Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 март 8—13 с.
  • Иеговӑпа Иисус пек шухӑшлама вӗренӗр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑпа Иисус пек шухӑшлама вӗренӗр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВА ШУХӐШЛАНӐ ПЕК ШУХӐШЛАМА ВӖРЕНӖР
  • ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР
  • «ЧИПЕР ӐС-ТӐНЛӐ ПУЛӐР»
  • Вӑл Вӗрентекенӗнчен каҫарма вӗреннӗ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Вӑл йывӑр вӑхӑтра та шанчӑклӑ пулнӑ
    Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр
  • Пётр пекех, малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрӑр!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Йышӑнусем тунӑ чухне эсӗ Иегова ҫине шанатӑн-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 март 8—13 с.

10-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

31-МӖШ ЮРӐ Турӑпа ҫӳре

Иеговӑпа Иисус пек шухӑшлама вӗренӗр

«[Христос] пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулса хӑвӑра ҫирӗплетӗр» (1 ПЁТР 4:1).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Пётр Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗреннӗ. Эпир те ҫакна мӗнле тума пултаратпӑр?

1, 2. а) Турра мӗнле юратмалла? ӑ) Иисус Иеговӑна пӗтӗм ӑспа юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

«ХӐВӐН Иегова Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм вӑй-халупа, пӗтӗм ӑсупа юрат» (Лука 10:27). Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫак заповедь Моисей законӗнче чи асли пулнӑ. Апла, Иеговӑна пӗтӗм чӗрепе юратмалла. Библире «чӗре» тени пирӗн туйӑмсене, кӑмӑл-туртӑмсене пӗлтерет. Ҫавӑн пекех Иеговӑшӑн пирӗн чунтан парӑнса тата пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле. Унсӑр пуҫне, пирӗн ӑна ӑспа та юратмалла. Урӑхла каласан, эпир мӗнле шухӑшлани Турӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Эпир Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама тӑрӑшатпӑр. Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн шухӑшӗсене эпир пӗлсе ҫитейместпӗр. Анчах та «Христосӑн ӑсне» пӗлме тӑрӑшсан, эпир Иегова мӗнле шухӑшланине лайӑхрах пӗлме пултарӑпӑр, мӗншӗн тесен Иисус Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлать (1 Кор. 2:16).

2 Иисус Иеговӑна пӗтӗм ӑспа юратнӑ. Вӑл Турӑ унран мӗн кӗтнине лайӑх пӗлнӗ тата Ашшӗн ирӗкне пурнӑҫлама ҫирӗп шут тытнӑ. Вӑл хӗн-асап тӳсме те хатӗр пулнӑ. Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласси Иисусӑн пурнӑҫӗнче малти вырӑнта пулнӑ, ҫакӑн ҫинчен вӑл нихӑҫан та манса кайман.

3. Пётр апостол Иисусран мӗне вӗреннӗ тата вӑл христиансене мӗн тума хавхалантарнӑ? (1 Пётр 4:1).

3 Пётрпа ытти апостолсем Иисуспа нумай вӑхӑт ирттернӗ. Ҫавна пула вӗсен Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама чаплӑ май пулнӑ. Пётр хӑйӗн ҫырӑвӗнче христиансене Иисус «пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулса» хӑйсене ҫирӗплетме хавхалантарнӑ. (1 Пётр 4:1 вуласа парӑр.) Пётр «хӑвӑра ҫирӗплетӗр» тенӗ чухне ҫар ҫыннисем усӑ куракан терминпа усӑ курнӑ. Ҫавӑнпа та христиансем Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама тӑрӑшсан, Шуйттан тӗнчипе тата ҫылӑхпа кӗрешнӗ чухне ӑнӑҫлӑ пулма пултараҫҫӗ (2 Кор. 10:3—5; Эф. 6:12).

4. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

4 Ҫак статьяран эпир Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренӗпӗр. Ҫакӑ пире: 1) Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама, 2) хамӑра кӗҫӗне хума тата 3) чипер ӑс-тӑнлӑ пулма пулӑшӗ.

ИЕГОВА ШУХӐШЛАНӐ ПЕК ШУХӐШЛАМА ВӖРЕНӖР

5. Мӗнле лару-тӑрура Пётр Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшламан?

5 Айтӑр пӗр лару-тӑрӑва пӑхса тухар. Ун чухне Пётр Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшламан. Иисус вӗренекенӗсене хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта нумай асап курмалли ҫинчен тата ҫынсем хӑйне вӗлересси ҫинчен каланӑ (Матф. 16:21). Иегова ҫынсене Иисуса вӗлерме ирӗк парассине ӗненме Пётра йывӑр пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Израиль халӑхне Иисус ҫӑлассине, вӑл пама пулнӑ Мессия пулнине пӗлнӗ (Матф. 16:16). Ҫавӑнпа вӑл Иисуса айккинелле илсе кайса: «Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫа. Санпа ун пекки нихӑҫан та пулмӗ», — тесе каланӑ (Матф. 16:22). Пётр Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшламан — акӑ мӗншӗн вӑл Иисуса хирӗҫленӗ.

6. Иисус Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлани мӗнрен курӑнать?

6 Иисус яланах хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ шухӑшланӑ пек шухӑшланӑ. Вӑл Пётра: «Кай ман патран, Шуйттан! Эсӗ маншӑн такӑнтаракан чул, мӗншӗн тесен эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, ҫынсене юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн», — тесе каланӑ (Матф. 16:23). Пётр канаша ырӑ шухӑшпа панӑ пулсан та, Иисус унӑн канашне сирсе янӑ. Мӗншӗн тесен Иисус ҫакна пӗлнӗ: Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлас тесен унӑн асапланса вилмелле пулнӑ. Ҫак лару-тӑруран Пётр Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренмеллине ӑнланнӑ. Пирӗн те ҫавнах тума вӗренмелле.

7. Пётр Иегова пек шухӑшлама вӗренесшӗн пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

7 Каярахпа Пётр Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренесшӗн пулнине кӑтартнӑ. Урӑх халӑх ҫыннисен те Турӑ халӑхӗн пайӗ пулса тӑма вӑхӑт ҫитсен, Иегова Пётра Корнилий патне ырӑ хыпар калама янӑ. Еврейсен урӑх халӑх ҫыннисемпе хутшӑнма юраман пулнӑ, ҫавӑнпа та Турӑ хушнӑ ӗҫе пурнӑҫламашкӑн Пётрӑн хӑйӗн шухӑшне улӑштармалла пулнӑ. Вӑл Иегова урӑх халӑх ҫыннисем ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланса илсен, хӑй те вӗсем ҫине урӑхла пӑхма пуҫланӑ. Вара Турӑ ӑна ӑҫта янӑ, Пётр ҫавӑнта «пӗр сӑмахсӑрах» кайма килӗшнӗ (Ап. ӗҫ. 10:28, 29). Вӑл Корнилийпе унӑн кил-йышне ырӑ хыпар каланӑ, лешӗсем вара шыва кӗнӗ. Вӗсем еврей пулман пӗрремӗш христиансем пулса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 10:21—23, 34, 35, 44—48).

Корнилий Пётрпа унӑн юлташӗсене хӑйӗн ҫурчӗн ҫӳлти пӳлӗмне илсе каять.

Пётр Корнилий килне кӗрет (7-мӗш абзаца пӑхӑр)


8. Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлас тесен пирӗн мӗн тумалла? (1 Пётр 3:8).

8 Ҫулсем иртсен Пётр тӑвансене: «Пӗр шухӑшлӑ пулӑр», — тесе ҫырса янӑ. (1 Пётр 3:8 вуласа парӑр.) Пирӗнтен кашни Турӑ шухӑшланӑ пек шухӑшлама тӑрӑшсан, эпир пӗр шухӑшлӑ пулатпӑр. Туррӑн шухӑшӗсене вара Библирен пӗлме пулать. Тӗслӗхрен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшма хавхалантарнӑ (Матф. 6:33). Калӑпӑр, сирӗн пухура кам та пулин Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме шут тытнӑ. Эпир ӑна «хӑвна хӗрхен» тесе калас вырӑнне мухтама тата хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртме хавхалантарма пултаратпӑр.

ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР

9, 10. Мӗнле майпа Иисус хӑйне кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ?

9 Иисус хӑй вилес умӗнхи каҫ Пётра тата ытти апостолсене кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Ҫакӑ вӗсем пӗрле юлашки каҫхи апат ҫинӗ чухне пулнӑ. Темиҫе сехет маларах Иисус Пётрпа Иоана уяв валли веҫех хатӗрлеме ыйтнӑ. Ҫак икӗ апостол ура ҫумашкӑн ҫӑвӑнмалли савӑтпа алшӑлли те хатӗрленӗ пулас. Камӑн та пулин хӑнасен урисене ҫумалла пулнӑ. Анчах кам хӑйне кӗҫӗне хурса ҫак ӗҫе тӑвӗ-ши?

10 Кӗтмен ҫӗртен Иисус хӑйӗн ҫиелти тумтирне хывса пилӗкне алшӑлли ҫыхнӑ, унтан савӑта шыв янӑ та апостолсен урисене ҫума пуҫланӑ (Иоанн 13:4, 5). Апостолсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен ялан тенӗ пекех ҫак ӗҫе тарҫӑсем тунӑ. Апостолсен урисене ҫуса яма сахал мар вӑхӑт кирлӗ пулнӑ пулин те Иисус хӑйне кӗҫӗне хурса ҫак ӗҫе туса пӗтернӗ. Вӑл 12 апостолӑн урине, ҫав шутрах каярахпа ӑна сутнӑ Иуда Искариотӑн урисене те ҫунӑ. Кайран Иисус апостолсене тӳсӗмлӗн ҫакна ӑнлантарса панӑ: «Эпӗ сирӗншӗн мӗн тунине ӑнлантӑр-и? Эсир мана „Вӗрентекен“ тата „Ҫӳлхуҫа“ тесе чӗнетӗр, эсир тӗрӗс калатӑр, ку чӑнах та ҫапла. Енчен те эпӗ, Ҫӳлхуҫа тата Вӗрентекен, сирӗн урасене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла» (Иоанн 13:12—14).

Кӗҫӗне хуни... хамӑр ҫине тата ыттисем ҫине мӗнле пӑхнипе ҫыхӑннӑ

11. Пётр хӑйне кӗҫӗне хума вӗренни ӑҫтан курӑнать? (1 Пётр 5:5). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

11 Пётр Иисусран вӗренсе хӑйне кӗҫӗне хума тӑрӑшнӑ. Иисус тӳпене таврӑнсан пӗр вӑхӑт иртсен, Пётр уксах ҫуралнӑ ҫынна сыватнӑ (Ап. ӗҫ. 1:8, 9; 3:2, 6—8). Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ ҫине пӑхма нумай ҫын чупса пуҫтарӑннӑ (Ап. ӗҫ. 3:11). Пётр мӗн тӑвӗ-ши? Паллӑ ҫын пулассишӗн ҫуннӑ ҫынсем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ пулсан та, вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Пётр хӑйне мар, Иеговӑпа Иисуса мухтанӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Иисусӑн ятне пула тата эпир унӑн ятне ӗненнине пула ҫак ҫыннӑн, эсир хӑвӑр куракан тата пӗлекен ҫыннӑн, урисем тӗрекленчӗҫ» (Ап. ӗҫ. 3:12—16). Каярахпа Пётр хӑйӗн ҫырӑвӗнче христиансене кӗҫӗне хурассине пилӗке ҫыхма хавхалантарнӑ. Ҫак сӑмахсем пире Иисус алшӑллине пилӗке ҫыхса апостолсен урисене ҫуса янине аса илтереҫҫӗ. (1 Пётр 5:5 вуласа парӑр.)

Пётрпа Иоанн храмра тӑраҫҫӗ. Пётр аллипе тӳпенелле кӑтартать. Апостолсемпе юнашар Пётр сыватнӑ ҫын тӑрать, вӑл уксах ҫуралнӑ.

Тӗлӗнмелле ӗҫ тусан Пётр хӑйне кӗҫӗне хурса Иеговӑпа Иисуса мухтанӑ. Эпир те ырӑ ӗҫсем тунӑ чухне хамӑра мухтасса кӗтместпӗр пулсан, хамӑра кӗҫӗне хунине кӑтартатпӑр (11, 12 абзацсене пӑхӑр)


12. Пире те хамӑра кӗҫӗне хума мӗн пулӑшӗ?

12 Пётр апостолтан тӗслӗх илсе эпир те хамӑра кӗҫӗне хума вӗренме пултаратпӑр. Асра тытӑр: чӑн-чӑн кӗҫӗне хуни вӑл ҫын мӗнле калаҫнипе кӑна ҫыхӑнман. Пётр усӑ курнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ, «кӗҫӗне хуни» тесе куҫарнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ, хамӑр ҫине тата ыттисем ҫине мӗнле пӑхнипе ҫыхӑннӑ. Эпир мӗн те пулин ыррине тӑвасса та ҫавна ҫынсем хамӑра мухтасса кӗтнӗрен мар, Иеговӑпа ҫынсене юратнӑран тӑватпӑр. Эпир хамӑра чӑннипех кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, хамӑр тӑвакан ырӑ ӗҫсене ыттисем асӑрхамасан та Иеговӑшӑн тата пирӗн тӑвансемшӗн савӑнса ӗҫлесе тӑрӑпӑр (Матф. 6:1—4).

«ЧИПЕР ӐС-ТӐНЛӐ ПУЛӐР»

13. Чипер ӑс-тӑнлӑ пулни мӗне пӗлтерет?

13 Кам пирки чипер ӑс-тӑнлӑ ҫын теме пулать? (1 Пётр 4:7). Ҫакӑн пек ҫын йышӑну тунӑ чухне Иеговӑн шухӑшӗсене шута илме тӑрӑшать. Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем уншӑн чи кирли. Ҫакӑн пек ҫын хӑйӗн ҫине тӗрӗс пӑхать тата веҫех пӗлетӗп тесе шутламасть. Турӑ хӑйне ертсе пытӑр тесе вӑл ӑна час-часах кӗлтӑвать. Ҫапла майпа вӑл Турӑ ҫине шаннине кӑтартатьa.

14. Пӗррехинче Пётр Иегова ҫине шанманнине мӗнле кӑтартнӑ?

14 Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн апостолӗсене: «Ҫак каҫ эсир пурте мана пӑрахса хӑваратӑр», — тесе каланӑ. Пётр вара хӑй ҫине ытлашши шанса: «Сана пурте пӑрахса хӑварсан та, эпӗ сана нихӑҫан та хӑвармӑп!» — тенӗ. Кӑшт каярах Иисус хӑйӗн хӑш-пӗр вӗренекенӗсене ҫакӑн пек канаш панӑ: «Сыхӑ тӑрӑр тата пӗрмай кӗлтӑвӑр» (Матф. 26:31, 33, 41). Анчах та Пётр ҫак канаша итлемен. Ҫавна пула, тен, ӑна хӑй Иисусӑн вӗренекенӗ пулни ҫинчен калама хӑюлӑх ҫитеймен. Пётр Иисусран туннӑ та ҫавӑншӑн хытӑ куляннӑ (Матф. 26:69—75).

15. Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус чипер ӑс-тӑнлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

15 Иисус ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пулсан та, хӑй ҫине шанман. Иегова ҫине шанса вӑл ӑна нумай хутчен кӗлтунӑ. Ҫакӑ ӑна Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама хӑюлӑх панӑ (Матф. 26:39, 42, 44; Иоанн 18:4, 5). Иисус хӑй вилес умӗнхи каҫ нумай хутчен кӗлтунине Пётр хӑйӗн пурнӑҫӗ тӑршшӗпех асра тытнӑ.

16. Пётр чипер ӑс-тӑнлӑ пулса тӑни мӗнрен курӑнать? (1 Пётр 4:7).

16 Вӑхӑт иртсен Пётр Иегова ҫине ытларах шанма вӗреннӗ. Вӑл ӑна час-часах кӗлтунӑ. Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Пётрпа ытти апостолсене ырӑ хыпар сарма пулӑшмашкӑн святой сывлӑш пама сӑмах панӑ. Анчах святой сывлӑша иличчен вӗсен Иерусалимран ниҫта та каймалла пулман (Лука 24:49; Ап. ӗҫ. 1:4, 5). Ҫав вӑхӑтра Пётр мӗн тунӑ-ши? Вӑл ытти христиансемпе пӗрмай «пӗрле пуҫтарӑнса кӗлтунӑ» (Ап. ӗҫ. 1:13, 14). Каярахпа Пётр хӑйӗн пӗрремӗш ҫырӑвӗнче пухури тӑвансене чипер ӑс-тӑнлӑ пулма тата яланах Турра кӗлтума хавхалантарнӑ. (1 Пётр 4:7 вуласа парӑр.) Куратпӑр ӗнтӗ, Пётр Иегова ҫине шанма вӗреннӗ, ҫавна пула вӑл пухусене тӗреклетме пултарнӑ (Гал. 2:9).

17. Пирӗн яланах мӗн тумалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

17 Чипер ӑс-тӑнлӑ пулас тесен пирӗн час-часах Иеговӑна кӗлтумалла. Хамӑрӑн ӑс-тӑн ҫине, хамӑрӑн пултарулӑх ҫине шанас вырӑнне, пирӗн яланах Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла. Уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ йышӑну тумалла чухне пирӗн унран канаш ыйтмалла, мӗншӗн тесен хамӑршӑн мӗн усӑллӑрах пулнине вӑл пирӗнтен лайӑхрах пӗлет.

Пётр Иегова ҫине шанма вӗреннӗ, вӑл ӑна час-часах кӗлтунӑ. Эпир те чипер ӑс-тӑнлӑ пуласшӑн, ҫавӑнпа та час-часах, уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ йышӑну тумалла чухне, Иеговӑна кӗлтӑватпӑр (17-мӗш абзаца пӑхӑр)b


18. Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама эпир мӗнле вӗренме пултаратпӑр?

18 Иегова пире хӑй евӗрлӗ тунӑ. Ҫавӑнпа та эпир хамӑра кӗҫӗне хума тата чипер ӑс-тӑнлӑ пулма пултаратпӑр (Пулт. 1:26). Паллах, ҫак лайӑх енсене эпир Иегова кӑтартнӑ пек кӑтартаймастпӑр (Ис. 55:9). Ҫав-ҫавах эпир Пётр пекех Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренме пултаратпӑр. Ҫавӑншӑн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ!

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама пире мӗн пулӑшӗ?

  • Хамӑра кӗҫӗне хума пире мӗн пулӑшӗ?

  • Чипер ӑс-тӑнлӑ пулма пире мӗн пулӑшӗ?

30-МӖШ ЮРӐ Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм

a Чипер ӑс-тӑнлӑ пулни ҫинчен ытларах пӗлес тесе jw.org сайтра е JW Library® приложенире «Объяснение библейских стихов» рубрикӑри «2 Тимофею 1:7. „Ибо дал нам Бог духа не боязни“» статьяна пӑхӑр.

b ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван ӗҫе кӗрес тесе начальникпа калаҫма килнӗ. Черетре ларнӑ чухне вӑл хӑй ӑшӗнче кӗлтӑвать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр