Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 август 8—13 с.
  • Иегова хӑвна юратнине ӗнен

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иегова хӑвна юратнине ӗнен
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНШӖН ПИРӖН ИЕГОВА ХАМӐРА ЮРАТНИНЕ ӖНЕНМЕЛЛЕ?
  • ИЕГОВА ХАМӐРА ЮРАТНИНЕ ӖНЕНМЕ ПИРЕ МӖН ПУЛӐШӖ?
  • ИИСУС ПИРЕ ХАМӐРА ИЕГОВА ЮРАТНИНЕ ӖНЕНМЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШАТЬ?
  • ИЕГОВА ХӐВӐРА ЮРАТНИНЕ ХЫТӐРАХ ТА ХЫТӐРАХ ӖНЕНӖР
  • Иегова сире ҫепӗҫҫӗн юратать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Тӳлесе илме панӑ парне Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Ырӑ хыпар сарма сире юрату хавхалантарса тӑтӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 август 8—13 с.

33-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

4-МӖШ ЮРӐ Иегова — манӑн Кӗтӳҫӗм

Иегова хӑвна юратнине ӗнен

«Эпӗ сана чунтан парӑнса юратнипе хампа ҫывӑхлантартӑм» (ИЕР. 31:3, ҪТ).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Мӗншӗн пирӗн хамӑра Иегова юратнине ӗненмелле тата ҫакна тума пире мӗн пулӑшӗ?

1. Мӗншӗн эсӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

ЭСӖ хӑвӑн пурнӑҫна Иеговӑна мӗнле халалланине астӑватӑн-и? Эсӗ Турра пӗлнӗрен тата ӑна юратнӑран ҫавӑн пек йышӑну турӑн. Эсӗ кӗлӗре унӑн ирӗкне пурнӑҫласси хӑвӑн пурнӑҫунта чи кирли пулать тесе тата ӑна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа тата пӗтӗм вӑй-халупа юратма сӑмах патӑн (Марк 12:30). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсӗ ӑна хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫларӑн. Енчен те кам та пулин санран: «Эсӗ чӑнах та Иеговӑна юрататӑн-и?» — тесе ыйтсан, эсӗ пӗр иккӗленмесӗр: «Эпӗ ӑна пуринчен те ытларах юрататӑп», — тесе хуравланӑ пулӑттӑн.

Хӗрарӑм тӑван хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалланине тата шыва кӗнине аса илнине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) вӑл уҫӑ сывлӑшра кӗлтуса ларать; 2) ӑна юханшывра шыва кӗртеҫҫӗ.

Эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна Иеговӑна халалласа шыва кӗнӗ чухне Иеговӑна мӗн тери хытӑ юратнине астӑватӑн-и? (1-мӗш абзаца пӑхӑр)


2, 3. а) Пирӗн хамӑра мӗн пирки ӗнентермелле? (Иеремия 31:3, ҪТ). ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Анчах та кам та пулин санран: «Иегова сана чӑнах та юратать-и?» — тесе ыйтсан, эсӗ мӗн калӑн? Эсӗ унӑн юратӑвне тивӗҫлӗ мар тесе шутласа хуравлама иккӗленсе тӑрӑн-ши? Пӗр хӗрарӑм тӑванӑн йывӑр ачалӑх пулнӑ, вӑл ҫапла каласа парать: «Эпӗ хам Иеговӑна юратнине пӗлетӗп. Ҫакӑн пирки манӑн пӗр иккӗленӳ те ҫук. Анчах вӑл мана юратни пирки манӑн час-часах иккӗленӳсем сиксе тухаҫҫӗ». Апла, Иегова пире чӑннипех юратнине пӗлме пире мӗн пулӑшӗ?

3 Иегова хӑй сана юратни пирки санӑн пӗр иккӗленӳ те ан пултӑр тет. (Иеремия 31:3 [ҪТ] вуласа парӑрa.) Вӑл сана юратнӑран хӑйӗнпе ҫывӑхлантарнӑ. Эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна ӑна халалласа шыва кӗрсен, вӑл сана питӗ хаклӑ парне — хӑй чунтан парӑнса юратнине — парнеленӗ. Ҫакӑ вӑл сана питӗ хытӑ юратнине тата сана нихӑҫан та хӑварас ҫуккине пӗлтерет. Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене чунтан парӑнса юратнӑран вӗсем пирки «Манӑн еткерлӗхӗм» тет, ҫавӑнпа эсӗ те уншӑн питӗ хаклӑ (Мал. 3:17). Иегова санӑн туйӑмусем Павел апостолӑнни пекех пулччӑр тет. Унӑн хӑйне Иегова юратни пирки пӗр иккӗленӳ те пулман, ҫавӑнпа вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп: вилӗм те, пурнӑҫ та, ангелсем те, патшалӑхсем те, хальхи те, пуласси те, вӑйсем те, ҫӳлти те, аялти те, Турӑ тунисенчен нихӑшӗ те пире Туррӑн юратӑвӗнчен — Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартса тӑракан юратуран — уйӑрма пултараймасть» (Рим 8:38, 39). Ҫак статьяра эпир Иегова пире юратни пирки мӗншӗн пирӗн хамӑра ӗнентерсех тӑмаллине тата ҫакна тума пире мӗн пулӑшма пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

МӖНШӖН ПИРӖН ИЕГОВА ХАМӐРА ЮРАТНИНЕ ӖНЕНМЕЛЛЕ?

4. Шуйттан пире мӗнле суяна ӗнентересшӗн тата эпир Шуйттана мӗнле хирӗҫ тӑма пултаратпӑр?

4 Иегова хамӑра юратнине ӗненни пире «Шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ» тӑма пулӑшать (Эф. 6:11). Шуйттан пире Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарас тесе тем тума та хатӗр. Вӑл усӑ куракан чее меслетсенчен пӗри — Иегова пире юратмасть тесе шутлаттарасси. Анчах та ҫакӑ сӗмсӗр суя! Библире Шуйттана арӑсланпа танлаштарнӑ (1 Пётр 5:8, 9). Арӑслан вӑйсӑр та хӑйсене хӳтӗлеме пултарайман чӗрчунсем ҫине тапӑнать. Ҫавӑн пекех Шуйттан та пирӗн ҫине тапӑнас тесе майлӑ вӑхӑта кӗтсе тӑрать. Сӑмахран, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене пула, хамӑрпа унччен пулса иртнӗ чуна ыраттаракан ӗҫсене пула е малашне мӗн пуласси пирки хӑранине пула эпир халран кайма пултаратпӑр, Шуйттан вара ҫакӑнпа усӑ куратех (Ытар. 24:10). Шуйттана хирӗҫ тӑма пире мӗн пулӑшӗ? Иегова пире юратни пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те ан пултӑр тесе мӗн кирлине веҫех тумалла (Иак. 4:7).

5. Мӗншӗн пирӗн хамӑра Иегова юратнине туймалла?

5 Иегова хамӑра юратнине ӗненни пире унпа ытларах та ытларах ҫывӑхланма пулӑшать. Мӗншӗн эпир ҫавӑн пек калама пултаратпӑр? Пирӗн юратас килет тата хамӑра юраттарас килет, мӗншӗн тесен Иегова пире ҫавӑн пек тунӑ. Кам та пулин пире юратать пулсан, ҫакӑ пире те ӑна юратма хавхалантарать. Ҫавӑнпа та эпир Иеговӑн юратӑвне мӗн чухлӗ нумайрах туйса тӑратпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах ӑна юратма пуҫлатпӑр (1 Иоанн 4:19). Мӗн чухлӗ хытӑрах эпир Иеговӑна юрататпӑр, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах вӑл пире юратать. Библире ҫакӑн пирки тӳррӗн ҫапла каланӑ: «Турӑпа ҫывӑхланӑр, вара вӑл та сирӗнпе ҫывӑхланӗ» (Иак. 4:8). Иегова хамӑра юратни пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те ан пултӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

ИЕГОВА ХАМӐРА ЮРАТНИНЕ ӖНЕНМЕ ПИРЕ МӖН ПУЛӐШӖ?

6. Иегова хӑвӑра юратни пирки сирӗн иккӗленӳсем пур пулсан, эсир мӗн тума пултаратӑр?

6 Иеговӑна мӗншӗн вӑл хӑвӑра юратнине ӑнланма пулӑшсам тесе яланах кӗлтӑвӑр (Лука 18:1; Рим 12:12). Иеговӑран — кирлӗ пулсан, кашни кун тата нумай хутчен — хӑвӑр ҫине хӑй пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшсам тесе ыйтӑр. Пире хамӑр чӗре айӑплать пулсан, Иегова хамӑра юратнине ӗненме пире йывӑр пулма пултарать. Анчах та Иегова пирӗн чӗререн аслӑрах пулнине пирӗн асра тытмалла (1 Иоанн 3:19, 20). Вӑл пире хамӑртан та лайӑхрах пӗлет. Иегова пирӗнте лайӑх енсене курать, эпир вара хамӑрта ҫавӑн пек лайӑх енсем пурри пирки, тен, шутламан та (1 Пат. 16:7; 2 Ҫул. 6:30). Ҫавӑнпа та хӑвӑр чӗрӳнте мӗн пуррине ӑна уҫса парӑр тата унран вӑл хӑвӑра юратнине ӗненме пулӑшсам тесе ыйтӑр (Пс. 61:9). Унтан вара малалла илсе панӑ канашсемпе усӑ курӑр.

7, 8. Псаломсен кӗнекинчи сӑмахсем Иегова пире юратать тесе мӗнле шантараҫҫӗ?

7 Иегова мӗн каланине ӗненӗр. Библие Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ. Ҫавӑнпа та ҫак кӗнекере мӗн калани пурте тӗрӗс. Сӑмахран, Иегова ҫынсемшӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшни пирки Давид акӑ мӗн ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать, Вӑл йӑваш кӑмӑллисене [«хуйха ӳкнисене», ҪТ] ҫӑлать» (Пс. 33:19). Хуйха ӳкнӗ чухне эсӗ хӑвна тӑр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйма пултаратӑн. Ҫавӑн пек чухне Иегова санпа ҫывӑх тӑрать, мӗншӗн тесен вӑл сана ҫав вӑхӑтра хӑйӗн пулӑшӑвӗ нихҫанхинчен те ытларах кирлӗ пулнине пӗлет. Тепӗр псаломра Давид ҫапла ҫырнӑ: «Манӑн куҫҫулӗме Хӑвӑн савӑтна яр» (Пс. 55:9). Вӑл эсӗ хуйхӑрнине тата санӑн чуну ыратнине пӗлет. Ӑна эсӗ асапланнине курма питӗ хӗн. Сӑнарлӑ каласан, Иегова санӑн куҫҫулӳсене пухать те ҫепӗҫҫӗн упрать. Пушхирпе пыракан ҫыншӑн шыв питӗ хаклӑ пулнӑ пекех, Иеговӑшӑн та санӑн куҫҫулӳсем питӗ хаклӑ. Псалом 138:3-мӗшӗнче эпир ҫапла вулатпӑр: «Саншӑн манӑн пӗтӗм ҫулӑм-йӗрӗм паллӑ». Иегова санӑн пӗтӗм ҫулна курать, анчах пуринчен ытла вӑл эсӗ тӑвакан ырӑ ӗҫсем ҫине пӑхать (Евр. 6:10). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл эсӗ хӑйне юрама тӑрӑшнине хаклатьb.

8 Библире ҫавӑн пек чуна йӑпатакан сӑвӑ йӗркисем нумай. Ҫав сӑвӑ йӗркисем урлӑ Иегова ҫапла калать теме пулать: «Манӑн сана ҫакна калас килет: „Эсӗ маншӑн питӗ хаклӑ тата эпӗ сана питӗ хытӑ юрататӑп“». Анчах Шуйттан сана хӑвна Иегова юратмасть тесе ӗнентересшӗн. Ҫавӑнпа та тепрехинче, Иегова хӑвна юратни пирки иккӗленме пуҫланӑ чухне, чарӑнса тӑр та хӑвна ҫакӑн пек ыйту пар: «Кама эпӗ ӗненӗп: „суя ашшӗне-и“ е „чӑнлӑх Туррине-и“?» (Иоанн 8:44; Пс. 31:5, ҪТ).

9. Иегова хӑйне юратакансене мӗн тума сӑмах парать? (Тухни 20:5, 6).

9 Иегова хӑйне юратакансем ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен шухӑшлӑр. Иегова Моисее тата израильтянсене мӗн каланине аса илер. (Тухни 20:5, 6 вуласа парӑр.) Турӑ хӑйне юратакансене ырӑлӑх пама, урӑхла каласан, чунтан парӑнса юратма сӑмах парать. Иегова — чунтан парӑннӑ Турӑ, апла пулсан, вӑл хӑйне юратакансене нихӑҫан та юратма пӑрахмӗ (Неем. 1:5). Ҫавӑнпа та эсӗ хӑвна Иегова юратни пирки иккӗленме пуҫласан, чарӑнса тӑр та хӑвӑнтан ҫапла ыйт: «Эпӗ Иеговӑна юрататӑп-и?» Унтан ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑх: эсӗ Иеговӑна юрататӑн пулсан тата ӑна савӑнтарма тӑрӑшатӑн пулсан, апла вӑл та сана хытӑ юратать (Дан. 9:4; 1 Кор. 8:3). Урӑхла каласан, эсӗ хӑв Иеговӑна юратни пирки иккӗленместӗн пулсан, мӗншӗн-ха вара санӑн вӑл хӑвна юратни пирки иккӗленмелле? Вӑл сана яланах юратӗ тата нихӑҫан та хӑвармӗ.

10, 11. Тӳлесе илме панӑ парне ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? (Галати 2:20).

10 Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшлӑр. Иисус Христос тӳлесе илме панӑ парне — Иегова этемлӗхе панӑ чи пысӑк парне (Иоанн 3:16). Анчах та Иисус саншӑн та вилнӗ тесе калама пулать-и? Пулать. Павел апостола аса илер. Христианин пулса тӑриччен вӑл йывӑр ҫылӑхсем тунӑ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та унӑн хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе кӗрешмелле пулнӑ (Рим 7:24, 25; 1 Тим. 1:12—14). Ҫав-ҫавах вӑл тӳлесе илме панӑ парне пирки хӑйне Иегова панӑ парне тесе шутланӑ. (Галати 2:20 вуласа парӑр.) Иегова Павела ҫавӑн ҫинчен Библире ҫырса хума хавхалантарнӑ. Библире мӗн ҫырнине пурне те пире вӗрентес тесе ҫырнӑ (Рим 15:4). Иегова сана та тӳлесе илме панӑ парне ҫине хӑвна панӑ парне ҫине пӑхнӑ пек пӑхтарасшӑн. Эсӗ тӳлесе илме панӑ парне ҫине шӑп ҫавӑн пек пӑхатӑн пулсан, ҫакӑ сана хӑвна Иегова юратнине тата хытӑрах ӗненме пулӑшӗ.

11 Иегова Иисуса ҫӗр ҫине пирӗншӗн вилме янӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Анчах та Иисус ҫӗр ҫине тепӗр сӑлтава пула та — ҫынсене Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха каласа пама та — килнӗ (Иоанн 18:37). Сӑмахран, Иисус Иегова хӑйӗн ачисене мӗн тери хытӑ юратни ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентнӗ.

ИИСУС ПИРЕ ХАМӐРА ИЕГОВА ЮРАТНИНЕ ӖНЕНМЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШАТЬ?

12. Мӗншӗн эпир Иисус Иегова ҫинчен мӗн каласа панине ӗненме пултаратпӑр?

12 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ӑна ҫынсене Иегова ҫинчен каласа пама питӗ килӗшнӗ (Лука 10:22). Эпир Иисусӑн сӑмахӗсене ӗненме пултаратпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл тӳпере Турӑпа пӗрле миллиард-миллиард ҫул пурӑннӑ (Кол. 1:15). Иисус хӑйне Иегова мӗн тери хытӑ юратнине пӗлет. Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн Ашшӗ шанчӑклӑ ангелсене тата хӑйӗн ҫӗр ҫинчи шанчӑклӑ ывӑлӗсемпе хӗрӗсене мӗнле юратнине те пӗлет. Иисус пире хамӑра Турӑ юратнине ӗненме мӗнле пулӑшать?

13. Иисус пире Иегова ҫине мӗнле пӑхтарасшӑн?

13 Иисус пире Иегова ҫине хӑй пӑхнӑ пек пӑхма вӗрентесшӗн. Евангелисенче Иисус Иегова пирки 160 хут ытла «Атте» тенӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ чухне вӑл «сирӗн ҫӳлти Аҫӑр» тата «сирӗн Аҫӑр» сӑмахсемпе усӑ курнӑ (Матф. 5:16; 6:8). Иисус ҫӗр ҫине киличчен Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем Иегова пирки каланӑ чухне тӗрлӗ титулсемпе, сӑмахран, «Пурне те Тума Пултаракан», «Ҫӳлти Турӑ» тата «Пултаракан» текен титулсемпе, усӑ курнӑ. Анчах Иисус Иегова пирки час-часах пирӗн «Атте» тенӗ. Ҫакӑнтан Иисус пире Иегова ҫине хӑйӗн хаклӑ ачисемшӗн тӑрӑшакан тата юратакан Атте ҫине пӑхнӑ пек пӑхтарасшӑн пулни курӑнса тӑрать. Айтӑр Иисус «Атте» текен сӑмахпа усӑ курнӑ икӗ тӗслӗхе пӑхса тухар.

14. Пирӗн ҫӳлти Атте пире кашнине хакланине Иисус мӗнле кӑтартса панӑ? (Матфей 10:29—31). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

14 Чи малтан Матфей 10:29—31 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсене сӳтсе явӑпӑр. Унта ҫерҫисем ҫинчен каланӑ. Ҫак кайӑксем Иеговӑна юратма тата пуҫҫапма пултараймаҫҫӗ пулин те, вӑл вӗсенчен кашнине асӑрхать. Апла пулсан, Иегова пирӗншӗн тата ытларах тӑрӑшать, мӗншӗн тесен эпир ӑна юрататпӑр тата уншӑн ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех Иисус пирӗн Атте пирӗн пуҫ ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулнине те пӗлет тенӗ. Иегова пирӗн ҫинчен ҫавӑн пек вак-тӗвексене пӗлет пулсан, вӑл пирӗншӗн чун-чӗререн тӑрӑшасси пирки пирӗн иккӗленме кирлӗ мар. Чӑнах та, Иисус пирӗн ҫӳлти Аттешӗн пирӗнтен кашни питӗ хаклӑ пулнине кӑтартасшӑн пулни курӑнать.

Иисус ҫӗр ҫине вӗҫсе анакан ҫерҫи ҫине тӗллесе кӑтартать. Вӗренекенӗсем Иисуса тимлӗ итлеҫҫӗ.

Иегова кашни ҫерҫие асӑрхать пулсан, вӑл сана — хӑйне юратакана тата хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракана — тата ытларах хаклать паллах! (14-мӗш абзаца пӑхӑр)


15. Иоанн 6:44-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсенчен эпир хамӑрӑн ҫӳлти Атте ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

15 Акӑ Иисус «Атте» текен сӑмахпа усӑ курнӑ иккӗмӗш тӗслӗх. (Иоанн 6:44 вуласа парӑр.) Иегова хӑй сана хӑй патне илсе пынӑ — сана хӑйне пӗлме тата юратма пулӑшнӑ. Мӗншӗн вӑл ҫавна тунӑ? Вӑл санӑн чӗрӳ лайӑх пулнине курнӑ (Ап. ӗҫ. 13:48). Иоанн 6:44-мӗшӗнчи сӑмахсене каланӑ чухне Иисус Иеремия 31:3-мӗшӗнче илсе панӑ Иеговӑн сӑмахӗсем ҫине тимлеттернӗ пулас. Ҫав сӑвӑ йӗркинче Иегова хӑйӗн халӑхне ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана чунтан парӑнса юратнипе хампа ҫывӑхлантартӑм» (Иер. 31:3, ҪТ; Осия 11:4 танлаштарӑр). Ҫакӑ мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Пирӗн юратакан ҫӳлти Атте санра хӑв асӑрхаман лайӑх енсене те курса тӑрать.

16. а) Иисус мӗне вӗрентнӗ тата ӑна ӗненме пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур? ӑ) Иегова чи лайӑх Атте пулнине пӗлме пире мӗн пулӑшӗ? («Иегова — чи лайӑх Атте» ятлӑ рамкӑна пӑхӑр.)

16 Иегова пирки пирӗн Атте тенипе Иисус пире кашнине ҫапла калать теме пулать: «Иегова манӑн Атте ҫеҫ мар, вӑл — санӑн Аҫу та. Ҫакна шанса тӑр: вӑл сана питӗ хытӑ юратать». Ҫавӑнпа та эсӗ хӑш-пӗр чухне хӑвна Иегова юратни пирки иккӗленме пуҫласан, тӳрех Иисус мӗне вӗрентнине аса ил. Мӗншӗн тесен вӑл пирӗн Аттене пуринчен те лайӑхрах пӗлет тата яланах тӗрӗссине калать (1 Пётр 2:22).

«Иегова — чи лайӑх Атте»

Пирӗн Атте, Иегова — хӑватлӑ, тӗрӗслӗхе юратакан, ӑслӑ тата юратакан Турӑ. Вӑл хӑйне юратакан ачисемшӗн яланах тӑрӑшать.

Пӗр хӗрарӑм тӑванпа ашшӗ хӑйне час-часах япӑх тытнӑ. Ҫав хӗрарӑм тӑван Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен пӗлни хӑйне мӗнле пулӑшни ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ача чухне эпӗ аттерен хӑраттӑмччӗ. Анчах халӗ, Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, эпӗ лайӑх аттен мӗнле пулмаллине ӑнланса илтӗм. Эпӗ хама Иегова юратнине пӗлетӗп, эпӗ те хамӑн Аттене, Иеговӑна, юрататӑп». Иеговӑн лайӑх енӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн тепӗр христианин ҫапла каланӑ: «Иегова — чи лайӑх Атте».

Иегова чӑннипех чи лайӑх Атте пулнине эсир унӑн паха енӗсем ҫинчен пирӗн публикацисене тӗпчесе пӗлме пултаратӑр.

ИЕГОВА ХӐВӐРА ЮРАТНИНЕ ХЫТӐРАХ ТА ХЫТӐРАХ ӖНЕНӖР

17. Мӗншӗн пирӗн хамӑра Иегова юратнине хытӑрах та хытӑрах ӗненес тесен малашне те вӑй хумалла?

17 Пирӗн хамӑра Иегова юратнине хытӑрах та хытӑрах ӗненес тесен малашне те вӑй хумалла. Шуйттан пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарас тесе тем тума хатӗр пулнине эпир унччентерех пӑхса тухрӑмӑр ӗнтӗ. Вӑл пире халран ярасшӑн тата парӑнтарасшӑн. Ҫавӑнпа та вӑл малашне те пире хамӑра Иегова юратмасть тесе ӗнентерме тӑрӑшӗ. Анчах эпир ҫак суяна ӗненесшӗн мар (Иов 27:5).

18. Эсир Иегова хӑвӑра юратнине хытӑрах ӗненес тесе мӗн тума пултаратӑр?

18 Турӑ хӑвна юратнине хытӑрах ӗненес тесе эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Иеговӑран кӗлӗре хӑвӑн ҫине хӑй пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшсам тесе ыйт. Библире вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшни ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркисене вула. Иегова хӑйне юратакансене яланах юратнине асра тыт. Тӳлесе илме панӑ парне ҫине хӑвна панӑ парне ҫине пӑхнӑ пек пӑх. Иисус каланӑ пек, Иегова санӑн ҫӳлти Аҫу пулнине ӗнен. Вара санран кам та пулин: «Эсӗ хӑвна Иегова юратнине ӗненетӗн-и?» — тесе ыйтсан, эсӗ тӳрех, пӗр иккӗленмесӗр ҫапла калӑн: «Ҫапла, ӗненетӗп! Эпӗ кашни кун ӑна юратнине кӑтартас тесе мӗн кирлине веҫех тума тӑрӑшатӑп!»

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн пирӗн Иегова хамӑра юратнине ӗненмелле?

  • Иегова хамӑра юратнине ӗненме пире мӗн пулӑшӗ?

  • Иисус пире хамӑра Иегова юратнине ӗненме мӗнле пулӑшать?

154-МӖШ ЮРӐ Нихӑҫан пӗтми юрату

a Иеремия 31:3, ҪТ: «Иегова ман пата аякран килчӗ те каларӗ: „Эпӗ сана ӗмӗрлӗх юратупа юратрӑм. Акӑ мӗншӗн эпӗ сана чунтан парӑнса юратнипе хампа ҫывӑхлантартӑм“».

b Иегова пире юратнине кӑтартакан ытти сӑвӑ йӗркисене тупас тесе «Кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан Библири сӑвӑ йӗркисем» ятлӑ кӗнекери «Хамӑра ниме тӑман ҫын пек туйни» текен темӑна пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр