Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 апрель 8—13 с.
  • Пирӗншӗн «Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей»!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пирӗншӗн «Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей»!
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ТУРӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫНИ ПИРЕ ТЕЛЕЙЛӖ ТӐВАТЬ
  • ТУРӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫНИ ПИРӖН ПУРНӐҪА ТӖЛЛЕВЛӖ ТӐВАТЬ ТАТА ШАНЧӐК ПАРАТЬ
  • ТУРӐПА МАЛАЛЛА ТА ҪЫВӐХЛАНАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
  • ЙӐНӐШСЕМ ТУСАН ТА ЭПИР ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНМА ПУЛТАРАТПӐР
  • ТУРӐПА ӖМӖР-ӖМӖРЕХ ҪЫВӐХЛАНСА ПЫРӐР
  • Пухури тӑвансемпе туссем пулӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Иегова чӗрӗ Турӑ пулнине асра тытӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Иккӗленӳсене сирсе яма мӗн пулӑшӗ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 апрель 8—13 с.

15-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

30-МӖШ ЮРӐ Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм

Пирӗншӗн «Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей»!

«Маншӑн... Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!» (ПС. 72:28).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иеговӑпа мӗнле ҫывӑхланма пулать тата унпа туслӑ пулни пирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатать?

1, 2. а) Кампа та пулин туслашас тесен мӗн тумалла? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

САНӐН ҫывӑх тус пур-и? Эсир мӗнле туслашса кайнӑ? Паллах, эсир вӑхӑта пӗрле ирттернӗ, пӗр-пӗринпе калаҫнӑ. Эсӗ унӑн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен, ӑна мӗн килӗшнипе мӗн килӗшменни ҫинчен пӗлсе пытӑн. Унӑн лайӑх енӗсене курса эсӗ, тен, унран тӗслӗх илесшӗн пултӑн. Ҫапла вара эсӗ хӑвӑн тусна юратма пуҫларӑн.

2 Кампа та пулин туслӑ пулас тесен вӑй хумалла тата вӑхӑт уйӑрмалла. Эпир Иегова Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарасшӑн пулсан, пирӗн те ҫавнах тумалла. Ҫак статьяра эпир Турӑпа ҫывӑхланас тесен мӗн тумаллине тата унпа туслӑ пулни пирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатма пултарнине пӑхса тухатпӑр.

3. Турӑпа туслӑ пулни мӗнле усӑ пани ҫинчен мӗншӗн шухӑшламалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

3 Иеговӑпа туслӑ пулни мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшлани питӗ кирлӗ (Пс. 62:6—9). Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Усӑллӑ апат ҫимеллине, тӑтӑшах физкультура тумаллине, ҫывӑрса тӑранмаллине тата ҫителӗклӗ шыв ӗҫмеллине пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах та нумайӑшӗ ҫакӑн ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхаҫҫӗ тата хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмаҫҫӗ. Ҫын лайӑх йӑласем мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшлать пулсан, вӗсене тытса тӑма ӑна ҫӑмӑлтарах пулать. Ҫавӑн евӗрлех Турӑпа туслашни лайӑх пулнине пӗлни кӑна ҫителӗксӗр. Иеговӑпа туслӑ пулни мӗнле усӑ пани ҫинчен пирӗн пӗрмай шухӑшламалла. Ҫакӑ пире хамӑрӑн Туспа малалла та ҫывӑхланма хавхалантарӗ (Пс. 118:27—30).

4. Псалом 72:28-мӗшӗнче псалом юрлакан хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен мӗн каланӑ?

4 Псалом 72:28 вуласа парӑр. 72-мӗш Псалома ҫыракан Иеговӑн храмӗнче музыкант пулса ӗҫленӗ левит пулнӑ. Вӑл нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫленӗ пулас. Ҫапах та вӑл Турӑпа ҫывӑхланни пысӑк савӑнӑҫ пани ҫинчен унӑн хӑйне те, ыттисене те аса илтерсе тӑмаллине ӑнланнӑ. Мӗншӗн Иеговӑпа ҫывӑхланса пыни пире телейлӗ тӑвать? Айтӑр пӗлер.

ТУРӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫНИ ПИРЕ ТЕЛЕЙЛӖ ТӐВАТЬ

5. а) Мӗншӗн Иеговӑпа ҫывӑхланса пыни пире телейлӗ тӑвать? ӑ) Ытарӑшсем 2:6—17 сӑвӑ йӗркисенчи ӑслӑ канашсем хӑвӑра мӗнле усӑ пани ҫинчен тата хӑвӑра мӗнле хӳтӗлени ҫинчен каласа парӑр.

5 Мӗн чухлӗ ытларах эпир Иеговӑпа ҫывӑхланатпӑр, ҫавӑн чухлӗ телейлӗрех пулатпӑр (Пс. 64:5). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Библи урлӑ Турӑ пире ӑслӑ канашсем парать. Вӗсем пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшаҫҫӗ, хӑрушлӑхсенчен тата пысӑк йӑнӑшсем тӑвасран хӳтӗлеҫҫӗ. (Ытарӑшсем 2:6—17 вуласа парӑр.) Ахальтен мар Библире ҫапла каланӑ: «Ӑслӑлӑха тивӗҫнӗ ҫын, ӑстӑн илнӗ ҫын телейлӗ» (Ытар. 3:13).

6. Мӗншӗн псалом юрлакан савӑнӑҫа ҫухатнӑ?

6 Паллах, Туррӑн тусӗсем те хӑш-пӗр чухне хуйхӑраҫҫӗ. 72-мӗш Псалома ҫыракан япӑххи ҫинчен шухӑшлама пуҫласан савӑнӑҫа ҫухатнӑ. Йӗркесӗр ҫынсем лӑпкӑ та тулӑх пурнӑҫпа пурӑнни ӑна тарӑхтарнӑ. Тата ӑна мӑнкӑмӑллӑ та хаяр ҫынсем чирлемеҫҫӗ пек, асапланмаҫҫӗ пек туйӑннӑ. Вара вӑл вӗсене ӑмсанма пуҫланӑ (Пс. 72:3—7, 12). Тӗрӗсмарлӑха курса вӑл хуйха ӳкнӗ тата Иеговӑшӑн ӗҫленинчен ним усси те ҫук тесе шутлама пуҫланӑ. Хӑй мӗн туйнине вӑл ҫапла каласа кӑтартнӑ: «Апла чӗреме кӑлӑхах тасатмарӑм-ши, хам айӑпсӑррине кӑтартма аллӑма кӑлӑхах ҫумарӑм-ши?» (Пс. 72:13).

7. Хуйхӑрнӑ чухне пирӗн мӗн тумалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

7 Псалом юрлакан хуйхӑрнӑ пулсан та, ҫавӑн пек туйӑмсенчен хӑтӑлас тенӗ. Ҫакна тумашкӑн вӑл «Туррӑн сӑваплӑ Ҫуртне» кӗнӗ. Унта Иегова ӑна лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшнӑ (Пс. 72:16—19). Иегова, пирӗн чи лайӑх Тус, эпир хуйхӑрнине пӗлет. Эпир ӑна кӗлтуса мӗн тумаллине ӑнланса илме пулӑш тесе ыйтма пултаратпӑр. Библири шухӑшсем тата пухури тӑвансен ырӑ сӑмахӗсем пире хуйхӑрнине пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн малалла та ӗҫлесе тӑма вӑй пама пултараҫҫӗ. Эпир питӗ хытӑ пӑшӑрханнӑ чухне те Иегова пире йӑпатма тата лӑплантарма пултарать (Пс. 93:19)a.

Левит храмӑн пӑлтӑрӗпе пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнӗ хушшинче тӑрать.

72-мӗш Псалома ҫырнӑ левит Туррӑн сӑваплӑ ҫуртӗнче тӑрать (7-мӗш абзаца пӑхӑр)


ТУРӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫНИ ПИРӖН ПУРНӐҪА ТӖЛЛЕВЛӖ ТӐВАТЬ ТАТА ШАНЧӐК ПАРАТЬ

8. Турӑпа ҫывӑхланса пыни тата хӑш енчен усӑллӑ?

8 Турӑпа ҫывӑхланса пыни тата хӑш енчен усӑллӑ? Пӗрремӗшӗнчен, Турӑпа туслӑ пулни пирӗн пурнӑҫа тӗллевлӗ тӑвать. Иккӗмӗшӗнчен, ҫакӑ пире пуласлӑх ҫине шанчӑкпа пӑхма пулӑшать (Иер. 29:11). Айтӑр ҫак пиллӗхсене тӗплӗнрех пӑхса тухар.

9. Мӗншӗн Турӑпа туслӑ пулни пирӗн пурнӑҫа тӗллевлӗ тӑвать?

9 Турӑпа туслӑ пулни пирӗн пурнӑҫа тӗллевлӗ тӑвать. Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ Турӑ ҫук теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем ҫынсем мӗншӗн пурӑннине пӗлмеҫҫӗ тата юлашкинчен ҫӗр ҫинче пурте вилсе пӗтеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Эпир вара, Библи вӗреннине пула, Турӑ «пуррине тата вӑл хӑйне тӑрӑшса шыракансене награда парассине» хытӑ ӗненетпӗр (Евр. 11:6). Унсӑр пуҫне, Иегова пире хӑйне пуҫҫапас туртӑмпа пултарнӑ, ҫавӑнпа та хамӑр ҫӳлти Аттемӗршӗн ӗҫлесе тӑни пире телейлӗ тӑвать (Сак. аст. 10:12, 13).

10. Псалом 36:29-мӗшӗ тӑрӑх, Турра шанакансене мӗнле пуласлӑх кӗтет?

10 Нумай ҫыннӑн чӑн-чӑн шанчӑк ҫук, Турӑ пуласлӑх пирки мӗн шутласа хунине вӗсем пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ачасене пӑхса ӳстереҫҫӗ тата пенси валли укҫа пухаҫҫӗ ҫеҫ. Эпир вара Иегова ҫине шанатпӑр (Пс. 24:3—5; 1 Тим. 6:17). Вӑл мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна веҫех тӑвассине эпир ӗненетпӗр. Пулас райра эпир Иеговӑна ӗмӗр-ӗмӗр пуҫҫапса пурӑнма пултарӑпӑр. (Псалом 36:29 вуласа парӑр.)

11. Турӑпа ҫывӑхланса пынӑ чухне эпир мӗн туятпӑр тата вӑл мӗн туять?

11 Турӑпа ҫывӑхланса пыни тата мӗншӗн нумай савӑнӑҫ парать? Тӗслӗхрен, эпир ӳкӗнсен, Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарать (Ис. 1:18). Ҫавна пула унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн эпир хамӑра айӑпласа ҫӳреместпӗр (Пс. 31:1—5). Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑ чухне эпир унӑн чӗрине савӑнтаратпӑр, ҫакӑ вара пире хамӑра та телейлӗрех тӑвать (Ытар. 23:15). Паллах ӗнтӗ, Турӑпа туслӑ пулнине пула эпир урӑх пиллӗхсем те илетпӗр. Халӗ вара айтӑр Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухар.

ТУРӐПА МАЛАЛЛА ТА ҪЫВӐХЛАНАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

12. Турӑпа ҫывӑхланмашкӑн эсир мӗн тунӑ?

12 Эсир шыва кӗнӗ пулсан, Турӑпа ҫывӑхланмашкӑн нумай мӗн тунӑ ӗнтӗ. Эсир Иеговӑпа Иисус Христос ҫинчен пӗлӳ илнӗ, унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗннӗ, Турра ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартнӑ тата унӑн ирӗкне туса тӑма пуҫланӑ. Анчах та Иеговӑпа тата ҫывӑхрах пулас тесен пирӗн малалла та ҫак ӗҫсене тумалла (Кол. 2:6).

13. Мӗнле виҫӗ канаш пире Иеговӑпа малалла та ҫывӑхланма пулӑшӗ?

13 Иеговӑпа малалла та ҫывӑхланма мӗн пулӑшӗ? 1) Библие тӑтӑшах вулӑр тата тӗпчӗр. Вуланӑ чухне эпир Турӑ ҫинчен ытларах пӗлесшӗн ҫеҫ мар, эпир вӑл пирӗнтен мӗн кӗтнине ӑнланасшӑн тата унӑн принципӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнма вӗренесшӗн (Эф. 5:15—17). 2) Хӑвӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетес тесе Турӑ хӑвӑра мӗн тери хытӑ юратни ҫинчен шухӑшлӑр. 3) Иеговӑна кӳрентерекен ӗҫсене малалла та курайми пулӑр тата усал ӗҫ тӑвакансемпе ан туслашӑр (Пс. 1:1; 100:3).

