22-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
127-МӖШ ЮРӐ Манӑн мӗнле ҫын пулмалла?
Хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени тӗрӗс йышӑну тума пулӑштӑр
«Хӑвӑра шалтан... илемлетме тӑрӑшӑр, ҫавӑ Турӑ умӗнче питӗ хаклӑ» (1 ПЁТР 3:4).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Хӗрпе каччӑ пек ҫӳрекен тӑвансем тӗрӗс йышӑну тӑвас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? Пухури тӑвансем вӗсене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
1, 2. Хӑш-пӗрисем хӗрпе каччӑ пек ҫӳрес вӑхӑт пирки мӗн калаҫҫӗ?
ХӖРПЕ каччӑ пек ҫӳрени ялан тенӗ пекех савӑнӑҫлӑ та хавхалануллӑ вӑхӑт. Нумай мӑшӑр ҫакӑнпа килӗшет. Эсир халӗ кампа та пулин ҫӳретӗр пулсан, ҫак вӑхӑт телейлӗ пултӑр тетӗр пулӗ. Эфиопири Ци́онa ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Хам упӑшкапа ҫӳренӗ вӑхӑта эпӗ ӑшӑ туйӑмсемпе аса илетӗп. Эпир унпа пӗлтерӗшлӗ ыйтусене те сӳтсе яваттӑмӑр, ҫав вӑхӑтрах нумай кулаттӑмӑр та. Хам юратакан тата мана юратакан ҫынна тӗл пулнӑшӑн эпӗ ҫав тери савӑнатӑп».
2 Нидерландра пурӑнакан Але́ссио вара ҫапла калать: «Паллах, пулас арӑмпа хӗрпе каччӑ пек ҫӳренӗ вӑхӑт хаваслӑ вӑхӑтчӗ. Ҫапах та йывӑрлӑхсем те пулчӗҫ». Ҫак статьяра эпир хӗрпе каччӑ пек ҫӳрекенсен мӗнле йывӑрлӑхсем пулма пултарассине тата вӗсене Библири хӑш принципсем пулӑшассине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, пухури тӑвансем те вӗсене мӗнле пулӑшма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.
МӖНЛЕ ТӖЛЛЕВПЕ ХӖРПЕ КАЧЧӐ ПЕК ҪӲРЕМЕЛЛЕ?
3. Мӗнле тӗллевпе хӗрпе каччӑ пек ҫӳремелле? (Ытарӑшсем 20:25).
3 Хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени ялан тенӗ пекех савӑнӑҫлӑ вӑхӑт пулин те, ҫавӑн ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтра хӗрпе каччӑн йышӑну тумалла. Мӑшӑрланас терӗҫ пулсан, вӗсем туй кунӗнче Иегова умӗнче пӗр-пӗрне мӗн пурнӑҫӗ тӑршшӗпех юратма тата хисеплеме сӑмах парӗҫ вӗт. Кирек мӗнле тупа тӑвас умӗн те тӗплӗн шухӑшламалла. (Ытарӑшсем 20:25 вуласа парӑр.) Мӑшӑра тупа туса сӑмах пани пирки те ҫавнах калама пулать: пӗрле ҫӳрени каччӑпа хӗре пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме тата тӗрӗс йышӑну тума пулӑшать. Пӗрле ҫӳреме пӑрахрӗҫ пулсан вара, ҫакӑ вӗсем тӗрӗс мар йышӑну е темле йӑнӑш тунине пӗлтермест. Пачах урӑхла, хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени вӗсене мӑшӑрланма кирлипе кирлӗ маррине ӑнланма пулӑшнӑ.
4. Мӗншӗн пирӗн пурин те хӗрпе каччӑ пек ҫӳресси ҫине тӗрӗс пӑхмалла?
4 Хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени ҫине тӗрӗс пӑхатӑн пулсан, эсӗ кам саншӑн лайӑх мӑшӑр пулма пултараймасть, ҫавӑнпа пӗрле ҫӳреме пуҫламӑн. Анчах та ҫак тапхӑрӑн тӗллевне мӑшӑрланманнисен кӑна мар, пурин те асра тытмалла. Тӗслӗхрен, арҫын тӑванпа хӗрарӑм тӑван пӗрле ҫӳреме пуҫларӗҫ пулсан, хӑш-пӗрисем вӗсен мӑшӑрланмаллах тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑн пек шутлани пӗрле ҫӳреме пуҫланӑ тӑвансем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан качча кайман Мели́сса тӑван ҫапла калать: «Хӑш-пӗрисем хӗрпе каччӑ пек ҫӳрекенсем пӗрлешессе кӗтеҫҫӗ. Вара лешӗсем, ыттисене юрас тесе, мӑшӑрланмаллах тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑш-пӗрисем, пӗр-пӗриншӗн лайӑх мӑшӑр пулас ҫуккине ӑнланаҫҫӗ пулин те, малалла та пӗрле ҫӳреҫҫӗ. Теприсем вара, ҫавна веҫех курса, хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫлама хӑраҫҫӗ».
ПӖР-ПӖРНЕ ЛАЙӐХРАХ ПӖЛСЕ ҪИТӖР
5, 6. Хӗрпе каччӑ пек ҫӳрекенсен пӗр-пӗрин пирки мӗн пӗлмелле? (1 Пётр 3:4).
5 Эсӗ кампа та пулин хӗрпе каччӑ пек ҫӳретӗн пулсан, сана ҫак ҫынпа мӑшӑрланмаллипе мӑшӑрланмалла марри пирки йышӑну тума мӗн пулӑшӗ? Пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме тӑрӑшӑр. Паллах, эсӗ ҫынпа ҫӳреме пуҫличченех ун ҫинчен хӑш-пӗр япаласене пӗлнӗ. Анчах та халӗ санӑн ун чӗринче «мӗн пуррине» ӑнланма тӑрӑшмалла. (1 Пётр 3:4 вуласа парӑр.) Тӗслӗхрен, унӑн Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусем мӗнлерех пулнине, характерне тата вӑл мӗнле шухӑшланине пӗлме тӑрӑшмалла. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсӗ ҫакӑн пек ыйтусен хуравӗсене тупма пултарӑн: «Вӑл маншӑн лайӑх мӑшӑр пулӗ-и? (Ытар. 31:26, 27, 30; Эф. 5:33; 1 Тим. 5:8). Эпир пӗр-пӗринпе тимлӗ пулма тата пӗр-пӗрне юратнине кӑтартма пултарайӑпӑр-и? Пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗсене чӑтма пултарӑпӑр-и? (Рим 3:23)»b. Ҫакна асра тыт: эсир пӗр пек пулни мар, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пӗлни пӗлтерӗшлӗрех.
6 Ҫын ҫинчен тата мӗн пӗлмелле? Вӑйлӑ туйӑмсем аталаниччен, тен, эсӗ хӑш-пӗр пӗлтерӗшлӗ темӑсем ҫинчен, тӗслӗхрен, хӑвӑрӑн тӗллевсем ҫинчен, калаҫасшӑн пулӑн. Сывлӑх пирки вара, укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пирки тата ҫын ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ чун суранӗсем пирки мӗн калама пулать? Паллах, пур ыйтӑва та пӗрле ҫӳреме пуҫласанах сӳтсе явма кирлӗ мар. (Иоанн 16:12 танлаштарӑр.) Хальлӗхе эсӗ пӗр-пӗр темӑна сӳтсе явма хатӗр мар пулсан, ҫакӑн ҫинчен тӳррӗн кала. Анчах та хӑҫан та пулин санӑн ҫав темӑсем ҫинчен уҫҫӑн калаҫма тиветех. Мӗншӗн тесен тӗрӗс йышӑну тумашкӑн теприн сана лайӑх пӗлмелле.
7. Хӗрпе каччӑ пек ҫӳрекен арҫын тӑванпа хӗрарӑм тӑван пӗр-пӗринпе лайӑхрах паллашас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? («Эсир пӗр-пӗринчен аякра пурӑнатӑр пулсан» рамкӑна та пӑхӑр.) (Ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)
7 Ҫын чӑннипех мӗнлерех пулнине мӗнле пӗлме пулать? Чи лайӑх май вӑл — пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫни: пӗр-пӗрне ыйтусем пани тата тимлӗ итлени (Ытар. 20:5; Иак. 1:19). Ҫакна тумашкӑн калаҫма май паракан ӗҫсене тӑвӑр: пӗрле апатланӑр, уҫӑлса ҫӳрӗр тата ырӑ хыпар сарӑр. Унсӑр пуҫне, туссемпе тата килтисемпе пӗрле пуҫтарӑнсан пӗр-пӗринпе лайӑхрах паллашма пулать. Тата тӗрлӗ лару-тӑрура тӗрлӗ ҫынсемпе хӑвӑртан кашни хӑйне мӗнле тытнине курма пулӑшакан ӗҫсене тума шутласа хурӑр. Нидерландри А́свин хӑйӗн пулас арӑмӗпе, Алисийӑпа, ҫапла тума тӑрӑшнӑ та. Вӑл калать: «Эпир пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме пулӑшакан ӗҫсене тума тӑрӑшаттӑмӑр. Ытларах чухне кулленхи ӗҫсене тӑваттӑмӑр. Сӑмахран, пӗрле апат пӗҫереттӗмӗр тата килти ӗҫсене тӑваттӑмӑр. Вара эпир пӗр-пӗрин лайӑх енӗсене тата ҫитменлӗхӗсене курма пултартӑмӑр».
Пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫма май паракан ӗҫсене тӑвӑр. Ҫакӑ сире пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлсе ҫитме пулӑшӗ (7, 8 абзацсене пӑхӑр)
8. Библи пӗрле тӗпчени мӗнле усӑ парать?
8 Пӗрле Библи тӗпченӗ чухне те эсир пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме пултаратӑр. Мӑшӑрлансассӑн, Турӑ хӑвӑрӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫра пӗрремӗш вырӑнта пултӑр тесен сирӗн ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттермелле пулать (Еккл. 4:12). Мӗншӗн-ха халех, хӗрпе каччӑ пек ҫӳренӗ чухне, ҫакӑн валли вӑхӑт уйӑрас мар? Паллах, хӗрпе каччӑ пек ҫӳрекенсем хальлӗхе ҫемье мар-ха тата арҫын тӑван хӗрарӑм тӑванӑн пуҫӗ мар-ха. Ҫав-ҫавах Библири чӑнлӑхсене пӗрле сӳтсе явнӑ чухне эсир хӑвӑрӑн иксӗрӗн те Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусем мӗнлерех пулнине курма пултаратӑр. Макспа Ла́йза, АПШри мӑшӑр, ҫакӑ тата мӗнле усӑ пани ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Макс ҫапла каланӑ: «Пӗрле ҫӳреме пуҫласанах хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени ҫинчен тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫинчен статьясем сӳтсе явма пуҫларӑмӑр. Ҫавна пула эпир тӗрлӗ темӑсем пирки уҫҫӑн калаҫма пултартӑмӑр, ахаль чухне вара вӗсене сӳтсе явма йывӑр пулнӑ пулӗччӗ».
ТАТА МӖН ҪИНЧЕН ШУТЛАСА ПӐХМАЛЛА?
9. Хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени пирки кама каласа памалли ҫинчен шутланӑ чухне мӗн шута илмелле?
9 Хӑвӑр хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫлани ҫинчен кама каласа памалла? Кун пирки сирӗн хӑвӑрӑн шутласа хумалла. Тен, малтанах эсир ҫакӑн ҫинчен хӑш-пӗрисене кӑна калӑр (Ытар. 17:27). Ҫакӑ сире пӗр вӗҫӗмсӗр хӑвӑра ыйтусем парасран хӳтӗлӗ. Анчах та хӑвӑр пӗрле ҫӳрени ҫинчен никама та каласа памастӑр пулсан, тен, сирӗн иккӗн ҫеҫ вӑхӑта пӗрле ирттерме тивӗ. Ҫакӑ вара хӑрушӑ пулма пултарать. Ҫавӑнпа та сирӗн пирки кам та пулсан пӗлсен, лайӑхрах пулать. Вӑл сире канаш е мӗнле те пулин пулӑшу пама пултарать (Ытар. 15:22). Сӑмахран, хӑвӑр хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени пирки хӑш-пӗр хурӑнташсене, чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан туссене е старейшинӑсене калама пулать.
10. Хӗрпе каччӑ пек ҫӳренӗ чухне хутшӑнусене таса упрама мӗн пулӑшӗ? (Ытарӑшсем 22:3).
10 Хутшӑнусене таса мӗнле упрамалла? Туйӑмсем вӑйланса пынӑҫемӗн сире пӗр-пӗрин патне хытӑрах туртма пуҫлӗ. Нравственность енчен таса тӑрса юлма сире мӗн пулӑшӗ? (1 Кор. 6:18). Ирсӗр калаҫусенчен пӑрӑнӑр, иккӗн кӑна тӑрса ан юлӑр тата эрех-сӑрапа ан иртӗхӗр (Эф. 5:3). Ҫаксем пурте ар хутшӑнӑвне кӗрес туртӑма вӑйлатма пултараҫҫӗ, вара сире хӑвӑра тӗрӗс тытма йывӑртарах пулать. Хутшӑнусене таса упрас тесе тата пӗр-пӗрне хисепленине кӑтартас тесе мӗн тумалли ҫинчен тӑтӑшах калаҫӑр. (Ытарӑшсем 22:3 вуласа парӑр.) Эфиопире пурӑнакан Давитпа А́лмаз хӑйсене мӗн пулӑшни пирки акӑ мӗн калаҫҫӗ: «Эпир ҫынсем пур ҫӗрте тата туссемпе пӗрле вӑхӑта ирттереттӗмӗр. Машинӑра е килте иккӗн нихӑҫан та тӑрса юлман. Ҫакӑ пире илӗртӳсенчен сыхларӗ».
11. Ҫепӗҫ туйӑмсем кӑтартасси пирки калас пулсан, хӗрпе каччӑн мӗн шута илмелле?
11 Ҫепӗҫ туйӑмсене вара кӑтартма юрать-и? Пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса пынӑҫемӗн, тен, кӑтартма юрать тейӗр. Анчах та асӑрхануллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен ар хутшӑнӑвне кӗрес туртӑм вӑйланса кайса пуҫа минретсе яма пултарать (Юр. 1:1; 2:6). Унсӑр пуҫне, ҫепӗҫ туйӑмсем кӑтартсан, хӑвӑра тытса чарайманнипе хӑвӑра тӗрӗс мар тытма пуҫлама пултаратӑр (Ытар. 6:27). Ҫавӑнпа хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫласанах Библири принципсене шута илсе хӑвӑрӑн мӗн тума юранипе юраманнине палӑртса хурӑр (1 Фес. 4:3—7)c. Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпир хамӑра мӗнле тытни ыттисене аванмарлатса ямӗ-и тата пирӗнте таса мар шухӑшсем вӑратмӗ-и?»
12. Хирӗҫӳсем пирки мӗн асра тытмалла?
12 Эсир хирӗҫӳсене мӗнле татса паратӑр? Пӗр-пӗринпе килӗшменни пулатех. Ҫакӑ эсир пӗр-пӗриншӗн лайӑх мӑшӑр пулас ҫуккине пӗлтерет-и? Пӗлтермесен те пултарать. Пур мӑшӑр та вӑхӑтран-вӑхӑта хирӗҫсе илет. Ҫирӗп ҫемьере упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ тата калаҫса татӑлма пӗлеҫҫӗ. Эсир халӗ харкашусене мӗнле татса пани ҫавна пуласлӑхра мӗнле тӑвассине кӑтартса парать. Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхӑр: «Эпир тӗрлӗ ыйтусене ыррӑн та хисеплӗн сӳтсе яватпӑр-и? Хамӑр йӑнӑш тунине тӳрех йышӑнатпӑр-и тата ӑна тӳрлетме тӑрӑшатпӑр-и? Эпир хамӑрӑнни ҫинче тӑмастпӑр-и? Тӳрех каҫару ыйтатпӑр-и тата хамӑр та каҫаратпӑр-и?» (Эф. 4:31, 32). Эсир халех пӗрмай тавлашатӑр пулсан, мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн та ҫаплах пулма пултарать. Кампа эсӗ хӗрпе каччӑ пек ҫӳретӗн, ҫав ҫын саншӑн лайӑх мӑшӑр пулас ҫуккине ӑнланса илтӗн пулсан, пӗрле ҫӳреме пӑрахни саншӑн та, уншӑн та лайӑхрах пулатьd.
13. Хӗрпе каччӑна мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши пӗрле ҫӳремеллине ӑнланма мӗн пулӑшать?
13 Мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши хӗрпе каччӑ пек ҫӳремелле? Васкакан вакка сикет теҫҫӗ (Ытар. 21:5). Ҫавӑнпа пӗр-пӗрне пӗлсе ҫитмешкӗн ҫителӗклӗ вӑхӑт пӗрле ҫӳремелле. Анчах та сӑлтав ҫук ҫӗртенех ытлашши нумай вӑхӑт хушши хӗрпе каччӑ пек ҫӳремелле мар. Библире «вӑрахчен пурӑнӑҫланман ӗмӗт чуна эрлентерет [е ыраттарать]» тенӗ (Ытар. 13:12). Унсӑр пуҫне, мӗн чухлӗ ытларах эсир вӑхӑта пӗрле ирттеретӗр, ар хутшӑнӑвне кӗрес туртӑма чарма ҫавӑн чухлӗ йывӑртарах пулӗ (1 Кор. 7:9). Тата мӗн чухлӗ пӗрле ҫӳремелле-ши тесе шутлас вырӑнне хӑвӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Йышӑну тумашкӑн манӑн ҫак ҫын пирки тата мӗн пӗлмелле?»
ХӖРПЕ КАЧЧӐ ПЕК ҪӲРЕКЕНСЕНЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛАТЬ?
14. Хӗрпе каччӑна эпир пурте мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
14 Хӑвӑр паллакансенчен кам та пулин хӗрпе каччӑ пек ҫӳрет пулсан, вӗсене мӗнле пулӑшма пулать? Тӗслӗхрен, вӗсене пӗрле апатланма, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма е пӗрле канма чӗнӗр (Рим 12:13). Ҫакӑ вӗсене пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме пулӑшӗ. Хӗрпе каччӑ уҫӑлма е машинӑпа ӑҫта та пулин каясшӑн пулсан, тен, кама та пулин хӑйсемпе пӗрле пыма чӗнес тейӗҫ. Е, тен, вӗсене пӗр-пӗринпе канлӗн калаҫса лармалли вырӑн кирлӗ (Гал. 6:10). Алисийӑпа Асвин ҫак тӗлӗшрен хӑйсене пулӑшнишӗн питӗ пархатарлӑ. Али́сия ҫапла аса илет: «Пирӗн вӑхӑта пӗрле ирттерме май пултӑр тесе, ҫав вӑхӑтрах иккӗн кӑна тӑрса юлмалла ан пултӑр тесе хӑш-пӗр тӑвансем пире хӑнана чӗнетчӗҫ. Тӑвансем пирӗншӗн ҫапла тӑрӑшни чуна пырса тиветчӗ». Хӗрпе каччӑ сире хӑйсемпе пӗрле пулма ыйтрӗҫ пулсан, хӑвӑра ҫавӑн пек шаннӑшӑн савӑнӑр. Пӗр-пӗринпе чуна уҫса калаҫма май пултӑр тесе вӗсене сыхласа ан тӑрӑр, ҫав вӑхӑтрах иккӗшне кӑна ан хӑварӑр (Флп. 2:4).
Хӗрпе каччӑ пек ҫӳрекенсене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (14, 15 абзацсене пӑхӑр)
15. Каччӑпа хӗре тата мӗнле пулӑшма пулать? (Ытарӑшсем 12:18).
15 Унсӑр пуҫне, каччӑпа хӗре эпир мӗн те пулин каланипе е каламаннипе пулӑшма пултаратпӑр. Ҫакна тумашкӑн пирӗн хамӑра алра тытма пӗлмелле. (Ытарӑшсем 12:18 вуласа парӑр.) Калӑпӑр, кам та пулин пӗрле ҫӳреме пуҫлани пирки пирӗн хӑвӑртрах каласа парас килет. Анчах та, тен, хӗрпе каччӑ ҫавӑн пирки хӑйсемех пӗлтересшӗн. Унсӑр пуҫне, пирӗн вӗсен ҫурӑмӗ хыҫӗнче пӑшӑлтатмалла мар тата вӗсен йышӑнӑвӗсене тиркемелле мар (Ытар. 20:19; Рим 14:10; 1 Фес. 4:11). Мӑшӑрланассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те вӗсене аванмарлатса яма пултараҫҫӗ. Элизпа унӑн упӑшки ҫапла аса илеҫҫӗ: «Пире туй пирки ыйтусем парсан эпир аванмарланса каяттӑмӑр, мӗншӗн тесен ҫавна эпир хамӑр та сӳтсе явман пулнӑччӗ-ха».
16. Каччӑпа хӗр пӗрле ҫӳреме пӑрахрӗҫ пулсан, пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?
16 Каччӑпа хӗр пӗрле ҫӳреме пӑрахас терӗҫ пулсан, пирӗн хушша-хуппа кӗмелле мар тата никам майлӑ та тӑмалла мар (1 Пётр 4:15). Лия ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Эпир мӗншӗн пӗрле ҫӳреме пӑрахни пирки нумай сӑмах ҫӳрерӗ. Ҫакӑ чуна ыраттаратчӗ». Ҫак статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, хӗрпе каччӑ пӗрле ҫӳреме пӑрахни вӗсем тӗрӗс мар йышӑну е темле йӑнӑш тунине пӗлтермесен те пултарать. Ытларах чухне ҫакӑ хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени вӗсене йышӑну тума пулӑшнине ҫеҫ пӗлтерет. Апла пулин те, арҫын тӑванӑн та, хӗрарӑм тӑванӑн та чунӗ ыратма пултарать. Тата вӗсем, тен, хӑйсене пӗччен пек туяҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн вӗсене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшламалла (Ытар. 17:17).
17. Хӗрпе каччӑн пӗрле ҫӳренӗ чухне мӗн тума тӑрӑшмалла?
17 Куртӑмӑр ӗнтӗ, хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени нумай савӑнӑҫ кӳрет пулин те, йывӑрлӑхсемсӗр пулмасть. Дже́ссика ҫапла калать: «Пӗр-пӗрне лайӑх пӗлсе ҫитмешкӗн пирӗн сахал мар вӑй хума тиврӗ. Вӑхӑт та, вӑй та нумай кайрӗ пулин те, ҫакӑ кӑлӑхах пулмарӗ». Эсир халӗ хӗрпе каччӑ пек ҫӳретӗр пулсан, пӗр-пӗрне лайӑх пӗлсе ҫитме тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире иксӗре те тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗ.
49-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн чӗрине савӑнтарар
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
b Шухӑшлама пулӑшакан ытти ыйтусене «Ответы на твои вопросы» кӗнекен 2-мӗш томӗнчи 39—40 страницӑсенче тупма пулать.
c Тепӗр ҫыннӑн арлӑх органӗсене ачашлани аскӑн ӗҫ шутне кӗрет. Кам та кам ҫапла хӑтлансан, старейшинӑсем комитет йӗркелеҫҫӗ. Кӑкӑр ачашланине пула, ирсӗр сообщенисемпе таса мар калаҫусене пула та старейшинӑсем комитет йӗркелеме пултараҫҫӗ.
d Ытларах информаци тупас тесе 1999 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» (выр.) статьяна пӑхӑр.