6-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
18-МӖШ ЮРӐ Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ
Иегова пире каҫарать. Мӗншӗн эпир ӑна ҫакӑншӑн пархатарлӑ?
«Тӗнчене питӗ хытӑ юратнӑран Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ» (ИОАНН 3:16).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Ҫак статьяра эпир Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарас тесе мӗн туни ҫинчен калаҫӑпӑр. Ҫакӑ пире вӑл каҫарнине ытларах хаклама пулӑшӗ.
1, 2. Мӗншӗн пире пӗрремӗш абзацри ҫамрӑкпа танлаштарма пулать?
ПӖР ҫамрӑк ҫынна куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Вӑл пуян ҫемьере ҫитӗнсе ӳснӗ. Анчах та кӗтмен ҫӗртен унӑн ашшӗ-амӑшӗ вилсе каять. Ҫавна пула вӑл питӗ хуйхӑрать. Унсӑр пуҫне, ӑна тата тепӗр хыпар аптратса ӳкерет: унӑн ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен мӗнпур укҫине тӑкакласа пӗтернӗ те пысӑк парӑма кӗнӗ иккен. Кивҫен паракансем ҫав укҫана каялла тавӑрса пама ыйтаҫҫӗ. Анчах та парӑм ҫав тери пысӑк пулнӑран вӑл ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпе те парса татаймӗ.
2 Пире ҫав ҫамрӑкпа танлаштарма пулать. Этемлӗхӗн ашшӗ-амӑшӗ, Адампа Ева, ҫылӑхсӑр пулнӑ тата вӗсем илемлӗ райра пурӑннӑ (Пулт. 1:27; 2:7—9). Вӗсем ҫакӑн пек пурнӑҫпа ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнма пултарнӑ. Анчах пӗр кунрах веҫех улшӑннӑ. Вӗсем ҫылӑх тунӑ. Ҫавна пула вӗсене райран кӑларса янӑ тата вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатнӑ. Вӗсем пулас ачисене мӗн парса хӑварма пултарнӑ-ши? Библире ҫакӑн пирки ҫапла каланӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын [Адам] урлӑ кӗнӗ, ҫылӑх урлӑ — вилӗм. Ҫапла вара вилӗм пур ҫын ҫине те куҫнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12). Апла пулсан, пирӗн ҫине Адамран ҫылӑхпа вилӗм куҫнӑ. Ҫав ҫылӑха пысӑк парӑмпа танлаштарма пулать, ӑна вара пирӗнтен никам та тӳлесе татма пултараймасть (Пс. 48:9, 10).
3. Мӗншӗн ҫылӑхсене парӑмсемпе танлаштарма пулать?
3 Иисус ҫылӑхсене парӑмсемпе танлаштарнӑ (Матф. 6:12; Лука 11:4). Эпир ҫылӑх тунӑ чухне Иегова умӗнче парӑмлӑ пулса тӑратпӑр теме пулать. Ҫав парӑма пирӗн тавӑрса памаллах. Ӑна тӳлесе татмасан эпир вилсен ҫеҫ парӑмлӑ пулма пӑрахатпӑр (Рим 6:7, 23).
4. а) Адампа Ева мӗн ҫухатнине ҫынсем хӑйсен вӑйӗпе тавӑрма пултараҫҫӗ-и? (Псалом 48:8—10). ӑ) Библире «ҫылӑх» тени мӗне пӗлтерме пултарать? («Ҫылӑх» рамкӑна пӑхӑр.)
4 Адампа Ева мӗн ҫухатнине тавӑрма пулать-и? Эпир ҫакна хамӑр вӑйпа тума пултараймастпӑр. (Псалом 48:8—10 вуласа парӑр.) Иегова пулӑшман пулсан, пирӗн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пулман пулӗччӗ. Тӗрӗссипе каласан, эпир чӗрчунсем пекех вилнӗ пулӑттӑмӑр (Еккл. 3:19; 2 Пётр 2:12).
5. Юратакан Атте пире Адамран куҫнӑ парӑма тӳлесе татма мӗнле пулӑшнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
5 Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ ҫамрӑка аса илер. Вӑл хӑйӗн парӑмне пӗр-пӗр пуян ҫын татса парасшӑн пулнине пӗлсен мӗн туйнӑ пулӗччӗ-ши? Паллах, вӑл ҫав ҫынна питӗ пархатарлӑ пулнӑ пулӗччӗ. Пирӗн юратакан Атте, Иегова, ҫав пуян ҫын пекех, пирӗн парӑма — Адамран куҫнӑ ҫылӑха — тӳлесе татас тенӗ. Ҫак парнене пама Иеговӑна мӗн хавхалантарнӑ-ши? Иисус ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Тӗнчене питӗ хытӑ юратнӑран Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ, ҫапла вара ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илччӗр тенӗ» (Иоанн 3:16). Унсӑр пуҫне, ҫак парне пире Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем пулса тӑма май парать.
Тӳлесе илме панӑ парнене пула Иегова ҫынсен ҫылӑхӗсене каҫарать тесе вӗрентнӗ Иисус (Иоанн 3:16). Унтан вӑл ҫак парнене парас тесе хатӗр пулса пирӗншӗн вилнӗ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)
6. Ҫак статьяра эпир Библири мӗнле сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене пӑхса тухӑпӑр тата мӗнле тӗллевпе?
6 Тӳлесе илме панӑ парне пире ҫылӑхсенчен мӗнле хӑтарать? Хуравне пӗлес тесе Библири сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене пӑхса тухӑпӑр: мирлешни, тӳлесе илни, тӳлесе илме панӑ парне, ҫылӑхран хӑтарни тата тӳрӗ тени. Ҫакӑ пире Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫармашкӑн мӗн тунине ытларах хаклама пулӑшӗ.
ТӖЛЛЕВ: МИРЛЕШНИ
7. а) Адампа Ева ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатнисӗр пуҫне тата мӗн ҫухатнӑ? ӑ) Адампа Ева итлеменни вӗсен тӑхӑмӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ тата ҫавна пула пирӗн мӗн тумалла? (Рим 5:10, 11).
7 Адампа Ева ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатнӑ. Анчах та ку ҫеҫ мар. Вӗсем хӑйсен Ашшӗпе, Иеговӑпа, хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене те пӑснӑ. Адампа Ева Туррӑн ачисем пулнӑ (Лука 3:38). Анчах вӗсем Турра итлеме пӑрахнӑ, ҫавӑнпа унӑн тӑшманӗсем пулса тӑнӑ, вара Турӑ вӗсене хӑйӗн ҫемйинчен кӑларса янӑ. Вӗсем мӗн туни хӑйсем ҫине кӑна мар, вӗсен тӑхӑмӗ ҫине те, ҫав шутрах пирӗн ҫине те, витӗм кӳнӗ (Пулт. 3:23, 24; 4:1). Ҫавӑнпа та пирӗн Иеговӑпа мирлешмелле. (Рим 5:10, 11 вуласа парӑр.) Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, «мирлешнӗ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «тӑшман пулма пӑрахса тус пулса тӑнӑ» тенине пӗлтерет. Тӗлӗнмелле те, Иегова пире хӑйӗнпе мирлештерес тесе хӑй пӗрремӗш утӑм тунӑ. Вӑл ҫакна мӗнле тунӑ-ши?
МАЙ: ТӲЛЕСЕ ИЛНИ
8. Тӳлесе илни мӗн вӑл?
8 Иегова хӑйӗнпе ҫылӑхлӑ ҫынсем хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса ярас тесе вӗсене тӳлесе илме май уҫса панӑ. Ҫавна пула ҫынсем Адам мӗн ҫухатнине каялла илме пултараҫҫӗ. Тӳлесе илмен пулсан, пирӗн Турӑпа мирлӗ хутшӑнусем пулман пулӗччӗҫ тата эпир унпа туслӑ пулма пултарайман пулӑттӑмӑр (Рим 3:25).
9. Иегова авалхи Израильте ҫылӑхсене каҫарма мӗнле йӗрке панӑ?
9 Иегова хӑйӗнпе израильтянсем хушшинче лайӑх хутшӑнусем пулччӑр тесе мӗн тунӑ? Вӑл вӗсене ҫылӑхсене каҫарма пулӑшакан йӗрке панӑ. Израильте ҫулсерен Тасалмалли кун уявне паллӑ тунӑ. Ҫав кун чи аслӑ священник чӗрчунсене парнене кӳнӗ. Паллах, ҫав парнесем ҫынсен ҫылӑхӗсене йӑлтах каҫарма пултарайман, мӗншӗн тесен чӗрчун пурнӑҫӗ ҫын пурнӑҫӗпе танлашаймасть. Ҫапах та израильтянсем ӳкӗннӗ пулсан тата парнесене Иегова хушнӑ пек кӳнӗ пулсан, вӑл вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарнӑ (Евр. 10:1—4). Унсӑр пуҫне, ҫав парнесем израильтянсене хӑйсем ҫылӑхлӑ пулнине, ҫылӑхӗсенчен йӑлтах тата яланлӑхах хӑтӑлмашкӑн вӗсене пысӑкрах парне кирлӗ пулнине аса илтерсе тӑнӑ.
10. Иегова ҫынсен ҫылӑхӗсене каҫарас тесе мӗн тунӑ?
10 Ҫынсен ҫылӑхӗсене каҫарас тесе Иегова мӗн тунӑ? Вӑл ҫӗр ҫине хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне янӑ. Лешӗ вара «нумайӑшӗн ҫылӑхне илсе каяс тесе хӑйне пӗрре тата яланлӑхах парнене кӳнӗ» (Евр. 9:28). Иисус «нумайӑшне тӳлесе илмешкӗн хӑйӗн пурнӑҫне» парне пек панӑ (Матф. 20:28). Тӳлесе илме панӑ парне мӗн вӑл?
ХАК: ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕ
11. а) Библире тӳлесе илме панӑ парне мӗне пӗлтерет? ӑ) Тӳлесе илме панӑ парнене кам пама пултарнӑ?
11 Библире тӳлесе илме панӑ парне ҫылӑхсене каҫарас тесе тата Турӑпа мирлешес тесе тӳленӗ хака пӗлтерет. Ҫак парнене пула Иегова Адампа Ева мӗн ҫухатнине тавӑрса парать. Вӗсем ҫитменлӗхсӗр пулма пӑрахнӑ тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатнӑ. Ҫавӑнпа тӳлесе илме панӑ парнен хакӗ мӗн ҫухатнипе танлашмалла пулнӑ (1 Тим. 2:6). Апла пулсан, ҫак парнене ҫитӗнсе ҫитнӗ арҫын тӳлеме пултарнӑ. Унӑн: 1) пӗр ҫитменлӗхсӗр пулмалла пулнӑ, 2) ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас май пулмалла пулнӑ тата 3) хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн парне пек пама хатӗр пулмалла пулнӑ. Ҫавӑн пек ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑна Адам мӗн ҫухатнине тавӑрса пама пултарнӑ.
12. Мӗншӗн Иисус тӳлесе илме панӑ парнене пама юрӑхлӑ пулнӑ?
12 Мӗншӗн Иисус ҫав парнене пама юрӑхлӑ пулнӑ? Виҫӗ сӑлтава пӑхса тухар. 1) Вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ, «нимӗнле ҫылӑх та туман» (1 Пётр 2:22). 2) Ҫавна пула унӑн ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пулнӑ. 3) Вӑл пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне парса вилме хатӗр пулнӑ (Евр. 10:9, 10). Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ, Адам та ҫылӑх тӑвиччен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ (1 Кор. 15:45). Ҫавӑнпа Иисусӑн пурнӑҫӗ Адамӑн пурнӑҫӗпе тан пулнӑран Иисус хӑйӗн пурнӑҫне Адам ҫухатнӑ пурнӑҫ вырӑнне пама пултарнӑ (Рим 5:19). Ҫапла майпа Иисус «юлашки Адам» пулса тӑнӑ. Апла пулсан, тепӗр ҫитменлӗхсӗр ҫыннӑн Адам ҫухатнӑ пурнӑҫшӑн тӳлемелле мар. Иисус «пӗрре тата яланлӑхах» хӑйне хӑй парнене кӳнӗ (Евр. 7:27; 10:12).
13. Тӳлесе илнипе тӳлесе илме панӑ парне хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур?
13 Тӳлесе илнипе тӳлесе илме панӑ парне хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур? Тӳлесе илни вӑл — Турӑпа ҫынсем хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса ямалли май. Тӳлесе илме панӑ парне вара — ҫылӑхлӑ ҫынсене каҫармашкӑн тӳленӗ хак. Ҫак хак вӑл — Иисусӑн хаклӑ юнӗ, ӑна вӑл пирӗншӗн тӑкнӑ (Эф. 1:7; Евр. 9:14).
ТӲЛЕСЕ ИЛНИ МӖН ПАРАТЬ? ҪЫЛӐХРАН ХӐТАРНИ ТАТА ТӲРӖ ТЕНИ
14. Малалла эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр тата мӗнле тӗллевпе?
14 Тӳлесе илни пире мӗн парать? Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесе айтӑр Библири икӗ сӑмах ҫаврӑнӑшне пӑхса тухар, ҫакӑ пире Иегова каҫарнине ытларах хаклама пулӑшӗ.
15, 16. а) Тӳлесе илме панӑ парнене пула эпир мӗнрен хӑтӑлнӑ? ӑ) Ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлни ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсир мӗн туятӑр?
15 Библире каланӑ тӑрӑх, тӳлесе илме панӑ парне ҫылӑхсенчен хӑтарать. Пётр апостол ҫакна ҫакӑн пек ӑнлантарса панӑ: «Пӗлетӗр ӗнтӗ, сире мӑн аслаҫӑрсенчен юлнӑ усӑсӑр пурнӑҫран темскер тутӑхса пӗтекеннипе, кӗмӗлпе е ылтӑнпа, хӑтарман [сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳлесе илмен»], сире Христосӑн — пӗр кӑлтӑксӑр таса Путекӗн — хаклӑ юнӗпе хӑтарнӑ» (1 Пётр 1:18, 19; сноска).
16 Иисусӑн парни пире хамӑра асап кӳрекен ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарма пултарать (Рим 5:21). Христос хӑйӗн хаклӑ юнне тӑкнине пула, е хӑйӗн пурнӑҫне панине пула, эпир ирӗке тухнӑ. Ҫавӑншӑн эпир Иеговӑпа Иисуса питӗ пархатарлӑ (1 Кор. 15:22).
17, 18. а) Пирӗн пирки тӳрӗ тени пире мӗнле усӑ парать? ӑ) Иегова хӑвӑр пирки тӳрӗ тени ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсир мӗн туятӑр?
17 Тӳрӗ тени вӑл пирӗн тек айӑпсем ҫуккине тата хамӑр ҫылӑхсемшӗн тӳлемелле маррине пӗлтерет. Ҫакна тунипе Иегова хӑйӗн тӳрӗлӗх нормисене пӑсмасть. Вӑл эпир хамӑр тунӑ ӗҫсемшӗн мар тата ҫылӑх ҫине куҫ хупнӑран мар пирӗн пирки тӳрӗ тет. Тӳлесе илнине пула тата тӳлесе илме панӑ парне панине ӗненнине пула Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарать (Рим 3:24; Гал. 2:16).
18 Ҫакӑ пире пурне те мӗнле усӑ парать? Иисуспа пӗрле тӳпере ертсе пыракансем пирки тӳрӗ тенӗ тата вӗсем Туррӑн ачисем пулса тӑнӑ (Тит 3:7; 1 Иоанн 3:1). Иегова вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарнӑ. Унӑн куҫӗ умӗнче вӗсем нихӑҫан та ҫылӑх туман пек, ҫавӑнпа вӗсем патшасемпе священниксем пулма юрӑхлӑ (Рим 8:1, 2, 30). Иегова ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас текенсен ҫылӑхӗсене те каҫарать, ҫав ҫынсем пирки те тӳрӗ тет. Вӗсем Туррӑн тусӗсем пулса тӑраҫҫӗ (Иак. 2:21—23). Армагеддон витӗр тухнӑ темӗн чухлӗ ҫыннӑн нихӑҫан вилмесӗр пурӑнма май пур (Иоанн 11:26). Вилнисене — «тӳрӗ ҫынсене те», «тӳрӗ маррисене те» — вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ (Ап. ӗҫ. 24:15; Иоанн 5:28, 29). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗр ҫинче Иеговӑна итлесе пурӑнакансем пурте «Турӑ ачисен чаплӑ ирӗклӗхне илӗҫ» (Рим 8:21). Тӳлесе илнине пула пире питӗ лайӑх пуласлӑх кӗтет — эпир хамӑр Аттепе, Иеговӑпа, мирлешӗпӗр!
19. Иеговӑпа Иисуса пула пирӗн лару-тӑру мӗнле улшӑнчӗ? («Пирӗншӗн ҫаксем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» рамкӑна та пӑхӑр.)
19 Пӗтӗмпех ҫухатнӑ тата пысӑк парӑма кӗнӗ ҫамрӑка аса илер-ха. Чӑнах та, унччен эпир ҫав ҫамрӑк ҫын пекех пулнӑ. Анчах Иеговӑна пула пирӗн лару-тӑру улшӑнчӗ. Вӑл пире тӳлесе илме май уҫса панӑ, Иисус вара пирӗн ҫылӑхсемшӗн тӳленӗ. Иисус Христоса ӗненни пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарать. Ҫавӑн пекех Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарать, ҫавӑнпа та вӑл пирӗн ҫине эпир нихӑҫан та ҫылӑх туман пек пӑхать. Чи кирли вара — халӗ пирӗн хамӑрпа Иегова хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пур.
20. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
20 Иеговӑпа Иисус пирӗншӗн мӗн туни ҫинчен шухӑшлани пире тата пархатарлӑрах пулма пулӑшать (2 Кор. 5:15). Вӗсем пулӑшман пулсан, пирӗн пӗр шанчӑк та пулман пулӗччӗ. Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарни вара пире кашнине мӗнле усӑ парать? Ҫакна эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.
10-МӖШ ЮРӐ Мухтавлар Иеговӑна, хамӑр Турра!