Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w22 февраль 31 с.
  • Эсир пӗлетӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир пӗлетӗр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Ҫавнашкал материал
  • Эсир пӗлетӗр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
w22 февраль 31 с.

Эсир пӗлетӗр-и?

Мӗншӗн Иегова израильтянсене улатӑпана та, кӑвакарчӑна та парне пек пама ирӗк панӑ?

МОИСЕЙ саккунӗ тӑрӑх, улатӑпана та, кӑвакарчӑна та Иеговӑна парне пек пама юранӑ. Парне парасси пирки панӑ хушусенче ҫак икӗ кайӑка пӗрле асӑннӑ тата вӗсене иккӗшне те парне пек пама юрать тенӗ (Лев. 1:14; 12:8; 14:30). Икӗ кайӑка та асӑнни израильтянсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Мӗншӗн? Хӑш-пӗр чухне улатӑпана тупма йывӑр пулнӑ.

Улатӑпа

Улатӑпасем сивӗтсен ӑшӑ ҫӗршывсене вӗҫсе каякан кайӑксем. Ҫавӑнпа та вӗсене Израильте ӑшӑ чухне ҫеҫ курма пулать. Октябрьте вӗсем кӑнтӑралла вӗҫсе каяҫҫӗ, ҫуркунне вара каялла таврӑнаҫҫӗ (Юр. юр. 2:11, 12; Иер. 8:7). Акӑ мӗншӗн израильтянсем хӗлле улатӑпасене парне пек пама пултараймасан та пултарнӑ.

Кӑвакарчӑн

Кӑвакарчӑнсем вара ҫулталӑкӗпех Израильте пурӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫынсем вӗсене килте ӗрчетеҫҫӗ. (Иоанн 2:14, 16 танлаштарӑр.) Кӑвакарчӑнсем Палестинӑра пур ҫӗрте те — хуласенче те, ялсенче те — пурӑннӑ. Пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Кашни килте тенӗ пекех кӑвакарчӑнсем пур. Чи чухӑн ҫыннӑн кӑна ҫук пулӗ. Пуянах мар ҫынсен те кил картишӗнче е ҫурт стенинче кӑвакарчӑнсем усрамалли вырӑн пур» (Bible Plants and Animals). (Исаия 60:8 танлаштарӑр.)

Кӑвакарчӑн стена шӑтӑкӗнче ларать

Апла пулсан, израильтянсем хӑш кайӑка пама пултарнӑ, ҫавна панӑ. Ҫакӑ Иегова юратакан Турӑ пулнине кӑтартать. Тата вӑл пирӗнтен эпир тума пултарайманнине тӑвасса кӗтмест.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр