12-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
119-МӖШ ЮРӐ Пирӗн ӗненӳ пулмалла
Куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнӑр
«Эпир куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнатпӑр» (2 КОР. 5:7).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Йышӑнусем тунӑ чухне хамӑр ҫине мар, Иегова ҫине шаннине мӗнле кӑтартма пулать?
1. Мӗншӗн Павел апостол хӑйӗн пурнӑҫне мӗнле пурӑнса ирттернӗшӗн савӑннӑ?
ПАВЕЛ апостол хӑйне кӗҫех вӗлересси ҫинчен пӗлнӗ. Анчах та хӑйӗн пурнӑҫне мӗнле пурӑнса ирттернине аса илсе вӑл савӑннӑ. Павел ҫапла каланӑ: «Эпӗ... чупмалли ҫула вӗҫне ҫитичченех чупса тухрӑм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм» (2 Тим. 4:6—8). Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне тӗрӗс пурӑнса ирттернӗ — Иеговӑшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ. Павел тӗрӗс йышӑнусем тунӑ тата хӑйне Турӑ ырлани пирки иккӗленмен. Эпир те лайӑх йышӑнусем тӑвасшӑн тата Турра юрӑхлӑ пуласшӑн. Ҫакна тума пире мӗн пулӑшӗ?
2. Ӗненнипе пурӑнни мӗне пӗлтерет?
2 Павел хӑйӗн пирки тата ытти шанчӑклӑ христиансем пирки ҫапла каланӑ: «Эпир куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнатпӑр» (2 Кор. 5:7). Вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ? Куҫ курнипе кӑна пурӑнакан ҫынсем йышӑнусем тунӑ чухне мӗн курнине, мӗн илтнине тата мӗн туйнине кӑна шута илеҫҫӗ. Ӗненнипе пурӑнакан ҫынсем вара Иегова мӗн шутланине шута илеҫҫӗ. Ҫапла вӗсем Турра тата унӑн канашӗсене шаннине кӑтартаҫҫӗ (Пс. 118:66; Евр. 11:6).
3. Ӗненнипе пурӑнни мӗнле усӑ парать? (2 Коринф 4:18).
3 Паллах ӗнтӗ, хӑш-пӗр йышӑнусене тунӑ чухне пирӗн мӗн курнине, мӗн илтнине, мӗн туйнине шута илмелле. Анчах та питӗ кирлӗ йышӑнусем тунӑ чухне эпир мӗн курни-илтни ҫине кӑна шанатпӑр пулсан, ҫакӑ йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерме пултарать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пирӗн туйӑмсем шанчӑклӑ мар, вӗсем пире улталама пултараҫҫӗ. Унтан та ытларах, эпир куҫ курнипе кӑна пурӑнатпӑр пулсан, хӑҫан та пулин Иеговӑна кӳрентерӗпӗр (Еккл. 11:9; Матф. 24:37—39). Ӗненнипе пурӑнсан вара «Ҫӳлхуҫана мӗн юрӑхлӑ пулнине» тӑвӑпӑр (Эф. 5:10). Турра итлесен, эпир чӑннипех те телейлӗ пулӑпӑр тата пирӗн чунра канӑҫлӑх пулӗ (Пс. 15:8, 9; Ис. 48:17, 18). Унсӑр пуҫне, ӗненнипе пурӑнсан эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӑпӑр. (2 Коринф 4:18 вуласа парӑр.)
4. Ҫын йышӑнусем тунӑ чухне хӑй мӗн ҫине шаннине мӗнле пӗлме пултарать?
4 Пирӗн кашнин хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем памалла: «Йышӑнусем тунӑ чухне ман ҫине мӗн витӗм кӳрет? Эпӗ куҫ курнине кӑна шута илетӗп-и е Иегова ҫине шанса унӑн канашӗсене итлетӗп-и?» Мӗнле майпа эпир ӗҫ суйланӑ чухне, мӑшӑра шыранӑ чухне тата организацирен хушусем илнӗ чухне ӗненнипе пурӑннине кӑтартма пултаратпӑр? Айтӑр пӗлер. Ҫавӑн пекех ҫак лару-тӑрусенче тӗрӗс йышӑну тӑвас тесе мӗне-мӗне шута илмеллине сӳтсе явар.
ӖҪ СУЙЛАНӐ ЧУХНЕ
5. Ӗҫ суйланӑ чухне мӗне-мӗне шута илмелле?
5 Эпир пурте хамӑрӑн та, хамӑрӑн ҫемьерисен те пурӑнмашкӑн мӗн кирли веҫех пултӑр тетпӗр (Еккл. 7:12; 1 Тим. 5:8). Хӑш-пӗр ӗҫре лайӑх тӳлеҫҫӗ. Пирӗн ҫавӑн пек ӗҫ пулсан, эпир хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтеретпӗр кӑна мар, укҫана пухса пыма та пултаратпӑр. Тепӗр чухне вара ӗҫ укҫи чи кирли валли кӑна ҫитсе пырать. Ӗҫ суйланӑ чухне эпир хамӑра мӗн чухлӗ тӳлессине шута илетпӗр паллах. Анчах та ҫакӑн ҫинчен кӑна шутлатпӑр пулсан, эпир куҫ курнипе пурӑнатпӑр теме пулать.
6. Эпир ӗҫ суйланӑ чухне ӗненнипе пурӑннине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Еврейсем 13:5).
6 Эпир ӗненнипе пурӑнатпӑр пулсан, пирӗн ӗҫ Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшлӑпӑр. Эпир хамӑртан ҫакӑн пек ыйтма пултаратпӑр: «Манӑн ҫак ӗҫре Иегова курайманнине тума тивмӗ-и?» (Ытар. 6:16—19); «Эпӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктерме, ырӑ хыпара сахалрах калама тата Библие сахалрах вӗренме пуҫламӑп-и?»; «Ҫак ӗҫе пула манӑн нумай вӑхӑт хушши хамӑн ҫемьерен аякра пурӑнмалла пулмӗ-и?» (Флп. 1:10). Ҫак ыйтусенчен пӗри те пулин сире пӑшӑрхантарать пулсан, урӑх ӗҫ тупма йывӑр пулсан та, ҫак ӗҫе кӗменни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Эпир ӗненнипе пурӑнатпӑр. Пирӗн йышӑнусенчен ҫакӑ курӑнса тӑмалла: Иегова хамӑршӑн тӑрӑшма май тупасси пирки эпир иккӗленместпӗр (Матф. 6:33; Еврейсем 13:5 вуласа парӑр).
7, 8. Кӑнтӑр Америкӑри пӗр арҫын тӑван ӗненнипе пурӑннине мӗнле кӑтартнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
7 Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакан Хавье́рa ятлӑ арҫын тӑван ӗненнипе пурӑннине акӑ мӗнле кӑтартнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Ӗҫре манӑн чаплӑрах вырӑн йышӑнма май сиксе тухрӗ. Ӗҫ укҫи унта икӗ хут пысӑкрах пулӗччӗ. Тата эпӗ хама килӗшекен ӗҫпе ӗҫленӗ пулӑттӑм». Анчах та Хавьерӑн тулли пионер пулса ӗҫлес тӗллев те пулнӑ. Вӑл ҫапла аса илет: «Пулас начальник мана хӑйӗнпе калаҫса илме чӗнчӗ. Калаҫас умӗн эпӗ кӗлтурӑм. Маншӑн мӗн лайӑхрах пулнине Иегова пӗлни пирки эпӗ иккӗленмен. Паллах, манӑн хамӑн ӗҫре ӑсталӑха ӳстерес килетчӗ, анчах Иеговӑшӑн ытларах тума ҫак ӗҫ мана ан чӑрмантартӑр теттӗмччӗ».
8 Хавьер малалла каласа парать: «Начальник мана ӗҫ хыҫҫӑн юлса каҫпа та ӗҫлемелле пулать тесе каларӗ. Ҫакна тума пултараймастӑп, мӗншӗн тесен каҫхи вӑхӑта эпӗ Турра пуҫҫапма уйӑрнӑ тесе ыррӑн ӑнлантарса патӑм». Хавьер чаплӑрах вырӑн йышӑнма килӗшмен. Тепӗр икӗ эрнерен вӑл пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Темиҫе уйӑхран вара тулли мар вӑхӑтпа ӗҫлемелли ӗҫ тупнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Иегова ман кӗлӗсене илтрӗ — мана пионер пулма май паракан ӗҫе тупма пулӑшрӗ. Халӗ эпӗ Иеговӑшӑн тата пухушӑн ытларах тума пултаратӑп. Ҫавӑншӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп».
Ӗҫре сире чаплӑрах вырӑн сӗнсен, Иеговӑпа канашласа илӗр, мӗншӗн тесен вӑл сирӗншӗн мӗн лайӑхрах пулнине пӗлет (7, 8 абзацсене пӑхӑр)
9. Те́о тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
9 Хальхи ӗҫе пула сире Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма йывӑр пулсан, мӗн тумалла? Конгора пурӑнакан Те́о ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл ҫапла каласа парать: «Эпӗ хам ӗмӗтленнӗ ӗҫе тупрӑм. Унта ӗҫ укҫи виҫӗ хут пысӑкрахчӗ тата мана пурте хисеплетчӗҫ». Анчах та Тео ӗҫ хыҫҫӑн юлса ӗҫленине пула пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене час-часах сиктерсе ҫӳренӗ. Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр чухне пӗрле ӗҫлекенсем ӑна хӑйсен фирми тунӑ тӗрӗс мар ӗҫӗсем ҫинчен ыттисем ан пӗлччӗр тесе суйма хистенӗ. Тео ҫак ӗҫрен тухса каясшӑн пулнӑ, анчах ӗҫсӗр те тӑрса юлма хӑранӑ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла калать: «Мана Аввакум 3:17—19 сӑвӑ йӗркисем ҫирӗплетрӗҫ. Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: укҫа ӗҫлесе илеймесен те Иегова маншӑн тӑрӑшма мӗнле те пулин май тупатех. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫак ӗҫрен тухса кайрӑм». Тео пӗтӗмлетсе ҫапла калать: «Ӗҫ паракансенчен нумайӑшӗ ҫын лайӑх укҫа ӗҫлесе илессишӗн тем тума та, ҫав шутрах ҫемйине те, Турра пуҫҫапнине те, сирсе яма хатӗр тесе шутлаҫҫӗ. Эпӗ хампа Иегова хушшинчи тата хампа килтисем хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварма пултарнӑшӑн савӑнатӑп. Ҫулталӑкран Турӑ мана лайӑх ӗҫ тупма пулӑшрӗ. Ӗҫ укҫи пысӑках мар пулсан та пурӑнмалӑх ҫитет. Чи кирли вара сӑваплӑ ӗҫ валли вӑхӑт юлать. Пурнӑҫра Иегова пӗрремӗш вырӑнта пулни укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем нихӑҫан та пулманнине пӗлтермест. Анчах та Иегова сана пӑрахмасть». Ҫавӑнпа та айтӑр хамӑр тунӑ йышӑнусемпе Иеговӑн канашӗсене тата вӑл сӑмах панисене шаннине кӑтартар. Вӑл вара пире пиллетех.
МӐШӐРА ШЫРАНӐ ЧУХНЕ
10. Мӑшӑра шыранӑ чухне мӗне-мӗне шута илмелле, анчах та мӗн ҫинчен манса каймалла мар?
10 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ — Иегова панӑ парне. Авланас е качча каяс килнинче ним япӑххи те ҫук. Хӗрарӑм тӑванb пулас упӑшкине суйланӑ чухне унӑн характерне, сӑн-питне тата ыттисем ун пирки мӗн шутланине шута илӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫав ҫын укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ курни ҫинчен, ҫемьерисемпе хӑйне мӗнле тытни ҫинчен шухӑшлӗ. Тата вӑл унпа пӗрле пулнӑ чухне хӑйне телейлӗ туйнипе туйманни ҫинчен те шухӑшласа пӑхӗ. Паллах, ҫаксене пурне те шута илмелле. Анчах та хӗрарӑм тӑван ҫакӑн ҫинчен кӑна шутлать пулсан, вӑл куҫ курнипе пурӑнать теме пулать.
11. Мӑшӑра шыранӑ чухне эпир ӗненнипе пурӑннине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (1 Коринф 7:39).
11 Арҫын тӑвансемпе хӗрарӑм тӑвансем мӑшӑр шыранӑ чухне Иеговӑн канашӗсемпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, вӑл вӗсемпе питӗ мухтанать. Тӗслӗхрен, вӗсем ытла ҫамрӑк чухне хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме васкамаҫҫӗ (1 Кор. 7:36). Упӑшкин е арӑмӗн мӗнле лайӑх енсем кӑтартмаллине Иегова питӗ лайӑх пӗлет. Ҫавӑнпа та мӑшӑра шыракансем ҫав лайӑх енсене курма тӑрӑшаҫҫӗ (Ытар. 31:10—13, 26—28; Эф. 5:33; 1 Тим. 5:8). Иегова Свидетелӗ пулман ҫын хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме сӗнсен, пирӗн тӑвансем килӗшмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем 1 Коринф 7:39-мӗшӗнче «Ҫӳлхуҫан вӗренекенӗпе» кӑна ҫемье ҫавӑрмалла тенине асра тытаҫҫӗ (вуласа парӑр). Пирӗн тӑвансем Иегова кӑмӑл-туйӑмсене ҫырлахтарма мӗн кирлине йӑлтах парса тӑнине пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗненнипе пурӑнаҫҫӗ (Пс. 55:22, ҪТ).
12. Розӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
12 Колумбире пионер пулса ӗҫленӗ Розӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл интернет урлӑ ҫынсене вӗрентнӗ. Ҫавӑнпа та унӑн Иегова Свидетелӗ пулман пӗр арҫынпа час-часах калаҫма тивнӗ. Ҫав арҫын хӑйне Роза килӗшнине кӑтартма пуҫланӑ. Розӑна та вӑл килӗшнӗ. Роза ҫапла каласа парать: «Ҫав арҫын питӗ лайӑх ҫын пек туйӑнатчӗ: ыттисене пулӑшатчӗ, хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшатчӗ. Вӑл манпа хӑйне мӗнле тытни мана питӗ килӗшетчӗ. Пулас упӑшкан мӗнле лайӑх енсем пулмалла, унӑн пурте пур тесе шутлаттӑмччӗ. Пӗр япала кӑна мана пӑшӑрхантаратчӗ: вӑл Иегова Свидетелӗ пулман». Малалла Роза ҫапла калать: «Ҫав арҫынна эпӗ санпа хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пултараймастӑп тесе калама мана йывӑр пулчӗ, мӗншӗн тесен манӑн унпа ҫӳрес килетчӗ. Ун чухне эпӗ хама пӗччен пек туяттӑмччӗ тата ман качча каяс килетчӗ, пухура вара эпӗ хама килӗшекен арҫын тӑвана тупаймарӑм». Роза мӗн курнипе кӑна пурӑнас темен. Вӑл хӑйӗн йышӑнӑвӗ Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫавӑнпа Роза ҫав арҫынпа пачах хутшӑнма пӑрахнӑ та Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме пуҫланӑ. Нумай вӑхӑт та иртмен Розӑна Патшалӑх хыпарҫисен шкулне вӗренме чӗннӗ. Халӗ вӑл ятарлӑ пионер пулса ӗҫлет. Роза ҫапла калать: «Иегова мана нумай пиллӗх парса савӑнтарчӗ». Хӑш-пӗр чухне Иегова пирӗнтен мӗн ыйтнине тума ҫӑмӑлах мар, уйрӑмах чӗре пире урӑххине тутарасшӑн чухне ҫӑмӑл мар. Анчах та ӗненнипе пурӑнни яланах усӑллӑ.
ОРГАНИЗАЦИРЕН ХУШУСЕМ ИЛНӖ ЧУХНЕ
13. Организацирен илнӗ хушусем ҫине эпир хӑш-пӗр чухне мӗнле пӑхма пултаратпӑр?
13 Старейшинӑсем, район старейшинисем, филиал тата Ертсе пыракан совет час-часах пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшакан хушусене параҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр чухне эпир тӑвансем мӗншӗн ҫавӑн пек хушусем панине ӑнланмасан та пултаратпӑр. Эпир ҫав хушусем пирӗн пурнӑҫа йывӑрлатса янине кӑна асӑрхама пултаратпӑр. Е тата эпир ҫак хушусене панӑ тӑвансен ҫитменлӗхӗсем ҫинчен кӑна шутлама пуҫлама пултаратпӑр.
14. Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан хушусене итлеме пире мӗн пулӑшӗ? (Еврейсем 13:17).
14 Эпир ӗненнипе пурӑнатпӑр пулсан, Иегова хӑйӗн организацине ертсе пынине тата пирӗн лару-тӑрӑва лайӑх пӗлнине шанса тӑратпӑр. Ҫавӑнпа та хушусене илсенех эпир вӗсене тӳрех пурнӑҫлатпӑр тата ҫакна савӑнса тӑватпӑр. (Еврейсем 13:17 вуласа парӑр.) Итлени пухури пӗрлӗхе упранине эпир ӑнланатпӑр (Эф. 4:2, 3). Паллах, ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекен арҫын тӑвансем ҫитменлӗхлӗ. Анчах та вӗсене итлесен Иегова пире пиллет (1 Пат. 15:22). Хӑш-пӗр хушӑва чӑнах та тӳрлетмелле пулсан, хӑй вӑхӑтӗнче Иегова ҫавна тӑвӗ (Мих. 7:7).
15, 16. Пӗр арҫын тӑван хушусем пирки малтан иккӗленнӗ пулин те, кайран вӗсене итлеме ӑна мӗн пулӑшнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
15 Перура мӗн пулса иртни ӗненнипе пурӑнни мӗнле усӑ панине кӑтартса парать. Ҫав ҫӗршывра испан чӗлхисӗр пуҫне урӑх чӗлхесемпе те, тӗслӗхрен, ке́чуа чӗлхипе те калаҫаҫҫӗ. Нумай ҫул хушши тӑвансем пухӑвӑн пӗтӗм территорийӗнче кечуа чӗлхипе калаҫакансене шыранӑ. Анчах та патшалӑх кӑларнӑ ҫӗнӗ закона тытса тӑрас тесе тӑвансен ҫынсене урӑх меслетпе шырама тивнӗ (Рим 13:1). Хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑ ырӑ хыпар сарас ӗҫе чӑрмантарма пултарать тесе пӑшӑрханнӑ. Анчах та итлесен Иегова хӑйсене пилленине курнӑ.
16 Ке́вин ятлӑ арҫын тӑван кечуа чӗлхипе калаҫакан пӗр пухура старейшина пулса ӗҫлет. Вӑл ытти хӑш-пӗр тӑвансем пекех организацирен илнӗ хушусем пирки иккӗленнӗ. Кевин ҫапла ӑнлантарса парать: «Эпӗ кечуа чӗлхипе калаҫакансене халӗ мӗнле шырамалла-ши тесе шутлаттӑмччӗ». Кевин мӗн тунӑ-ши? Вӑл калать: «Эпӗ Ытарӑшсем 3:5-мӗшӗнче мӗн ҫырнине аса илтӗм тата Моисей ҫинчен шухӑшларӑм. Иегова Моисее израильтянсене Египетран илсе тухса Хӗрлӗ тинӗс патне илсе кайма хушнӑ. Пӗрре пӑхсан, халӑх танатана лекнӗ пек, Египет ҫыннисем вӗсене ҫӑмӑллӑнах хӑваласа ҫитме пултарнӑ пек туйӑннӑ. Ҫав-ҫавах Моисей Иеговӑна итленӗ. Ҫавӑншӑн Иегова ӑна пилленӗ те израильтянсене ҫӑлас тесе тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ (Тух. 14:1, 2, 9—11, 21, 22). Кевин хӑйӗн шухӑшне улӑштарса ырӑ хыпара ҫӗнӗлле сарма пуҫланӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ-ши? Малалла вӑл ҫапла калать: «Иегова пире мӗнле пиллени тӗлӗнтерсе ярать. Унччен эпир нумай ҫӳреттӗмӗрччӗ, анчах та кечуа чӗлхипе калаҫакан пӗр-ик ҫынна кӑна тупаттӑмӑрччӗ. Халӗ вара эпир кечуа чӗлхипе калаҫакан районсенче ытларах ырӑ хыпар саратпӑр. Ҫавна пула пирӗн халь калаҫусем нумайрах, ҫынсемпе нумайрах тепре тӗл пулса калаҫатпӑр, Библи вӗренӗвӗсен шучӗ те ӳсрӗ, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене чылай ытларах ҫын килме пуҫларӗ». Чӑнах та, эпир ӗненнипе пурӑнатпӑр пулсан, Иегова пире яланах пиллет.
Нумайӑшӗ пирӗн тӑвансене кечуа чӗлхипе калаҫакансене ӑҫта тупмаллине каланӑ (15, 16 абзацсене пӑхӑр)
17. Ҫак статьяран эпир мӗне вӗрентӗмӗр?
17 Эпир ӗҫ суйланӑ чухне, мӑшӑра шыранӑ чухне тата организацирен хушусене илнӗ чухне ӗненнипе пурӑннине мӗнле кӑтартмаллине пӑхса тухрӑмӑр. Анчах та пирӗн ытти пур лару-тӑрура та Иегова мӗн шутланине шута илмелле. Сӑмахран, ҫакна мӗнле фильм пӑхмалли ҫинчен, пушӑ вӑхӑта мӗнле ирттермелли ҫинчен, мӗнле пӗлӳ илмелли ҫинчен тата ачасене мӗнле пӑхса ӳстермелли ҫинчен шухӑшланӑ чухне тума пулать. Кирек мӗнле йышӑну тунӑ чухне те эпир куҫ мӗн курнине кӑна шута илместпӗр. Эпир Иеговӑн туйӑмӗсене, унӑн канашӗсене тата пирӗншӗн тӑрӑшма сӑмах панине асра тытасшӑн. Вара эпир ӗмӗр-ӗмӗрех Иегова Туррӑмӑр ячӗпе ҫӳреме пултарӑпӑр! (Мих. 4:5).
156-МӖШ ЮРӐ Ӗненнӗрен
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
b Абзацра хӗрарӑм тӑван ҫинчен каланӑ пулин те, ҫак канаш арҫын тӑвансене те пырса тивет.