Чӑн-чӑн тус пулас тесен мӗн тумалла?
ЙЫВӐРЛӐХСЕМ сиксе тухсан эсир хӑҫан та пулин хӑвӑра пӗр-пӗччен, пулӑшакан ҫук пек туйнӑ-и? Эпир «питӗ йывӑр» вӑхӑтра пурӑнатпӑр, ҫавна пула пирӗн ал усӑнма пултарать тата эпир хамӑра пӗччен пек туйма пултаратпӑр (2 Тим. 3:1). Анчах та пурнӑҫри йывӑрлӑхсемпе пирӗн пӗр-пӗччен кӗрешмелле тесе шутламалла мар. Библире каланӑ тӑрӑх, пире чӑн-чӑн туссем пулӑшма пултараҫҫӗ, инкекре вӗсем ҫине шанма пулать (Ытар. 17:17).
ЧӐН-ЧӐН ТУССЕМ ПИРЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ?
Павел апостол килти арестра пулнӑ чухне те шанчӑклӑ тусӗсем пулӑшнине пула хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне туса тӑма пултарнӑ
Павел апостол миссионерла ҫулҫӳревсенче пулнӑ чухне тусӗсем хӑйне пулӑшнине питӗ хакланӑ (Кол. 4:7—11). Ӑна Римра арестленӗ пулнӑ. Ун чухне тусӗсем ӑна хӑй мӗн тума пултарайманнине туса пулӑшнӑ. Сӑмахран, Эпафродит Павела Филиппӑри тӑвансенчен парне илсе килсе панӑ (Флп. 4:18). Тихик вара апостолӑн ҫырӑвӗсене пухусене леҫсе панӑ. Хӑйӗн тусӗсене пула Павел тӗрмере пулнӑ чухне те, килти арестра пулнӑ чухне те хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне туса тӑма пултарнӑ. Чӑн-чӑн тус пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?
Испанире пурӑнакан Элисабе́т ятлӑ хӗрарӑм тӑван тулли пионер пулса ӗҫлет. Унӑн амӑшӗ рак чирӗпе чирлесе кайнӑ. Ҫав йывӑр вӑхӑтра пӗр хӗрарӑм тӑван Элисабетшӑн чӑн-чӑн тус пулса тӑнӑ. Вӑл ӑна Библири сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курса хавхалантаракан сообщенисем ярса тӑнӑ. Элисабет ҫапла калать: «Ҫав сообщенисене илсен эпӗ хама пӗччен пек туймастӑмччӗ. Вӗсем мана вӑй парса тӑратчӗҫ» (Ытар. 18:24).
Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ӗҫсене туса тӑнӑ чухне эсир пухури тӑвансемпе тата ытларах ҫывӑхланатӑр. Сӑмахран, эсир ватӑ тӑвана машинӑпа пухӑва илсе кайма е унпа пӗрле ырӑ хыпар сарма кайма пултаратӑр. Ҫапла майпа эсир пӗр-пӗрне хавхалантаратӑр (Рим 1:12). Килтен тухса ҫӳреме пултарайман тӑвансемшӗн вара чӑн-чӑн тус пулас тесен мӗн тума пулать?
КИЛТЕН ТУХСА ҪӲРЕМЕ ПУЛТАРАЙМАН ТӐВАНСЕМШӖН ЧӐН-ЧӐН ТУС ПУЛӐР
Хӑш-пӗр тӑвансем чирленине пула е урӑх сӑлтава пула тӗлпулусене Патшалӑх залне ҫӳреймеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Дэвид тӑван ултӑ уйӑх ытла химитерапи мелӗпе сипленнӗ, мӗншӗн тесен унӑн лимфома чирӗ пулнӑ. Ҫавна пула вӑл тата унӑн арӑмӗ Лидия тӗлпулусене интернет урлӑ ҫыхӑннӑ.
Пухури туссем вӗсене мӗнле пулӑшнӑ? Кашни тӗлпулу хыҫҫӑн Патшалӑх залӗнче пулнӑ тӑвансем Дэвидпа тата Лидияпа видеоҫыхӑну урлӑ хутшӑннӑ. Дэвидпа Лидия комментарисем парсан тӑвансем кайран вӗсене тав сӑмахӗсем ҫырса сообщенисем ярса панӑ. Ҫавна пула вӗсем хӑйсене юратнине туйнӑ.
Килтен тухса ҫӳреме пултарайман тӑвансемпе ырӑ хыпар сарма тӑрӑшӑр
Килтен тухса ҫӳреме пултарайман тӑвансемпе эсир пӗрле ырӑ хыпар сарма пултаратӑр-и? Ҫавна тумашкӑн, тен, сирӗн кун йӗркине улӑштарма тивӗ. Ҫапах та вӗсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарнипе эсир вӗсем ҫинчен манса кайманнине кӑтартатӑр (Ытар. 3:27). Сӑмахран, пӗрле ҫыру ҫырма е телефонпа ырӑ хыпар калама пулать. Килтен тухса ҫӳреме пултарайман тӑвансем ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене интернет урлӑ ҫыхӑнма пултараҫҫӗ. Дэвидпа Лидия хӑйсен ҫавӑн пек май пулнӑшӑн питӗ савӑнаҫҫӗ. Дэвид ҫапла калать: «Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусенче пӗр-пӗр шухӑша кӗскен пӑхса тухаҫҫӗ тата кӗлтӑваҫҫӗ, ҫапах та тӗлпулу хыҫҫӑн эпир яланах вӑй кӗнине туйнӑ». Тата, ҫавӑн пек тӑвансен май пур пулсан, эпир вӑхӑтран вӑхӑта вӗсем патне хамӑрӑн вӗренекенпе кайса пӗрле Библи вӗренме пултаратпӑр.
Килтен тухса ҫӳреме пултарайман тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир вӗсен лайӑх енӗсене куратпӑр тата вӗсемпе ҫывӑхланатпӑр. Тӗслӗхрен, ҫыннӑн чӗрине пырса тивес тесе вӗсем Библипе ӑста усӑ курнине курсан, эпир вӗсене тата ытларах хисеплеме пуҫлатпӑр. Эпир пухури тӑвансене ырӑ хыпар сарма тата тӗлпулусене ҫӳреме пулӑшнӑ чухне ҫӗнӗ туссем тупма пултаратпӑр (2 Кор. 6:13).
Йывӑр вӑхӑтра Павелпа юнашар унӑн тусӗ Тит пулнӑ. Ҫакӑ Павела питӗ йӑпатнӑ (2 Кор. 7:5—7). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Пухури тӑвансене йӑпатас тесен ырӑ сӑмахсем каланисӗр пуҫне пирӗн вӗсемпе юнашар пулмалла тата вӗсене ӗҫпе пулӑшмалла (1 Иоанн 3:18).
ХӖСӖРЛЕНИПЕ ТӖЛ ПУЛАКАН ТӐВАНСЕМШӖН ЧӐН-ЧӐН ТУС ПУЛӐР
Раҫҫейри тӑвансем пӗр-пӗрне пулӑшас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Сергейпа тата унӑн арӑмӗпе, Татьянӑпа, мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Полици вӗсен килне ухтарса тухнӑ та вӗсене иккӗшне те допроса илсе кайнӑ. Татьянӑна маларах кӑларса янӑ. Мӗн пулнине аса илсе Сергей ҫапла каласа парать: «Татьяна киле таврӑнсанах ун патне пӗр хӗрарӑм тӑван пынӑ. Ҫав хӗрарӑм тӑван пыма хӑраман. Кайран тата ытти туссем килнӗ те хваттере тирпейлеме пулӑшнӑ».
Ытарӑшсем 17:17-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет». Сергей ҫапла калать: «Мана ҫак сӑвӑ йӗрки яланах килӗшетчӗ. Халӗ вара вӑл маншӑн тата пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен хӗсӗрленине хамӑр вӑйпа чӑтса ирттерме ҫук. Иегова пире пухура туссене панӑ, инкекре вӗсем пирӗнпе юнашар»a.
Йывӑр вӑхӑтра пире шанчӑклӑ туссем пулӑшни питӗ кирлӗ. Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче вара вӗсем пире тата кирлӗрех пулӗҫ. Ҫавӑнпа та айтӑр халех чӑн-чӑн тус пулма вӗренер! (1 Пётр 4:7, 8).
a jw.org сайтра «Иегова подарил им бесстрашных друзей» статьяна пӑхӑр.