30-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
97-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫ Турӑ Сӑмахӗнчен килет
Библи вӗренме пуҫланӑ чухне пӗлнӗ чӑнлӑхсем халӗ пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
«Эпӗ, эсир ҫакна пӗлетӗр пулин те тата хӑвӑр пӗлекен чӑнлӑхра ҫирӗп тӑратӑр пулин те, ҫакӑн ҫинчен аса илтерсех тӑрӑп» (2 ПЁТР 1:12).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Эпир Библи вӗренме пуҫланӑ чухне пӗлнӗ чӑнлӑхсем халӗ пире мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тухӑпӑр.
1. Библири тӗп чӑнлӑхсем сирӗн пурнӑҫа мӗнле улӑштарчӗҫ?
БИБЛИРИ тӗп чӑнлӑхсем пирӗн пурнӑҫа улӑштарчӗҫ. Сӑмахран, эпир Турра Иегова тесе чӗннине пӗлсен, унпа ҫывӑхланса пыма пуҫларӑмӑр (Ис. 42:8, ҪТ). Вилнисемпе мӗн пулнине пӗлнӗ хыҫҫӑн эпир хамӑрӑн вилнӗ ҫывӑх ҫынсем асапланаҫҫӗ тесе шутламастпӑр (Еккл. 9:10). Турӑ ҫӗре рай туса хума сӑмах пани ҫинчен пӗлсен, эпир хамӑр пуласлӑх пирки пӑшӑрханма пӑрахрӑмӑр. Халӗ эпир пурнӑҫ кӗске вӑхӑтлӑха мар — 70 е 80 ҫула ҫеҫ мар — ӗмӗрлӗхе тӑсӑлма пултарассине шанатпӑр (Пс. 36:29; 89:10).
2. Мӗншӗн Пётр апостол Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлекен христиансене Библири тӗп чӑнлӑхсем ҫинчен шухӑшламалли ҫинчен аса илтернӗ? (2 Пётр 1:12, 13).
2 Библи вӗреннӗ чухне чи малтан пӗлнӗ тӗп чӑнлӑхсем питӗ кирлӗ пулнине пирӗн нихӑҫан та манса каймалла мар. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхар: Пётр апостол хӑйӗн иккӗмӗш ҫырӑвне «чӑнлӑхра ҫирӗп» тӑракан христиансем патне ҫырса янӑ. (2 Пётр 1:12, 13 вуласа парӑр.) Ҫав вӑхӑтра суя вӗрентекенсем тата йӗркесӗр ҫынсем пухури тӑвансене чӑнлӑхран пӑрса ярасшӑн пулнӑ (2 Пётр 2:1—3). Пухури тӑвансем хӑйсене суяна вӗрентекен ҫынсенчен хӳтӗлеме пултарччӑр тесе Пётр вӗсене тӗреклетесшӗн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене хӑйсем пӗлекен чӑнлӑхсене аса илтернӗ. Ҫав чӑнлӑхсем ҫинчен шухӑшлани вӗсене Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ пулӗччӗ.
3. Мӗншӗн христиансен пурин те Библири тӗп чӑнлӑхсем ҫинчен шухӑшламалла? Тӗслӗх илсе парӑр.
3 Эпир Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлетпӗр пулин те, пурпӗр Библири тӗп чӑнлӑхсенчен усӑ илме пултаратпӑр. Тӗслӗх пӑхса тухар. Ӑста повар тата ҫак ӗҫе тин ҫеҫ тума пуҫланӑ ҫын апат пӗҫернӗ чухне пӗр пек ингредиентсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Анчах ӑста повар ҫав ингредиентсемпех усӑ курса ҫӗнӗ тутлӑ апат пӗҫерме пултарать. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пирки те ҫавнах калама пулать. Уншӑн нумай ҫул хушши ӗҫлекенсене тин кӑна Библи вӗренме пуҫланисемпе танлаштарсан, вӗсем Библири тӗп чӑнлӑхсем ҫине тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, шыва кӗнӗренпе сирӗн лару-тӑру е эсир Иеговӑн организацийӗнче туса тӑнӑ ӗҫсем улшӑннӑ. Эсир хӑвӑр унччен пӗлнӗ Библи вӗрентӗвӗсем ҫинчен шухӑшлатӑр пулсан, вара хӑвӑрӑн хальхи лару-тӑрура вӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине курма пултаратӑр. Айтӑр ҫавӑн пек виҫӗ вӗрентӗве пӑхса тухар та Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлекен христиансем вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине курар.
ИЕГОВА — ПУРНЕ ТЕ ТУНӐ ТУРӐ
4. Иегова пурне те тунӑ Турӑ пулнине пӗлни пирӗн пурнӑҫа мӗнле улӑштарчӗ?
4 Эпир пирӗн ҫӗре тата унта мӗн пуррине пурне те ӑслӑ тата пурне те тума пултаракан Турӑ тунине пӗлетпӗр. Библире ҫапла каланӑ: «Пурне те тӑваканни вара — Турӑ» (Евр. 3:4). Вӑл пире тунӑ, ҫавӑнпа вӑл пирӗн ҫинчен пурне те пӗлет. Унтан та ытларах, вӑл пире юратать тата телейлӗ пулмашкӑн пире мӗн кирлине пӗлет. Ҫак ансат чӑнлӑх — Иегова пурне те тунӑ текен чӑнлӑх — пирӗн пурнӑҫа тӗпрен улӑштарчӗ тата пире тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшрӗ.
5. Пире хамӑра кӗҫӗне хума мӗн пулӑшӗ? (Исаия 45:9—12).
5 Эпир Иегова пурне те тунӑ Турӑ пулнине асра тытатпӑр пулсан, ҫакӑ пире хамӑра кӗҫӗне хума пулӑшӗ. Сӑмахран, Иов пӗр вӑхӑт хушши Иегова ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшланӑ. Вӑл мӗн чи кирлӗ пулнине манса кайнӑ та хӑйне тӳрре кӑларас тесе хӑйӗн ҫинчен ытлашши шутлама пуҫланӑ. Вара Иегова хӑй пурне те тунӑ тата пурне те тума пултаракан Турӑ пулнине Иова аса илтернӗ (Иов 38:1—4). Ҫакӑ Иова Турӑ яланах тӗрӗс тунине ӑнланса илме пулӑшнӑ. Никамӑн та хӑйӗн пирки Турӑран ӑслӑрах тесе шутламалла мар. Ҫакна Исаия пророкӑн ҫак сӑмахӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ: «Чӳлмекҫӗне тӑм: „мӗн тӑватӑн эсӗ?“ тесе калӗ-и?» (Исаия 45:9—12 вуласа парӑр.)
6. Уйрӑмах хӑҫан пирӗн пурне те тунӑ Туррӑн ӑслӑлӑхӗпе хӑвачӗ ҫинчен шухӑшламалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
6 Турӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫленӗ христианин Иеговӑпа унӑн Сӑмахӗ ҫине шанас вырӑнне хӑйӗн ҫине ытлашши шанма пуҫлама пултарать (Иов 37:23, 24). Анчах та вӑл Иеговӑн виҫесӗр ӑслӑлӑхӗпе хӑвачӗ ҫинчен тарӑннӑн шухӑшлать пулсан, ҫакӑ ӑна мӗн парӗ? (Ис. 40:22; 55:8, 9). Ҫак тӗп чӑнлӑх — Иегова пурне те тунӑ текен чӑнлӑх — ҫав христианина хӑйне кӗҫӗне хума пулӑшӗ. Вара вӑл пурне те тунӑ Турӑ чылай ӑслӑрах пулнине йышӑнӗ те хӑйӗн шухӑшӗсем кирлӗрех тесе шутламӗ.
