Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 март 14—19 с.
  • Иисус пек, ырӑ хыпара хастаррӑн сарӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус пек, ырӑ хыпара хастаррӑн сарӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • УНШӐН ИЕГОВӐН ИРӖКНЕ ПУРНӐҪЛАССИ ЧИ КИРЛИ ПУЛНӐ
  • ВӐЛ БИБЛИРИ ПРОРОКЛА КАЛАНИСЕМПЕ КИЛӖШӲЛЛӖН ПУРӐННӐ
  • ВӐЛ ХӐЙНЕ ИЕГОВА ПУЛӐШАССА ШАННӐ
  • ВӐЛ КАМ ТА ПУЛИН ЫРӐ ХЫПАРА ЙЫШӐНАССИ ПИРКИ ИККӖЛЕНМЕН
  • Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ытларах савӑнӑҫ илес тесен мӗн тумалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Ырӑ хыпар сарма сире юрату хавхалантарса тӑтӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче Иегова ҫынсене мӗнле суд тӑвӗ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 март 14—19 с.

11-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

57-МӖШ ЮРӐ Ырӑ хыпара пур ҫынна та пӗлтеретпӗр

Иисус пек, ырӑ хыпара хастаррӑн сарӑр

«Ҫӳлхуҫа... вӗсене хӑй умӗнчен икшерӗн-икшерӗн хӑй каяс тенӗ хуласемпе ялсене янӑ» (ЛУКА 10:1).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иисуса ырӑ хыпара хастаррӑн сарма мӗн пулӑшнӑ тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

1. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ытти ҫынсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

ҪЫНСЕНЧЕН нумайӑшӗ хӑйсем пирки христиансем теҫҫӗ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем вӗсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ? Ырӑ хыпара хастаррӑн сарнипе (Тит 2:14). Анчах хушӑран эпир пӗр ӗҫчен старейшина мӗн туйнинех туйма пултаратпӑр. Вӑл ҫапла калать: «Хӑш-пӗр чухне ырӑ хыпар сарма ман пӗр кӑмӑл та ҫук».

2. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне ырӑ хыпара хастаррӑн сарма йывӑр пулма пултарать?

2 Ырӑ хыпар сарас ӗҫпе танлаштарсан, сӑваплӑ ӗҫе урӑх майпа туса тӑни пире, тен, ытларах савӑнӑҫ парать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫав ӗҫсем мӗнле усӑ панине тӳрех курма пулать. Сӑмахран, Патшалӑх залӗсене туса лартнӑ е юсанӑ чухне, ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнӑ тӑвансене пулӑшнӑ чухне е хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене хавхалантарнӑ чухне хамӑр питӗ кирлӗ ӗҫе тунине туятпӑр. Хамӑрӑн тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн пӗрлӗхре ӗҫлеме пире питӗ килӗшет тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене пулӑшнӑ чухне вӗсем ҫакна хакланине эпир пӗлетпӗр. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ пирки калас пулсан вара, ҫак ӗҫе пӗр территорире нумай ҫул хушши туса тӑнӑ чухне Библири чӑнлӑха пӗлес текенсене сайра хутра ҫеҫ тӗл пулма пултаратпӑр. Хӑш-пӗр ҫынсем пире хирӗҫ тӑма та пултараҫҫӗ. Тата эпир ҫакна та пӗлетпӗр: ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн хирӗҫ тӑракансем ытларах та ытларах пулӗҫ (Матф. 10:22). Ырӑ хыпар сарас ӗҫе малалла туса тӑма тата ҫак ӗҫе хастарлӑрах хутшӑнма пире мӗн пулӑшма пултарать?

