Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 январь 2—7 с.
  • Иеговӑна мухтавлӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑна мухтавлӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВӐНА МУХТАНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?
  • ИЕГОВӐНА МУХТАМА ПИРЕ МӖН ХАВХАЛАНТАРАТЬ?
  • ЭПИР ИЕГОВӐНА МӖНЛЕ МАЙПА МУХТАМА ПУЛТАРАТПӐР?
  • КӖҪЕХ ИЕГОВА ХӐЙӖН ЯТНЕ МӖНЛЕ МАЙПА МУХТАВА КӐЛАРӖ?
  • «Иеговӑна мухтавлӑр, унӑн ячӗ ҫав мухтава тивӗҫлӗ» (Псалом 96:8, ҪТ).
    «Иеговӑна мухтавлӑр, унӑн ячӗ ҫав мухтава тивӗҫлӗ» (Псалом 96:8, ҪТ)
  • Иеговӑн ячӗ пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Иеговӑн ячӗ Иисусшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 январь 2—7 с.

1-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

2-МӖШ ЮРӐ Санӑн яту — Иегова

Иеговӑна мухтавлӑр

2025 ҪУЛХИ ТЕКСТ: «Иеговӑна мухтавлӑр, унӑн ячӗ ҫав мухтава тивӗҫлӗ» (ПС. 96:8, ҪТ).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иегова мухтава тивӗҫлӗ. Ҫавӑнпа эпир ӑна мӗнле мухтама пултаратпӑр?

1. Ҫынсем паян ытларах мӗн ҫинчен шутлаҫҫӗ?

ЭСИР килӗшетӗр пулӗ, ҫынсенчен нумайӑшӗ паян хӑйсем ҫинчен анчах шутлаҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем ыттисене хӑйсем ҫине, хӑйсен ӗҫӗсем ҫине тимлеттерес тесе нумай вӑхӑт уйӑраҫҫӗ тата нумай вӑй хураҫҫӗ. Сахаллӑшӗ кӑна вара Иегова Турра мухтать. Ҫак статьяра эпир Иеговӑна мухтани мӗне пӗлтернине, ҫакна тума пире мӗн хавхалантарнине тата ҫакна мӗнле тумаллине сӳтсе явӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир Турӑ кӗҫех хӑйӗн ятне мӗнле майпа мухтава кӑларассине пӗлӗпӗр.

ИЕГОВӐНА МУХТАНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

2. Иегова хӑйӗн мухтавне Синай тӑвӗ патӗнче мӗнле кӑтартнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке пӑхӑр.)

2 Мӗн вӑл мухтав? Библире «мухтав» сӑмах кама та пулин мӗн-мӗн паллӑрах тӑвать, ҫавна пӗлтерет. Иегова израильтянсене Египетран илсе тухнӑ чухне хӑйӗн мухтавне хӑватлӑн кӑтартнӑ. Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: миллион-миллион ҫын Турӑпа тӗл пулас тесе Синай тӑвӗ патне пуҫтарӑннӑ. Тӑва хура пӗлӗт хупӑрласа илнӗ. Сасартӑк ҫӗр чӗтренсе илнӗ, ҫав вӑхӑтрах, тен, вулкан сирпӗннӗ. Ҫӗр кисреннӗ, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ, аслати авӑтнӑ, труба сасси питех те вӑйлӑн илтӗннӗ (Тух. 19:16—18; 24:17; Пс. 67:9). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Иегова хӑйӗн мухтавне ҫапла хӑватлӑн кӑтартнипе израильтянсем мӗн тери тӗлӗнсе-хӑраса ӳкнӗ пулӗ.

Хура пӗлӗт Синай тӑвне хупӑрласа илнӗ, ҫиҫӗм ҫиҫет. Израильтянсем ту патне пуҫтарӑннӑ.

Иегова израильтянсене Синай тӑвӗ патӗнче хӑйӗн мухтавне хӑватлӑн кӑтартнӑ (2-мӗш абзаца пӑхӑр)


3. Иеговӑна мухтани мӗне пӗлтерет?

3 Пирӗн пирки, ҫынсем пирки, вара мӗн калама пулать? Эпир Иеговӑна мухтама пултаратпӑр-и? Пултаратпӑр. Ҫакна вара мӗнле тума пулать? Сӑмахран, ыттисене унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен тата унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен каласа панипе тума пулать. Ҫавӑн пекех эпир хамӑр мӗн туни Иегова пулӑшнипе кӑна пулса пынине йышӑннипе те Турра мухтатпӑр (Ис. 26:12). Эпир Давид патшаран тӗслӗх илме пултаратпӑр — вӑл яланах Иеговӑна мухтанӑ. Пӗррехинче вӑл нумай ҫын умӗнче кӗлтунӑ чухне ҫапла каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, аслӑлӑх та, хӑват та, чап та, ҫӗнтерӳ те, мухтав та — Санӑн, тӳпере, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те — Санӑн». Вара пурте Иегова Турра «тав туса мухтанӑ» (1 Ҫул. 29:11, 20).

4. Иисус Иеговӑна мӗнле майпа мухтанӑ?

4 Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне хӑйӗн Ашшӗне мухтанӑ — хӑйӗн пур тӗлӗнмелле ӗҫне те Турӑ пулӑшнипе тунӑ тесе каланӑ (Марк 5:18—20). Ҫавӑн пекех Иисус хӑйӗн Ашшӗ мӗн тери лайӑх пулнине ыттисене курма пулӑшнӑ. Хӑйне мӗнле тытнипе те вӑл Ашшӗне мухтанӑ. Пӗррехинче Иисус синагогӑра вӗрентнӗ чухне пӗр хӗрарӑма асӑрханӑ. Ҫав хӗрарӑм, ӑшӗнче демон пулнӑран, 18 ҫул хушши чирленӗ ӗнтӗ. Вӑл кукӑрӑлса ларнӑ пулнӑ, тӳрленсе тӑма пултарайман. Ҫав хӗрарӑм питӗ нушаланнӑ тата намӑсланнӑ пулӗ. Иисус ӑна хӗрхеннӗ те ун патне пырса ӑшшӑн каланӑ: «Эсӗ хӑвӑн чирӳнтен хӑтӑлтӑн». Вара Иисус ун ҫине аллине хунӑ та хӗрарӑм тӳрех тӳрленсе тӑрса «Турра мухтама пуҫланӑ». Вӑл сывалнӑ тата каллех хӑйне хисеплеме пуҫланӑ (Лука 13:10—13). Ҫавӑнпа та вӑл Турра мухтамасӑр тӑрайман. Пирӗн те Иеговӑна мухтама нумай сӑлтав пур.

ИЕГОВӐНА МУХТАМА ПИРЕ МӖН ХАВХАЛАНТАРАТЬ?

5. Мӗншӗн эпир Иеговӑна хисеплетпӗр?

5 Эпир Иеговӑна хисепленӗрен ӑна мухтатпӑр. Турра хисеплеме пирӗн нумай сӑлтав пур. Иегова — Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, унӑн вӑйӗ иксӗлми (Пс. 95:4—7). Вӑл тунӑ япаласенче пуринче те унӑн тӗлӗнмелле ӑслӑлӑхӗ курӑнса тӑрать. Иегова пире пурнӑҫ панӑ тата пурӑнмалӑх мӗн кирлине веҫех парса тӑрать (Ӳлӗм. 4:11). Турӑ хӑйӗн халӑхне чунтан парӑннӑ (Ӳлӗм. 15:4). Туррӑн пур ӗҫӗ те ӑнса пырать тата вӑл хӑй сӑмах панисене яланах пурнӑҫлать (Иис. Н. 23:14). Акӑ мӗншӗн Иеремия пророк Иегова пирки каланӑ сӑмахсем пире тӗлӗнтермеҫҫӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Халӑхсен мӗнпур ӑсчахӗ хушшинче те, вӗсен пур патшалӑхӗнче те Сан евӗрли урӑх ҫук» (Иер. 10:6, 7). Куратпӑр ӗнтӗ, хамӑр ҫӳлти Аттене хисеплемелли сӑлтавсем пирӗн нумай. Анчах эпир Иеговӑна хисеплетпӗр кӑна мар, эпир ӑна юрататпӑр та.

6. Мӗншӗн эпир Иеговӑна юрататпӑр?

6 Эпир Иеговӑна юратнӑран ӑна мухтатпӑр. Туррӑн лайӑх енсем нумай. Вӑл хӗрхенет тата шеллет (Пс. 102:13; Ис. 49:15). Иеговӑшӑн эпир мӗн туйни пурпӗрех мар: пире мӗн те пулин ыраттарать пулсан, ҫакӑ ӑна та ыраттарать (Зах. 2:8). Вӑл пире хӑйӗн тусӗсем пулма пулӑшать (Пс. 25:14, ҪТ; Ап. ӗҫ. 17:27). Тата Турӑ хӑйне кӗҫӗне хурать — вӑл «ҫӗрпе пӗлӗт ҫине пӑхмашкӑн пӗшкӗнет; кӗлмӗҫе ҫӗртен йӑтса тӑратать» (Пс. 112:6, 7). Ҫакӑн пек Турра мӗнле мухтас мар-ха! (Пс. 85:12).

7. Мӗншӗн эпир ыттисене Иегова ҫинчен каласа парасшӑн?

7 Эпир Иеговӑна ыттисем ун ҫинчен тӗрӗссине пӗлччӗр тесе мухтатпӑр. Нумайӑшӗ Иегова чӑннипех мӗнле Турӑ пулнине пӗлмест. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Шуйттан Турӑ ҫинчен сӗмсӗр суя сарса тӑнине пула вӗсен ӑсне суккӑрлатнӑ (2 Кор. 4:4). Вӑл ҫынсене Иегова хаяр тата вӑл пирӗншӗн тӑрӑшмасть тесе ӗнентернӗ. Унсӑр пуҫне, Шуйттан эпир асапланнишӗн ытларах чухне Турӑ айӑплӑ тет. Анчах та эпир хамӑрӑн ҫӳлти Атте ҫинчен тӗрӗссине пӗлетпӗр, ҫавна эпир ыттисене каласа пама пултаратпӑр. Ҫапла тунипе эпир Иеговӑна мухтатпӑр (Ис. 43:10). 95-мӗш Псалом пире Иеговӑна мухтама хавхалантарать. Айтӑр ҫак псаломри хӑш-пӗр сӑмахсене пӑхса тухар та эпир Иеговӑна мӗнле майпа мухтама пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхар, мӗншӗн тесен Иегова мухтава тивӗҫлӗ.

ЭПИР ИЕГОВӐНА МӖНЛЕ МАЙПА МУХТАМА ПУЛТАРАТПӐР?

8. Хамӑрӑн чӗлхе-ҫӑварпа эпир Иеговӑна мӗнле мухтама пултаратпӑр? (Псалом 95:1—3).

8 Псалом 95:1—3 вуласа парӑр. Эпир Иеговӑна ун ҫинчен ыттисене каласа панипе мухтатпӑр. 95-мӗш Псаломри малтанхи сӑвӑ йӗркисенче «Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр», «Унӑн ятне аслӑлӑр», «Вӑл ҫӑлни ҫинчен... ырӑ хыпар сарӑр», «халӑхсем хушшинче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен... пӗлтерӗр» тесе чӗнсе каланӑ. Ҫаксем пурте пирӗн ҫӳлти Аттене мухтамалли майсем. Шанчӑклӑ израильтянсем тата пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ыттисене Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата вӑл вӗсемшӗн тунӑ ырӑ ӗҫсем ҫинчен каласа пама вӑтанман (Дан. 3:16—18; Ап. ӗҫ. 4:29). Эпир вӗсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

9, 10. Анджелинӑпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Анджели́наa ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Вӑл Иеговӑн ырӑ ятне хӑюллӑн хӳтӗленӗ. Анджелина ҫӗнӗ ӗҫе кӗнӗ, унта ҫӗнӗ ӗҫлекенсемпе лайӑхрах паллашас тесе тӗлпулу йӗркеленӗ пулнӑ. Кашни хӑйӗн ҫинчен кӑштах каласа пама пултарнӑ. Иеговӑшӑн ӗҫлени хӑйне мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳнине кӑтартмашкӑн Анджелина фотографисем хатӗрленӗ. Анчах та ун умӗн тепӗр ӗҫлекен хӑйӗн ҫинчен каласа панӑ. Ҫав арҫын Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ӳсни ҫинчен каланӑ та Свидетельсем мӗне ӗненнинчен кулма пуҫланӑ. «Эпӗ пӑшӑрханса ӳкрӗм. Чӗре питӗ хытӑ тапма пуҫларӗ, — аса илет Анджелина. — Анчах эпӗ ҫапла шухӑшларӑм: „Вӑл Иегова ҫинчен мӗн калани пӗртте тӗрӗс мар. Чӗнмесӗр тӑраймастӑп. Пурин те Иегова чӑннипех мӗнле Турӑ пулнине пӗлмелле“».

10 Анджелинӑн хӑйӗн ҫинчен каласа пама черет ҫитсен вӑл хӑй ӑшӗнче хӑвӑрт кӗлтуса илнӗ. Унтан вӑл ҫав арҫынна ыррӑн ҫапла каланӑ: «Эпӗ те Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ҫитӗнсе ӳснӗ. Эпӗ хам та Свидетель». Лару-тӑру ҫивӗчленсе кайнӑ, ҫапах та Анджелина лӑпкӑ пулнӑ. Вӑл хӑй хатӗрленӗ фотографисене кӑтартма тата хӑй мӗне ӗненни ҫинчен ыррӑн каласа пама пуҫланӑ (1 Пётр 3:15). Малалла мӗн пулнӑ? Анджелина каласа пӗтерсен арҫыннӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ. Вӑл ача чухне Иегова Свидетелӗсемпе хутшӑнни ҫинчен аса илсе ҫав вӑхӑтри хӑш-пӗр савӑнӑҫлӑ самантсем ҫинчен те каласа панӑ. Анджелина ҫапла калать: «Пурин те Иегова ҫинчен тӗрӗссине пӗлмелле, Турӑ ҫавна тивӗҫлӗ. Унӑн ятне хӳтӗлесси — пысӑк чыс». Ыттисем Иеговӑна хисеплемен чухне те, Анджелина пекех, эпир те Иеговӑна аслӑлама тата мухтама пултаратпӑр.

Анджелина пӗрле ӗҫлекенсене фотографисем кӑтартать. Йӑл кулса вӑл ятарлӑ конгресра ытти ҫӗршывсенчен килнӗ тӑвансемпе тунӑ фотографине кӑтартать. (Инсценировка.)

Эпир Иеговӑна хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа мухтава кӑларма пултаратпӑр (9, 10 абзацсене пӑхӑр)b


11. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем мӗн авалтанпах Псалом 95:8-мӗшӗнчи принциппа килӗшӳллӗн пурӑннине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

11 Псалом 95:8 вуласа парӑр. Эпир Иеговӑна хамӑрӑн мӗн пурринчен парнесем парса мухтатпӑр. Туррӑн ӗҫлекенӗсем ӗлӗк-авалтанпах ҫапла туса Турра чысласа тӑнӑ (Ытар. 3:9). Сӑмахран, израильтянсем храма туса лартма, ӑна пӑхса-юсаса тӑма укҫа тата парнесем панӑ (4 Пат. 12:4, 5; 1 Ҫул. 29:3—9). Христосӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем ӑна хӑйне тата апостолсене «хӑйсен мӗн пуррипе» пулӑшса тӑнӑ (Лука 8:1—3). Ҫавӑн пекех, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем нушана лекнӗ тӑвансене пулӑшса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 11:27—29). Эпир те паян хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ парса Иеговӑна мухтама пултаратпӑр.

12. Эпир хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ пани мӗнле майпа Иеговӑна мухтава кӑларать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

12 Эпир хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ пани Иеговӑна мухтава кӑларнине кӑтартакан пӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. 2020 ҫулта Зимбабвера нумай вӑхӑт хушши типӗ ҫанталӑк тӑнӑран миллион-миллион ҫын выҫлӑхпа аптранӑ. Вӗсем хушшинче При́ска ятлӑ хӗрарӑм тӑван та пулнӑ. Ҫанталӑк типӗ тӑнине пӑхмасӑрах Приска кашни юнкун тата эрнекун ырӑ хыпар сарма ҫӳренӗ. Ҫакна вӑл ака вӑхӑтӗнче те тунӑ. Кӳршӗсем унран кулса: «Уйра ӗҫлес вырӑнне эсӗ ырӑ хыпар сарса ҫӳретӗн. Кӗҫех санӑн ҫемйӳ выҫӑпа вилет», — тесе каланӑ. Анчах та Приска кашнинчех ҫирӗппӗн ҫапла хуравланӑ: «Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене нихӑҫан та хӑвармасть». Кӗҫех пухури тӑвансем ӑна апат-ҫимӗҫ илсе килсе панӑ. Пӗтӗм тӗнчери тӑвансем хӑйсен ирӗкӗпе укҫа панине пула пирӗн организаци ҫакӑн пек пулӑшу пама пултарать. Прискӑна апат илсе килсе пани кӳршӗсене питӗ тӗлӗнтернӗ. Вара вӗсем ӑна каланӑ: «Санӑн Турру сана чӑнах та хӑвармарӗ. Пирӗн ҫакӑн пек Турӑ ҫинчен ытларах пӗлес килет». Вара кӳршӗсенчен ҫиччӗшӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫланӑ.

Приска тепӗр хӗрарӑм тӑванпа ырӑ хыпар сарма каять. Кӳршӗсем унран кулаҫҫӗ пулин те вӑл пӗр иккӗленмесӗр малалла пӑхать. (Инсценировка.)

Эпир Иеговӑна хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗпе мухтава кӑларма пултаратпӑр (12-мӗш абзаца пӑхӑр)c


13. Эпир хамӑра мӗнле тытнипе Иеговӑна мӗнле мухтатпӑр? (Псалом 95:9).

13 Псалом 95:9 вуласа парӑр. Эпир Иеговӑна хамӑра мӗнле тытнипе мухтатпӑр. Иеговӑн храмӗнче ӗҫлесе тӑнӑ священниксен хӑйсен ӗҫӗсене тӑвас умӗн ҫӑвӑнмалла пулнӑ (Тух. 40:30—32). Анчах та кӗлетке таса пулнинчен темскер кирлӗреххи пур. Ҫакӑ вӑл — эпир хамӑра тӗрӗс тытни, Иегова курайман ӗҫсенчен пӑрӑнни (Пс. 23:3, 4; 1 Пётр 1:15, 16). Пирӗн «кивӗ ҫын» пулма пӑрахса «ҫӗнӗ ҫын» пулса тӑмалла (Кол. 3:9, 10). Ҫакӑ Турра килӗшмен шухӑшсенчен, йӑласенчен тата ӗҫсенчен хӑтӑлмаллине пӗлтерет. Эпир Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама, хамӑра Иегова пек тытма вӗренесшӗн тата вӑл кӑтартакан лайӑх енсене аталантарасшӑн. Питӗ япӑх ӗҫсем тӑвакан ҫынсем те Иегова пулӑшнипе улшӑнса ҫӗнӗ ҫын пулса тӑма пултараҫҫӗ.

14. Джекпа мӗн пулса иртни пире мӗне вӗрентет? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

14 Джек питӗ хаяр та хӑрушӑ преступник пулнӑ. Ҫавна пула ӑна Демон тесе те чӗннӗ. Преступленисем тунишӗн ун пирки вилӗм приговорне йышӑннӑ пулнӑ. Приговора пурнӑҫа кӗртиччен вӑл тӗрмере ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тӗрмене ырӑ хыпар сарма ҫӳренӗ арҫын тӑванпа паллашнӑ та Библи вӗренме пуҫланӑ. Унччен хӑрушӑ ӗҫсем тунине пӑхмасӑрах Джек кивӗ ҫынна хывнӑ та кӑшт вӑхӑт иртсен шыва кӗнӗ. Вӑл тӗппипех улшӑннӑ. Ҫавӑнпа та ӑна вӗлернӗ кун хӑш-пӗр хуралҫӑсен унпа сывпуллашнӑ чухне куҫҫуль те тухнӑ. Тӗрмере ӗҫлекенсенчен пӗри ҫапла каланӑ: «Джека кунта илсе килнӗ чухне вӑл чи хӑрушӑ ҫынччӗ. Халӗ вӑл — чи лайӑххисенчен пӗри». Джека вӗлернӗ хыҫҫӑн эрне иртсен арҫын тӑвансем яланхи пекех тӗрмере тӗлпулу ирттернӗ. Вӗсем унта пӗрремӗш хут килнӗ арҫынна асӑрханӑ. Ҫав арҫынна унта пыма мӗн хавхалантарнӑ? Джек улшӑнни унӑн чӗрине пырса тивнӗ, вара вӑл Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулас тесен мӗн тумаллине пӗлесшӗн пулнӑ. Ҫак тӗслӗх эпир хамӑра мӗнле тытнипе Иеговӑна мухтама пултарнине кӑтартать (1 Пётр 2:12).

Хурланнӑ хуралҫӑсем Джека илсе каяҫҫӗ. Хуралҫӑсенчен пӗри куҫҫульне шӑлать. (Инсценировка.)

Эпир Иеговӑна хамӑра мӗнле тытнипе мухтава кӑларма пултаратпӑр (14-мӗш абзаца пӑхӑр)d


КӖҪЕХ ИЕГОВА ХӐЙӖН ЯТНЕ МӖНЛЕ МАЙПА МУХТАВА КӐЛАРӖ?

15. Кӗҫех Иегова хӑйӗн ятне мӗнле майпа мухтава кӑларӗ? (Псалом 95:10—13).

15 Псалом 95:10—13 вуласа парӑр. 95-мӗш Псаломӑн юлашки сӑвӑ йӗркисенче Иегова пирки Судья тата Патша тенӗ. Кӗҫех Иегова хӑйӗн ятне мӗнле майпа мухтава кӑларӗ? Вӑл тӗрӗс суд тӑвӗ. Кӗҫ-вӗҫ вӑл Аслӑ Вавилона — суя тӗнсене пурне те — пӗтерӗ, мӗншӗн тесен вӗсем унӑн сӑваплӑ ятне хурлаҫҫӗ (Ӳлӗм. 17:5, 16; 19:1, 2). Ҫакна курсан хӑш-пӗр ҫынсем, тен, пирӗнпе пӗрле Иеговӑна пуҫҫапас тейӗҫ. Унтан, Армагеддонра, Иегова Шуйттан тӗнчине пӗтӗмпех тӗп тӑвӗ. Турра курайман тата хурлакан ҫынсем ӗмӗрлӗхех тӗп пулӗҫ. Иеговӑна юратакан, итлекен, мухтава кӑларакан ҫынсем вара ҫӑлӑнӗҫ (Марк 8:38; 2 Фес. 1:6—10). Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ хыҫҫӑн ҫынсем юлашки тӗрӗслев витӗр тухсан, Туррӑн ячӗ пур тӗлӗшрен те сӑваплӑ пулӗ (Ӳлӗм. 20:7—10). Ун чухне «тинӗсе шыв тулли тунӑ пек, ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавне пӗлнипе тулса ҫитӗ» (Авв. 2:14).

16. Эсир мӗн тӑвасшӑн? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

16 Пурте Иеговӑна мухтама пуҫлас вӑхӑта эпир питӗ кӗтетпӗр. Унӑн ячӗ ҫав мухтава тивӗҫлӗ. Халӗ вара пирӗн хамӑр сӑмахсемпе тата ӗҫсемпе Иеговӑна мухтамашкӑн кашни майпа усӑ курмалла. Ҫакӑ питӗ кирлине манса ан кайччӑр тесе Ертсе пыракан совет 2025 ҫулхи текст валли Псалом 96:8-мӗшӗнчи (ҪТ) сӑмахсене суйласа илнӗ: «Иеговӑна мухтавлӑр, унӑн ячӗ ҫав мухтава тивӗҫлӗ».

Тӳпере ангелсем тата ҫӗр ҫинче райра ҫынсем савӑнса Иеговӑна мухтаҫҫӗ.

Пуласлӑхра пурте: тӳперисем те, ҫӗр ҫинчисем те Иеговӑна мухтӗҫ, унӑн ячӗ ҫавна тивӗҫлӗ (16-мӗш абзаца пӑхӑр)

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иеговӑна мухтани мӗне пӗлтерет?

  • Иеговӑна мухтама пире мӗн хавхалантарать?

  • Эпир Иеговӑна мӗнле майпа мухтама пултаратпӑр?

159-МӖШ ЮРӐ Иеговӑна мухтавлӑр

a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

b ӲКЕРЧӖК. Анджелинӑн пурнӑҫӗнчи самант. (Инсценировка.)

c ӲКЕРЧӖК. Прискӑн пурнӑҫӗнчи самант. (Инсценировка.)

d ӲКЕРЧӖК. Джекӑн пурнӑҫӗнчи самант. (Инсценировка.)

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр