18-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
65-МӖШ ЮРӐ Малалла та малалла!
Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, Маркпа Тимофейран тӗслӗх илӗр
«Хӑвпа пӗрле Марка илсе кил, вӑл мана Турӑ ӗҫӗнче пулӑшма пултарӗ» (2 ТИМ. 4:11).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Ҫамрӑк арҫын тӑвансем ыттисемшӗн ытларах тӑвас тӗлӗшрен Маркпа Тимофейран тӗслӗх мӗнле илме пултараҫҫӗ?
1, 2. Маркпа Тимофея Турӑшӑн ытларах тума мӗн чӑрмантарма пултарнӑ?
ҪАМРӐК арҫын тӑвансем, Иеговӑшӑн тата пухури тӑвансемшӗн сирӗн ытларах тӑвас килет-и? Сирӗн ҫавна тӑвас килни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Нумай ҫамрӑк арҫын тӑван ыттисемшӗн ӗҫлеме хатӗр пулни питӗ савӑнтарать (Пс. 109:3). Анчах та, тен, сана мӗн те пулин чарса тӑрать? Сӑмахран, хӑвӑнпа мӗн пулассине пӗлменни хӑратать. Е, тен, манран пулмасть тесе эсӗ хӑш-пӗр ӗҫсене тума килӗшместӗн. Чӑннипе каласан, нумайӑшӗ ҫавнах туять.
2 Маркпа Тимофея та, тен, хӑйсемпе мӗн пулассине пӗлменни хӑратнӑ тата вӗсем хӑш-пӗр ӗҫсене тума пултараймастпӑр тесе шутланӑ пулӗ. Анчах та вӗсем ыттисемшӗн ӗҫлес тесе ҫавӑн пек йывӑр туйӑмсене ҫӗнтернӗ. Павелпа Варнава хӑйсен пӗрремӗш миссионерла ҫулҫӳревне Марка чӗннӗ чухне вӑл хӑйӗн амӑшӗпе пысӑк ҫуртра канлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ пулмалла (Ап. ӗҫ. 12:12, 13, 25). Анчах та Марк Иеговӑшӑн ытларах тӑвас тесе хӑй хӑнӑхнӑ пурнӑҫа хӑварнӑ. Малтан вӑл Антиохие куҫса кайнӑ, кайран Павелпа тата Варнавӑпа ытти аякри вырӑнсене кайса килнӗ (Ап. ӗҫ. 13:1—5). Тимофей та хӑйне Павел ырӑ хыпар сарма чӗннӗ чухне ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ пулмалла. Ҫамрӑк пулнӑран тата опыт пулманран Тимофей манран пулмасть тесе шутлама пултарнӑ. (1 Коринф 16:10, 11 тата 1 Тимофей 4:12 танлаштарӑр.) Анчах та ҫаксене пӑхмасӑрах вӑл Павелпа пӗрле кайнӑ. Ҫавна пула вӑл нумай пиллӗх илнӗ (Ап. ӗҫ. 16:3—5).
3. а) Павел Маркпа Тимофея юратнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (2 Тимофей 4:6, 9, 11). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.) ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?
3 Маркпа Тимофей ҫамрӑк чухнех пухура яваплӑ ӗҫсем тума вӗреннӗ. Павел ҫак ҫамрӑк арҫын тӑвансене питӗ хакланӑ. Каярахпа вара, хӑй вилессине пӗлсен, вӑл вӗсене хӑйӗн патне килме ыйтнӑ. (2 Тимофей 4:6, 9, 11 вуласа парӑр.) Мӗншӗн Павел вӗсене юратнӑ? Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, Маркпа Тимофей пек пулас тесе эсир мӗнле лайӑх енсене аталантарма пултаратӑр? Тата Павелӑн юратнӑран панӑ канашӗсем сире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
Маркпа Тимофей ҫамрӑк чухнех яваплӑ ӗҫсем тунӑ. Павел ҫак тӑвансене питӗ юратнӑ (3-мӗш абзаца пӑхӑр)c
МАРКРАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР —ЫТТИСЕМШӖН ӖҪЛЕМЕ ХАТӖР ПУЛӐР
4, 5. Марк ыттисемшӗн ӗҫлесшӗн пулни ӑҫтан курӑнать?
4 Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, ыттисемшӗн ӗҫлесси чунтан пулӑшса тӑнине пӗлтерет. Марк ҫак тӗлӗшрен питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Павел ӑна хӑйӗн иккӗмӗш миссионерла ҫулҫӳревне илме килӗшмен. Ҫакӑ Марка питӗ кулянтарнӑ пулмалла (Ап. ӗҫ. 15:37, 38). Анчах та ҫакна пула Марк тӑвансемшӗн ӗҫлеме пӑрахнӑ-и? Ҫук, пӑрахман.
5 Марк малалла та хӑйӗн хурӑнташӗпе, Варнавӑпа, ырӑ хыпар сарнӑ. 11 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, Павел Римра килти арестра пулнӑ чухне, Марк унпа юнашар пулнӑ тата ӑна пулӑшса тӑнӑ (Флм. 23, 24). Паллах, Павел ӑна ҫакӑншӑн питӗ пархатарлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл Марк пирки мана питӗ йӑпатать тесе ҫырнӑ (Кол. 4:10, 11).
6. Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христиансемпе пӗрле ӗҫлени Марка мӗнле усӑ панӑ? (Сноскӑна пӑхӑр.)
6 Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христиансемпе пӗрле ӗҫлени Марка нумай усӑ панӑ. Марк пӗр вӑхӑт хушши Павелпа Римра пулнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Вавилона Пётр апостол патне кайнӑ. Вӗсем ҫывӑх туссем пулса тӑнӑ, ҫавӑнпа Пётр ун пирки «Марк ывӑлӑм» тесе те каланӑ (1 Пётр 5:13). Пӗрле ӗҫленӗ май Пётр хӑйӗн ҫамрӑк тусне Иисусӑн пурнӑҫӗнчи тата сӑваплӑ ӗҫӗнчи нумай интереслӗ вак-тӗвек ҫинчен каласа панӑ пулас. Каярахпа Марк ҫаксене хӑйӗн Евангелийӗнче ҫырса хунӑa.
7. Сон У ятлӑ арҫын тӑван Маркран тӗслӗх мӗнле илнӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
7 Эппин, Марк ыттисене пулӑшнӑ тата чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христиансемпе пӗрле ӗҫленӗ. Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, эсир унран тӗслӗх мӗнле илме пултаратӑр? Тен, эсӗ ыттисемшӗн ытларах тӑвасшӑн, анчах та хальлӗхе сана пухура пулӑшакан е старейшина пулма лартмаҫҫӗ. Ун пек пулсан, алла ан ус. Малалла та Иеговӑшӑн мӗн тума пултарнине ту тата тӑвансене пулӑшма майсем шыра. Корейӑра пурӑнакан Сон Уb ятлӑ тӑван та ҫапла тунӑ, халӗ вӑл старейшина пулса ӗҫлет. Ҫамрӑкрах пулнӑ чухне вӑл хӑйне ытти ҫамрӑк арҫын тӑвансемпе танлаштарнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене пухура тивӗҫсем шанса панӑ пулнӑ, ӑна вара шанса паман. Ҫакӑ Сон У тӑвана кулянтарнӑ. Вӑл хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен старейшинӑсене каласа панӑ. Вӗсенчен пӗри ӑна: «Санӑн ырӑ ӗҫӳсене хӑш-пӗр чухне асӑрхамасан та, ҫав-ҫавах ыттисемшӗн тӑрӑшма ан пӑрах», — тесе каланӑ. Сон У канаша йышӑнса ваттисене тата кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсене пулӑшма пуҫланӑ. Унчченхине аса илсе вӑл калать: «Ыттисемшӗн ӗҫлени мӗне пӗлтернине эпӗ лайӑхрах ӑнлантӑм. Тӑвансене пулӑшни мана пысӑк савӑнӑҫ пачӗ».
Ҫамрӑк арҫын тӑвансене чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан тӑвансемпе вӑхӑта пӗрле ирттерни мӗнле усӑ парать? (7-мӗш абзаца пӑхӑр)
ТИМОФЕЙРАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР —ЫТТИСЕМШӖН ЮРАТСА ТӐРӐШӐР
8. Мӗншӗн Павел хӑйӗнпе пӗрле ҫулҫӳреве каймашкӑн Тимофея суйласа илнӗ? (Филиппӑ 2:19—22).
8 Павелӑн хӑйне хӗсӗрленӗ хуласене кайса ҫӳремелле пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна хӑюллӑ пулӑшакансем кирлӗ пулнӑ. Малтан Павел хӑйӗнпе ӗҫлесе тӑмашкӑн чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан Сила ятлӑ христианина суйласа илнӗ (Ап. ӗҫ. 15:22, 40). Унтан вӑл Тимофея хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлеме чӗннӗ. Мӗншӗн-ха вӑл Тимофея суйласа илнӗ? Пӗрремӗшӗнчен, Тимофейӑн пухура ырӑ ят пулнӑ (Ап. ӗҫ. 16:1, 2). Иккӗмӗшӗнчен, Тимофей ыттисемшӗн чунтан тӑрӑшнӑ. (Филиппӑ 2:19—22 вуласа парӑр.)
9. Тимофей тӑвансемшӗн чунтан тӑрӑшни ӑҫтан курӑнать?
9 Павелпа ӗҫлеме пуҫласанах Тимофей хӑйӗншӗн мар, ыттисемшӗн тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа Павел Тимофея Верире хӑварма хӑраман — Тимофей ҫав хулари ҫӗнӗ тӑвансемшӗн лайӑх тӑрӑшасса вӑл пӗлнӗ (Ап. ӗҫ. 17:13, 14). Унсӑр пуҫне, Верире Сила та юлнӑ, Тимофей вара унран нумай мӗне вӗренме пултарнӑ. Каярахпа Павел Тимофея Фессалоникӑна янӑ, ку хутӗнче Тимофей пӗччен пулнӑ. Вӑл унти христиансене те ҫирӗплетнӗ (1 Фес. 3:2). Тепӗр 15 ҫул хушшинче Тимофей тӑвансене тата хытӑрах юратма пуҫланӑ. Хӗн курнӑ тӑвансене хӗрхеннӗрен хӑш-пӗр чухне вӑл вӗсемпе йӗнӗ те (Рим 12:15; 2 Тим. 1:4). Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, эсир Тимофейран тӗслӗх мӗнле илме пултаратӑр?
10. У Джэ ятлӑ арҫын тӑван ыттисемшӗн ытларах тӑрӑшма мӗнле вӗреннӗ?
10 У Джэ ятлӑ арҫын тӑван ыттисемшӗн ытларах тӑрӑшма акӑ мӗнле вӗреннӗ. Ҫамрӑк пулнӑ чухне ӑна хӑйӗнчен аслӑрах тӑвансемпе калаҫма йывӑр пулнӑ. Ҫавӑнпа Патшалӑх залне килсен вӑл вӗсене сывлӑх суннӑ та малалла утса кайнӑ. Пӗр старейшина ӑна пухури тӑвансемпе калаҫнӑ чухне мӗншӗн вӗсене хаклани ҫинчен калама сӗннӗ. Ҫавӑн пекех старейшина ӑна ыттисемшӗн мӗн интереслӗ пулма пултарасси ҫинчен шухӑшлама хавхалантарнӑ. У Джэ тӑван ҫак канашсемпе усӑ курнӑ. Паян вӑл старейшина пулса ӗҫлет. Вӑл ҫапла каласа парать: «Халӗ мана ҫамрӑккисемпе те, ваттисемпе те калаҫма йывӑр мар. Ҫавна пула эпӗ вӗсен йывӑрлӑхӗсемпе лару-тӑрӑвӗ ҫинчен тата вӗсене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен пӗлме пултаратӑп».
11. Ҫамрӑк арҫын тӑвансем пухура ыттисемшӗн ытларах мӗнле тӑрӑшма пултараҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
11 Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, эсир те ыттисемшӗн ытларах тӑрӑшма вӗренме пултаратӑр. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем умӗн те, хыҫҫӑн та ҫамрӑккисемпе те, ваттисемпе те калаҫма тӑрӑшӑр, вӗсен ӗҫӗсем мӗнле пыни ҫинчен ыйтса пӗлӗр, унтан вара вӗсене тимлӗ итлӗр. Вара эсир вӗсене мӗнле пулӑшмаллине лайӑхрах ӑнланатӑр. Калӑпӑр, эсир ватӑ мӑшӑра JW Library® приложенипе усӑ курма пулӑшмалли ҫинчен е вӗсем ырӑ хыпар сарма никампа та калаҫса татӑлайманни ҫинчен пӗлтӗр. Эсир вӗсене приложенипе усӑ курма пулӑшма е вӗсемпе ырӑ хыпар сарма кайма пултаратӑр-и? Ыттисене мӗнле пулӑшмаллине асӑрхасан тата вӗсемшӗн мӗн те пулин тусан эсир пӗтӗм пухушӑн лайӑх тӗслӗх пулатӑр.
Ҫамрӑк арҫын тӑвансем ыттисемшӗн нумай мӗн тума пултараҫҫӗ (11-мӗш абзаца пӑхӑр)
ПАВЕЛӐН ЮРАТНӐРАН ПАНӐ КАНАШӖСЕНЕ ИТЛӖР
12. Павел Тимофея панӑ канашсем ҫамрӑк арҫын тӑвансене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
12 Павел Тимофей телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтӑр тата сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пултӑр тенӗ, ҫавӑнпа ӑна темиҫе усӑллӑ канаш панӑ (1 Тим. 1:18; 2 Тим. 4:5). Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, эсир те Павелӑн юратнӑран панӑ канашӗсенчен усӑ илме пултаратӑр. Мӗнле майпа? Тимофей патне янӑ икӗ ҫырӑва вулӑр, ҫак кӗнекесем ҫине шӑп хӑвӑр валли ҫырнӑ пек пӑхӑр тата унта мӗн ҫырнине пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшӑр. Айтӑр хӑш-пӗр канашсене пӑхса тухар.
13. Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма мӗн пулӑшать?
13 «Турра парӑнса пурӑнма тӗллев ларт, ҫав тӗлӗшрен хӑвна хӑнӑхтарса пыр» (1 Тим. 4:7ӑ). Турра парӑнса пурӑнни мӗне пӗлтерет? Ҫакӑ Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пулнине тата ӑна мӗн килӗшет, ҫавна тунине пӗлтерет. Ҫыннӑн Турра парӑнса пурӑнма вӗренмелле, мӗншӗн тесен вӑл ҫак лайӑх енпе ҫуралмасть. Ҫак лайӑх ене аталантарма мӗн пулӑшӗ? «Хӑнӑхтарса пыр» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе ӑмӑртусене вӑй хурса хатӗрленекен спортсмен ҫинчен каланӑ чухне час-часах усӑ курнӑ. Спортсмена чаруллӑ пулни питӗ кирлӗ. Пирӗн те Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан лайӑх йӑласене аталантармашкӑн чаруллӑ пулмалла.
14. Библи вуланӑ чухне пирӗн мӗнле тӗллев пулмалла тата ҫак тӗллеве мӗнле пурнӑҫламалла?
14 Библие кашни кун вуланине йӑлана кӗртмелле. Ҫав вӑхӑтрах ӑна мӗншӗн вуламаллине те асра тытмалла. Пирӗн тӗллев — Иеговӑпа ҫывӑхланасси. Сӑмахран, Иисус ҫамрӑк пуян пуҫлӑх ҫинчен каласа панинчен мӗне вӗренме пулать? (Марк 10:17—22). Ҫав ҫамрӑк ҫын Иисус Мессия пулни пирки иккӗленмен, анчах та унӑн вӗренекенӗ пулса тӑма унӑн ӗненӗвӗ ҫитсех кайман. Ҫакна пӑхмасӑрах Иисус «ӑна юратса» унпа ыррӑн калаҫнӑ, ҫав арҫын тӗрӗс йышӑну тутӑр тенӗ. Иисус унпа хӑйне мӗнле тытнинчен Иеговӑн юратӑвӗ курӑннӑ (Иоанн 14:9). Ҫакӑн ҫинчен тата хӑвӑн лару-тӑру ҫинчен шухӑшланӑ май, хӑвӑнтан ҫапла ыйт: «Иеговӑпа ҫывӑхланас тесен тата ыттисемшӗн ытларах тӑрӑшас тесен манӑн мӗн тумалла?»
15. Мӗншӗн ҫамрӑк арҫын тӑванӑн ыттисемшӗн лайӑх тӗслӗх пулмалла? (1 Тимофей 4:12, 13).
15 «Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн тӗслӗх пул». (1 Тимофей 4:12, 13 вуласа парӑр.) Павел Тимофея вулас тата вӗрентес ӑсталӑха аталантарма хавхалантарнисӗр пуҫне юратас, ӗненес, таса пурӑнас тӗлӗшрен те лайӑхланма хавхалантарнӑ. Мӗншӗн ҫакна туни питӗ кирлӗ? Мӗншӗн тесен ҫыннӑн ӗҫӗсем вӑл калакан сӑмахсенчен вӑйлӑрах витӗм кӳреҫҫӗ. Калӑпӑр, сана ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастарлӑ пулмалли ҫинчен доклад калама хушнӑ. Эсӗ хӑв ырӑ хыпара хастаррӑн саратӑн пулсан, ҫак доклада тунӑ чухне аванмарланса тӑмӑн тата санӑн сӑмахусем итлекенсем ҫине ытларах витӗм кӳрӗҫ (1 Тим. 3:13).
16. а) Мӗнле пилӗк енчен ҫамрӑк христианин тӗслӗх пулма пултарать? ӑ) Ҫамрӑк арҫын тӑван «мӗнле калаҫас» тӗлӗшрен тӗслӗх пулас тесе мӗн тума пултарать?
16 1 Тимофей 4:12-мӗшӗнче Павел ҫамрӑк арҫын тӑвансем ыттисемшӗн пилӗк енчен тӗслӗх пулма пултарни ҫинчен каланӑ. Хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне мӗншӗн-ха ҫак лайӑх енсенчен кашнине тӗпчес мар? Сӑмахран, эсӗ «мӗнле калаҫас» тӗлӗшрен лайӑхланма шут тытрӑн. Апла, кама та пулин хавхалантарас тесен мӗн каламалли ҫинчен шухӑшласа пӑх. Эсӗ аҫу-аннӳпе пурӑнатӑн пулсан, вӗсем саншӑн нумай мӗн тӑваҫҫӗ паллах. Ҫавӑншӑн эсӗ вӗсене тав сӑмахӗсене калатӑн-и? Тӗлпулу хыҫҫӑн программӑра хутшӑннӑ тӑвансене тав тума тата хӑвна мӗн килӗшни ҫинчен калама пултаратӑн-и? Ҫавӑн пекех пухура хӑвӑн сӑмахусемпе хуравлама тӑрӑш. Мӗнле калаҫас тӗлӗшрен тӗслӗх пулма тӑрӑшни нумай усӑ парӗ тата санӑн ҫитӗнӗвӳсем пуриншӗн те паллӑ пулӗҫ (1 Тим. 4:15).
17. Ҫамрӑк арҫын тӑвана сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама мӗн пулӑшӗ? (2 Тимофей 2:22).
17 «Яшлӑх ҫулӗсенче пулакан кӑмӑл-туртӑмран тар... тӳрӗлӗх... патне туртӑн». (2 Тимофей 2:22 вуласа парӑр.) Павел Тимофея сӑваплӑ ӗҫре лартнӑ тӗллевсенчен мӗн пӑрса яма тата Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене мӗн пӑсма пултарать, ҫавӑнтан пӑрӑнма хавхалантарнӑ. Хӑш-пӗр ӗҫсем япӑх мар, анчах та вӗсене тусан Иегова валли вӑхӑт сахал юлма пултарать. Спорт, интернет е видеовӑйӑсем валли санӑн мӗн чухлӗ вӑхӑт кайни ҫинчен шухӑшласа пӑх. Ҫав вӑхӑтӑн пӗр пайне те пулин Иегова валли тата пухури тӑвансем валли уйӑрма пултараймастӑн-ши? Сӑмахран, вырӑнти Патшалӑх залне пӑхса-юсаса тӑма пулӑшма пулать е стендпа ырӑ хыпар сарма пулать. Ҫакӑн пек ӗҫсене хутшӑнсан эсӗ ҫӗнӗ туссене тупатӑн, вӗсем вара сана сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартма тата вӗсене пурнӑҫлама пулӑшӗҫ.
ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШНИ НУМАЙ ПИЛЛӖХ ПАРАТЬ
18. Мӗншӗн Маркпа Тимофей тулли пурнӑҫпа савӑнса пурӑннӑ теме пулать?
18 Маркпа Тимофей ыттисемшӗн ӗҫлес тесе нумай мӗн хӑварнӑ. Анчах та ҫавна пула вӗсем тулли пурнӑҫпа пурӑннӑ тата нумай савӑнӑҫ илнӗ (Ап. ӗҫ. 20:35). Тӑвансене пулӑшас тесе Марк тӗрлӗ ҫӗршывсене кайнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Иисусӑн пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен ҫырса панӑ. Тимофей Павела пухусене йӗркелеме тата тӑвансене ҫирӗплетме пулӑшнӑ. Ҫак икӗ ҫамрӑк хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленине курса Иегова питӗ савӑннӑ.
19. Мӗншӗн ҫамрӑк арҫын тӑвансен Павел Тимофея панӑ канашсене итлемелле тата ҫакӑ вӗсене мӗн парӗ?
19 Павел ҫырнӑ ҫырусенчен вӑл хӑйӗн ҫамрӑк тусне, Тимофея, юратни курӑнать. Анчах та ҫак ҫырусене ҫырма Павела Иегова хавхалантарнӑ. Апла пулсан, ҫамрӑк тӑвансем, Иегова сире хытӑ юратать тата вӑл сире телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Ҫавӑнпа та Павелӑн юратнӑран панӑ канашӗсене чун-чӗререн тытса тӑрӑр тата ыттисемшӗн ытларах тӑвас кӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑшӑр. Ҫапла тусан эсир халех нумай савӑнӑҫ илетӗр тата «чӑн-чӑн пурнӑҫа ҫирӗп ярса тытма» пултаратӑр (1 Тим. 6:18, 19).
80-МӖШ ЮРӐ Тутанса пӑхӑр, Иегова епле ыррине курӑр!
a Пётр хӗрӳллӗ ҫын пулнӑ, вӑл хӑйӗн туйӑмӗсене кӑтартма тата хӑй мӗн шутланине калама вӑтанман. Ҫавӑнпа ӑна Иисусӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем ҫинчен те, унӑн туйӑмӗсем ҫинчен те каласа пама йывӑр пулман. Тен, ҫак сӑлтава пула Марк хӑйӗн Евангелийӗнче Иисус тӗрлӗ лару-тӑрура мӗн туйни ҫинчен тата хӑйне мӗнле тытни ҫинчен нумай ҫырнӑ (Марк 3:5; 7:34; 8:12).
b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
c ӲКЕРЧӖК. Павелпа тата Варнавӑпа миссионерла ҫулҫӳревре пулнӑ чухне Марк вӗсем валли апат хатӗрлет. Тимофей пухӑва килнӗ, вӑл тӑвансене ҫирӗплетет тата хавхалантарать.