3. Лука 13:6—9 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ ытарӑшран эпир Иисус ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

3 Сӑваплӑ ӗҫе хастаррӑн тӑвас тӗлӗшрен Иисус питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иисусӑн хастарлӑхӗ нихӑҫан та сӳнмен, унтан та ытларах, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл ырӑ хыпара хастарлӑрах та хастарлӑрах сарнӑ. (Лука 13:6—9 вуласа парӑр.) Иисус хӑйне пахчаҫӑпа танлаштарнӑ. Пахчаҫӑ ҫимӗҫ паман инжир йывӑҫӗшӗн виҫӗ ҫул хушши тӑрӑшнӑ пекех, Иисус та виҫӗ ҫула яхӑн еврейсене ырӑ хыпар каланӑ. Анчах та вӗсенчен нумайӑшӗ унӑн вӗренекенӗсем пулса тӑман. Пахчаҫӑ ҫав йывӑҫ ҫимӗҫ парасса кӗтнӗ пекех, Иисус та парӑнман, ҫынсене вӗрентме чарӑнман. Пачах урӑхла, еврейсен чӗрине пырса тивес тесе вӑл тата нумайрах вӑй хунӑ.

4. Иисуса мӗнле тӑватӑ япала ырӑ хыпар сарма пулӑшнӑ?

4 Ҫак статьяра эпир Иисуса, уйрӑмах хӑйӗн пурнӑҫӗнчи юлашки ҫур ҫул хушшинче, ырӑ хыпара хастаррӑн сарма мӗн пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр. Иисус мӗн каланине итлесен тата вӑл мӗн тунине тусан эпир те ҫак ӗҫе хастаррӑн тӑвӑпӑр. Айтӑр Иисуса сӑваплӑ ӗҫе тума пулӑшнӑ тӑватӑ япалана пӑхса тухар: 1) уншӑн Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫласси чи кирли пулнӑ; 2) вӑл Библири пророкла каланисемпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ; 3) вӑл хӑйне Иегова пулӑшасса шаннӑ; 4) вӑл кам та пулин ырӑ хыпара йышӑнасси пирки иккӗленмен.

УНШӐН ИЕГОВӐН ИРӖКНЕ ПУРНӐҪЛАССИ ЧИ КИРЛИ ПУЛНӐ

5. Иисусшӑн Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫласси чи кирли пулни мӗнрен курӑнать?

5 Иисус «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара» хастаррӑн пӗлтернӗ. Турӑ ӑна шӑп ҫак ӗҫе тума янине Иисус пӗлнӗ (Лука 4:43). Ырӑ хыпар пӗлтересси Иисусӑн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ юлашки уйӑхӗсенче те вӑл «хуласемпе ялсенче ҫынсене вӗрентнӗ» (Лука 13:22). Ҫавӑн пекех Иисус ҫӗнӗ вӗренекенсене те хатӗрленӗ, вӗсем те ырӑ хыпар сарччӑр тенӗ (Лука 10:1).

6. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ Иеговӑн организацийӗ тӑвакан ытти ӗҫсемпе мӗнле ҫыхӑннӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

6 Хальхи вӑхӑтра та ырӑ хыпар сарас ӗҫрен кирлӗрех ӗҫ ҫук. Иеговӑпа Иисус пире шӑп ҫак ӗҫе тутарасшӑн та (Матф. 24:14; 28:19, 20). Иеговӑн организацийӗ туса тӑракан пур ӗҫ те ырӑ хыпар сарас ӗҫе тума пулӑшать. Сӑмахран, эпир Патшалӑх залӗсене туса лартатпӑр, кайран унта Иеговӑна пуҫҫапас текен ҫынсене чӗнетпӗр. Вефильте тӑвакан ӗҫсем те ырӑ хыпар сарнипе ҫыхӑннӑ. Тата эпир ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнӑ тӑвансене пулӑшатпӑр, ҫавна пула вӗсем Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене, ҫав шутрах ырӑ хыпар сарас ӗҫе те, каллех тума пултараҫҫӗ. Ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтересси Иеговӑшӑн чи кирлӗ ӗҫ пулнине асра тытатпӑр пулсан, ҫак ӗҫе май килнӗ таран ытларах хутшӑнма тӑрӑшӑпӑр. Венгрире пурӑнакан Я́нош ятлӑ старейшина акӑ мӗн калать: «Иегова пире нумай тӗрлӗ ӗҫ шанса парать. Анчах ырӑ хыпар сарас ӗҫ вӗсенчен чи кирли. Урӑх ӗҫсене тусан та, ырӑ хыпар сармасан Иеговӑна юрама пултараймастпӑр. Ҫакӑн ҫинчен эпӗ хама яланах аса илтерсе тӑратӑп».