Пире хамӑр шухӑшсемпе сӗнӳсем пирки чи лайӑххисем тесе шутласран сыхланма мӗн пулӑшӗ? (6-мӗш абзаца пӑхӑр)d
7. Рахелӑна организацире тунӑ улшӑнусене йышӑнма мӗн пулӑшнӑ?
7 Акӑ Словенире пурӑнакан Рахе́лӑн тӗслӗхӗ. Иегова пурне те тунӑ Турӑ пулни ҫинчен шухӑшлани ӑна организацире тунӑ улшӑнусене йышӑнма пулӑшнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Хӑш-пӗр чухне мана арҫын тӑвансем тӑвакан йышӑнусемпе килӗшме ҫӑмӑлах мар. Тӗслӗхшӗн Ертсе пыракан советӑн ҫӗнӗ хыпарӗсен 2023 ҫулхи 8-мӗш номерне илер. Эпӗ ӑна пӑхрӑм паллах. Ҫав-ҫавах сцена ҫинче сухаллӑ арҫын тӑван тӑнине курсан, ҫакӑ мана тӗрӗс мар пек туйӑнчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ Иеговӑна вӑл мана ҫак улшӑнусене хӑнӑхма пулӑштӑр тесе кӗлтурӑм». Рахе́ла ҫакна ӑнланса илнӗ: Иегова, тӳпепе ҫӗре тунӑ Турӑ пулнӑ май, хӑйӗн организацине мӗнле ертсе пымаллине пуринчен те лайӑхрах пӗлет. Сире те ҫӗнӗлле ӑнлантарса панине е ҫӗнӗ хушусене йышӑнма йывӑр пулсан, пурне те тунӑ Туррӑн питӗ пысӑк ӑслӑлӑхӗпе хӑвачӗ ҫинчен тарӑннӑн шухӑшлама вӑхӑт уйӑрӑр (Рим 11:33—36).
МӖНШӖН ТУРӐ ХӖН-АСАПА ПУЛМА ПАРАТЬ?
8. Турӑ хӗн-асапа мӗншӗн пулма панине пӗлни пире мӗнле усӑ парать?
8 Мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма парать? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлменрен хӑш-пӗрисем Турӑ ҫине тарӑхма е вӑл ҫук тесе шутлама пуҫлаҫҫӗ (Ытар. 19:3). Анчах эпир ҫынсем Турӑ вӗсене наказани панӑран мар, хӑйсем ҫылӑхлӑ пулнӑран асапланнине пӗлетпӗр. Ҫавӑн пекех эпир Иегова тӳсӗмлӗ пулнӑран ҫак усал тӗнчене ку таранччен пӗтерменнине пӗлетпӗр. Ҫавна пула миллион-миллион ҫын унӑн тусӗсем пулса тӑма тата вӑл пур хӗн-асапа та мӗнле пӗтерессине хӑйсен куҫӗпе курма пултараҫҫӗ (2 Пётр 3:9, 15). Ҫак чӑнлӑхсем пире йӑпатаҫҫӗ тата хамӑрӑн Турӑпа тата ытларах ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ.
9. Иегова мӗншӗн хӗн-асапа пулма панине пирӗн уйрӑмах мӗнле лару-тӑрура асра тытмалла?
9 Иегова хӗн-асапа пӗтерессине кӗтнӗ май пирӗн тӳсӗмлӗ пулмаллине эпир ӑнланатпӑр. Анчах та пирӗн ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин вилсен е эпир тата пирӗн тӑван-хурӑнташсем тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан, эпир мӗншӗн Иегова хута кӗме васкамасть тесе тарӑхма пултаратпӑр (Авв. 1:2, 3). Ҫавӑн пек чухне пирӗн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗншӗн йывӑрлӑхсем тӳсме панине хамӑра аса илтерсе тӑмалла (Пс. 33:20)a. Ҫавӑн пекех пирӗн Иегова хӗн-асапа ӗмӗрлӗхех пӗтересси ҫинчен те шухӑшламалла.
10. Амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн Эннӑна мӗн йӑпатнӑ?
10 Иегова мӗншӗн хӗн-асапа пулма панине пӗлни пире пысӑк йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшма пултарать. Инди океанӗнчи Майо́тта ятлӑ утрав ҫинче пурӑнакан Энн ҫапла каласа парать: «Темиҫе ҫул каялла манӑн анне вилчӗ. Ҫавӑн чухне мана питӗ йывӑрччӗ. Анчах та эпӗ хама Иегова ҫакӑншӑн айӑплӑ мар тесе аса илтерсех тӑраттӑмччӗ. Пачах урӑхла, вӑл никам та ан асаплантӑр тет. Вӑл пирӗн ҫывӑх ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратма сӑмах парать. Ҫак чӑнлӑхсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпӗ хамӑн чӗрере канӑҫлӑх туятӑп».
11. Иегова мӗншӗн хӗн-асапа пулма панине пӗлни пире ырӑ хыпар сарма мӗнле пулӑшать?
11 Иегова мӗншӗн хӗн-асапа пулма панине пӗлни пире ырӑ хыпар сарма хавхалантарать. Пётр апостол хӑйӗн ҫырӑвӗнче Иеговӑн тӳсӗмлӗхӗ ӳкӗнекен ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ парать тесе ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн ҫапла ҫырнӑ: «Сирӗн мӗнлерех ҫынсем пулмалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: сирӗн ӗҫсенчен эсир сӑваплӑ пулни тата Турра парӑнса пурӑнни курӑнса тӑмалла» (2 Пётр 3:11). «Турра парӑнса» пурӑннине кӑтартакан ӗҫсенчен пӗри вӑл — ырӑ хыпар сарасси. Пирӗн Атте пекех, эпир ҫынсене юрататпӑр. Эпир вӗсем Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнччӑр тетпӗр. Иегова сирӗн вырӑнта пурӑнакан ҫынсемпе тӳсӗмлӗ тата вӑл вӗсене хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма май парать. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, пӗтес вӑхӑт ҫитиччен эсир Иеговӑпа пӗрле ӗҫлесе май ҫитнӗ таран нумайрах ҫынна ун ҫинчен пӗлме пулӑшма пултаратӑр (1 Кор. 3:9).
ЭПИР «ЮЛАШКИ КУНСЕНЧЕ» ПУРӐНАТПӐР
12. «Юлашки кунсем» ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пыни пире мӗн кӑтартса парать?
12 Библире «юлашки кунсенче» ҫынсем мӗнлерех пуласси пирки тӗп-тӗрӗс каланӑ (2 Тим. 3:1—5). Ҫак пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине курас тесе пирӗн тавралла ҫаврӑнса пӑхмалла ҫеҫ. Эпир ҫынсем усалрах та усалрах ӗҫсем тунине курса тӑратпӑр. Ҫакӑ пире Турӑ Сӑмахӗнче мӗн калани тӗрӗс пулнине тата ытларах кӑтартса парать (2 Тим. 3:13—15).
13. Пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла? (Лука 12:15—21).
13 Эпир юлашки кунсенче пурӑннине асра тытатпӑр пулсан, пире мӗн кирлӗрех пулнине уйӑрса илме ҫӑмӑлрах пулӗ. Ҫакӑ мӗншӗн кирлӗ пулнине эпир Иисус Лука 12:15—21 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) каласа панӑ тӗслӗхрен пӗлме пултаратпӑр. Мӗншӗн пуян ҫын пирки «ӑссӑрскер» тенӗ? Унӑн пурлӑх нумай пулнӑран мар, вӑл вӑхӑтпа тӗрӗс мар усӑ курнӑран ун пирки ҫавӑн пек каланӑ. Вӑл «Турӑ куҫӗ умӗнче пуян пулас вырӑнне хӑй валли пурлӑх» пухнӑ. Вӑл малашне ҫавӑн пек пысӑк ӗҫсем тума шутласа хуни тӗрӗс мар пулнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурӑнмалӑх нумаях юлман пулнӑ. Турӑ ӑна каланӑ: «Эсӗ кӗҫӗрех вилӗн». Ҫак тӗслӗх пире мӗнле пулӑшма пултарать? Ҫак усал тӗнче пӗтес вӑхӑт питӗ ҫывӑх. Ҫавӑнпа хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Эпӗ хам ума мӗнле тӗллевсем лартатӑп? Эпӗ мӗн кирлӗрех пулнине уйӑрса илме тӑрӑшатӑп-и? Эпӗ хамӑн ачасене хӑйсен умне мӗнле тӗллевсем лартма пулӑшатӑп? Эпӗ хамӑн вӑхӑтпа, вӑйпа тата укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ куратӑп: ҫӗр ҫинче пурлӑх пухма-и е тӳпере-и?»
14. Эпир юлашки кунсенче пурӑнни ҫинчен мӗншӗн пирӗн шухӑшламалла?
14 Эпир юлашки кунсенче пурӑнни ҫинчен шухӑшлани пире хамӑр пурнӑҫпа тӗрӗс усӑ курма пулӑшӗ. Ми́ки ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Вӑл каласа парать: «Эпӗ чӗрчунсене юрататӑп, ҫавӑнпа та шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн зоологи вӗренме университета кӗресшӗнччӗ. Ҫавӑн пекех манӑн тулли пионер пулас тата ӑҫта пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнта куҫса каяс тӗллев пурччӗ. Пухури хӑш-пӗр тӑвансем мана эсӗ карьера тума, ҫав вӑхӑтрах сӑваплӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пултарӑн-ши тесе шухӑшласа пӑхма сӗнчӗҫ. Вӗсем мана ҫак тӗнче кӗҫех пӗтесси ҫинчен, ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗ тӗнчере эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пур чӗрчуна та тӗпчеме пултаратӑн тесе аса илтерчӗҫ. Ҫавӑнпа та эпӗ аслӑ пӗлӳ илес темерӗм. Ун вырӑнне эпӗ кӗске курссем вӗренсе тухрӑм. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ хама тулли пионер пулса ӗҫлеме май паракан ӗҫ тупрӑм. Каярахпа эпӗ пулӑшу кирлӗ ҫӗре, Эквадора, куҫса кайрӑм». Халӗ Микипе унӑн упӑшки ҫав ҫӗршывра район ӗҫӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
15. Мӗншӗн пирӗн хальлӗхе ырӑ хыпара йышӑнасшӑн пулман ҫынсем ҫине ал сулмалла мар? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
15 Ҫынсем ырӑ хыпара хальлӗхе йышӑнасшӑн мар пулсан, пирӗн ҫавӑншӑн кулянма кирлӗ мар. Вӗсем улшӑнма пултараҫҫӗ. Иисусӑн шӑллӗ, Иаков, ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл Иисуспа пӗрле ӳснӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунине тата ун ҫинче Мессия ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине курнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Иисус пуринчен те лайӑхрах вӗрентнине асӑрханӑ. Ҫав-ҫавах вӑл Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан кӑна унӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑ. Вара вӑл питӗ хастарлӑ христианин пулса тӑнӑb (Иоанн 7:5; Гал. 2:9). Ҫавӑнпа та Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара хальлӗхе йышӑнасшӑн пулман тӑван-хурӑнташсен чӗрине хускатма май ҫук тесе ан шутлӑр. Ҫавӑн пекех хӑвӑра унччен итлесшӗн пулман ҫынсене те ырӑ хыпар калӑр. Эпир юлашки кунсенче пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа та пирӗн ырӑ хыпара вӑраха ямасӑр сармалла. Эпир паян ҫынсене мӗн калани каярахпа вӗсен пурнӑҫне ҫӑлма пултарать. Вӗсем пирӗн сӑмахсене пысӑк хӗн-асап пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ аса илсен те, ҫавӑн чухне те вӗсен тӗрӗс йышӑну тума май пулӗc.
Пирӗн тӑван-хурӑнташсем хальлӗхе ырӑ хыпара йышӑнасшӑн мар пулин те, мӗн пире ал усма памӗ? (15-мӗш абзаца пӑхӑр)e
ИЕГОВА АСА ИЛТЕРСЕ ТӐНИНЕ ХАКЛӐР
16. Библири чӑнлӑхсене аса илсе тӑни пире мӗнле усӑ парать? (Ҫавӑн пекех «Вӗрентме пулӑшакан чаплӑ хатӗрсем» рамкӑна та пӑхӑр.)
16 Иеговӑн организацийӗ пире валли нумай сӑнарлӑ апат хатӗрлет. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем вара, сӑмахран, кашни эрнере туса паракан доклад, jw.org сайтри хӑш-пӗр статьясемпе видеосем тата салатмалли журналсем, тӗпрен илсен, Свидетельсем пулман ҫынсем валли. Вӗсенче сӳтсе явакан чӑнлӑхсене эпир лайӑх пӗлетпӗр пулин те, вӗсене пӑхса тухни пире пурпӗр усӑ парать. Вӗсем пире Иеговӑна хытӑрах юратма, унӑн Сӑмахне хытӑрах ӗненме тата Библири чӑнлӑхсене лайӑхрах вӗрентме пулӑшӗҫ (Пс. 18:8).
17. Мӗнле лару-тӑрура эпир Библири тӗп чӑнлӑхсем ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр?
17 Эпир, Иегова Свидетелӗсем, Библири чӑнлӑхсене ҫӗнӗлле ӑнлантарса панӑ чухне кашнинче савӑнатпӑр. Ҫавӑн пекех эпир чи малтан пӗлнӗ, пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшнӑ чӑнлӑхсене те хаклатпӑр. Эпир организацирен хушусем илнӗ чухне хамӑр пӗлнӗ пек тусан лайӑхрах пулать тесе шутлатпӑр пулсан, пирӗн хамӑра кӗҫӗне хурса ҫак организацие Иегова — ӑслӑ, пурне те тума пултаракан тата пурне те тунӑ Турӑ — ертсе пынине хамӑра аса илтермелле. Эпир е пирӗн ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла тата Иегова мӗншӗн хӗн-асапа пулма пани ҫинчен шухӑшламалла. Хамӑр вӑхӑтпа, вӑйпа тата укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шутланӑ чухне эпир юлашки кунсенче пурӑннине тата вӑхӑт сахал юлнине пирӗн асра тытмалла. Айтӑр малалла та Иегова аса илтерсе тӑнине хаклар, мӗншӗн тесен вӗсем пире ҫирӗплетеҫҫӗ, ӑслӑ пулма тата Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшаҫҫӗ.
95-МӖШ ЮРӐ Чӑнлӑх ҫути ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать
a 2007 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) «Почему страданий скоро не будет» статьяна пӑхӑр, 21—25 страницӑсем.
d ӲКЕРЧӖК. Старейшинӑсен тӗлпулӑвӗнче пӗр арҫын тӑван хӑйӗн шухӑшне калать, ытти арҫын тӑвансем унпа килӗшмеҫҫӗ. Каярахпа ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ҫине пӑхса пурне те тунӑ Туррӑн ӑслӑлӑхӗпе хӑвачӗ ҫинчен шухӑшланӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй мӗн тӑвас килнинчен ытларах Туррӑн ирӗкне тӑвасси кирлӗрех пулнине ӑнланса илет.
e ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван хӑй тӗллӗн вӗреннӗ чухне эпир юлашки кунсенче пурӑннине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене тӗпчет. Ҫакӑ ӑна Иеговӑна ӗненмен аппӑшӗ патне шӑнкравлама тата ырӑ хыпар калама хавхалантарать.