УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
Тӗпчӗр те мӗн пӗлнине ыттисене каласа парӑр
Библи вӗренни пире савӑнӑҫпа вӑй парать. Анчах та хамӑр мӗн пӗлнине ыттисене каласа паратпӑр пулсан, ҫакӑ пире тата ытларах хавхалантарӗ. Ытарӑшсем 11:25-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Ыттисене ӗҫтерекене хӑйне те ӗҫтерӗҫ».
Эпир хамӑр мӗн пӗлнине ыттисене каласа паратпӑр пулсан, ӑна лайӑхрах астуса юлатпӑр тата тарӑнрах ӑнланатпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир Библири хаклӑ чӑнлӑхсене ыттисене каласа панипе телейлӗрех пулса тӑратпӑр (Ап. ӗҫ. 20:35).
Ҫакна туса пӑхӑр. Ку эрнере хӑвӑр тӗллӗн вӗреннӗ чухне мӗн пӗлнине кама та пулин каласа пама тӑрӑшӑр. Ҫакна эсир килтисене, пухури тӑвансене, пӗрле ӗҫлекене, пӗр класра вӗренекене, кӳршӗне е ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулнӑ ҫынна каласа пама пултаратӑр. Ӑнланмалла тата хӑвӑр сӑмахусемпе каласа парӑр.
Ҫакна асра тытӑр. Сирӗн тӗллев — ыттисене тӗлӗнтересси мар, вӗсене хавхалантарасси (1 Кор. 8:1).