Ӳкерчӗксем: 1) арҫын тӑван Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тунӑ ҫӗртре ӗҫлет; 2) тепӗр арҫын тӑван килтен Вефиле пулӑшать; 3) кайран ҫак икӗ тӑван пӗрле ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫрен кирлӗрех ӗҫ ҫук. Иеговӑпа Иисус пире шӑп ҫак ӗҫе тутарасшӑн та (6-мӗш абзаца пӑхӑр)


7. Мӗншӗн Иегова пирӗнтен малалла та ырӑ хыпар сарасса кӗтет? (1 Тимофей 2:3, 4).

7 Ҫынсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатпӑр пулсан, эпир малалла та ырӑ хыпара хастаррӑн сарӑпӑр. Иегова май килнӗ таран ытларах ҫын чӑнлӑха йышӑнтӑр тет. (1 Тимофей 2:3, 4 вуласа парӑр.) Эпир калакан хыпар ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма пултарать, ҫавӑнпа та Иегова пире вӗрентес ӑсталӑха ӳстерме пулӑшать. Сӑмахран, «Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр» ятлӑ брошюрӑра калаҫу пуҫлама пулӑшакан усӑллӑ канашсем пур. Ҫак канашсем пире ҫынсемпе Библи вӗренме пуҫлама тата вӗсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫынсем халӗ чӑнлӑха йышӑнмасан та ҫавна вӗсем, тен, пысӑк хӗн-асап вӗҫлениччен тӑвӗҫ. Ун чухне вӗсем эпир мӗн каланине аса илме пултарӗҫ. Анчах та вӗсен ҫакӑн пек май пултӑр тесен, пирӗн малалла та ырӑ хыпар пӗлтермелле.

ВӐЛ БИБЛИРИ ПРОРОКЛА КАЛАНИСЕМПЕ КИЛӖШӲЛЛӖН ПУРӐННӐ

8. Иисуса пророкла каланисенчен хӑшӗсем вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма хавхалантарнӑ?

8 Иисус Библири пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланассине ӑнланнӑ. Ҫӗр ҫинче хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне виҫӗ ҫул ҫурӑ тумаллине вӑл пӗлнӗ (Дан. 9:26, 27). Вӑл хӑйӗн асапланса вилмелли ҫинчен те пӗлнӗ (Лука 18:31—34). Сӑваплӑ Ҫырура хӑй пирки маларах мӗн каласа хунине асра тытса Иисус вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курнӑ. Хӑйне шанса панӑ ӗҫе туса ҫитерес тесе вӑл ырӑ хыпара хастаррӑн пӗлтернӗ.

9. Библири пророкла каланисем ырӑ хыпара хастаррӑн сарма пире мӗнле хавхалантараҫҫӗ?

9 Библири пророкла каланисем пире те ырӑ хыпара хастаррӑн сарма хавхалантараҫҫӗ. Ҫак усал тӗнче кӗҫ-вӗҫ пӗтессине эпир пӗлетпӗр. Библире юлашки кунсенче ҫынсем мӗнле пулассине тата тӗнчере мӗн-мӗн пулса иртессине тӗп-тӗрӗс каласа хунӑ. Даниил пророк «юлашки вӑхӑтра» ҫурҫӗр патшипе кӑнтӑр патши хирӗҫесси пирки пророкла каланӑ пулнӑ (Дан. 11:40). Кӑнтӑр патши вӑл — Великобританипе Пӗрлешӳллӗ штатсем, ҫурҫӗр патши вара — Раҫҫейпе ун майлӑ тӑракан патшалӑхсем. Вӗсем пӗр-пӗринпе пӗр вӗҫӗм хирӗҫ тӑнипе пророкла калани пурнӑҫланса пынине эпир ӑнланатпӑр. Даниил 2:43—45 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ пысӑк кӗлеткен ура тупанӗсем Англо-Америка державине сӑнласа панине те эпир ӑнланатпӑр. Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсен патшалӑхӗсене тӗп тӑвас вӑхӑт ҫывӑх, питӗ ҫывӑх! Ҫакӑн пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те ҫук. Библири пророкла каланисем эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑннине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫакна ӑнланни пире ырӑ хыпара хастаррӑн сарма хавхалантарать.

10. Пророкла каланисенчен тата хӑшӗсем пире ырӑ хыпара хастаррӑн сарма хавхалантараҫҫӗ?

10 Библире чаплӑ пуласлӑх пирки пророкла каланисем те пур, вӗсем ҫинчен эпир ыттисене питӗ каласа парасшӑн. Доминикан республикинче пурӑнакан Кэ́рри ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Иегова пире питӗ лайӑх пурнӑҫ туса пама сӑмах парать, ҫавӑн пирки пурне те пӗлтерес килет!» Тата вӑл ҫапла та калать: «Ҫынсен паян йывӑрлӑхсем нумай. Чаплӑ пуласлӑх пирки манӑн кӑна мар, вӗсен те пӗлмелле». Библири пророкла каланисем Иегова пире сӑваплӑ ӗҫе тума пулӑшса тӑнине кӑтартса параҫҫӗ, ҫакна пӗлни пире тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынна ырӑ хыпара хӑюллӑн калама пулӑшать. Венгрире пурӑнакан Ле́йла ҫапла калать: «Хӑш-пӗр ҫынсем ҫине пӑхсан, вӗсем чӑнлӑха нихӑҫан та йышӑнмӗҫ пек туйӑнма пултарать. Анчах та Исаия 11:6—9 сӑвӑ йӗркисенче мӗн калани мана ҫавӑн пек ҫынсене те ырӑ хыпар калама хавхалантарать. Унта каланӑ тӑрӑх, Иегова пулӑшнипе кирек мӗнле ҫын та улшӑнма пултарать». Замбире пурӑнакан Кри́стофер вара ҫапла калать: «Марк 13:10-мӗшӗнче каласа хунӑ пекех, ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе пӗлтереҫҫӗ. Ҫак ӗҫе эпӗ те хутшӑнатӑп, ку маншӑн питӗ пысӑк чыс». Сире вара пророкла каланисенчен хӑшӗсем ырӑ хыпар пӗлтерме хавхалантараҫҫӗ?

ВӐЛ ХӐЙНЕ ИЕГОВА ПУЛӐШАССА ШАННӐ

11. Мӗншӗн ырӑ хыпара малалла та хастаррӑн пӗлтерес тесен Иисусӑн Иегова пулӑшасса шанмалла пулнӑ? (Лука 12:49, 53).

11 Ырӑ хыпара хастаррӑн пӗлтерме хӑйне Иегова пулӑшасси пирки Иисус пӗртте иккӗленмен. Иисус яланах ҫынсемпе майне пӗлсе калаҫнӑ. Анчах вӑл ҫакна та пӗлнӗ: Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпар хӑш-пӗрисене тарӑхтарса ярӗ, теприсем ҫав хыпара хирӗҫ тӑрӗҫ. (Лука 12:49, 53 вуласа парӑр.) Иисус чӑнлӑха вӗрентнӗшӗн тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна пӗрре анчах мар вӗлересшӗн пулнӑ (Иоанн 8:59; 10:31, 39). Анчах та вӑл ырӑ хыпара калама чарӑнман, мӗншӗн тесен хӑйӗнпе Иегова пулнине пӗлнӗ. Иисус ҫапла каланӑ: «Эпӗ хам тӗллӗн мар, хама янӑ Аттепе пӗрле... [...] Вӑл мана пӗччен хӑвармарӗ, мӗншӗн тесен эпӗ яланах ӑна юрӑхлине тӑватӑп» (Иоанн 8:16, 29).

12. Ыттисем хирӗҫ тӑнӑ чухне малалла та ырӑ хыпар калама Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле хатӗрленӗ?

12 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсене Иегова пулӑшасси пирки аса илтерсе тӑнӑ. Ҫынсем хӗсӗрлеме пуҫласан та Иегова сире хӑвармӗ тесе Иисус пӗрре анчах мар каланӑ (Матф. 10:18—20; Лука 12:11, 12). Ҫав вӑхӑтрах вӑл вӗсене асӑрхануллӑ пулма вӗрентнӗ (Матф. 10:16; Лука 10:3). Ҫынсем итлесшӗн пулмасан вӗсене ҫине тӑрсах ырӑ хыпар ан калӑр тенӗ (Лука 10:10, 11). Хӗсӗрлеме пуҫласан вара тарма хушнӑ (Матф. 10:23). Иисус хастар пулнӑ пулсан та, Иегова ҫине шаннӑ пулсан та, хӑрушӑ лару-тӑрусенчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ (Иоанн 11:53, 54).

13. Мӗншӗн эпир хамӑра Иегова пулӑшасса шанма пултаратпӑр?

13 Хамӑра хирӗҫ тӑнӑ чухне те ырӑ хыпара хастаррӑн калама пире Иеговӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ (Ӳлӗм. 12:17). Мӗншӗн эпир хамӑра Иегова пулӑшасса шанма пултаратпӑр? Иоанн кӗнекинче 17-мӗш сыпӑкра ҫырса хунӑ Иисусӑн кӗллине аса илер. Иисус Иеговӑран апостолсене хӳтӗлеме ыйтнӑ, Иегова вара Иисус мӗн ыйтнине тунӑ. Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекене вуланӑ май, Турӑ апостолсене мӗнле пулӑшнине куратпӑр: хӑйсене хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах вӗсем ырӑ хыпара хастаррӑн пӗлтернӗ. Иисус ҫав кӗлӗре Иеговӑран апостолсене кӑна мар, вӗсен сӑмахӗсене кам ӗненет, ҫавсене те хӳтӗлеме ыйтнӑ. Апла пулсан, вӑл сире те хӳтӗлӗ. Иегова халӗ те Иисус ҫав кӗлӗре мӗн ыйтнине тӑвать. Вӑл апостолсене пулӑшнӑ пекех сире те пулӑшӗ (Иоанн 17:11, 15, 20).

14. Мӗншӗн эпир йывӑр вӑхӑтра та ырӑ хыпара хастаррӑн пӗлтерме пултарасси пирки иккӗленместпӗр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

14 Пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн ырӑ хыпара калама, тен, йывӑртарах та йывӑртарах пулӗ. Анчах та Иисус пире ҫак ӗҫе хастаррӑн туса тӑма пулӑшу илетӗр тесе шантарнӑ (Лука 21:12—15). Иисус пекех тата унӑн вӗренекенӗсем пекех, эпир те ҫынсене пире итлемелле-и, итлемелле мар-и — хӑйсене суйласа илме ирӗк паратпӑр, эпир вӗсемпе тавлашмастпӑр. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пирӗн тӑвансем ырӑ хыпара уҫҫӑн калаймаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем ҫак ӗҫе тума пӑрахмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӑйсем ҫине мар, Иегова ҫине шанаҫҫӗ. Турӑ пӗрремӗш ӗмӗрте хӑйӗн ӗҫлекенӗсене вӑй панӑ пекех, вӑл пире те ырӑ хыпара тӗплӗн пӗлтерсе тухма вӑй парӗ (2 Тим. 4:17). Эпир Иегова ҫине шанатпӑр пулсан, ҫак хыпара хастаррӑн калама пултаратпӑрах.

Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче тӑвансем ырӑ хыпара уҫҫӑн пӗлтереймеҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем ыттисене ырӑ хыпар пӗлтерме майсем тупаҫҫӗ (14-мӗш абзаца пӑхӑр)a


ВӐЛ КАМ ТА ПУЛИН ЫРӐ ХЫПАРА ЙЫШӐНАССИ ПИРКИ ИККӖЛЕНМЕН

15. Иисус кам та пулин ырӑ хыпара йышӑнасси пирки иккӗленменнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

15 Ырӑ хыпара кам та пулин йышӑнасси пирки Иисус пӗртте иккӗленмен. Ҫакӑ ӑна ҫав хыпара малалла та хастаррӑн сарма пулӑшнӑ. Сӑмахран, пирӗн эрӑри 30-мӗш ҫул вӗҫӗнче, Иисус чӑнлӑха нумай ҫын итлесшӗн пулнине курнӑ. Вара вӑл вӗсене тырӑ пулса ҫитнӗ уйсемпе танлаштарнӑ (Иоанн 4:35). Ҫулталӑка яхӑн вӑхӑт иртсен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Вырмалли нумай», — тенӗ (Матф. 9:37, 38). Кӑшт каярах вӑл тепӗр хут: «Вырмалли нумай», — тенӗ. Унтан вӑл: «Вырма ани Хуҫине вӑл хӑйӗн ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ тесе йӑлӑнӑр», — тесе каланӑ (Лука 10:2). Иисус ҫынсем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара йышӑнасса пӗлнӗ. Вӗсем чӑнлӑха йышӑнсан вара Иисус питӗ савӑннӑ (Лука 10:21).

16. Иисус каласа панӑ ытарӑшсем пире ҫынсем ырӑ хыпара йышӑнасса шанма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Лука 13:18—21). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

16 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсем тӑвакан ӗҫ ӑнӑҫлӑ пуласси ҫинчен каланӑ. Ҫакӑ вӗсене ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастарлӑ пулма пулӑшнӑ. Иисус илсе панӑ икӗ ытарӑша пӑхса тухар. (Лука 13:18—21 вуласа парӑр.) Пӗрремӗш ытарӑшра вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗпе танлаштарнӑ. Ҫав вӑрӑ шӑтса ӳссе пысӑк йывӑҫ пулса тӑрать. Ҫакӑ чӑнлӑха йышӑнакан ҫынсен шучӗ ӳссе пырассине нимӗн те чӑрмантарма пултарайманнине пӗлтерет. Тепӗр ытарӑшра Иисус кӑвас чусти ҫинчен каласа панӑ. Ҫак ытарӑш Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар пӗтӗм тӗнчипе сарӑлассине кӑтартать. Ҫак хыпар ҫынсене улшӑнма хавхалантарӗ, ҫав улшӑнусем вара тӳрех курӑнмасан та пултараҫҫӗ. Ҫапла вара Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсем тӑвакан ӗҫ нумай ҫынна усӑ парассине ӑнланма пулӑшнӑ.

Икӗ хӗрарӑм тӑван халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта стендпа ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Нумайӑшӗ чарӑнмасӑрах иртсе каять.

Иисус пекех, эпир те ырӑ хыпара кам та пулин йышӑнасса шанатпӑр (16-мӗш абзаца пӑхӑр)


17. Ҫынсем ырӑ хыпара йышӑнасса шанма пире тата мӗн пулӑшать?

17 Пӗтӗм тӗнчипе нумай ҫын ырӑ хыпара йышӑнни пирки шухӑшласан, пирӗн ӑна малалла та сарас килӗ. Кашни ҫул миллион-миллион ҫын Библи вӗренме пуҫлать тата Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне килет. Ҫӗр-ҫӗр пин ҫын шыва кӗрсе пирӗнпе пӗрле ырӑ хыпар сарма пуҫлать. Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара тата мӗн чухлӗ ҫын йышӑнасса эпир пӗлместпӗр, анчах эпир ҫакна пӗлетпӗр: Иегова темӗн чухлӗ ҫынна пуҫтарать, вӗсене вӑл пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче ҫӑлса хӑварать (Ӳлӗм. 7:9, 14). Иегова, вырма ани Хуҫи, уйсенче веҫех пуҫтарманнине курать, ҫавӑнпа эпир малалла та ырӑ хыпар пӗлтерӗпӗр.

18. Эпир Христосӑн вӗренекенӗсем пулнине мӗн кӑтартса парать?

18 Иисусӑн вӗренекенӗсем ырӑ хыпара ялан хастаррӑн пӗлтернӗ. Ҫынсем апостолсен хӑюлӑхне курсан, вӗсем «Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ ҫынсем пулнине ӑнланса илнӗ» (Ап. ӗҫ. 4:13). Эпир те хамӑрӑн Вӗрентекен, Иисус Христос, пекех хӑюллӑ та хастар хыпарҫӑсем пуласшӑн.

ИИСУСӐН ТӖСЛӖХӖ ПИРЕ...

  • Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлассине пӗрремӗш вырӑна лартма тата Библири пророкла каланисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма мӗнле пулӑшать?

  • Иегова ҫине шанма мӗнле пулӑшать?

  • ҫынсем ырӑ хыпара йышӑнасса шанма мӗнле пулӑшать?

58-МӖШ ЮРӐ Турӑпа мирлешес текенсене шыратпӑр

a ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван асӑрхануллӑ пулса заправкӑра арҫынна ырӑ хыпар пӗлтерет.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр