31-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем
Мӗн пуррипе ҫырлахма мӗнле вӗренмелле?
«Эпӗ кирек мӗнле лару-тӑрура та мӗн пуррипе ҫырлахма вӗрентӗм» (ФЛП. 4:11).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Пархатарлӑ пулни, хамӑра кӗҫӗне хуни тата Иегова мӗн тума сӑмах пани ҫинчен шухӑшлани пире мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма мӗнле пулӑшать?
1. Мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнмалла тенине мӗнле ӑнланмалла тата ҫакӑ мӗне пӗлтермест?
ЭСИР хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пӗлекен ҫын-и? Ҫавӑн пек ҫын хӑйӗн мӗн лайӑххи пур, ҫавсемшӗн пуриншӗн те Иеговӑна пархатарлӑ тата унӑн чӗринче савӑнӑҫпа канӑҫлӑх. Унӑн мӗн те пулин ҫук пулсан, вӑл ҫавӑншӑн кулянмасть тата тарӑхмасть. Анчах та мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пӗлни вӑл пире нимӗн те кирлӗ мар тата пирӗн нимӗн те тумалла мар тенине пӗлтермест. Сӑмахран, Библи христиансене Иеговӑшӑн нумайрах ӗҫлеме хавхалантарать (Рим 12:1; 1 Тим. 3:1). Мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пӗлекен ҫын сӑваплӑ ӗҫре хӑй илес текен тивӗҫе тӳрех илмесен те, пурпӗр савӑнӑҫа ҫухатмасть.
2. Эпир хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахма пӑрахсан, ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?
2 Эпир хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахма пӑрахсан, япӑх йышӑнусем тума пултаратпӑр. Сӑмахран, кама нихӑҫан та нимӗн те ҫитмест, ҫавсем хӑйсене кирлех мар япаласене туянас тесе кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Шел пулин те, хӑш-пӗр христиансем укҫа е хӑйсене килӗшекен япаласене вӑрланӑ. Тен, вӗсем ҫакӑн пек шухӑшланӑ: «Эпӗ ҫакна тивӗҫлӗ», «Мана ҫакӑ халӗ питӗ кирлӗ» е «Каярахпа эпӗ ҫак укҫана тавӑрса парӑп». Анчах вӑрлани Турра хурлантарать тата чыссӑрлатать (Ытар. 30:9). Теприсем организацинче хӑйсем тӑвасшӑн пулнӑ ӗҫсене илейменрен алне уснӑ та Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ (Гал. 6:9). Христианинӑн пуҫне ҫавӑн пек шухӑш мӗнле кӗме пултарнӑ? Тен, вӑл майӗпен-майӗпен хӑйӗн мӗн пуррипе ҫырлахма пӑрахнӑ.
3. Филиппӑ 4:11, 12 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗн тесе шантараҫҫӗ?
3 Павел апостол «кирек мӗнле лару-тӑрура та мӗн пуррипе ҫырлахма вӗрентӗм» тесе каланӑ. (Филиппӑ 4:11, 12 вуласа парӑр.) Ҫак сӑмахсене вӑл килти арестра пулнӑ чухне ҫырнӑ. Ҫавӑн пек чухне те вӑл савӑнӑҫа ҫухатман. Вӑл мӗн пуррипе мӗнле ҫырлахса пурӑнмаллине вӗренсе ҫитнӗ. Апла пулсан, эпир те кирек мӗнле лару-тӑрура та мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пултаратпӑр. Анчах та ҫакӑ хӑйне хӑех пулса пырӗ тесе шутламалла мар. Пирӗн мӗн пуррипе ҫырлахма вӗренмелле. Ҫакна тума пире мӗн пулӑшма пултарнине пӑхса тухар.
ПАРХАТАРЛӐ ПУЛӐР
4. Пархатарлӑ пулни пире савӑнӑҫлӑ пулма тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма мӗнле пулӑшать? (1 Фессалоника 5:18).
4 Пархатарлӑ ҫын, ялан тенӗ пекех, савӑнӑҫлӑ тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнать. (1 Фессалоника 5:18 вуласа парӑр.) Сӑмахран, эпир хамӑрӑн пурӑнмалӑх мӗн пурришӗн пархатарлӑ пулсан, хамӑрӑн мӗн ҫуккишӗн, пирӗн ҫавна ҫав тери илес килсен те, ытлашши пӑшӑрханмӑпӑр. Эпир организацире хамӑра шанса панӑ ӗҫсене хаклатпӑр пулсан, хамӑра килӗшекен ӗҫсене илесси ҫинчен шутлас вырӑнне хамӑра шанса панӑ ӗҫсене мӗнле лайӑхрах тӑвасси ҫинчен шутлӑпӑр. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Библи пире кӗлӗре Иеговӑна тав тума хавхалантарать. Эпир пархатарлӑ пулсан, Турӑ пире «ҫынсем ӑнланма пултарайман канӑҫлӑх» парӗ (Флп. 4:6, 7).
5. Израильтянсен Иеговӑна пархатарлӑ пулма мӗнле сӑлтавсем пулнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
5 Израильтянсемпе мӗн пулса тухнине аса илер. Вӗсем Египетра ҫинӗ апата ҫиесшӗн пулнӑран Иеговӑна нумай хутчен ӳпкеленӗ (Йыш. 11:4—6). Паллах, пушхирте пурӑнма ҫӑмӑлах пулман. Вӗсене мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма мӗн пулӑшнӑ пулӗччӗ? Вӗсен хӑйсемшӗн Иегова мӗн туни ҫинчен шухӑшламалла пулнӑ та ҫавӑншӑн ӑна пархатарлӑ пулмалла пулнӑ. Египетра вӗсем чурасем пулнӑ тата Египет ҫыннисем хӑйсене вӗсемпе хаяррӑн тытнӑ. Анчах Иегова Египет ҫыннисем ҫине вунӑ асап янӑ та хӑйӗн халӑхне ирӗке кӑларнӑ. Израильтянсем Египетран тухнӑ чухне «Египет ҫыннисен пурлӑхне»: кӗмӗлне, ылтӑнне тата тумтирне — пухса тухса кайнӑ (Тух. 12:35, 36). Хӗрлӗ тинӗс патӗнче израильтянсем капкӑна лекнӗ пекех туйӑннӑ чухне Иегова тӗлӗнмелле майпа ҫав тинӗсӗн шывне икӗ еннелле уйӑрнӑ. Вӗсем пушхир тӑрӑх ҫӳренӗ чухне Турӑ вӗсене кашни кун манна парса тӑнӑ. Апла пулсан, мӗншӗн-ха израильтянсем апат пирки ӳпкелешнӗ? Иегова вӗсене апат ҫителӗклӗ парса тӑнӑ пулин те, вӗсем ҫавӑншӑн ӑна пархатарлӑ пулман.
Мӗншӗн израильтянсем мӗн пуррипе ҫырлахман? (5-мӗш абзаца пӑхӑр)
6. Пире пархатарлӑ пулма мӗн пулӑшӗ?
6 Сире пархатарлӑ пулма мӗн пулӑшӗ? Пӗрремӗшӗнчен, хӑвӑр пурнӑҫра мӗн лайӑххи пур, ҫавсем ҫинчен кашни кун шухӑшлӑр. Ҫавӑн пекех кунсерен эсир кун хушшинче илнӗ ик-виҫ пиллӗхе ҫырса пыма пултаратӑр (Хӳхл. 3:22, 23). Иккӗмӗшӗнчен, пархатарлӑ пулнине ӗҫсемпе кӑтартӑр. Ыттисем хӑвӑршӑн мӗн тунишӗн вӗсене тав сӑмахӗсем калӑр. Пуринчен ытла Иеговӑна кашни кун тав тӑвӑр (Пс. 74:2). Виҫҫӗмӗшӗнчен, пархатарлӑ ҫынсемпе туслашӑр. Пирӗн туссем пархатарсӑр е час-часах ӳпкелешеҫҫӗ пулсан, эпир те вӗсем пек пулса тӑма пултаратпӑр. Енчен те пирӗн туссем пархатарлӑ пулсан, вӗсен тӗслӗхӗ пире те пархатарлӑ пулма пулӑшӗ (Сак. аст. 1:26—28; 2 Тим. 3:1, 2, 5). Пархатарлӑ пулма тӑрӑшсан, эпир хамӑр йывӑрлӑхсемшӗн тата хамӑрӑн мӗн ҫуккишӗн ӳпкелешмӗпӗр.
7. Лейлӑна каллех савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнӑ?
7 Индонезире пурӑнакан Ле́йлаa акӑ мӗн каласа парать: «COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче эпӗ хама ыттисемпе танлаштарма пуҫларӑм. Мана вӗсен пурнӑҫӗ маннинчен лайӑхрах пек туйӑнатчӗ. Ҫавна пула эпӗ савӑнӑҫа ҫухатрӑм» (Гал. 6:4). Лейлӑна хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма мӗн пулӑшнӑ? Вӑл калать: «Эпӗ хама Иегова кашни кун парса тӑракан парнесем ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм. Ҫавӑн пекех эпӗ Туррӑн организацинче пулнине пула манӑн мӗн лайӑххи пурри ҫинчен шутлатӑп. Унтан эпӗ ҫавсемшӗн пуриншӗн те Иеговӑна тав тӑватӑп. Ҫакӑ мана чӑннипех телейлӗ пулма тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пулӑшрӗ». Сире йывӑр шухӑшсем пусса илме пуҫларӗҫ пулсан, эсир Лейла тунӑ пек туса пӑхма пултаратӑр.
ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР
8. Мӗншӗн Варух хуйха ӳкнӗ?
8 Пӗррехинче Варух, Иеремия пророкӑн секретарӗ, хуйха ӳкнӗ. Ӑна йывӑр ӗҫ шанса панӑ пулнӑ: унӑн Иеремийӑпа пӗрле пархатарсӑр халӑха хаяр хыпар пӗлтермелле пулнӑ. Анчах Варух Иегова мӗн тӑвасшӑн пулни ҫинчен шутлас вырӑнне хӑй мӗн тӑвасшӑн пулни ҫинчен шутлама пуҫланӑ. Иеремия урлӑ Иегова Варуха: «Эсӗ вара хӑвна валли шутсӑр нумай ыйтатӑн; ан ыйт», — тесе каланӑ (Иер. 45:3—5). Урӑхла каласан, Турӑ ӑна ҫапла каланӑ теме пулать: «Хӑвӑн хальхи лару-тӑрупа ҫырлахса пурӑн». Варух Иегова панӑ канаша итленӗ, ҫавна пула вӑл хӑйӗнпе Иегова хушшинчи туслӑха упраса хӑварнӑ.
9. Пире 1 Коринф 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем мӗне вӗрентеҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
9 Хӑш-пӗр чухне христианин пӗр-пӗр ӗҫе ыттисенчен те лайӑхрах тума пултаратӑп тесе шутлама пултарать. Тен, вӑл питӗ пултаруллӑ, ӗҫчен е Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлет. Анчах та ӑна килӗшекен ӗҫе урӑххине шанса пама пултараҫҫӗ. Ҫавӑншӑн кулянас мар тесе вӑл мӗн тума пултарать? Вӑл Павел апостол 1 Коринф 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшлама пултарать. Пирӗн кирек мӗнле пултарулӑх та, пире шанса панӑ кирек мӗнле ӗҫ те — ҫаксем пурте Иегова панӑ парнесем. Ҫаксене эпир ыттисенчен лайӑхрах пулнӑран мар, Иегова виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнӑран илнӗ (Рим 12:3, 6; Эф. 2:8, 9).
Пирӗн кирек мӗнле пултарулӑх та, пире шанса панӑ кирек мӗнле ӗҫ те — ҫаксем пурте Иегова панӑ парнесем (9-мӗш абзаца пӑхӑр)c
10. Пире хамӑра кӗҫӗне хума мӗн пулӑшӗ?
