34-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх
Иегова хӑвна каҫарнине ӗнен
«Эсӗ... мана ҫылӑхӑм айӑпӗнчен каҫартӑн» (ПС. 31:5).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Эпир ӳкӗнсен Иегова пире каҫарать тесе шантарать Библи. Мӗншӗн пирӗн ҫакна ӗненмелле?
1, 2. Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарсан, эпир хамӑра мӗнле туятпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
ДАВИД патша хӑй тунӑ ҫылӑхсемшӗн питӗ куляннӑ (Пс. 39:13; 50:1, 2, 5). Анчах вӑл ӳкӗннӗ, Иегова вара ӑна каҫарнӑ (2 Пат. 12:13). Давид хӑйне Иегова каҫарнине ӑнланса илсен питӗ савӑннӑ (Пс. 31:1).
2 Давид пекех, эпир те хамӑра Иегова хӗрхеннине тата вӑл пирӗн ҫылӑхсене каҫарнине ӑнланса илсен савӑнатпӑр. Иегова пирӗн йывӑр ҫылӑхсене те каҫарма хатӗр пулнине пӗлни чуна йӑпатать. Анчах та вӑл пире каҫартӑр тесен пирӗн чун-чӗререн ӳкӗнмелле, хамӑр ҫылӑхсене йышӑнмалла тата ҫав ҫылӑхсене урӑх тӑвас мар тесе мӗн кирлине веҫех тумалла (Ытар. 28:13; Ап. ӗҫ. 26:20; 1 Иоанн 1:9). Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарсан, вӗсем ҫинчен пире аса илтерсе тӑмӗ тата вӗсемшӗн наказани памӗ — ҫакӑ питӗ савӑнтарать (Иез. 33:16).
Давид патша Иегова мӗнле каҫарни ҫинчен калакан нумай псалом хайланӑ (1, 2 абзацсене пӑхӑр)
3, 4. Пӗр хӗрарӑм тӑванӑн шыва кӗнӗ хыҫҫӑн мӗнле туйӑмсем пулнӑ тата эпир ҫак статьяра мӗн сӳтсе явӑпӑр?
3 Хӑш-пӗр чухне пире Иегова хамӑра каҫарнине ӗненме йывӑр пулма пултарать. Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ҫитӗнсе ӳснӗ Дженниферпа шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Ҫамрӑк чухне вӑл япӑх ӗҫсем тума пуҫланӑ, анчах ҫакӑн ҫинчен унӑн ашшӗпе амӑшӗ пӗлмен. Ҫулсем иртсен, вӑл улшӑнусем тунӑ та хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалласа шыва кӗнӗ. Вӑл каласа парать: «Унччен эпӗ укҫа-тенкӗшӗн ҫунаттӑмччӗ, аскӑн ӗҫ туса пурӑнаттӑмччӗ, ӗҫкӗпе иртӗхеттӗмччӗ тата питӗ хаяр ҫынччӗ. Анчах кайран эпӗ хам тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнтӗм те Иеговӑна хама каҫарма йӑлӑнтӑм. Христос панӑ парнене пула эпӗ Турӑ умӗнче таса пулма пултарнине ӑспа ӑнланаттамччӗ. Анчах хамӑн чӗрене ҫавна ӗнентерме пултараймарӑм».
4 Тен, сана та хӑв унччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн хӑвна Иегова каҫарнине ӗненме йывӑр. Ку ҫапла пулсан, Давида аса ил. Вӑл Иегова хӗрхенесси пирки иккӗленмен. Иегова пирӗн те ҫавӑн пирки пӗр иккӗленӳ те ан пултӑр тет. Ҫак статьяра эпир мӗншӗн пирӗн Иегова хамӑра каҫарнине ӗненмеллине тата ҫакна тума пире мӗн пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр.
МӖНШӖН ПИРӖН ИЕГОВА ХАМӐРА КАҪАРНИНЕ ӖНЕНМЕЛЛЕ?
5. Шуйттан пире мӗне ӗнентересшӗн? Тӗслӗх илсе парӑр.
5 Эпир Иегова хамӑра каҫарнине ӗненетпӗр пулсан, Шуйттанӑн капкӑнне лекмӗпӗр. Шуйттан пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарас тесе тем тума та хатӗр пулнине асра тытар. Хӑйӗн тӗллевне пурнаҫлас тесе вӑл пире Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫармасть тесе ӗнентересшӗн. Авалхи Коринфри пӗр арҫынпа мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Ӑна аскӑн ӗҫ тунӑшӑн пухуран кӑларса янӑ пулнӑ (1 Кор. 5:1, 5, 13). Каярахпа вӑл ӳкӗннӗ. Анчах Шуйттан пухури тӑвансен ӑна каҫарас кӑмӑл ан пултӑр — вӗсем ӑна каялла хапӑл туса ан йышӑнччӑр — тесе тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Шуйттан ҫав ӳкӗннӗ ҫынна Иегова ӑна нихӑҫан та каҫармасть тесе шутлаттарасшӑн пулнӑ. Ҫапла вара «вӑл ытлашши кулянса хуйха» ӳкнӗ пулӗччӗ те Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ пулӗччӗ. Шуйттанӑн тӗллевӗпе меслечӗсем улшӑнман, анчах «эпир унӑн меслечӗсем ҫинчен пӗлетпӗр» (2 Кор. 2:5—11).
6. Хамӑра айӑплама пӑрахма пире мӗн пулӑшӗ?
6 Эпир Иегова хамӑра каҫарнине ӗненетпӗр пулсан, хамӑра айӑплама пӑрахма пултарӑпӑр. Ҫылӑх тусан, эпир хамӑра ялан тенӗ пекех айӑплӑ туятпӑр (Пс. 50:19). Ку лайӑх теме пулать, мӗншӗн тесен ҫакӑ пире улшӑнусем тума тата тӗрӗссине тума хавхалантарма пултарать (2 Кор. 7:10, 11). Эпир хамӑр ҫылӑхсемшӗн ӳкӗннӗ хыҫҫӑн чылай вӑхӑт иртсен те хамӑра айӑплатпӑр пулсан, хуйха ӳкме пултаратпӑр, вара, тен, Иеговӑшӑн та ӗҫлеме пӑрахӑпӑр. Эпир Иегова хамӑра каҫарнине ӗненетпӗр пулсан, хамӑра айӑплама пӑрахатпӑр. Вара эпир Иеговӑшӑн малалла та таса совеҫпе тата савӑнса ӗҫлесе тӑма пултарӑпӑр — Иегова эпир хӑйӗншӗн шӑп ҫапла ӗҫлесе тӑччӑр тет (Кол. 1:10, 11; 2 Тим. 1:3). Анчах Иегова хамӑра каҫарнине ӗненме йывӑр пулсан, эпир мӗн тума пултаратпӑр?
ИЕГОВА ХАМӐРА КАҪАРНИНЕ ӖНЕНМЕ ПИРЕ МӖН ПУЛӐШӖ?
7, 8. Иегова хӑй пирки Моисея мӗн каланӑ тата ҫав сӑмахсем пире мӗн пирки шантараҫҫӗ? (Тухни 34:6, 7).
7 Иегова хӑй пирки мӗн калани ҫинчен шухӑшлӑр. Моисей Синай тӑвӗ ҫинче пулнӑ чухне Турӑ ӑна мӗн каланине аса илерa. (Тухни 34:6, 7 вуласа парӑр.) Иеговӑн нумай лайӑх ен пур, анчах та вӑл хӑйне сӑнласа панӑ чухне хӑйӗн пирки чи малтан «этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ [«хӗрхенекен тата шеллекен», ҪТ]» тенӗ. Шухӑшласа пӑх-ха: Иегова хӑйне юратакан ҫын ҫылӑх тунӑшӑн чун-чӗререн ӳкӗннине курса ӑна каҫармӗ-и? Кун пекки пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен Иегова хӑйне нихӑҫан та ҫавӑн пек хаяррӑн тытмасть!
8 Иегова хӑйӗн пирки нихӑҫан та тӗрӗс маррине каламасть, мӗншӗн тесен вӑл чӑнлӑх Турри (Пс. 31:5, ҪТ). Ҫавӑнпа та эпир унӑн пур сӑмахне те ӗненме пултаратпӑр. Енчен те сана Иегова хӑвна чӑннипех каҫарнине ӗненме йывӑр пулсан, хӑвӑнтан ҫакӑн пек ыйт: «Иегова хӗрхенекен тата шеллекен Турӑ пулнине тата вӑл ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен кирек мӗнле ҫынна та каҫарнине эпӗ ӗненетӗп-и? Ӗненетӗп пулсан, вӑл мана каҫарни пирки иккӗленме манӑн мӗнле те пулин сӑлтав пур-и?»
9. Псалом 31:5-мӗшӗнчен эпир Иегова каҫарни ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
9 Турӑ мӗнле каҫарни ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшлӑр. Сӑмахран, Давид Иегова мӗнле каҫарни ҫинчен мӗн каланине пӑхса тухар. (Псалом 31:5 вуласа парӑр.) Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эсӗ... мана ҫылӑхӑм айӑпӗнчен каҫартӑн». «Каҫар» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ «ҫӗкле», «ил» е «йӑт» тенине те пӗлтерет. Давида каҫарнипе Иегова, сӑнарлӑ каласан, унӑн ҫылӑхӗсене илнӗ те йӑтса кайнӑ. Вара Давид хӑйӗн ҫине пусса тӑракан йывӑр ҫӗклемрен, айӑп ҫӗклемӗнчен, хӑтӑлнӑ. Ҫакӑ ӑна ҫӑмӑллӑх панӑ (Пс. 31:2—4). Эпир те ҫавӑн пек ҫӑмӑллӑх илме пултаратпӑр. Эпир чун-чӗререн ӳкӗнетпӗр пулсан, пирӗн хамӑра урӑх айӑплама кирлӗ мар. Мӗншӗн тесен Иегова пире пӗтӗмпех каҫарнӑ.
10, 11. «Каҫарма хатӗр» текен сӑмахсем Иегова ҫинчен мӗн уҫса параҫҫӗ? (Псалом 85:5).
10 Псалом 85:5 вуласа парӑр. Кунта Давид Иегова пирки вӑл «хӗрхенекен кӑмӑллӑ [«каҫарма хатӗр», ҪТ]» тенӗ. Ҫакӑ Иегова эпир йӑнӑшсем тунӑ чухне пирӗн ҫине ҫилленме васкаманнине тата ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекенсене яланах каҫарасшӑн пулнине пӗлтерет. Мӗншӗн вӑл хӑйне ҫавӑн пек тытать? Ҫав сӑвӑ йӗркинчех ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Эсӗ Хӑвна йӑлӑнакансемшӗн пуриншӗн те... нумай ырӑлӑхлӑ [«Эсӗ хӑвна чӗнекенсене пурне те чунтан парӑнса юратни питӗ пысӑк», ҪТ]». Унчченхи статьяран эпир Иегова чунтан парӑнса юратни мӗн иккенне пӗлтӗмӗр — вӑл хӑйне юратакансене питӗ хытӑ юратать тата вӗсене нихӑҫан та хӑвармасть. Ҫак юрату Иеговӑна хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекенсене пурне те пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарма хавхалантарать (Ис. 55:7). Енчен те сана Иегова хӑвна каҫарнине ӗненме йывӑр пулсан, хӑвӑнтан ҫапла ыйтма пултаратӑн: «Иегова ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекенсене тата хӑйӗнчен хӗрхенме ыйтакансене пурне те каҫарма хатӗр пулнине эпӗ ӗненетӗп-и? Ӗненетӗп пулсан, эпӗ унран хама хӗрхенме ыйтнӑ чухне вӑл мана каҫарни пирки иккӗленме манӑн мӗнле те пулин сӑлтав пур-и?»
11 Иегова пирӗн ҫине хамӑр ҫитменлӗхсем мӗнле витӗм кӳнине питӗ лайӑх ӑнланать. Ҫакна пӗлни пире йӑпатать (Пс. 138:1, 2). Айтӑр Давидӑн тепӗр псаломне пӑхса тухар. Ҫав псалом та пире Иегова каҫарма хатӗр пулнине ӗненме пулӑшӗ.
ИЕГОВА ПИРӖН ПИРКИ МӖН АСТӐВАТЬ?
12, 13. Псалом 102:14-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, Иегова мӗн астуса тӑрать тата ҫакӑ ӑна мӗн тума хавхалантарать?
12 Псалом 102:14 вуласа парӑр. Давид Иегова пирки ҫапла каланӑ: «Вӑл... эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать». Ҫакӑ Иегова ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекенсене мӗншӗн каҫарма хатӗр пулнине кӑтартакан сӑлтавсенчен пӗри. Вӑл пирӗн ҫитменлӗхсем пуррине яланах асра тытать. Айтӑр Давидӑн ҫак сӑмахӗсене тӗплӗнрех пӑхса тухар.
13 Давид каланӑ тӑрӑх, Иегова «эпир мӗнрен пулнине пӗлет». Иегова Адама «ҫӗрти тӑпраран тунӑ». Ҫавӑнпа вӑл ҫынсем мӗнлерех пулнине тата вӗсене мӗн кирлине пӗлет. Сӑмахран, вӗсен ҫимелле, ҫывӑрмалла тата сывламалла. Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсене те ҫаксем кирлӗ (Пулт. 2:7). Анчах та Адампа Ева ҫылӑха кӗрсен, «эпир тӑпра» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗлтерӗшӗ улшӑннӑ. Адампа Евӑна пула пур ҫын та ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ, ҫавӑнпа вӗсен ҫылӑх тӑвас кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешмелле. Давид каланӑ тӑрӑх, Иегова ҫакна пӗлет кӑна мар, вӑл ҫавна астуса та тӑрать. «Астуса тӑрать» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ шухӑшсене ҫеҫ мар, ӗҫсене те пӗлтерме пултарать. Эппин, Псалом 102:14-мӗшне ҫапла ӑнланма пулать: Иегова эпир йӑнӑшсем тӑвасса пӗлет, анчах эпир пӗтӗм чун-чӗререн ӳкӗнетпӗр пулсан, вӑл пире хӗрхенет те каҫарать (Пс. 77:38, 39).
14. а) Иегова пире мӗнле каҫарни пирки Давид тата мӗн каланӑ? (Псалом 102:12). ӑ) Иегова пӗтӗмпех каҫарнине Давидӑн тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартса парать? («Иегова каҫарать те манса каять» ятлӑ рамкӑна пӑхӑр.)
14 Иегова пире мӗнле каҫарни пирки эпир 102-мӗш Псаломран тата мӗн пӗлме пултаратпӑр? (Псалом 102:12 вуласа парӑр.) Давид каланӑ тӑрӑх, Иегова каҫарнӑ чухне пирӗн ҫылӑхсене «тухӑҫ анӑҫран епле аякра... пирӗнтен ҫапла аякка» сирсе ярать. Тухӑҫ анӑҫран яланах чи аякра вырнаҫнӑ. Тӗнчен ҫак хире-хирӗҫле тӑракан икӗ енӗ нихӑҫан та пӗр-пӗринпе пӗрлешмӗҫ. Ҫакӑ пире Иегова мӗнле каҫарни ҫинчен мӗн калать? Пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Ҫылӑха ҫавӑн пек аякка сирсе янипе Турӑ ҫав ҫылӑх ҫинчен пӗр асаилӳ те хӑвармасть. Сӑнарлӑ каласан, ҫылӑхран пӗр йӗр те, пӗр шӑршӑ та юлмасть». Час-часах пӗр-пӗр шӑршӑ хамӑрпа унччен мӗн пулса иртнине аса илтерет. Анчах та Иегова каҫарсан, ӑна пирӗн ҫылӑхсене аса илтерме пултаракан тата пире наказани пама хӗтӗртекен пӗр шӑршӑ та юлмасть (Иез. 18:21, 22; Ап. ӗҫ. 3:19).
15. Унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн эпир халӗ те хамӑра айӑплатпӑр пулсан, пирӗн мӗн тумалла?
15 102-мӗш Псаломри Давидӑн сӑмахӗсем пире Иегова хамӑра каҫарнине ӗненме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн халӗ те хамӑра айӑплатпӑр пулсан, эпир хамӑртан ҫапла ыйтма пултаратпӑр: «Иегова мӗн асра тытнине — вӑл эпӗ ҫылӑхлӑ пулнине тата ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекенсене пурне те, ҫав шутрах мана та, каҫарнине — эпӗ манса каймастӑп-и? Иегова мӗн манса кайма шут тытнине вара — сӑмахран, вӑл каҫарнӑ хамӑн ҫылӑхсене — эпӗ аса илсех тӑмастӑп-и? Вӑл вӗсемшӗн мана нихӑҫан та айӑплас е наказани парас ҫуккине эпӗ астӑватӑп-и?» Иегова эпир унччен тунӑ ҫылӑхсем ҫинчен малалла шутламасть. Пирӗн те ҫавнах тумалла (Пс. 129:3). Иегова хамӑра каҫарнине ӗненсен, эпир хамӑра айӑплама пӑрахӑпӑр та малалла Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлӗпӗр.
16. Унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн хамӑра айӑпласах тӑни мӗншӗн хӑрушӑ? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
16 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн хамӑра айӑпласах тӑни вӑл — машин рульне тытса пынӑ чухне хыҫалтине кӑтартакан куҫкӗски ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхса пынипе пӗрех. Водителӗн ҫав куҫкӗски ҫине хутран-ситрен пӑхса илмелле, ҫакӑ ӑна хыҫалта пулма пултаракан хӑрушлӑхсенчен сыхланма пулӑшӗ. Анчах ниҫта та пырса ҫапӑнас мар тесен унӑн умри ҫул ҫине пӑхса пымалла. Ҫавӑн пекех пирӗн те хутран-ситрен хамӑр унччен тунӑ йӑнӑшсем ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Ҫакӑ пире ҫавӑн пек йӑнӑшсене тепӗр хут тӑвасран сыхланма пулӑшӗ. Енчен те эпир Иегова каҫарнӑ ҫылӑхсем ҫинчен малалла та шутлатпӑр пулсан, савӑнӑҫа ҫухатӑпӑр тата Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑйран ӗҫлеме пултараймӑпӑр. Ҫавӑнпа та малалла пӑхар, мӗншӗн тесен эпир ҫӗнӗ тӗнчене илсе каякан ҫулпа пыратпӑр. Ҫӗнӗ тӗнчере вара япӑххи аса та килмӗ (Ытар. 4:25; Ис. 65:17).
Водителӗн умри ҫул ҫине пӑхса пымалла — унӑн хыҫалтине кӑтартакан куҫкӗски ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхмалла мар. Пирӗн те унччен тунӑ йӑнӑшсем ҫинчен шутлас вырӑнне ытларах пулас пиллӗхсем ҫинчен шутламалла (16-мӗш абзаца пӑхӑр)
ХӐВӐР ЧӖРӲНЕ ӖНЕНТЕРСЕХ ТӐРӐР
17. Мӗншӗн пирӗн хамӑр чӗрене Иегова пире юратать тесе тата пире яланах каҫарма хатӗр тесе ӗнентерсех тӑмалла?
17 Пирӗн хамӑр чӗрене Иегова пире юратать тесе тата пире яланах каҫарма хатӗр тесе ӗнентерсех тӑмалла (1 Иоанн 3:19, сноска). Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ? Мӗншӗн тесен Шуйттан Иегова пире юратмасть тата пире нихӑҫан та каҫармасть тесе ӗнентересшӗн. Унӑн тӗллевӗ — пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарасси. Шуйттан хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлет, ҫавӑнпа вӑл пирӗн ҫине тата хытӑрах тапӑнӗ (Ӳлӗм. 12:12). Анчах эпир ӑна ҫӗнтерме памӑпӑр!
18. Хамӑр чӗрене Иегова пире юратать тесе тата пире яланах каҫарма хатӗр тесе ӗнентермешкӗн эпир мӗн тума пултаратпӑр?
18 Унчченхи статьяран эпир Иегова хамӑра юратнине хытӑрах ӗненес тесен мӗн тумаллине пӗлтӗмӗр. Хамӑр чӗрене Иегова пире каҫарнине ӗнентерес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Иегова хӑй пирки Библире мӗн калани ҫинчен тата вӑл мӗнле каҫарни пирки калакан сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшла. Ҫакна ан ман: вӑл санӑн ҫитменлӗхсем пуррине пӗлет тата сана хӗрхенет. Ҫавӑн пекех вӑл каҫарнӑ чухне пӗтӗмпех каҫарнине асра тыт. Вара хӑвӑн ҫинче Иеговӑн хӗрхенӗвне туйса илсен, эсӗ Давид пекех: «„Мана ҫылӑхӑм айӑпӗнчен“ каҫарнӑшӑн пысӑк тав сана, Иегова!» — теме пултарӑн (Пс. 31:5).
1-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн паха енӗсем
a 2009 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) «Приближайтесь к Богу. Что о себе рассказал Иегова» статьяна пӑхӑр.