йывӑр пулма пултарать.
«Малтан эпӗ хам пата хӑнасене чӗнесшӗнех марччӗ, халӗ вара пачах урӑхла, эпӗ хӑнасене хам пата чӗнсе нумай савӑнӑҫ илетӗп»,— тесе калать Эдита. (16-мӗш абзаца пӑхӑр.)e
15, 16. а) Мӗншӗн хӑш-пӗрисем хӑйсем патне хӑнана чӗнме иккӗленсе тӑраҫҫӗ? ӑ) Эдитӑна тараватлӑ пулма мӗн пулӑшнӑ?
15 Хӑш-пӗрисем тӗрлӗ сӑлтава пула хӑйсем патне хӑнана чӗнме иккӗленсе тӑраҫҫӗ. Акӑ Эдита ятлӑ тӑлӑх арӑмӑн тӗслӗхӗ. Свидетель пулса тӑриччен вӑл ҫынсемпе хутшӑнсах кайман. Эдита хӑйӗн пирки хӑнасене ыттисем пекех лайӑх пӑхаймастӑп тесе шутланӑ.
16 Свидетель пулса тӑрсан вара вӑл тараватлӑ пулма тӗллев лартнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Пирӗн патра Патшалӑх залне тума пуҫларӗҫ. Унта пулӑшма пӗр мӑшӑр килмелле пулнӑ. Старейшина ҫав мӑшӑр сан патра икӗ эрне пурӑнма пултарать-ши тесе ыйтрӗ. Эпӗ Иегова Сарептӑри тӑлӑх арӑма мӗнле пилленине аса илтӗм, вара килӗшрӗм» (3 Патш. 17:12—16). Эдита мӗнле пиллӗхсем илнӗ? «Ҫак мӑшӑр ман патра икӗ эрне мар, икӗ уйӑх пурӑнчӗ,— аса илет вӑл.— Ҫак вӑхӑт хушшинче эпир пӗр-пӗринпе туслашса кайрӑмӑр». Унсӑр пуҫне, Эдита пухура та нумай тус тупнӑ. Халӗ вӑл пионер пулса ӗҫлет тата кампа ырӑ хыпар сарать, ҫавсене хаваспах хӑйӗн патне хӑнана чӗнет. Эдита ҫапла калать: «Ыттисемшӗн мӗн те пулин туни мана нумай савӑнӑҫ кӳрет. Ҫапла туса эпӗ ҫав тери нумай пиллӗх илетӗп!» (Евр. 13:1, 2.)
17. Люкпа унӑн арӑмӗ мӗн асӑрханӑ?
17 Тен, эсир хӑналама питӗ юрататӑр. Ҫапах та эсир ҫак енчен тата лайӑхланма пултаратӑр-и? Айтӑр Люкпа унӑн арӑмӗн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсем час-часах хӑйсем патне ашшӗ-амӑшне, хурӑнташӗсене, ҫывӑх тусӗсене тата район надзирателӗпе унӑн арӑмне хӑнана чӗннӗ. «Эпир хамӑр лайӑх пӗлекен ҫынсене кӑна хӑнана чӗннине асӑрхарӑмӑр»,— тесе калать Люк. Вӗсем тата тараватлӑрах пулас тесе мӗн тунӑ?
18. Люкпа унӑн арӑмне тата тараватлӑрах пулма мӗн пулӑшнӑ?
18 Люкпа унӑн арӑмӗ Иисус каланӑ сӑмахсем ҫинчен — «эсир хӑвӑра юратакансене ҫеҫ юрататӑр пулсан, сире мӗн сӑвап пулӗ?» текен сӑмахсем ҫинчен — шухӑшланӑ. Вара чӑннипе тараватлӑ пулни мӗне пӗлтернине ӑнланнӑ (Матф. 5:45—47). Вӗсем Иеговӑран тӗслӗх илмеллине курнӑ, вӑл пуринпе те уҫӑ кӑмӑллӑ вӗт. Люкпа арӑмӗ хӑйсем патӗнче пулса курман тӑвансене хӑнана чӗнме тӗллев лартнӑ. Люк ҫапла калать: «Ыттисемпе пӗрле вӑхӑта ирттерме пире питӗ килӗшет. Пӗрле пуҫтарӑнса эпир пӗр-пӗринпе тата Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратпӑр».
19. Христосӑн вӗренекенӗсем пулнине мӗнле кӑтартмалла? Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытрӑр?
19 Эпир ҫак статьяра тӑвансене чун-чӗререн юратни пире хӑш енчен пулӑшнине пӑхса тухрӑмӑр. Чӑн юрату пире килӗшӳ кӳрекенсем пулма, ҫынна камне кура уйӑрмасӑр пурӑнма тата тараватлӑ пулма пулӑшать. Пирӗн пурин те чӗрери йывӑр туйӑма пӗтермелле тата тӑвансене чун-чӗререн юратмалла. Ҫапла тусан эпир телейлӗ пулӑпӑр тата чӑнах та Христосӑн вӗренекенӗсем пулнине кӑтартса парӑпӑр (Иоанн 13:17, 35).
88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана
a Иисус каланӑ тӑрӑх, чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратнипе палӑрса тӑрӗҫ. Тӑвансене юратни пире килӗшӳ кӳрекенсем пулма, ҫынна камне кура уйӑрмасӑр пурӑнма тата тараватлӑ пулма хавхалантарать. Анчах ҫапла тума хӑш-пӗр чухне йывӑр пулма пултарать. Ҫак статьяран эпир малалла та пӗр-пӗрне таса кӑмӑлпа, е чун-чӗререн, юратас тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.
b Ҫак статьяра хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
c ӲКЕРЧӖКСЕМ. Пӗр хӗрарӑм тӑван тепӗр хӗрарӑм тӑванпа мирлешме тӑрӑшать, анчах та лешӗ каҫарасшӑн пулмасть. Ҫав-ҫавах тӑван ӑна юратма пӑрахмасть, вара вӗсен хушшинчи хутшӑнусем лайӑхланаҫҫӗ.
d ӲКЕРЧӖК. Ватӑ арҫын тӑван пухура хӑйне пӗччен пек туять.
e ӲКЕРЧӖК. Малтан иккӗленнӗ пулсан та, хӗрарӑм тӑван хӑнасене ҫав-ҫавах йышӑнать. Ҫакӑ ӑна нумай савӑнӑҫ парать.