10 Пире хамӑра кӗҫӗне хума мӗн пулӑшӗ? Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани. Вӑл вилес умӗнхи каҫ мӗн пулса иртнине аса илер. Вӑл хӑй Турӑ Ывӑлӗ пулнине тата хӑйне пысӑк власть панине пӗлнӗ пулин те, апостолсен урисене ҫуса янӑ. Иоанн апостол ҫапла ҫырнӑ: «Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех хӑй аллине панине пӗлсе, ҫавӑн пекех хӑй Турӑ патӗнчен килнине тата Турӑ патне каяссине пӗлсе, сӗтел хушшинчен тӑнӑ та... ...ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та вӗренекенӗсен урисене ҫуса пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑлма пуҫланӑ» (Иоанн 13:3—5). Иисус хӑйӗн урине апостолсен ҫумалла тесе шутлама пултарнӑ. Анчах та ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне вӑл нихӑҫан та хӑйӗн пурнӑҫӗ япӑх тесе ӳпкелешмен тата Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ май манӑн пысӑк ҫурт, нумай укҫа тата канлӗ пурнӑҫ пулмалла тесе нихӑҫан та шутламан (Лука 9:58). Иисус хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Вӑл мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑннӑ. Ҫапла вӑл пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ (Иоанн 13:15).
11. Денниса хӑйӗн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма мӗн пулӑшать?
11 Нидерландра пурӑнакан Де́ннис хӑйне кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Иисусран тӗслӗх илме тӑрӑшать. Анчах та ҫакна тума ҫӑмӑлах мар. Вӑл каласа парать: «Хӑш-пӗр чухне эпӗ, сӑмахран, хам илес килнӗ ӗҫе кама та пулин урӑххине шанса панӑ чухне, хам ӑшра мӑнкӑмӑлланма тата кӳренме пуҫланине асӑрхатӑп. Вара эпӗ тӳрех хамӑра кӗҫӗне хумалли ҫинчен мӗн каланине тӗпчеме пуҫлатӑп. JW Library® приложенире эпӗ хамӑра кӗҫӗне хумалли ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркисене пӗрле пухса тег турӑм, ҫавӑнпа эпӗ ҫав сӑвӑ йӗркисене хӑвӑрт тупса вуласа тухма пултаратӑп. Ҫавӑн пекех эпӗ хамӑра кӗҫӗне хумалли ҫинчен калакан темиҫе доклада хамӑн телефон ҫине уҫласа илтӗм. Эпӗ вӗсене час-часах итлетӗпb. Эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: эпӗ мӗн тӑватӑп, ҫавсем пурте мана мар, Иеговӑна мухтава кӑлармалла. Хамӑр ҫинчен ытлашши шутламалла мар, вӗт эпир мӗн туни, Иегова мӗн тунипе танлаштарсан, питӗ пӗчӗккӗ». Сире пухура хӑвӑр мӗнле вырӑн йышӑнни ҫырлахтармасть пулсан, хӑвӑра ытларах кӗҫӗне хума пулӑшакан утӑмсем тӑвӑр. Ҫакӑ сире хӑвӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме, телейлӗ пулма тата хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пулӑшӗ (Иак. 4:6, 8).
ИЕГОВА МӖН ТУМА СӐМАХ ПАНИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР
12. Иегова сӑмах панисенчен хӑшӗсем пире телейлӗ пулма тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пулӑшаҫҫӗ? (Исаия 65:21—25).
12 Пире телейлӗ пулма, мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма тата мӗн пулӑшма пултарать? Иегова чаплӑ пуласлӑх туса пама сӑмах пани ҫинчен шухӑшлани. Исаия кӗнекинче Иегова пире мӗн тери йывӑр пулнине пӗлни ҫинчен тата вӑл ҫав йывӑрлӑхсене пурне те пӗтерме сӑмах пани ҫинчен каланӑ. (Исаия 65:21—25 вуласа парӑр.) Пирӗн пурин те хитре те хӑтлӑ ҫурт, кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫ тата нумай усӑллӑ та тутлӑ апат пулӗ. Эпир нихӑҫан та хамӑрпа е хамӑр ачасемпе мӗн те пулин япӑххи пулса тухӗ тесе хӑрамӑпӑр (Ис. 32:17, 18; Иез. 34:25). Иегова хӑй мӗн тума сӑмах панине пурне те пурнӑҫласси пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те ҫук.
13. Хамӑрӑн пулас шанчӑк ҫинчен шухӑшлани пире йывӑрлӑхсемпе кӗрешме мӗнле пулӑшать?
13 Пирӗн уйрӑмах халӗ Турӑ мӗн тума сӑмах пани ҫинчен час-часах шухӑшламалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр тата пирӗн пурин те йывӑрлӑхсем пур (2 Тим. 3:1). Иегова пире вӑй тата ӑслӑлӑх парса кашни кун пулӑшать (Пс. 144:14). Унсӑр пуҫне, пире ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнас шанчӑк хамӑр йывӑрлӑхсемпе кӗрешме пулӑшать. Тен, эсир нумай ӗҫлетӗр, анчах та укҫи вара ҫемьене мӗн кирлине илме аран-аран ҫитсе пырать. Ҫакӑ эсир яланах чухӑн пуласса пӗлтерет-и? Ҫук, пӗлтермест. Иегова райра сире мӗн кирлине пурне те пама — чылай, чылай ытларах пама — сӑмах парать (Пс. 9:19; 71:12—14). Тен, эсир вӑраха кайнӑ чирпе, депрессипе е урӑх йывӑр чирпе чирлетӗр. Ҫакӑ эсир яланах асапланассине тата нихӑҫан та сывӑ пулас ҫуккине пӗлтерет-и? Ҫук, пӗлтермест. Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче чир-чӗр те, вилӗм те пулмӗ (Ӳлӗм. 21:3, 4). Ҫак шанчӑк пире усалланса кайма памасть, халех телейлӗ пулма пулӑшать. Пирӗнпе кам та пулин хӑйне тӗрӗс мар тытрӗ пулсан та, пирӗн ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин вилчӗ пулсан та е пирӗнпе кирек мӗнле инкек пулсан та, эпир пурпӗр савӑнӑҫлӑ пулма тата чӗрере канӑҫлӑх туйма пултаратпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир «пирӗн асапсем... кӗске вӑхӑтлӑха» пулнине тата Иегова ҫӗнӗ тӗнчере пире вӗсенчен пуринчен те яланлӑхах хӑтарассине пӗлетпӗр (2 Кор. 4:17, 18).
14. Пирӗн хамӑр шанчӑка мӗнле ҫирӗплетмелле?
14 Шанчӑк пире телейлӗ пулма тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пулӑшнине куртӑмӑр ӗнтӗ. Апла пулсан, пирӗн ӑна ҫирӗплетмелле. Ҫавна мӗнле тума пулать? Хӑш-пӗр чухне ҫыннӑн аякрине уҫӑмлӑрах курас тесен куҫлӑх тӑхӑнмалла. Пирӗн вара, пулас рая уҫӑмлӑн курас тесен, хамӑра унта пурӑнни пек курма тӑрӑшмалла. Эсир хӑвӑр ҫемйӳне мӗнле тӑрантарса усрамалли ҫинчен яланах пӑшӑрханатӑр пулсан, пулас райра хӑвӑр мӗнле пурӑнасси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр — унта укҫа та кирлӗ пулмасть, парӑмсем те пулмӗҫ, чухӑнлӑх та пулмӗ. Эсир хӑвӑра пӗр-пӗр ӗҫ шанса паманшӑн кулянатӑр пулсан, хӑвӑрпа пин-пин ҫул иртнӗ хыҫҫӑн мӗн пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Эсир пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулса тӑратӑр, пурнӑҫпа савӑнса пурӑнатӑр (1 Тим. 6:19). Ҫавӑн чухне те эсир ҫавӑншӑн пӑшӑрханӑр-ши? Халӗ эпир нумай мӗн ҫинчен пӑшӑрханатпӑр, ҫавӑнпа та пире пулас пиллӗхсем ҫинчен шухӑшлама ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Анчах та эпир Иегова пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнче ҫинчен нумайрах та нумайрах шухӑшлатпӑр пулсан, вара вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫавна тума пире ҫӑмӑлрах та ҫӑмӑлрах пулӗ.
15. Криста каласа панинчен эсир мӗне вӗренме пултаратӑр?
15 Унччен асӑннӑ Деннис арӑмне, Кристӑна, шанчӑк мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Вӑл каласа парать: «Хамӑн чире пула манӑн мышцӑсем питӗ вӑйсӑр. Ҫавӑнпа эпӗ утма пултараймастӑп, инвалид креслипе ҫеҫ куҫса ҫӳретӗп тата нумай вӑхӑт хушши вырӑн ҫинче кӑна выртатӑп. Манӑн кашни кун ыратать. Нумаях пулмасть тухтӑр мана сирӗн сывлӑх самайланасса кӗтме кирлӗ мар терӗ. Эпӗ тӳрех ҫапла шутларӑм: „Ҫук, самайланать. Вӑл пуласлӑх ҫине эпӗ пӑхнӑ пек пӑхмасть“. Эпӗ хамӑн шанчӑк ҫинчен шухӑшлатӑп, ҫакӑ вара ман чуна канӑҫлӑх парать. Ҫак тӗнчере манӑн асапланса пурӑнма тивет пулин те, ҫӗнӗ тӗнчере эпӗ савӑнса ҫеҫ пурӑнӑп».
«УНРАН ХӐРАКАНСЕМ ҪИТМЕННИ МӖННЕ ПӖЛМӖҪ»
16. Мӗншӗн Давид патша Иеговӑран хӑракансем «ҫитменни мӗнне пӗлмӗҫ» тенӗ?
16 Эпир хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр пулсан та, пирӗн пурпӗр йывӑрлӑхсем пулӗҫ. Давид патша ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Сахалтан та унӑн виҫӗ ывӑлӗ вилнӗ. Давида тӗрӗс мар айӑпланӑ, тусӗсем унпа сутӑнчӑкла хӑтланнӑ тата унӑн хӑйне вӗлересшӗн пулнӑ Саул патшаран нумай ҫул хушши тарса ҫӳреме тивнӗ. Ҫак йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах вӑл Иегова пирки ҫапла каланӑ: «Унран хӑракансем ҫитменни мӗнне пӗлмӗҫ» (Пс. 33:10, 11). Эпир те пирӗн пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулмаҫҫӗ тесе шутламастпӑр. Анчах та эпир Иегова пире мӗн кирлине веҫех парасса ҫирӗп шанатпӑр (Пс. 144:16). Турӑ пире кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшӗ, ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫпа чун канӑҫлӑхне те упраса хӑварма пулӑшӗ.
17. Мӗншӗн пирӗн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма вӗренмелле?
17 Иегова пире ыррине ҫеҫ сунать (Пс. 130:1, 2). Вӑл пире мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма вӗрентет. Ҫавӑнпа ҫак статьяри канашсене тытса тӑма тӑрӑшӑр: пархатарлӑ пулӑр, хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр тата хӑвӑр шанчӑку ҫинчен шухӑшлӑр. Вара эсир те ҫапла калама пултаратӑр: «Эпӗ... мӗн пуррипе ҫырлахма вӗрентӗм» (Флп. 4:11).
118-МӖШ ЮРӐ «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
b Сӑмахран, jw.org сайтра «Иегова заботится о смиренных» тата «Гибели предшествует гордость» ятлӑ видеосем пӑхӑр.
c ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван пирӗн организацин ҫуртне пӑхса-юсаса тӑрать; илтмен ҫынсен чӗлхине вӗреннӗ хӗрарӑм тӑван район конгресӗнче интервью парать; арҫын тӑван сӑмах тухса калать.