14. Иеговӑна савӑнтарас тесе эпир кашни кун мӗн тума пултаратпӑр? (1 Коринф 10:31). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

14 1 Коринф 10:31 вуласа парӑр. Иеговӑна кашни кун савӑнтарма тӑрӑшӑр. Ҫакна эпир ырӑ хыпар сарнипе тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳренипе кӑна мар, кулленхи ӗҫсемпе те тума пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир пур ӗҫе те суймасӑр-улталамасӑр тунӑ чухне тата хамӑрӑн мӗн пуррипе ыттисене пулӑшнӑ чухне Иеговӑна савӑнтаратпӑр (2 Кор. 8:21; 9:7). Ҫавӑн пекех вӑл пире пурнӑҫ панӑ. Вӑл эпир ҫак парнешӗн пархатарлӑ пулнине курасшӑн. Ҫавӑнпа эпир виҫине пӗлсе ҫиетпӗр, ӗҫетпӗр тата урӑх майсемпе те хамӑрӑн сывлӑхшӑн тӑрӑшатпӑр. Хӑйне пур ӗҫпе те савӑнтарма тӑрӑшнине курса Иегова пире тата хытӑрах юратать (Лука 16:10).

Ӳкерчӗксем: эпир Иеговӑна мӗнле савӑнтарма пултаратпӑр: 1) машинпа ҫӳренӗ чухне правилӑсене шута илетпӗр: светофор хӗрлӗ ҫутатсан, арҫын тӑван чарӑннӑ; 2) сывлӑхшӑн тӑрӑшатпӑр: арҫын тӑван паркра хӑвӑрт утса пырать; 3) усӑллӑ апат ҫиетпӗр: тарелкӑра усӑллӑ апат-ҫимӗҫ; 4) хамӑрӑн мӗн пуррипе ыттисене пулӑшатпӑр: хӗрарӑм тӑван аллине амантнӑ ватӑ хӗрарӑм тӑвана чечек ҫыххипе апат илсе килсе панӑ.

Эпир машинӑпа ҫӳренӗ чухне правилӑсене шута илнипе, физкультура тунипе, усӑллӑ апат ҫинипе тата хамӑрӑн мӗн пуррипе ыттисене пулӑшнипе Иеговӑна савӑнтаратпӑр (14-мӗш абзаца пӑхӑр)


15. Иегова пирӗнтен хамӑра ыттисемпе мӗнле тытасса кӗтет?

15 Иегова ҫынсемпе — вӗсем уншӑн ӗҫлеҫҫӗ-и, ӗҫлемеҫҫӗ-и — пуринпе те ырӑ (Матф. 5:45). Вӑл пирӗнтен те ҫавнах кӗтет. Сӑмахран, Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсем «никам пирки те хурласа ан калаҫчӑр, харкашса ан ҫӳреччӗр, хӑйсенни ҫинче ҫеҫ ан тӑччӑр, пур ҫынпа та яланах йӑваш пулччӑр» тет (Тит 3:2). Ҫавӑнпа ҫынсем Иеговӑна ӗненмеҫҫӗ пулсан та, эпир хамӑр пирки вӗсенчен лайӑхрах тесе шутламастпӑр (2 Тим. 2:23—25). Пуринпе те ырӑ тата тимлӗ пулнипе эпир Иеговӑпа ытларах ҫывӑхланса пыратпӑр.

ЙӐНӐШСЕМ ТУСАН ТА ЭПИР ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНМА ПУЛТАРАТПӐР

16. 72-мӗш Псалома ҫыракан мӗн туйнӑ?

16 Хӑш-пӗр чухне эпир хамӑрӑн йӑнӑшсене пула Иеговӑн юратӑвне тек тивӗҫлӗ мар тесе шутлама пултаратпӑр. 72-мӗш Псалома ҫыраканӑн та ҫавӑн пекрех туйӑмсем пулнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Манӑн урасем кӗҫех тайӑлатчӗҫ, ура тупанӗсем кӗҫех шуса каятчӗҫ» (Пс. 72:2). Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн чӗри «вӗресе тӑнӑ». Вӑл хӑй пирки «эпӗ нимӗн те пӗлмен» тенӗ тата хӑйне Иегова умӗнче «выльӑх пек» туйнӑ (Пс. 72:21, 22). Псалом юрлакан Иегова хӑйне тек юратмасть тесе шутласа хунӑ-и?

17. а) Хӑйне питӗ йывӑр пулнӑ чухне те псалом юрлакан мӗн тунӑ? ӑ) Эпир унӑн тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренетпӗр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

17 Псалом юрлакан Иегова хӑйне хӑварнӑ тесе шутланӑ пулсан та, ҫакӑн ҫинчен нумай вӑхӑт хушши шухӑшласа ҫӳремен. Хӑйне питӗ йывӑр пулнӑ чухне те вӑл Турӑпа ҫывӑхланмаллине ӑнланнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ҫавах эпӗ яланах Санпа пӗрле: Эсӗ мана сылтӑм аллӑмран тытса тӑратӑн; Эсӗ мана Хӑвӑн ӑсупа ҫӳрететӗн, кайран мана мухтавлӑхна кӗртӗн» (Пс. 72:23, 24). Хамӑрӑн ӗненӳ хавшаса кайсан е хамӑрӑн йӑнӑшсене пула пирӗн ал усӑнать пулсан, пирӗн те Иеговӑна хамӑра тӗреклетме ыйтмалла (Пс. 72:26; 93:18). Эпир пӗр вӑхӑтлӑха тӗрӗс ҫулран пӑрӑнса кайрӑмӑр пулсан та, Иегова каҫарма хатӗр пулнине ӗненсе ун патне таврӑнма пултаратпӑр (Пс. 86:5, ҪТ). Питӗ йывӑр пулнӑ чухне Турӑпа ҫывӑхланма пирӗн тата ытларах вӑй хумалла (Пс. 102:13, 14).

Ӳкерчӗксем: 1) арҫын тӑван кравать ҫинче кулянса ларать; 2) каярахпа Патшалӑх залне кӗнӗ чухне вӑл йӑл кулать. Пӗр мӑшӑр ӑна ӑшшӑн кӗтсе илет.

Хамӑрӑн ӗненӳ хавшаса кайнине асӑрхарӑмӑр пулсан, пирӗн хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетмелле: ытларах кӗлтумалла тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктермесӗр ҫӳремелле (17-мӗш абзаца пӑхӑр)


ТУРӐПА ӖМӖР-ӖМӖРЕХ ҪЫВӐХЛАНСА ПЫРӐР

18. Мӗншӗн эпир Иеговӑпа ӗмӗр-ӗмӗрех ҫывӑхланса пыма пултаратпӑр?

18 Эпир Иеговӑпа ӗмӗр-ӗмӗрех ҫывӑхланса пыма пултаратпӑр. Эпир ун ҫинчен яланах мӗн те пулин ҫӗннине пӗлсе пырӑпӑр. Библире каланӑ тӑрӑх, унӑн «ӑслӑлӑхӗпе пӗлӗвӗн чикки ҫук» (Рим 11:33).

19. Псаломсенчи сӑмахсем пире мӗн пирки шантараҫҫӗ?

19 Псалом 78:13-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Эпир — Санӑн халӑху, Санӑн улӑхӑнти сурӑхсем — ӗмӗрех Сана аслӑлӑпӑр, Санӑн мухтавлӑхна сыпӑкран сыпӑка пӗлтерсе тӑрӑпӑр». Эсир те Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратӑр пулсан, вӑл сире ӗмӗр-ӗмӗрех пиллесе тӑрасса шанма пултаратӑр. Вара эсир псалом юрлакан пекех: «Турӑ — манӑн чӗремӗн тӗрекӗ, манӑн ӗмӗрлӗх пайӑм», — тесе калама пултарӑр (Пс. 72:26).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Турӑпа туслӑ пулни мӗнле усӑ пани ҫинчен мӗншӗн шухӑшламалла?

  • Турӑпа ҫывӑхланни хӑш енчен усӑллӑ?

  • Турӑпа малалла та ҫывӑхланма пире мӗн пулӑшӗ?

32-МӖШ ЮРӐ Иегова енне тӑр!

a Кам нумай вӑхӑт хушши пӑшӑрханать е кулянать, ҫавсене, тен, тухтӑрӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫакӑн пирки ытларах пӗлес тесе 2023 ҫулта тухнӑ «Хурал башнине» (выр.) пӑхӑр, 1 №.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр