Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w21 июль 26—29 с.
  • Пурнӑҫ тӑршшӗпех Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлетӗп

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пурнӑҫ тӑршшӗпех Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлетӗп
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Подзаголовоксем
  • КӐНТӐР АФРИКӐНА!
  • АВЛАНАТӐП ТАТА ҪӖНӖ ӖҪ ТУМА ПУҪЛАТӐП
  • КАЯЛЛА ВЕФИЛЕ ТАВРӐНАТПӐР
  • КАЛЛЕХ ТИПОГРАФИРЕ ӖҪЛЕМЕ ПУҪЛАТӐП
  • КАЛЛЕХ ҪӖНӖ ӖҪ ШАНСА ПАРАҪҪӖ
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
w21 июль 26—29 с.
Джонпа Лора Кикотсем.

БИОГРАФИ

Пурнӑҫ тӑршшӗпех Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлетӗп

КАЛАСА ПАРАКАНӖ ДЖОН КИКОТ

ЭПӖ 1958 ҫулта Канадӑри Вефильте ӗҫлеме пуҫларӑм. Ун чухне эпӗ 18-таччӗ. Эпӗ типографире урай шӑлаттӑмччӗ. Каярахпа мана пичетлесе кӑларнӑ журналсене касакан станокпа ӗҫлеме лартрӗҫ. Эпӗ питӗ телейлӗччӗ!

Тепӗр ҫулта пирӗн Вефильте Кӑнтӑр Африкӑри филиалта ӗҫлеме доброволецсем кирлӗ тесе пӗлтерчӗҫ. Тӑвансем унта ҫӗнӗ пичетлемелли машин лартасшӑн пулнӑ. Эпӗ хам каясшӑн пулни пирки каларӑм. Вара мана тата пирӗн Вефильти тепӗр виҫӗ арҫын тӑвана — Деннис Лича, Билл Маклеллана тата Кен Нордина — суйларӗҫ. Пирӗн Кӑнтӑр Африкӑна нумайлӑха каймалла терӗҫ.

Эпӗ аннене шӑнкӑравласа: «Ман сан валли хыпар пур. Эпӗ Кӑнтӑр Африкӑна каятӑп»,— терӗм. Манӑн анне Иеговӑна хытӑ ӗненетчӗ тата ӑна питӗ юрататчӗ. Анне нумай калаҫакан ҫын пулман, ун чухне те вӑл нумай каламарӗ. Анчах та вӑл эпӗ тунӑ йышӑнӑва ырланине эпӗ пӗлеттӗм. Аттепе анне эпӗ аякка куҫса кайнишӗн кулянатчӗҫ пулсан та хирӗҫ пулмарӗҫ.

КӐНТӐР АФРИКӐНА!

Эпӗ, Деннис Лич, Кен Нордин тата Билл Маклеллан Кейптаунран Йоханнесбурга каякан поездра. 1959 ҫул

Эпир 60 ҫул иртсен Кӑнтӑр Африкӑри филиалта. 2019 ҫул

Малтан пире тӑватсӑмӑра та Бруклинри типографие вӗренме ячӗҫ. Унта виҫӗ уйӑх вӗреннӗ хыҫҫӑн эпир Кейптауна каякан груз турттаракан карап ҫине лартӑмӑр. Эпӗ ун чухне 20-ре кӑначчӗ. Кейптауна ҫитсен вара эпир поезд ҫине лартӑмӑр та Йоханнесбурга кайрӑмӑр. Пирӗн аякка каймаллаччӗ, эпир ҫула тухнӑ каҫ халӗ те куҫ умӗнче. Пирӗн поезд пӗрремӗш хут Кару текен вырӑнти пӗчӗк хулара чарӑнчӗ. Ун чухне тул ҫутӑлма пуҫланӑ кӑначчӗ. Унта питӗ пӑчӑччӗ тата тусан тӑратчӗ. Ӑҫта ҫитнине пӗлес тесе эпир чӳречерен пӑхаттӑмӑр. Темиҫе ҫул иртсен кӑна ҫав вырӑна таврӑнса эпир унти хуласене куртӑмӑр. Хулисем вара питӗ илемлӗччӗ тата ҫынсем лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнатчӗҫ.

Эпӗ темиҫе ҫул хушши интереслӗ, анчах та ҫӑмӑлах мар ӗҫ туса тӑтӑм. Эпӗ линотип текен машинӑпа ӗҫлесе «Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» журналсене пичетлесе кӑларма хатӗрлеттӗм. Пирӗн филиал Африкӑри тӗрлӗ халӑхсен чӗлхисем ҫине журналсем пичетлетчӗ. Ҫав журналсем Кӑнтӑр Африкӑра пурӑнакан халӑхсен чӗлхисемпе кӑна мар, ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ ҫӗршывсенчи халӑхсен чӗлхисемпе те тухса тӑратчӗҫ. Эпир хӑш машинӑпа тӗнчен тепӗр кӗтесӗнчен ӗҫлеме килтӗмӗр, ҫав машин чарӑнмасӑр ӗҫлесе тӑнӑшӑн эпир питӗ савӑнаттӑмӑр.

Каярахпа мана офиса ӗҫлеме куҫарчӗҫ. Эпӗ публикацисене куҫарассипе, пичетлессипе тата вӗсене тӗрлӗ вырӑнсене ҫитерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса тӑраттӑм. Ман ӗҫ нумайччӗ, анчах эпӗ питӗ телейлӗччӗ.

АВЛАНАТӐП ТАТА ҪӖНӖ ӖҪ ТУМА ПУҪЛАТӐП

Эпир Лорӑпа ятарлӑ пионерсем пулнӑ чухне. 1968 ҫул

1968 ҫулта эпӗ Вефильтен аякра мар пурӑнакан Лора Боуэн тӑвана качча илтӗм. Вӑл пионерччӗ тата Вефильте доброволец пулса куҫаракансен офисӗнче пичетлекен машинкӑпа ӗҫлетчӗ. Ҫав вӑхӑтра тин кӑна мӑшӑрланнисене Вефильте ӗҫлеме хӑвармастчӗҫ, ҫавӑнпа пире ятарлӑ пионерсем пулма ячӗҫ. Эпӗ кӑшт пӑшӑрханаттӑм, мӗншӗн тесен юлашки вунӑ ҫул хушшинче эпӗ Вефильте ӗҫлеттӗм, унта вара манӑн апат-ҫимӗҫ те, пурӑнмалли вырӑн та пурччӗ. Хамӑра паракан пособи пире пурӑнмалӑх ҫитет-ши тесе пӑшӑрханаттӑмччӗ. Ҫав вӑхӑтра ятарлӑ пионерсене 25 рэнд (35 доллар) парса тӑратчӗҫ. Ун чухне ятарлӑ пионерсен сехет нормисӗр пуҫне уйӑхра ҫынсемпе миҫе хут тепре тӗл пулса калаҫмаллине тата миҫе публикаци салатмаллине палӑртса хунӑччӗ. Эпир ҫак нормӑна тусан ҫеҫ пособи илме пултарнӑ. Ҫав укҫапа пирӗн апат-ҫимӗҫ илмеллеччӗ, пурӑнмалли вырӑншӑн тата транспортшӑн тӳлемеллеччӗ, сипленес тесе те, ытти япаласене илес тесе те ҫав укҫаранах тӳлемеллеччӗ.

Пире Инди океан хӗррине ячӗҫ. Унта эпир Дурбан хулинчен аякра мар пӗр ушкӑнпа ӗҫлесе тӑтӑмӑр. Ҫав вырӑна XIX ӗмӗр вӗҫӗнче сахӑр плантацийӗсенче ӗҫлеме Индирен нумай халӑх куҫса килнӗ. Ҫавӑнтанпа нумай вӑхӑт иртнӗ пулсан та вӗсен ачисем хӑйсен халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркисене упраса хӑварнӑ. Сӑмахран, вӗсем питӗ тутлӑ карри хатӗрлетчӗҫ. Унсӑр пуҫне, вӗсем акӑлчанла та калаҫатчӗҫ, ҫавна пула пире вӗсене ырӑ хыпар калама ҫӑмӑлтарахчӗ.

Ун чухне ятарлӑ пионерсен уйӑхне 150 сехет ырӑ хыпар сармаллаччӗ. Ҫавӑнпа та эпир Лорӑпа пӗрремӗш куннех ултӑ сехет ырӑ хыпар сарас терӗмӗр. Питӗ шӑрӑхчӗ тата сывлӑш нӳрӗччӗ. Ун чухне эпир пӗр ҫынпа та Библи вӗренме пуҫламанччӗ-ха тата никам патне те тепре килме калаҫса татӑлманччӗ, ҫавӑнпа та пирӗн ултӑ сехет хушши килтен киле ырӑ хыпар сармаллаччӗ. Мана эпир нумай вӑхӑт хушши ырӑ хыпар саратпӑр пек туйӑнчӗ те эпӗ сехет ҫине пӑхса илес терӗм. Эпир ырӑ хыпар сарма пуҫланӑранпа 40 минут кӑна иртнӗ иккен! Вара эпӗ ҫапла шутласа илтӗм: эпир хамӑр нормӑна туса тӑрайӑпӑр-ши?

Эпир ҫӗнӗ графика хӑвӑрт хӑнӑхрӑмӑр. Эпир кашни кун хамӑрпа пӗрле бутербродсем тата термосра яшка е кофе илеттӗмӗр. Канса илес тесе эпир хамӑр машина пӗр-пӗр йывӑҫ айне сулхӑна тӑрататтӑмӑр. Хӑш-пӗр чухне пирӗн машин тавра вырӑнти ачасем пуҫтарӑнатчӗҫ. Эпир вӗсенчен уйрӑлса тӑнӑран вӗсем пирӗн ҫине интересленсе пӑхатчӗҫ. Темиҫе кунранах эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: малтанхи ик-виҫ сехете чӑтса ирттерсен юлнӑ вӑхӑт хӑвӑртах иртет.

Пире ҫав уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсене ырӑ хыпар сарма питӗ килӗшетчӗ. Инди ҫыннисем питӗ сӑпайлӑ, пархатарлӑ тата Турра юратаҫҫӗ. Вӗсем индуизм тӗнне тытса тӑраҫҫӗ пулсан та нумайӑшӗ эпир калакан хыпара хаваспах итлетчӗҫ. Вӗсене Иегова, Иисус, Библи, пулас ҫӗнӗ тӗнче тата вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен итлеме питӗ килӗшетчӗ. Ҫулталӑк хушшинче эпир 20 ҫынпа Библи вӗренме пуҫларӑмӑр. Кашни кун Библи вӗренекен пӗр-пӗр ҫемье пире хӑйсемпе пӗрле апатланма чӗнетчӗ. Ҫав вырӑнта ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир питӗ телейлӗччӗ.

Кӗҫех пире ҫӗнӗ ӗҫ шанса пачӗҫ — Инди океанӗ тӑрӑхӗнче район надзирателӗн ӗҫне тума ыйтрӗҫ. Эпир кашни эрнере ҫӗнӗ пухӑва каяттӑмӑрччӗ тата унти хыпарҫӑсемпе ырӑ хыпар сараттӑмӑрччӗ. Пурӑнма эпир пӗр-пӗр ҫемье патӗнче пурӑнаттӑмӑр. Эпир вӗсемпе питӗ ҫывӑхлантӑмӑр тата вӗсен ачисене те, килти чӗрчунсене те юратма пуҫларӑмӑр. Ҫапла эпир икӗ ҫул пурӑнтӑмӑр. Пӗррехинче вара пирӗн пата Вефильтен шӑнкӑравларӗҫ те: «Эпир сире каялла Вефиле таврӑнма ыйтасшӑн»,— терӗҫ. Эпӗ вара: «Пире кунта та лайӑх»,— терӗм. Ҫапах та эпир Иеговӑшӑн кирек хӑш вырӑнта та ӗҫлесе тӑма хатӗрччӗ.

КАЯЛЛА ВЕФИЛЕ ТАВРӐНАТПӐР

Вефильте мана сӑваплӑ ӗҫ уйрӑмне ячӗҫ. Унта эпӗ опытлӑ арҫын тӑвансемпе пӗрле ӗҫлесе тӑтӑм. Ҫав вӑхӑтра район надзирателӗсем пухӑва килсе кайнӑ хыҫҫӑн филиала отчет ярса паратчӗҫ. Филиал вара хушусем парас тесе тата пухури тӑвансене хавхалантарас тесе ҫав пухӑва ҫыру ярса паратчӗ. Сӑваплӑ ӗҫ уйрӑмӗнчи секретарьсем район надзирателӗсем ярса панӑ отчетсене зулу, коса тата ытти Африка чӗлхисенчен акӑлчан чӗлхи ҫине куҫаратчӗҫ. Кайран вара филиал ҫырнӑ ҫырусене акӑлчан чӗлхинчен ҫав чӗлхесем ҫине куҫаратчӗҫ. Вӗсем ырми-канми ӗҫлетчӗҫ. Вӗсен тӗслӗхӗ мана питӗ хавхалантаратчӗ. Тата вӗсене пула эпӗ Африкӑри хура ӳтлӗ тӑвансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине куртӑм.

Ун чухне Кӑнтӑр Африкӑра ятарлӑ режимччӗ. Тӗрлӗ раса ҫыннисен пӗр-пӗринчен уйрӑм пурӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑнпа тӗрлӗ раса ҫыннисем пӗр-пӗринпе тӗл пулсах каймастчӗҫ. Пирӗн Африкӑри хура ӳтлӗ тӑвансем хӑйсен халӑхӗнчи ҫынсемпе ҫеҫ хутшӑнма, вӗсене ҫеҫ ырӑ хыпар калама тата хӑйсен тӑван чӗлхипе иртекен тӗлпулӑва ҫеҫ кайма пултарнӑ.

Унччен эпӗ акӑлчан чӗлхипе иртекен пухусенче ҫеҫ ӗҫлесе тӑнӑ, ҫавӑнпа ман паллакансем хушшинче хура ӳтлӗ тӑвансем ҫукпа пӗрехчӗ. Халӗ вара манӑн вӗсемпе лайӑхрах паллашма, вӗсен культури ҫинчен лайӑхрах пӗлме май уҫӑлчӗ. Эпӗ вӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине куртӑм. Вӗсем питӗ хӑюллӑччӗ. Вӗсем Библипе килӗшсе тӑман вӗрентӳсемпе йӑла-йӗркесене тытса тӑма пӑрахатчӗҫ. Килтисемпе кӳршисем вара вӗсене спиритизмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене тутарас тесе питӗ вӑйлӑ хӗсетчӗҫ. Унсӑр пуҫне, унти ялсенчи ҫынсем питӗ чухӑн пурӑнатчӗҫ. Вӗсенчен нумайӑшӗ вӗренмен ҫынсемччӗ, ҫапах та вӗсем Библие питӗ хисеплетчӗҫ.

Эпӗ тӑвансене Турра ирӗклӗн пуҫҫапас тата нейтралитет тытса тӑрас правӑсене хӳтӗлеме пулӑшаттӑм. Свидетельсен ачисене ыттисемпе пӗрле кӗлтума тата тӗн юррисене юрлама килӗшменшӗн шкултан кӑларса яратчӗҫ. Эпӗ вӗсем хӑюллӑ тата Иеговӑна шанчӑклӑ пулнине кураттӑм. Ҫакӑ вара ман ӗненӗве ҫирӗплетрӗ.

Африкӑри пӗр пӗчӗк ҫӗршывра, ун чухне ӑна Свазиленд тенӗ, пирӗн тӑвансем тата тепӗр йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Унти Собхуза II патша вилсен ҫӗршыври пур арҫынна та пуҫне хырма, хӗрарӑмсене ҫӳҫне кӗске касма хушнӑ. Ҫак йӑла-йӗрке вилнӗ ҫынна пытарассипе ҫыхӑннӑ. Ҫак йӑлана тума килӗшменшӗн пирӗн тӑвансене хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Ҫав тӑвансем Турра шанчӑклӑ пулас тӗлӗшрен тата чӑтӑмлӑ пулас тӗлӗшрен пире лайӑх тӗслӗх кӑтартрӗҫ тата пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетрӗҫ.

КАЛЛЕХ ТИПОГРАФИРЕ ӖҪЛЕМЕ ПУҪЛАТӐП

1981 ҫулта мана каллех типографие ӗҫлеме ячӗҫ. Пичетлес ӗҫе аталантарас тесе пирӗн компьютер технологийӗсемпе усӑ курма пуҫламаллаччӗ. Ҫав вӑхӑтра ӗҫлеме питӗ интереслӗччӗ — пичетлемелли меслетсем куҫ умӗнче улшӑнса пыратчӗҫ. Пӗр компани пирӗн филиала тӳлевсӗрех ҫӗнӗ машинпа ӗҫлесе пӑхма сӗнчӗ. Ҫав машин мӗнле ӗҫлени пире питӗ килӗшрӗ, вара эпир хамӑрӑн тӑхӑр линотип вырӑнне ҫав пилӗк машина лартрӑмӑр. Тата эпир ҫӗнӗ пичетлемелли машин туянтӑмӑр, вара пирӗн типографи тата ытларах публикаци пичетлеме пуҫларӗ.

Компьютер технологийӗсемпе усӑ курнӑ май тӑвансем MEPS («Нумай чӗлхепе пичетлесе кӑлармалли электронлӑ система») шутласа кӑларнӑ. Ҫак система публикацисен страницисене пичетлесе кӑлармашкӑн хатӗрлеме пулӑшать. Эпир тӑватсӑмӑр Канадӑри Вефильтен Кӑнтӑр Африкӑна килнӗренпе технологисем мӗн тери вӑйлӑ аталанчӗҫ! (Ис. 60:17). Ҫав вӑхӑталла эпир тӑватсӑмӑр та авланнӑччӗ. Эпир пурте пионер пулса ӗҫлекен тата Иеговӑна юратакан хӗрарӑмсене качча илтӗмӗр. Эпир Билпа Вефильтех ӗҫлеттӗмӗр. Кенпа Деннис вара хӑйсен ҫемйисемпе пирӗнтен аякра мар пурӑнатчӗҫ.

Вефильте ӗҫ хушӑнсах пыратчӗ. Пирӗн филиал публикацисене ытларах та ытларах чӗлхесем ҫине куҫаратчӗ, кайран вӗсене пичетлетчӗ тата ытти филиалсене ярса паратчӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпир пире ҫӗнӗ комплекс кирлӗ пулнине ӑнлантӑмӑр. Вара Йоханнесбургран хӗвеланӑҫ еннелле вырнаҫнӑ илемлӗ вырӑнта ҫӗнӗ Вефиль туса лартрӑмӑр та 1987 ҫулта ӑна Иеговӑна халалларӑмӑр. Кӑнтӑр Африкӑри филиал комитетӗнче ӗҫлесе тӑма тӳр килнишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп тата филиал сарӑлса пынине ӑшӑ туйӑмпа аса илетӗп.

КАЛЛЕХ ҪӖНӖ ӖҪ ШАНСА ПАРАҪҪӖ

2001 ҫулта мана Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тин кӑна йӗркеленнӗ филиал комитетне ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Эпир Лорӑпа хамӑр юратнӑ ӗҫе тата Кӑнтӑр Африкӑри туссене хӑварма тивнишӗн питӗ кулянаттӑмӑр. Ҫав вӑхӑтрах эпир ҫӗнӗ вырӑнта ӗҫлеме май пурришӗн те питӗ савӑнаттӑмӑр.

Нью-Йорка куҫса кайсан эпир Лорӑн ватӑлса кайнӑ амӑшне пӑхайман пулӑттӑмӑр. Ҫавӑншӑн та эпир пӑшӑрханаттӑмӑр. Лорӑн йӑмӑкӗсем амӑшне хӑйсемех пӑхаҫҫӗ терӗҫ. Вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Эпир хамӑр Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлейместпӗр. Анчах та эпир сире хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе туса тӑма пулӑшма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та аннене хамӑрах пӑхатпӑр». Эпир вӗсене ҫакӑншӑн питӗ пархатарлӑ.

Хам анне пирки калас пулсан, ӑна Торонтӑра пурӑнакан пиччепе арӑмӗ пӑхрӗҫ. Вӗсем анне мӗн виличченех уншӑн юратса тӑрӑшнӑшӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ. Анне вӗсем патӗнче 20 ҫул ытла пурӑнчӗ. Шел пулин те, эпир Нью-Йорка куҫса килсен кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл вилсе кайрӗ. Ватӑлнӑ атте-аннене пӑхма хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑлах мар. Яланах пулӑшма тата хӑйсем ҫине яваплӑх илме хатӗр тӑван-хурӑнташ пурри вара чӑн-чӑн пиллӗх.

Пӗрлешӳллӗ Штатсене куҫса килсен эпӗ темиҫе ҫул хушши Вефильти типографире ӗҫлерӗм. Ҫав ҫулсем хушшинче пичетлес ӗҫ тата хытӑрах аталанчӗ тата ҫӑмӑлланчӗ. Каярахпа мана мӗн кирлипе тивӗҫтерекен уйрӑма куҫарчӗҫ. Халӗ пирӗн Вефильте 5 000-е яхӑн вефилец тата 2 000-е яхӑн штатра тӑман ӗҫчен вӑй хурать. Юлашки 20 ҫул хушши ҫавӑн пек пысӑк Вефильте ӗҫлесе тӑма маншӑн питӗ пысӑк чыс.

60 ҫул каялла хам кунта пуласси пирки эпӗ шутламан та. Вун-вун ҫул хушши Лора мана пулӑшса тӑчӗ. Пирӗн пурнӑҫ питӗ интереслӗ пулчӗ. Эпир телейлӗ. Иегова пире тӗрлӗ-тӗрлӗ ӗҫ шанса пачӗ, пирӗн тӗрлӗ тӑвансемпе ӗҫлеме май пулчӗ тата филиалсене ҫӳресе эпир нумай тӑванпа паллашрӑмӑр. Эпир Иеговӑна ҫакӑншӑн питӗ пархатарлӑ. Халӗ эпӗ 80-ран иртнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та сахалрах ӗҫлетӗп. Пирӗн Вефильте ӗҫсене лайӑх тума пӗлекен ҫамрӑкрах арҫын тӑвансем пурришӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Вӗсем питӗ нумай тӑваҫҫӗ.

Псалом юрлакан «Ҫӳлхуҫана хӑйӗн Турри тунӑ халӑх... телейлӗ» тенӗ (Пс. 32:12). Ку чӑнах та ҫапла. Эпӗ Иеговӑшӑн унӑн телейлӗ халӑхӗ хушшинче ӗҫлесе тӑма пултарнишӗн питӗ савӑнатӑп!

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр