Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w24 декабрь 14—19 с.
  • Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • АЧАНА ӖНЕНӲ АТАЛАНТАРМА ПУЛӐШӐР
  • АЧАНА ТУРРӐН НРАВСТВЕННОСТЬ НОРМИСЕНЕ ЮРАТМА ВӖРЕНТӖР
  • АЧАНА ХӐЙ МӖНЕ ӖНЕННИНЕ ХӲТӖЛЕМЕ ВӖРЕНТӖР
  • АЧАНА ХӐЙӖН ӖНЕНӖВНЕ ҪИРӖПЛЕТМЕ МАЛАЛЛА ТА ПУЛӐШСА ТӐРӐР
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Йышӑнусем тунӑ чухне эсӗ Иегова ҫине шанатӑн-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Ачӑра мӗн пӗчӗкренех вӗрентӗр
    Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
  • Ачӑрсене чӑнлӑх ҫулӗпе пыма пулӑшӑр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
w24 декабрь 14—19 с.

50-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

135-МӖШ ЮРӐ Иегова чӗререн чӗнет: «Ывӑлӑм, ӑслӑ пул»

Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӑр

«Эсир Туррӑн ирӗкне — уншӑн мӗн ырӑ, мӗн юрӑхлӑ, мӗн тӗрӗс пулнине — пӗлсе ҫитетӗр» (РИМ 12:2).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Ашшӗ-амӑшӗсем ачисемпе Турӑ ҫинчен тата Библи ҫинчен мӗнле калаҫма пултараҫҫӗ? Тата вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

1, 2. Ача Турӑ тата Библи пирки ыйтусем парать пулсан, ашшӗ-амӑшӗн мӗн тумалла?

НУМАЙӐШӖ килӗшет пуль, ача пӑхса ӳстересси вӑл канмалли кунсемсӗр ӗҫленӗ пекех. Хаклӑ ашшӗ-амӑшӗсем, эсир хӑвӑрӑн ачӑрсен ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшмашкӑн нумай вӑй хуратӑр (Сак. аст. 6:6, 7). Эсир маттурсем! Ача ӳссе пынӑҫемӗн тӗрлӗ ыйтусем пама пултарать, тӗслӗхрен, мӗншӗн Библи пӗр-пӗр ӗҫе тума чарать?

2 Ҫакӑ сире ан хӑраттӑр. Ача ӗненӳ ҫитсех кайманран ҫакӑн пек ыйтусем парать тесе ан шутлӑр. Чӑннипе каласан, ӳссе пынӑҫемӗн хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе ачан ҫавӑн пек ыйтусем памаллах (1 Кор. 13:11). Ҫавӑнпа та пӑшӑрханмалли ҫук. Пачах урӑхла, ача пирӗн ӗненӳ пирки ыйтусем парать пулсан, ҫав майпа усӑ курса ӑна шухӑшлама вӗрентӗр тата Турӑпа Библие хытӑрах ӗненме пулӑшӑр.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫак статьяра эпир ашшӗ-амӑшӗ ачисене: 1) вӗсен ӗненӗвне аталантарас, 2) вӗсене Туррӑн нравственность законӗсене юратма вӗрентес тата 3) хӑйсем мӗне ӗненнине хӳтӗлеме вӗрентес тесе мӗн тума пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех ачасем ыйтусем пани мӗншӗн лайӑх пулнине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ачасене хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен калаҫма интереслӗ пултӑр тесе ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тума пултарни ҫинчен калаҫӑпӑр.

АЧАНА ӖНЕНӲ АТАЛАНТАРМА ПУЛӐШӐР

4. Ачан мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ тата мӗншӗн?

4 Турра ӗненесси ашшӗ-амӑшӗсенчен ачисем ҫине куҫмасть. Эпир ҫуралсанах Иеговӑна ӗненмен. Пирӗн ачасем те ҫавӑн пекех. Ачан ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ, сӑмахран: «Турӑ чӑнах та пур-ши? Библие шанма пулать-ши?» Ҫакӑн пек ыйтусем пани лайӑх. Библи хӑй те пире ӑс-тӑна ӗҫлеттерме, пӗтӗмпех тӗрӗслеме хавхалантарать (Рим 12:1; 1 Фес. 5:21). Ачана ӗненӗвне ҫирӗплетме мӗнле пулӑшмалла-ха?

5. Ача Библие шанма пуҫлатӑр тесе ашшӗ-амӑшӗ мӗн тума пултарать? (Рим 12:2).

5 Ачана тӗпчеме вӗрентӗр. (Рим 12:2 вуласа парӑр.) Вӑл ыйтусем парать пулсан, ҫав мая алран ан вӗҫертӗр. Пирӗн тӗпчемелли хатӗрсемпе усӑ курса хуравсене мӗнле тупмаллине кӑтартӑр. Тӗслӗхрен, «Иегова Свидетелӗсен тӗпчеме пулӑшакан публикацийӗ» тата «Индекс публикаций Сторожевой башни» хатӗрсемпе усӑ курӑр. Ачана «Тӗпчеме пулӑшакан публикацире» «Библия» темӑри «Вдохновлена Богом» подзаголовока уҫма калӑр. Унта вӑл Библи ҫынсем ҫырнӑ лайӑх кӗнеке пулнине кӑна мар, «Туррӑн сӑмахӗ» пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене те тупӗ (1 Фес. 2:13). Ҫирӗплетӳсенчен пӗри — Библире авалхи Ассири хули, Ниневи, ҫинчен асӑнни. Унччен хӑш-пӗр учёнӑйсем ҫак хула нихӑҫан та пулман тесе каланӑ. Анчах та 1850 ҫулсенче унӑн ишӗлчӗкӗсене тупнӑ, ҫакӑ Библире мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе панӑ (Соф. 2:13—15). Ниневи хулипе хӑш-пӗр пророкла каланисем ҫыхӑннӑ. Сирӗн ача вӗсем ҫинчен 2021 ҫулхи ноябрьте тухнӑ «Хурал башнинчи» «Эсир пӗлетӗр-и?» ярӑмри статьяран пӗлме пултарать. Ачана пирӗн публикацисенче мӗн каланине энциклопедисенче тата шанӑҫа тивӗҫлӗ ытти материалсенче мӗн каланипе танлаштарма хавхалантарӑр. Ҫавна пула вӑл Библире мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине курма пултарӗ.

6. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене шухӑшлама хавхалантарас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

6 Ачасене шухӑшлама хавхалантарӑр. Ашшӗ-амӑшӗсем, ачасемпе Библи тата Турӑ ҫинчен интереслӗ калаҫусем пуҫарса яма тӑрӑшӑр. Ҫакна музейра, ботаника садӗнче е Иегова Свидетелӗсен филиалӗсенчен пӗринче выставкӑра ҫӳренӗ чухне тума пулать. Музея кайсан е унта мӗн пуррине интернет урлӑ пӑхсан, ачана пӗр-пӗр япала е событи ҫине тимлеттерӗр те вӗсем Библипе мӗнле ҫыхӑннине каласа парӑр. Ҫапла майпа вӑл Библире мӗн ҫырни веҫех тӗрӗс пулнине курӗ. Сирӗн ача Моав чулӗ ҫинчен пӗлет-и? Ҫак чула 3 000 ҫул каялла касса тунӑ. Ун ҫинче Туррӑн ячӗ пур. Ҫав чул Париж хулинче Луврта упранать. Унӑн копине вара Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери тӗп управленире Уорвикра (АПШ) «Библи тата Туррӑн ячӗ» ятлӑ выставкинче курма пулать. Ҫав чул ҫинче Меса, Моав патши, Израиле хирӗҫ тӑни ҫинчен ҫырса панӑ. Ҫакӑ Библире мӗн ҫырнипе пӗтӗмпех килӗшсе тӑрать (4 Пат. 3:4, 5). Библире мӗн ҫырни чӑнах та пулса иртнине курсан, сирӗн ачан ӗненӗвӗ ҫирӗпленет. (2 Ҫулсеренхи 9:6 танлаштарӑр.)

Ашшӗпе ҫула ҫитмен хӗрӗ компьютер ҫинче музей сайтне пӑхаҫҫӗ.

Ашшӗ-амӑшӗ ачине музейри экспонат ҫине тимлеттерсе Библине ытларах шанма мӗнле пулӑшма пултарать? (6-мӗш абзаца пӑхӑр)


7, 8. а) Ҫутҫанталӑкри илемлӗ эрешсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.) ӑ) Мӗнле ыйтусем ҫинчен шухӑшлани сирӗн ачана Пурне те Тунӑ Турра хытӑрах ӗненме пулӑшӗ?

7 Ачасене ҫутҫанталӑкри тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен шухӑшлама хавхалантарӑр. Паркра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне е пахчара ӗҫленӗ чухне ачасене ҫутҫанталӑкри илемлӗ эрешсем ҫине тимлеттерӗр. Эрешсем пур пулсан, апла вӗсене кам та пулсан шутласа кӑларнӑ тесе ӑнлантарса парӑр. Сӑмахран, хӑш-пӗр учёнӑйсем нумай ҫул хушши ӗнтӗ спираль евӗрлӗ эрешсене тӗпчеҫҫӗ. Нико́ла Фаме́ли биофизик ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫутҫанталӑкри япаласем ҫинчи спиральсен шутне шутласан цифрӑсен йӗркине курма пулать. Ҫав йӗркене Фибона́ччи йӗркиa теҫҫӗ. Ҫак спираль евӗрлӗ эрешсене ҫутҫанталӑкра кирек ӑҫта та, сӑмахран, хӑш-пӗр галактикӑсенче, наутилус раковининче, ӳсентӑран ҫулҫисем ҫинче тата хӗвелҫаврӑнӑш чечекӗ ҫинче курма пулатьb.

8 Шкулта сирӗн ача ҫутҫанталӑкри япаласен формисем законсем тӑрӑх пулса пынине пӗлӗ. Сӑмахран, кашни юр пӗрчи фрактал текен геометри фигурисенчен тӑрать. Анчах та юр пӗрчи кӑна мар, ытти япаласем те фракталсенчен тӑма пултараҫҫӗ. Ҫак эрешсемпе законсене кам шутласа кӑларнӑ-ши? Ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшланӑ май сирӗн ача, тен, веҫех Турӑ тунине ӑнланса илӗ (Евр. 3:4). Ача кӑшт ӳссен, эсир унран ҫапла ыйтма пултаратӑр: «Турӑ пире тунӑ пулсан, вӑл пире телейлӗ пулма вӗрентмӗ-и вара?» Кайран телейлӗ пулма Турӑ пире Библи урлӑ вӗрентет тесе ӑнлантарса парӑр.

Ҫутҫанталӑкри япаласен тытӑмӗ спираль евӗрлӗ пулнине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) галактика; 2) наутилус раковини; 3) ӳсентӑранӑн туни ҫинче ҫулҫӑсем мӗнле вырнаҫни; 4) хӗвелҫаврӑнӑш чечекӗ.

NASA, ESA, and the Hubble Heritage (STScl/AURA)-ESA/Hubble Collaboration

Ҫутҫанталӑкри илемлӗ эрешсене кам шутласа кӑларнӑ-ши? (7, 8 абзацсене пӑхӑр)


АЧАНА ТУРРӐН НРАВСТВЕННОСТЬ НОРМИСЕНЕ ЮРАТМА ВӖРЕНТӖР

9. Мӗншӗн ача Библири нравственность нормисем пирки ыйтусем пама пултарать?

9 Хӑш-пӗр чухне сирӗн ача мӗншӗн Библири нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнмалла тесе ыйтма пултарать. Вӑл мӗншӗн ҫак ыйтӑва панине ӑнланма тӑрӑшӑр. Ыйту пани вӑл Библи мӗне вӗрентнипе килӗшменнине пӗлтерет-ши? Пӗлтермесен те пултарать. Тен, вӑл хӑй мӗне ӗненнине ыттисене мӗнле ӑнлантарса памаллине пӗлсех каймасть. Кирек мӗнле пулсан та эсир ӑна Библири нравственность нормисене хаклама вӗрентме пултаратӑр. Ҫакна тума сире «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнеке пулӑшӗc.

10. Ачана Иеговӑн тусӗ пулма мӗнле пулӑшма пулать?

10 Ачана Иеговӑн тусӗ пулма пулӑшӑр. Ачапа Библи вӗреннӗ чухне вӑл мӗн шутланине, мӗн туйнине пӗлес тесе ӑна калаҫтарма тӑрӑшӑр. Ҫакна тума сире «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери ыйтусемпе тӗслӗхсем пулӑшӗҫ (Ытар. 20:5). Сӑмахран, 8-мӗш урокра Иеговӑна чи лайӑх туспа, мӗн хӳтӗлеме тата мӗн усӑ пама пултарни ҫинчен аса илтерекен туспа, танлаштарнӑ. 1 Иоанн 5:3-мӗшне сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн унран ҫапла ыйтма пулать: «Иегова пирӗн чи лайӑх тус пулсан, пирӗн вӑл панӑ канашсем ҫине мӗнле пӑхмалла?» Ҫак ансат ыйтӑва пула ача Турӑ пире юратнӑран законсем панине курма пултарӗ (Ис. 48:17, 18).

11. Ачан Библири принципсем тӑрӑх пурӑнма кӑмӑл пултӑр тесе ашшӗ-амӑшӗ мӗн тума пултарать? (Ытарӑшсем 2:10, 11).

11 Библири принципсем пире мӗнле усӑ панине сӳтсе явӑр. Библи е кулленхи сӑвӑ йӗркине вуланӑ чухне Библири принципсем сирӗн ҫемьене мӗнле пулӑшнине сӳтсе явӑр. Сӑмахран, суймасӑр-улталамасӑр пурӑнни тата ӗҫчен пулни мӗншӗн лайӑх пулни ҫинчен калаҫӑр (Евр. 13:18). Унсӑр пуҫне, Библири принципсене тытса тӑрсан, пирӗн сывлӑх ҫирӗп пулать тата эпир телейлӗрех пулӑпӑр тесе палӑртӑр (Ытар. 14:29, 30). Библири принципсем мӗнле усӑ панине курсассӑн, ачан, тен, ҫав принципсем тӑрӑх пурӑнас килсе кайӗ. (Ытарӑшсем 2:10, 11 вуласа парӑр.)

12. Стивпа арӑмӗ хӑйсен ывӑлне Библири принципсем усӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

12 Стивпа унӑн арӑмӗ Францире пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен 16 ҫулхи ывӑлне, Итана, Иегова юратнӑран хӑйӗн пур законне те панине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем ӑна ҫакӑн пек ыйтусем параҫҫӗ: «Мӗншӗн Иегова пире ҫак закона тытса тӑма ыйтать? Ҫак законран Иегова шӑп сана юратни мӗнле курӑнать? Эсӗ Иегова ыйтнӑ пек мар, хӑв пӗлнӗ пек тусан мӗн пулать?» Ҫакӑн пек калаҫусене пула И́тан Иеговӑна шанма юранине курнӑ, мӗншӗн тесен Иегова япӑххине сунмасть. Стив ҫапла та калать: «Пирӗн тӗллев — Итана Библири ӑслӑлӑх ҫынсен ӑслӑлӑхӗнчен чылай ирттернине кӑтартасси».

13. Ашшӗ-амӑшӗ ачана Библири принципсене тытса тӑма мӗнле пулӑшма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

13 Ачана Библири принципсене тытса тӑма вӗрентӗр. Калӑпӑр, сирӗн ачана шкулта пӗр-пӗр кӗнекене вуласа тухма каланӑ. Тен, ҫав кӗнекери геройсем хаяр тата аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ, анчах та автор вӗсем пирки ырласа ҫырать. Ҫынсем хӑйсене ҫав кӗнекери геройсем пек тытсан Иегова мӗн туйни ҫинчен ачана шухӑшлама хавхалантарӑр (Ытар. 22:24, 25; 1 Кор. 15:33; Флп. 4:8). Вара класра ҫав кӗнекене сӳтсе явнӑ чухне вӑл вӗрентекене тата пӗрле вӗренекенсене ҫав кӗнеке пирки мӗн шутланине тата хӑй мӗне ӗненнине каласа пама пултарӗ.

АЧАНА ХӐЙ МӖНЕ ӖНЕННИНЕ ХӲТӖЛЕМЕ ВӖРЕНТӖР

14. Ҫамрӑк христиансене мӗнле темӑсем хӑратма пултараҫҫӗ тата мӗншӗн?

14 Хӑш-пӗр чухне ҫамрӑк христиансем хӑйсем мӗне ӗненнине каласа пама хӑраҫҫӗ. Сӑмахран, класра эволюци теорине сӳтсе явнӑ чухне вӗсем пурин умӗнче те ҫав теорине ӗненменни пирки калама вӑтанма пултараҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗрентекенсем эволюци вӑл теори мар, факт тесе калама пултараҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем, ача хӑй мӗне ӗненни тӗрӗс пулни пирки ан иккӗлентӗр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

15. Ҫамрӑк христианина хӑй мӗне ӗненни тӗрӗс пулнине хытӑрах ӗненме мӗн пулӑшӗ?

15 Ачана хӑй мӗне ӗненни тӗрӗс пулнине хытӑрах ӗненме пулӑшӑр. Сирӗн ачан пурне те Турӑ тунине ӗненнишӗн вӑтанмалла мар (2 Тим. 1:8). Нумай учёнӑй пурнӑҫ хӑйне хӑй пулса кайнине ӗненмест. Вӗсем чӗрӗ организмсем питӗ кӑткӑс пулнине курнӑран вӗсене камӑн та пулин тумалла пулнине ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем шкулсенче вӗрентекен эволюци теорине йышӑнмаҫҫӗ. Сирӗн ачана ӗненӗвне ҫирӗплетме тата хӑюллӑрах пулма мӗн пулӑшӗ? Сӑмахран, вӑл пухури тӑвансенчен вӗсем мӗншӗн пурне те Турӑ тунине ӗненнине ыйтса пӗлме пултаратьd.

16. Ашшӗ-амӑшӗ ачине вӑл мӗншӗн Пурне те Тунӑ Турра ӗненнине ыттисене ӑнлантарса пама мӗнле вӗрентме пултарать? (1 Пётр 3:15). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

16 Ачана вӑл мӗншӗн Пурне те Тунӑ Турра ӗненнине ӑнлантарса пама вӗрентӗр. (1 Пётр 3:15 вуласа парӑр.) Унпа «Вопросы молодёжи. Сотворение или эволюция?» ярӑмри статьясене сӳтсе явӑр. (Вӗсене jw.org сайтра тупма пулать.) Кайран ачана суйласа илме парӑр, ун шучӗпе мӗнле ӑнлантарса пани ыттисене Пурне те Тунӑ Турӑ пуррине ӑнланма пулӑшӗ. Вӑл ҫав шухӑшсене малтан сире каласа пӑхтӑр, вара пӗрле вӗренекенсемпе калаҫма ӑна ҫӑмӑлтарах пулӗ. Ӑна никампа та тавлашма кирлӗ маррине аса илтерӗр. Кам та пулин Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн пулать пулсан вара, ахаль сӑмахсемпе тата ӑнланмалла каласа пама хавхалантарӑр. Калӑпӑр, пӗрле вӗренекен ҫапла калать: «Эпӗ хам куҫпа курнине кӑна ӗненетӗп. Турра вара эпӗ нихӑҫан та курман». Ҫамрӑк христианин ҫапла хуравлама пултарать: «Акӑ эсӗ вӑрманпа пыратӑн. Юнашар пӗр хула та, пӗр ял та ҫук. Сасартӑк ҫӑл куратӑн. Эсӗ мӗн шутласа илӗн? Юнашар никам та ҫук пулсан та, ӑна такам тунине ӑнланатӑн. Эпир пурӑнакан ҫӗр пирки те, унта мӗн пурри пирки те ҫавнах калама пулать. Ҫаксене пурне те камӑн та пулин тумалла пулнӑ».

Пӗрле вӗренекенсене хӑв мӗне ӗненни ҫинчен ахаль сӑмахсемпе тата ӑнланмалла каласа пар (16, 17 абзацсене пӑхӑр)e


17. Ашшӗ-амӑшӗ ачине ыттисене Библи ҫинчен каласа пама мӗнле вӗрентме пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

17 Ачана Библи ҫинчен ыттисене каласа пама вӗрентӗр (Рим 10:10). Библи ҫинчен ыттисене каласа панине музыка инструменчӗпе выляма вӗреннипе танлаштарма пулать. Эпир ҫӑмӑлтарах кӗвӗсенчен пуҫлатпӑр та ӑсталӑх ӳснӗ май йывӑртарах кӗвӗсем вылятпӑр. Ҫамрӑк христианин хӑйӗн ӗненӗвӗ ҫинчен калаҫма пуҫланӑ чухне питӗ ансат меслетпе усӑ курма пултарать. Сӑмахран, пӗрле вӗренекенрен вӑл ҫапла ыйтма пултарать: «Инженерсем шутласа кӑларнӑ япаласем ытларах чухне ҫутҫанталӑкри япаласенчен пӑхса тунӑ кописем пулнине эсӗ пӗлетӗн-и? Ҫакӑн ҫинчен видео кӑтартас-и?» «Ӑнсӑртран пулса кайнӑ-и е ӑна кам та пулин тунӑ-и?» ярӑмри видеона пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫапла калама пулать: «Ҫынсем учёнӑйсене час-часах мухтаҫҫӗ, лешӗсем вара ҫутҫанталӑкри япаласенчен копи туса илнӗ кӑна. Оригиналшӑн вара кама мухтамалла?» Ҫакӑн пек калаҫнӑ хыҫҫӑн пӗрле вӗренекен, тен, Иегова ҫинчен ытларах пӗлес тейӗ.

АЧАНА ХӐЙӖН ӖНЕНӖВНЕ ҪИРӖПЛЕТМЕ МАЛАЛЛА ТА ПУЛӐШСА ТӐРӐР

18. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачине Турра хытӑрах ӗненме мӗнле пулӑшма пултарать?

18 Эпир пурӑнакан тӗнчере нумайӑшӗ Иеговӑна ӗненмест (2 Пётр 3:3). Ҫавӑнпа та, ашшӗ-амӑшӗсем, ачапа Библи вӗреннӗ чухне ӑна Туррӑн Сӑмахне те, унӑн нравственность нормисене те юратма пулӑшакан темӑсене тӗпчеме хавхалантарӑр. Иегова тунӑ илемлӗ япаласем ҫине тимлеттерӗр. Библири пурнӑҫланнӑ пророкла сӑмахсене пӗлме пулӑшӑр. Чи кирли вара — уншӑн тата унпа пӗрле кӗлтӑвӑр. Ашшӗ-амӑшӗсем, ан иккӗленӗр: эсир хӑвӑр ачан ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшнине Иегова хаклать тата сире награда паратех (2 Ҫул. 15:7).

АШШӖ-АМӐШӖ ХӐЙӖН АЧИНЕ...

  • ӗненӳ аталантарма мӗнле пулӑшма пултарать?

  • Туррӑн нравственность нормисене юратма мӗнле пулӑшма пултарать?

  • хӑй мӗне ӗненнине хӳтӗлеме мӗнле пулӑшма пултарать?

133-МӖШ ЮРӐ Ҫамрӑклах Иеговӑшӑн ӗҫле

a Ҫак йӗркери 1 хыҫҫӑнхи цифра малтанхи икӗ цифра хушӑннипе пулать: 1, 1, 2, 3, 5, 8, 13, 21, 34, 55 тата малалла та.

b Ытларах пӗлес тесе jw.org сайтри «Чудеса творения прославляют Бога» видеона пӑхӑр.

c Хӑвӑр ачупа «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекене вӗренсе пӗтертӗр пулсан ҫав кӗнекери 3-мӗшпе 4-мӗш пайӗсенче нравственность нормисем ҫинчен калакан хӑш-пӗр уроксене пӑхса тухма пултаратӑр.

d 2006 ҫулхи сентябрьте тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Почему мы верим в Творца» статьяна тата «У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа» брошюрӑна пӑхӑр. Ытти тӑвансем ҫинчен jw.org сайтри «Пурнӑҫ мӗнле пулса кайни ҫинчен мӗн калаҫҫӗ» ярӑмри видеосенче пӑхма пулать.

e ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк свидетель дронсемпе интересленекен пӗрле вӗренекенне «Ӑнсӑртран пулса кайнӑ-и е ӑна кам та пулин тунӑ-и?» ярӑмри видеона кӑтартать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр