Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w22 август 26—31 с.
  • Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тӳрӗлӗхе юратаҫҫӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тӳрӗлӗхе юратаҫҫӗ
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖН ВӐЛ ТӲРӖЛӖХ?
  • ИЕГОВӐН НОРМИСЕНЕ ХЫТӐРАХ ЮРАТӐР
  • Тӳрӗлӗхе пӗтӗм чӗререн юратӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2011)
  • Пуринчен малтан «унӑн тӳрӗлӗхне» шырӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
  • Иегова пире мӗнле хӳтӗлет?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • «Епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса... ҫылӑха кӗрем?»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
w22 август 26—31 с.

36-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тӳрӗлӗхе юратаҫҫӗ

«Тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса ҫунакансем телейлӗ» (МАТФ. 5:6).

9-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн Патша!

ҪАК СТАТЬЯРАa

1. Иосиф мӗнле лару-тӑрӑва лекнӗ тата хӑйне мӗнле тытнӑ?

ИАКОВ ывӑлӗ Иосиф ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва лекнӗ. Пӗр каварлӑ хӗрарӑм ӑна: «Манпа ҫывӑр»,— тенӗ. Ҫав хӗрарӑм Иосиф хуҫин Потифарӑн арӑмӗ пулнӑ. Иосиф пӗр шухӑшласа тӑмасӑр ҫук тенӗ. Хӑш-пӗрисем мӗнле Иосиф ӑна ҫук теме пултарнӑ тесе тӗлӗнеҫҫӗ пулӗ. Потифар килте пулман. Тата Иосиф чура пулнӑран ҫав хӗрарӑм ӑна тавӑрма пултарнӑ. Потифар арӑмӗ пӗрре анчах мар Иосиф ҫумне ҫулӑхнӑ пулин те, Иосиф унпа ҫывӑрма килӗшмен. Мӗншӗн-ши? Вӑл ҫапла каланӑ: «Епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем?» (Пулт. 39:7—12).

2. Мӑшӑра улталани Иеговӑшӑн ҫылӑх пулнине Иосиф ӑҫтан пӗлнӗ?

2 Мӑшӑра улталани Иеговӑшӑн «пысӑк усал ӗҫ» пулнине Иосиф ӑҫтан пӗлнӗ? Моисей законӗнче тӳррӗн: «Ан аскӑнлан»,— тенӗ (Тух. 20:14). Анчах та ӑна 200 ҫул иртсен тин панӑ. Ҫав-ҫавах Иосиф Иеговӑна лайӑх пӗлнӗрен вӑл аскӑнлӑх ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланнӑ. Сӑмахран, Иосиф мӑшӑрлӑ пурнӑҫра, Иегова шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, пӗр арҫынпа пӗр хӗрарӑм ҫеҫ пулмаллине ӑнланнӑ. Тата вӑл унӑн мӑн асламӑшӗ Сарра ҫине ют арҫынсем куҫ хывсан Иегова ӑна икӗ хутчен мӗнле хӳтӗленине илтнӗ. Ҫавӑн евӗрлӗ лару-тӑрура Турӑ Исаакӑн арӑмне Ревеккӑна та хӳтӗленӗ (Пулт. 2:24; 12:14—20; 20:2—7; 26:6—11). Ҫавӑн пек тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшласа Иосиф Турӑшӑн мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине ӑнланса илнӗ. Иеговӑна юратнӑран Иосиф унӑн тӳрӗлӗх нормисене те юратнӑ. Ҫавӑнпа та пӗр иккӗленмесӗр Турӑ кӗтнӗ пек тунӑ.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Эсир тӳрӗлӗхе юратни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Анчах та эпир пурте ҫылӑхлӑ-ҫке. Ҫавӑнпа та асӑрхануллӑ пулмасан эпир ырӑпа усал ҫине ҫак тӗнчери ҫынсем пек пӑхма пуҫлӑпӑр (Ис. 5:20; Рим 12:2). Ҫавӑн пекки пулса ан тухтӑр тесен айтӑр тӳрӗлӗх мӗн иккенне тата мӗншӗн ӑна юратмаллине пӑхса тухар. Унсӑр пуҫне, Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене хытӑрах юратас тесен мӗнле виҫӗ утӑм тумаллине пӗлер.

МӖН ВӐЛ ТӲРӖЛӖХ?

4. Тӳрӗ ҫын пулни мӗне пӗлтермест?

4 Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсем пирки тӳрӗ теҫҫӗ, анчах та ҫав вӑхӑтрах вӗсем ыттисене айӑплаҫҫӗ, тиркеҫҫӗ тата хӑйсене ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлаҫҫӗ. Турра вара ҫынсем хӑйсене ҫапла тытни пачах килӗшмест. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра та тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсен тӳрӗлӗх нормисене палӑртса хунӑ. Иисус вӗсене ҫавӑншӑн сивленӗ (Еккл. 7:16; Лука 16:15). Тӳрӗлӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхакан ҫын хӑйне ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламасть.

5. Библи тӑрӑх, мӗн вӑл тӳрӗлӗх? Тӗслӗхсем илсе парӑр.

5 Тӳрӗлӗх питӗ лайӑх ен. Кӗскен каласан, тӳрӗ пурӑнни вӑл — Иегова мӗн тӗрӗс тет, ҫавна тунине пӗлтерет. Библире «тӳрӗлӗх» тесе куҫарнӑ сӑмахсем ҫын ҫӳлти шайра тӑракан нормӑсем тӑрӑх, Туррӑн нормисем тӑрӑх, пурӑннине пӗлтереҫҫӗ. Сӑмахран, Турӑ сутуҫӑсен ыттисене улталамалла мар тенӗ. Вӑл вӗсене: «Санӑн кире пуканӗ йӑнӑшсӑр, тӗрӗс пулмалла»,— тесе хушнӑ (Сак. аст. 25:15). Кунта «тӗрӗс» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахне «тӳрӗ» тата «ултавсӑр» тесе те куҫарма пулать. Эппин, христианин Турӑ умӗнче тӳрӗ пуласшӑн пулсан, унӑн нимӗнле ӗҫре те улталамалла мар. Тӳрӗ ҫын тӗрӗслӗхе те юратать. Вӑл пӗр-пӗр ҫын хӑйне кампа та пулин тӗрӗс мар тытнине кураймасть. Чӑннипех те тӳрӗ ҫын «пур тӗлӗшрен те Турра юраса» пурӑнасшӑн (Кол. 1:10). Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр йышӑну тӑвас ӳмӗн вӑл Иегова ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхасси ҫинчен шухӑшлать.

6. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнмалла? (Исаия 55:8, 9).

6 Иегова — тӳрӗлӗх Ҫӑлкуҫӗ. Ҫавӑнпа та Библире ун пирки тӳрӗлӗх ҫурчӗ тенӗ (Иер. 50:7, ҪТ). Вӑл Пурнӑҫ паракан пулнӑран унӑн мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине палӑртса хума законлӑ право пур. Иегова пӗр ҫитменлӗхсӗр пулни пирки мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине вӑл ҫеҫ тӗп-тӗрӗс калама пултарать. Ҫынсем ҫине вара ҫылӑхпа ҫитменлӗхсем витӗм кӳреҫҫӗ (Ытар. 14:12; Исаия 55:8, 9 вуласа парӑр). Ҫапах та, пире Турӑ евӗрлӗ пултарнӑран, эпир унӑн тӳрӗ нормисем тӑрӑх пурӑнма пултаратпӑр (Пулт. 1:27). Тата ҫавӑн пек пурӑнма пире килӗшет. Хамӑр ҫӳлти Аттене юратни пире унран тӗслӗх илме хавхалантарать (Эф. 5:1).

7. Мӗншӗн нормӑсене тытса тӑни усӑ кӳрет? Тӗслӗхсем илсе парӑр.

7 Турӑ палӑртса хунӑ нормӑсем тӑрӑх пурӑнни пире хамӑрах усӑ кӳрет. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Калӑпӑр, банксем валюта курсне хӑйсем пӗлнӗ пек палӑртса хунӑ пулсан е ҫурт-йӗр тӑвакан компанисем хӑйсен нормисемпе правилисем тӑрӑх ҫуртсем хӑпартнӑ пулсан, мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫакӑ пире аптратса ӳкерӗччӗ, ним йӗрки те пулман пулӗччӗ. Тухтӑрсемпе медсестрасем чирлӗ ҫынсене пӑхас правилӑсене тытса тӑман пулсан вара мӗн чухлӗ ҫын вилнӗ пулӗччӗ! Ҫак тӗслӗхсем нормӑсене тытса тӑни ҫынсене хӳтӗленине кӑтартса параҫҫӗ. Турӑ палӑртса хунӑ нормӑсем пирки те ҫавнах калама пулать: вӗсене тытса тӑни пире хӳтӗлет.

8. Тӗрӗссине тума юратакансене Иегова мӗнле пиллӗ?

8 Иегова хӑйӗн нормисем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшакансене пиллет. Вӑл: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ»,— тесе сӑмах парать (Пс. 36:29). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: пурте Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма пуҫласан пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗрлӗх, мир тата телей пулӗ! Иегова пире шӑп ҫапла пурӑнтарасшӑн та. Чӑнах та, тӳрӗлӗхе юратма пирӗн пур сӑлтав та пур. Ӑна тата хытӑрах юратас тесен вара мӗн тумалла? Айтӑр виҫӗ утӑма пӑхса тухар.

ИЕГОВӐН НОРМИСЕНЕ ХЫТӐРАХ ЮРАТӐР

9. Тӳрӗлӗхе юратас тесен мӗн тумалла?

9 Пӗрремӗш утӑм: тӳрӗлӗх нормисене палӑртса хуракана юратӑр. Тӳрӗлӗхе юратас тесен, кам мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине палӑртса хунӑ, ҫавна хытӑрах юратмалла. Мӗн чухлӗ хытӑрах эпир Иеговӑна юрататпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах эпир унӑн тӳрӗ законӗсемпе принципӗсем тӑрӑх пурӑнасшӑн пулӑпӑр. Адампа Ева Иеговӑна юратнӑ пулсан, нихӑҫан та ӑна хирӗҫ кайман пулӗччӗҫ (Пулт. 3:1—6, 16—19).

10. Иеговӑна лайӑхрах ӑнланас тесе Авраам мӗн тунӑ?

10 Адампа Ева пек пулас мар тесен мӗн тумалла? Малалла та Иеговӑна пӗлсе пымалла, унӑн лайӑх енӗсене хакламалла тата вӑл шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренмелле. Вара эпир Турра хытӑрах юратса пырӑпӑр. Авраам тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Иеговӑна чун-чӗререн юратнӑ. Авраам Иегова мӗншӗн апла е капла тунине ӑнланман чухне те ӑна хирӗҫ нимӗн те каламан. Ун вырӑнне вӑл Иеговӑна лайӑхрах пӗлме тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Турӑ Содомпа Гоморрӑна пӗтерме шут тытсан, Авраам нивушлӗ «Пӗтӗм ҫӗр Тӳри» усал ҫынсемпе пӗрле тӳррисене те пӗтерӗ тесе пӑшӑрханнӑ. Ҫак шухӑш Авраам пуҫне ниепле те шанӑҫма пултарайман. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса Иеговӑна темиҫе ыйту панӑ. Турӑ вара ӑна тӳсӗмлӗн хуравланӑ. Юлашкинчен Авраам ҫакна ӑнланса илнӗ: Иегова кашни ҫыннӑн чӗрине курать тата вӑл нихӑҫан та айӑпсӑр ҫынна айӑплисемпе пӗрле пӗтермӗ (Пулт. 18:20—32).

11. Мӗншӗн Авраам Иеговӑна юратнӑ тата шаннӑ теме пулать?

11 Турӑпа Содомпа Гоморра ҫинчен калаҫни Авраам ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне тата хытӑрах юратма, хисеплеме пуҫланӑ. Ҫулсем иртсен Авраам Иеговӑна шаннипе шанманни вӑйлӑ тӗрӗсленнӗ. Иегова Авраама юратнӑ ывӑлне Исаака парне пек кӳме хушнӑ. Ҫав вӑхӑталла Авраам хӑйӗн Туррине лайӑх пӗлсе ҫитнӗ. Ҫавӑнпа та пӗр ыйту памасӑр вӑл хушнӑ пек тунӑ. Хӑйне хушнӑ ӗҫе тума хатӗрленнӗ чухне Авраамӑн чӗри ҫурӑлса тухасла ыратнӑ пулӗ. Апла пулин те вӑл Турӑ ҫинчен хӑй мӗн пӗлни пирки шутланӑ пулас. Авраам Иегова нихӑҫан та хӑйне тӗрӗс мар е хаяр тытас ҫуккине пӗлнӗ. Павел апостол каланӑ тӑрӑх, Авраам хӑйӗн юратнӑ ывӑлне Иегова чӗртсе тӑратма пултарасса ӗненнӗ (Евр. 11:17—19). Турӑ Исаакран вӑйлӑ халӑх тухать тесе каланӑ вӗт. Иса-акӑн вара ун чухне пӗр ача та пулман. Авраам Иеговӑна юратнӑ, ҫавӑнпа та хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ мӗн туни яланах тӗрӗс пулни пирки иккӗленмен. Хӑйне тем пек йывӑр килнӗ пулин те, Авраам Турра ӗненсе вӑл хушнӑ пек тунӑ (Пулт. 22:1—12).

12. Эпир Авраамран мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Псалом 72:28).

12 Эпир Авраамран мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пирӗн те Иегова ҫинчен пӗлсех пымалла. Вара эпир унпа ҫывӑхлансах пырӑпӑр тата ӑна хытӑрах юратма пуҫлӑпӑр. (Псалом 72:28 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, хамӑр совеҫе вӗрентнине пула эпир йышӑнусем тунӑ чухне Турӑ мӗн шутланине шута илӗпӗр (Евр. 5:14). Ҫапла вара, кам та пулин пире тӗрӗс мар тума хӗтӗртсен, эпир ӑна итлемӗпӗр. Пирӗн хамӑр ҫӳлти Аттен чунне мӗн ыраттарма пултарать е хамӑрпа ун хушшинчи туслӑха мӗн аркатма пултарать, ҫавна тӑвас шухӑш та пулмӗ. Тӳрӗлӗхе хытӑрах юратас тесен тата мӗн тумалла?

13. Тӳрӗлӗхшӗн ҫунни мӗнрен курӑнать? (Ытарӑшсем 15:9).

13 Иккӗмӗш утӑм: тӳрӗлӗхе хытӑрах юратас тесе кашни кун вӑй хурӑр. Мышцӑсене ҫирӗплетес тесе кашни кун тренировка тунӑ евӗр, Туррӑн тӳрӗлӗх нормисене хытӑрах юратас тесен кашни кун вӑй хумалла. Иегова пирӗнтен хамӑр мӗн тума пултарайманнине тума ыйтмасть (Пс. 102:14). Вӑл «тӳрӗлӗхшӗн ҫунакана» юратать. (Ытарӑшсем 15:9 [ҪТ] вуласа парӑр.)b Килӗшетӗр пулӗ, сӑваплӑ ӗҫре тӗллев лартсан эпир ӑна пурнӑҫлама пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр. Тӳрӗлӗхе юратасси пирки калас пулсан вара эпир уншӑн ҫунатпӑр пулсан, ӑна хытӑрах юратас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑпӑр. Иегова вара пире ҫак ӗҫре тӳсӗмлӗн пулӑшса тӑрӗ (Пс. 83:6, 8).

14. Мӗн вӑл «тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирӗ» тата мӗншӗн ӑна тӑхӑнмалла?

14 Иегова пире тӳрӗ пурӑнма йывӑр мар тесе ӑшшӑн аса илтерет (1 Иоанн 5:3). Тӳрӗ пурӑнни пире хӳтӗлет. Тата ҫакӑн пек хӳтлӗх пире кашни кун кирлӗ. Павел апостол ҫырнӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсене аса илӗр-ха (Эф. 6:14—18). Вӗсенчен хӑшӗ чӗрене хӳтӗлет? «Тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук» тумтирӗ, е, урӑхла каласан, тимӗр кӑкӑрлӑх. Ҫакӑ вӑл Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем. Кӑкӑрлӑх чӗрене хӳтӗленӗ пекех, Иеговӑн нормисем пирӗн сӑнарлӑ чӗрене, хамӑр шалти ҫынна, хӳтӗлеме пултараҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн вӑрҫӑ хатӗрӗсене тӑхӑннӑ чухне тӳрӗлӗхӗн кӑкӑрлӑхне те тӑхӑнни питӗ кирлӗ (Ытар. 4:23).

15. Тӳрӗлӗхӗн кӑкӑрлӑхне тӑхӑнас тесен мӗн тумалла?

15 Тӳрӗлӗхӗн кӑкӑрлӑхне тӑхӑнас тесен мӗн тумалла? Кашни кун йышӑнусем тунӑ чухне Туррӑн нормисене шута илмелле. Мӗн ҫинчен калаҫмаллине, мӗнле юрӑ-кӗвӗ итлемеллине, мӗн пӑхмаллине тата мӗнле кӗнеке вуламаллине суйласа илнӗ чухне хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Эпӗ хамӑн чӗрене мӗн кӗртесшӗн? Ҫакӑ Иеговӑна килӗшӗ-и? Е унта Иегова курайман ӗҫсене тума — аскӑнланма, пусмӑрлама, ҫӑткӑнланма е хамӑр ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама — хӗтӗртеҫҫӗ-и?» (Флп. 4:8). Хӑвӑр тунӑ йышӑнусем Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑраҫҫӗ пулсан, унӑн тӳрӗлӗх нормисем сирӗн чӗрене хӳтӗлесе тӑрӗҫ.

Хӗрарӑм тӑван хӗвел аннӑ вӑхӑтра тинӗс хӗрринче уҫӑлса ҫӳрет. Вӑл хумсем ҫине пӑхса киленет.

Сирӗн тӳрӗлӗх «тинӗс хумӗсем пек» пулма пултарать (16, 17 абзацсене пӑхӑр)

16, 17. Исаия 48:18-мӗшӗнчи сӑмахсем эпир кунран-кун Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма пултарнине мӗнле шантараҫҫӗ?

16 Сирӗн пуҫа хӑҫан та пулин ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗнӗ-и: «Кунран-кун, ҫулран-ҫул Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма ҫук». Ҫапла пулсан, айтӑр Исаия 48:18-мӗшӗнче (вуласа парӑр) мӗн ҫырнине аса илер. Иегова пирӗн тӳрӗлӗх «тинӗс хумӗсем пек» пулӗ тесе сӑмах парать. Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха: эсир тинӗс хӗрринче тӑратӑр, хумсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫырана пырса ҫапӑнаҫҫӗ. Ҫав илеме сӑнаса тӑрса эсир хумсем хӑҫан та пулин чарӑнса тӑрӗҫ тесе пӑшӑрханӑр-и? Ҫук, паллах. Хумсем пин-пин ҫул хушши пӗр чарӑнмасӑр ҫыран хӗрне пырса ҫапӑнаҫҫӗ вӗт. Ҫавӑнпа малашне те ҫапла пуласси пирки эсир иккӗленместӗр.

17 Сирӗн тӳрӗлӗх те тинӗс хумӗсем пек пулма пултарать. Урӑхла каласан, эсир яланах, пӗр чарӑнмасӑр Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнма пултаратӑр. Ҫапла пултӑр тесен пӗр-пӗр йышӑну тӑвас ӳмӗн Турӑ хӑвӑртан мӗн кӗтнине пӗлме тӑрӑшӑр, кайран вара ҫавна тӑвӑр. Тӗрӗссине тума тем пек йывӑр пулсан та, ан манӑр: сирӗн ҫӳлти Аҫӑр яланах юнашар. Вӑл сире кунран-кун тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма вӑй парса тӑрӗ (Ис. 40:29—31).

18. Мӗншӗн ыттисене хамӑр нормӑсем тӑрӑх суд тумалла мар?

18 Виҫҫӗмӗш утӑм: ыттисене суд тума Иеговӑна парӑр. Эпир Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшатпӑр. Апла пулин те пирӗн хамӑр мӗн тунине ыттисем мӗн тунипе танлаштарса хамӑр вӗсенчен лайӑхрах тесе шутламалла мар. Ыттисене хамӑрӑн нормӑсем тӑрӑх суд тӑвас вырӑнне, айтӑр ҫакна асра тытар: Иегова — «Пӗтӗм ҫӗр Тӳри» (Пулт. 18:25). Вӑл пире ыттисене суд тума право паман. Акӑ мӗншӗн Иисус: «Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ»,— тесе хушнӑ (Матф. 7:1)c.

19. Иосиф Иеговӑн ҫеҫ суд тума право пуррине ӑнланни ӑҫтан курӑнать?

19 Тӳрӗ Иосифӑн тӗслӗхӗ патне таврӑнар. Вӑл никама та, хӑйсене унпа хаяррӑн тытнисене те, суд туман. Унӑн пиччӗшӗсем ун ҫине тапӑннӑ та чуралӑха сутса янӑ, кайран вара ашшӗне вӑл вилнӗ тесе суйнӑ. Нумай ҫул иртсен Иосиф каллех хӑйӗн пиччӗшӗсемпе тӗл пулнӑ. Хӑватлӑ пуҫлӑх пулнӑ май вӑл вӗсене тавӑрма пултарнӑ. Пиччӗшӗсем, хӑйсем мӗн тунишӗн ӳкӗннӗ пулин те, унран хӑранӑ. Анчах та Иосиф вӗсене лӑплантарса: «Ан хӑрӑр, эпӗ Турӑран хӑратӑп [«эпӗ Турӑ-им?», ҪТ]»,— тенӗ (Пулт. 37:18—20, 27, 28, 31—35; 50:15—21). Вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса Иеговӑн ҫеҫ суд тума право пуррине ӑнланнӑ.

20, 21. Хамӑр пирки ыттисенчен тӳрӗрех тесе шутлас мар тесен мӗн тумалла?

20 Эпир те, Иосиф пекех, Иеговӑна суд тума паратпӑр. Эпир тӑвансем пӗр-пӗр ӗҫе мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа тунине пӗлетпӗр тесе калама пултараймастпӑр. Ҫыннӑн чӗринче мӗн пуррине эпир пӗлместпӗр. Иегова анчах «чуна тӗрӗслет» (Ытар. 16:2). Вӑл пур ҫынна та юратать, вӗсем хӑш халӑхран пулнине, мӗнле ҫемьере ӳснине пӑхмасть. Турӑ пире те: «Чӗрӗре уҫӑр»,— тет (2 Кор. 6:13). Ҫавӑнпа та айтӑр тӑвансене айӑплар мар, вӗсене юратар.

21 Пирӗн Иеговӑна ӗненмен ҫынсене те суд тумалла мар (1 Тим. 2:3, 4). Эсир Свидетель пулман хурӑнташа айӑпласа вӑл нихӑҫан та чӑнлӑха йышӑнмасть тесе шутланӑ пулӑттӑр-и? Ҫук пулӗ, мӗншӗн тесен ҫапла туса эсир хӑвӑр ӑс-тӑн ҫине шаннине тата хӑвӑр ыттисенчен тӳрӗрех тесе шутланине кӑтартнӑ пулӑттӑр. Турӑ халӗ те «пур ҫӗрте те пурне те ӳкӗнме» май парать (Ап. ӗҫ. 17:30). Ҫакна нихӑҫан та ан манӑр: Иегова хӑйсене ыттисенчен тӳрӗрех текен ҫынсем пирки тӳрӗ мар тесе шутлать.

22. Мӗншӗн эсир тӳрӗлӗхе юрататӑр?

22 Туррӑн тӳрӗлӗх нормисене юратни пире малалла та савӑнтартӑр тата ыттисене пирӗнпе те, Иеговӑпа та ҫывӑхланма хавхалантартӑр. Айтӑр яланах тӳрӗлӗхшӗн ҫунар (Матф. 5:6). Иегова эсир вӑй хунине курса тӑни пирки тата эсир тӗрӗс туни унӑн чӗрине савӑнтарни пирки ан иккӗленӗр. Ҫак тӗнче тӗрӗсмарлӑх ӑшне путса пырать пулин те алла ан усӑр. Асра тытӑр: «Ҫӳлхуҫа тӳрӗ ҫынсене юратать» (Пс. 145:8).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗн вӑл тӳрӗлӗх?

  • Мӗншӗн Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнмалла?

  • Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене хытӑрах юратас тесен мӗн тумалла?

139-МӖШ ЮРӐ Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам

a Ҫак усал тӗнчере тӳрӗ ҫынсем ҫук пек туйӑнма пултарать. Апла пулин те миллион-миллион ҫын тӳрӗлӗх ҫӳлӗпе пырать. Паллах, эсир те вӗсем хушшинче. Эсир ҫак ҫулпа пырасса та Иеговӑна юратнӑран пыратӑр. Иегова вара тӳрӗлӗхе юратать. Ҫак статьяра эпир тӳрӗлӗх мӗне пӗлтернине тата мӗншӗн ӑна юратмаллине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ӑна хытӑрах юратас тесен мӗнле утӑмсем тумаллине те курӑпӑр.

b Ытарӑшсем 15:9, ҪТ: «Иегова усал ҫын ҫулне кураймасть, тӳрӗлӗхшӗн ҫунакана вара вӑл юратать».

c Ҫылӑх тунӑ тӑван ӳкӗннипе ӳкӗнменнине пӗлес тесе унӑн ӗҫне пӑхса тухнӑ чухне старейшинӑсен суд тума тивет (1 Кор. 5:11; 6:5; Иак. 5:14, 15). Ҫавӑн чухне вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хурса ҫакна асра тытаҫҫӗ: вӗсем ҫыннӑн чӗринче мӗн пуррине пӗлмеҫҫӗ тата Иеговӑн судне тӑваҫҫӗ. (2 Ҫулсеренхи 19:6 танлаштарӑр.) Вӗсем суд тунӑ чухне Иегова пекех хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ тата тӳрӗ пуласшӑн.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр