Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w23 июнь 31 с.
  • Вулакансен ыйтӑвӗсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вулакансен ыйтӑвӗсем
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Ҫавнашкал материал
  • Вӑл хӑй ӑшӗнче пӗтӗмлетӳсем тунӑ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Мария качча кайман пулин те — йывӑр ҫын
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Вӑл лайӑх ашшӗ пулнӑ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Мария патне Гавриил ятлӑ ангел килет
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
w23 июнь 31 с.

ВУЛАКАНСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ

Мӗншӗн Иосифпа Мария Иисус ҫуралсан Назарета килне таврӑнас вырӑнне Вифлеемра юлнӑ?

Библире ҫакӑн пирки нимӗн те каламан. Анчах та унта мӗн ҫырса пани вӗсем мӗншӗн ҫапла йышӑну тунине ӑнлантарса пама пултарать, тен.

Ангел Марийӑна йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫурататӑн тенӗ. Ун чухне Марийӑпа Иосиф Галилейӑри Назарет хулинче пурӑннӑ (Лука 1:26—31; 2:4). Каярахпа та, Египетра пӗр вӑхӑт хушши пурӑннӑ хыҫҫӑн, вӗсем Назарета таврӑннӑ. Иисус ҫав хулара ӳссе-ҫитӗнсе Назарет ҫынни пулса тӑнӑ (Матф. 2:19—23). Ҫавӑнпа та Иисус, Иосиф тата Мария ҫинчен каланӑ чухне эпир час-часах Назарет ҫинчен аса илетпӗр.

Марийӑн Иудейӑра пурӑннӑ Елизавета ятлӑ хурӑнташ пулнӑ. Вӑл Захария священникӑн арӑмӗ пулнӑ тата Шыва кӗртекен Иоанӑн амӑшӗ пулса тӑнӑ (Лука 1:5, 9, 13, 36). Мария Иудейӑна Елизаветӑна курма кайсан, ун патӗнче виҫӗ уйӑха яхӑн пурӑннӑ. Кайран вӑл Назарета таврӑннӑ (Лука 1:39, 40, 56). Апла, Мария Иудея таврашне пӗлнӗ теме пулать.

Кӑшт вӑхӑт иртсен ҫынсен шутне шутласа тухма хушу кӑларнӑ пулнӑ. Вара Иосиф Назаретран Вифлеема кайнӑ. Вифлеем «Давидӑн тӑван хули» пулнӑ. Пророкла каланӑ тӑрӑх, Мессия унта ҫуралмалла пулнӑ (Лука 2:3, 4; 1 Патш. 17:15; 20:6; Мих. 5:2). Мария Иисуса унта ҫуратнӑ. Иосиф Марийӑна тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачапа пӗрле Назарета таврӑнмашкӑн вӑрӑм ҫула тухтарасшӑн пулман. Вӗсем Вифлеемрах юлнӑ. Ҫав хула Иерусалимран тӑхӑр ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та хӑйсен пӗрремӗш ачипе храма кайса закон хушнӑ тӑрӑх парне кӳме вӗсемшӗн меллӗ пулнӑ (Лев. 12:2, 6—8; Лука 2:22—24).

Иисус ҫураличченех Туррӑн ангелӗ Марийӑна ывӑлӗ «Давидӑн... престолне» ларса Патша пулӗ тесе каланӑ. Тен, Иосифпа Мария Иисус Давидӑн тӑван хулинче ҫурални питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутланӑ (Лука 1:32, 33; 2:11, 17). Вӗсем ҫав хуларах юлса Турӑ хушусем парасса кӗтни ӑслӑ-тӑнлӑ пулать тесе шутлама пултарнӑ.

Хӑйсем патне астрологсем килнӗ тӗлнелле вӗсем мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши Вифлеемра пулнине эпир пӗлместпӗр. Анчах та ҫакӑ паллӑ: ун чухне вӗсен ҫемйи пӳртре пурӑннӑ тата вӗсен ывӑлӗ тин ҫеҫ ҫуралнӑ пепке мар, ача пулнӑ (Матф. 2:11). Апла пулсан, перепись хыҫҫӑн Иосифпа Мария Назарета таврӑнас темен, Вифлеемрах юлнӑ пулмалла. Вӑл вӗсен килӗ пулса тӑнӑ пулсан, вӗсем унта чылай вӑхӑт пурӑннӑ теме пулать.

Ирод «Вифлеемпа ун таврашӗнче ҫуралнӑ иккӗри тата икӗ ҫултан кӗҫӗнрех ачасене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ» (Матф. 2:16). Турӑ ҫавӑн пирки Иосифа пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа та лешӗ Марийӑпа Иисуса илсе Египета тарнӑ. Вӗсем унта Ирод виличченех пурӑннӑ. Каярахпа Иосиф ҫемйипе пӗрле Назарета куҫса кайнӑ. Мӗншӗн вӗсем Вифлеема таврӑнман? Мӗншӗн тесен Иудейӑра Иродӑн хаяр ывӑлӗ, Архелай, патшара ларнӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова Иосифа ангел урлӑ унта каймалла мар тенӗ. Назаретра вӗсен ҫемйи хӑрушсӑрлӑхра пурӑнса Иисуса Туррӑн законӗсемпе килӗшӳллӗн вӗрентсе ӳстерме пултарнӑ (Матф. 2:19—22; 13:55; Лука 2:39, 52).

Иосиф Иисус виличчен тата пӗлӗтре пурӑнма май уҫӑличчен вилнӗ пулмалла. Апла, вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗ. Нумайӑшӗ унпа куҫа-куҫӑн тӗлпулса мӗншӗн вӗсем Марийӑпа пӗрле Иисус ҫуралнӑ хыҫҫӑн Вифлеемра юлни пирки ыйтса пӗлме пултарӗҫ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр