35-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
121-МӖШ ЮРӐ Пирӗн чаруллӑ пулмалла
Эсир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене ҫӗнтерме пултаратӑр
«Ҫылӑха хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр, хӑвӑрӑн вилӗмлӗ кӗлеткен кӑмӑлӗ хыҫҫӑн ан кайӑр» (РИМ 6:12).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Пире тӗрӗс маррине тӑвас кӑмӑл-туртӑм пур чухне кулянса ӳкесрен сыхланма тата ҫавӑн пек кӑмӑл-туртӑмсене хирӗҫ тӑма мӗн пулӑшӗ?
1. Эпир пурте мӗнпе кӗрешетпӗр?
СИРӖН хӑҫан та пулин Иегова ырламаннине питӗ тӑвас килни пулнӑ-и? Ку ҫапла пулсан, кулянса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ыттисен те ҫавӑн пекки пулкалать. Библире ҫапла каланӑ: «Эсир тӳсекен йывӑрлӑхсем — ахаль йывӑрлӑхсем ҫеҫ, вӗсене пур ҫын та тӳсет» (1 Кор. 10:13). Ҫавӑнпа та эсир пӗр-пӗр тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешетӗр пулсан, ҫакна асра тытӑр: ыттисем те ҫавӑн пекех кӗрешеҫҫӗ. Иегова пулӑшнипе эсир ҫак кӗрешӳре ҫӗнтерме пултаратӑр.
2. Хӑш-пӗр христиансем тата Библи вӗренекенсем мӗнле илӗртӳсемпе кӗрешеҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
2 Библире ҫапла та каланӑ: «Кашнийӗ хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнӑ, илӗртнӗ чухне тӗрӗсленет» (Иак. 1:14). Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, пӗр ҫынна пӗр япала илӗртет, теприне — тепри. Хӑш-пӗр христиансен вӗсем арҫынсем пулсан хӗрарӑмсемпе, хӗрарӑмсем пулсан арҫынсемпе аскӑн ӗҫ тӑвас кӑмӑл ҫуралма пултарать. Теприсен вара вӗсем арҫынсем пулсан арҫынсемпе, хӗрарӑмсем пулсан хӗрарӑмсемпе аскӑн ӗҫ тӑвас кӑмӑл ҫуралма пултарать. Кам унччен порнографи пӑхнӑ, ҫавсене ӑна каллех пӑхас кӑмӑл илӗртме пултарать. Унччен наркотиксемпе е эрех-сӑрапа иртӗхнисен те ҫавӑн пек йывӑрлӑхсемпе кӗрешме тивет. Ҫакӑ христиансем тата Библи вӗренекенсем кӗрешекен илӗртӳсенчен хӑш-пӗрисем ҫеҫ-ха. Эпир пурте Павел апостол мӗн туйнине туйнӑ пулӗ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Тӗрӗссине тӑвас тенӗ чухне хамра усаллине тӑвас туртӑм пуррине куратӑп» (Рим 7:21).
Илӗртӳ кӗтмен ҫӗртен — кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек ӑҫта та — сиксе тухма пултарать (2-мӗш абзаца пӑхӑр)c
3. Ҫыннӑн пӗр-пӗр тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмпа час-часах кӗрешме тивет пулсан, вӑл мӗн шутлама пултарать?
3 Сирӗн пӗр-пӗр тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмпа час-часах кӗрешме тивет пулсан, эсир хӑвӑр пирки ним тума та пултараймастӑп — ҫав тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑма хирӗҫ тӑма пултараймастӑп — тесе шутлама пултаратӑр. Ҫавӑн пекех эсир сирӗн нимӗнле шанчӑк та ҫук — тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм пулнӑран Иегова хӑвӑра ырлама пӑрахнӑ — тесе шутлама пултаратӑр. Ҫакӑн пек шухӑшсем пӗри те тӗрӗс мар. Ҫак статьяра эпир икӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: 1) Мӗншӗн пирӗн ҫавӑн пек шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ? 2) Тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшӗ?
ШУЙТТАН ПИРЕ МӖНЛЕ ШУХӐШЛАТТАРАСШӐН?
4. а) Мӗншӗн Шуйттан пире эпир илӗртӳсене хирӗҫ тӑма пултараймастпӑр тесе шутлаттарасшӑн? ӑ) Мӗншӗн эпир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑма хирӗҫ тӑма пултаратпӑр?
4 Шуйттан пире эпир илӗртӳсене хирӗҫ тӑма пултараймастпӑр тесе шутлаттарасшӑн. Ҫакна пӗлсе Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла кӗлтума вӗрентнӗ: «Илӗртӳ хыҫҫӑн кайма ан пар пире, Шуйттанран хӑтар пире» (Матф. 6:13). Шуйттан ҫын илӗртӳпе тӗл пулсан Иеговӑна итлеме пӑрахать тесе калать (Иов 2:4, 5). Мӗншӗн Шуйттан ҫавӑн пек шутлать? Вӑл пуринчен малтан хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн кайнӑ та Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юласшӑн пулман. Вӑл эпир, хӑйӗн пекех, илӗртӳсем сиксе тухсанах Иеговӑна итлеме пӑрахӑпӑр тесе шутлать пулас. Вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр Турӑ Ывӑлне те илӗртме пултарӑп тесе шутланӑ курӑнать (Матф. 4:8, 9). Анчах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхар: эпир чӑнах та тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене хирӗҫ тӑма пултараймастпӑр-и? Ҫук, пултаратпӑр. Эпир Павел апостол каланӑ сӑмахсемпе килӗшетпӗр. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Хама ҫирӗплетсе тӑракана пула манӑн пурне те тума вӑй пур» (Флп. 4:13).
5. Иегова эпир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене хирӗҫ тӑма пултарни пирки иккӗленменни ҫинчен эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
5 Шуйттанпа танлаштарсан, Иегова эпир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене хирӗҫ тӑма пултарни пирки пӗртте иккӗленмест. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Иегова темӗн чухлӗ ҫын хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юласси ҫинчен тата вӗсем пысӑк хӗн-асапа пурӑнса ирттересси ҫинчен малтанах каласа хунӑ. Ҫакӑ мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Суйма пултарайман Турӑ ҫӗнӗ тӗнчене темиҫе ҫын мар, «шурӑ тумтир» тӑхӑннӑ питӗ нумай ҫын кӗрӗ тенӗ. Шурӑ тумтир тӑхӑнни вӑл вӗсем Иегова умӗнче таса пулнине пӗлтерет (Ӳлӗм. 7:9, 13, 14). Куратпӑр ӗнтӗ, Иегова эпир хамӑрӑн тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене хирӗҫ тӑма пултараймастпӑр тесе шутламасть.
6, 7. Шуйттан пире тата мӗне ӗнентересшӗн?
6 Шуйттан пире эпир ним тума та пултараймастпӑр тесе шутлаттарасшӑн ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех вӑл пире пирӗн нимӗнле шанчӑк та ҫук — тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм пулнӑран Иегова пире ырлама пӑрахнӑ — тесе ӗнентересшӗн. Мӗншӗн Шуйттан пире ҫавӑн пек шутлаттарасшӑн? Шуйттанӑн хӑйӗн нимӗнле шанчӑк та ҫук — Иегова ӑна нихӑҫан та ырламӗ, вӑл нихӑҫан та ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнаймӗ тата ӑна тӗп тӑвӗҫ (Пулт. 3:15; Ӳлӗм. 20:10). Пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пурришӗн Шуйттан пирӗн ҫине питӗ тарӑхать. Ҫавӑнпа вӑл пире пирӗн те, хӑйӗн пекех, нимӗнле шанчӑк та ҫук тесе шутлаттарасшӑн. Анчах ҫавӑн пек шутлама пирӗн пӗр сӑлтав та ҫук. Библи пире Иегова пире пулӑшасшӑн тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн тесе шантарать. Турӑ «никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тет» (2 Пётр 3:9).
7 Эпир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешнӗ чухне хамӑр пирки ним тума та пултараймастпӑр е пирӗн нимӗнле шанчӑк та ҫук тесе шутлатпӑр пулсан, вара эпир Шуйттана кирлӗ пек шутлатпӑр теме пулать. Ҫакна ӑнланни пире ӑна хирӗҫ тӑма пулӑшӗ (1 Пётр 5:8, 9).
ҪЫЛӐХЛӐ ҪУРАЛНӐРАН ПИРӖН МӖНЛЕ ШУХӐШ-ТУЙӐМСЕМ ПУЛМА ПУЛТАРАҪҪӖ?
8. Ҫылӑх шутне тӗрӗс мар ӗҫсемсӗр пуҫне тата мӗн кӗрет? (Псалом 50:7). (Ҫавӑн пекех «Ӑнлантарса панине» те пӑхӑр.)
8 Шуйттансӑр пуҫне урӑх сӑлтава пула та эпир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешнӗ чухне хамӑр пирки ним тума та пултараймастпӑр тата пирӗн нимӗнле шанчӑк та ҫук тесе шутлама пултаратпӑр. Мӗнле сӑлтав-ши вара вӑл? Адампа Евӑран пирӗн ҫине пурин ҫине те куҫнӑ ҫылӑхa (Иов 14:4; Псалом 50:7 вуласа парӑр).
9, 10. а) Адампа Ева ҫылӑха кӗрсен, вӗсем хӑйсене мӗнле туйнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.) ӑ) Эпир ҫылӑхлӑ ҫурални пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
9 Адампа Ева ҫылӑха кӗрсен, вӗсем хӑйсене мӗнле туйнине аса илер. Иегова мӗн тума хушнине пӑснӑ хыҫҫӑн вӗсем унран пытаннӑ та хӑйсен кӗлеткине хуплама тӑрӑшнӑ. Ҫылӑха пула вӗсем пӑшӑрханнӑ, хӑйсене айӑплӑ туйнӑ тата вӗсене намӑс пулнӑ. Ҫакӑ Адампа Евӑна виҫӗ пӳлӗмрен ҫеҫ тӑракан ҫурта хупса хунӑ пекех пулнӑ. Вӗсем пӗр пӳлӗмрен теприне куҫма пултарнӑ, анчах та тула тухма, урӑхла каласан, ҫылӑхран хӑтӑлма, пултарайман.
10 Паллах ӗнтӗ, пирӗн лару-тӑру Адампа Евӑн лару-тӑрӑвӗ пек мар. Тӳлесе илме панӑ парне Адампа Евӑна нимле усӑ та памасть, пире вара ҫав парне ҫылӑхран тасатма тата таса совесть пама пултарать (1 Кор. 6:11). Ҫав-ҫавах пирӗн ҫине ҫылӑх куҫнӑ. Ҫавӑнпа эпир те пӑшӑрханатпӑр, хамӑра айӑплӑ туятпӑр тата пире намӑс пулать. Библире каланӑ тӑрӑх, ҫылӑх ҫынсем ҫине, «Адам тунӑ ҫылӑха туманнисем» ҫине те, вӑйлӑ витӗм кӳрет (Рим 5:14). Ҫылӑхлӑ ҫуралнӑран эпир тӗрӗссине тума пултараймастпӑр е пирӗн нимӗнле шанчӑк та ҫук тесе шутламалла мар пирӗн. Ҫавӑн пек шухӑшсене пирӗн сирсе ямалла. Ҫавна тума пире мӗн пулӑшӗ?
Ҫылӑха пула Адампа Ева хӑйсене айӑплӑ туйнӑ, пӑшӑрханнӑ тата вӗсене намӑс пулнӑ (9-мӗш абзаца пӑхӑр)
11. Пире тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене хирӗҫ тӑма пултараймастпӑр пек туйӑннӑ чухне пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн? (Рим 6:12).
11 Ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир хӑш-пӗр чухне ҫакӑн пек шухӑшлама пултаратпӑр: «Эпӗ тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене хирӗҫ тӑма пултараймастӑп тата вӗсене хирӗҫ тӑма манӑн вӑй ҫук». Анчах та пирӗн ҫавӑн пек шухӑшламалла мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Библире «ҫылӑха хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр» тенӗ. (Рим 6:12 вуласа парӑр.) Апла пулсан, эпир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каймасан та пултаратпӑр (Гал. 5:16). Иегова эпир илӗртӳсене хирӗҫ тӑма пултарасса пӗлет, урӑхла пулнӑ пулсан, вӑл пире ҫавна тума ыйтман пулӗччӗ (Сак. аст. 30:11—14; Рим 6:6; 1 Фес. 4:3). Куратпӑр ӗнтӗ, эпир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене хирӗҫ тӑма пултаратпӑр.
12. Пире хамӑрӑн нимӗнле шанчӑк та ҫук пек туйӑннӑ чухне пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн?
12 Ҫавӑн пекех ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир хамӑрӑн нимӗнле шанчӑк та ҫук тесе — пирӗн тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм пулнӑран Иегова пире ырлама пӑрахнӑ тесе — шутлама пултаратпӑр. Пирӗн ҫакӑн пек шухӑша та сирсе ямалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Библире Иегова пирӗн ҫинчен «пӗтӗмпех пӗлет», ҫав шутрах эпир ҫылӑхлӑ ҫуралнине те, ҫылӑх пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳнине те пӗлет тенӗ (Пс. 102:13, 14; 1 Иоанн 3:19, 20). Эпир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешетпӗр пулсан тата вӗсене пурнӑҫа кӗртместпӗр пулсан, Иегова пире таса тесе шутлать. Мӗншӗн эпир ҫакна шанма пултаратпӑр?
13, 14. Пирӗн тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм пулнӑран Иегова пире ырлама пӑрахать-и? Ӑнлантарса парӑр.
13 Библире каланӑ тӑрӑх, тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм пуррипе тӗрӗс мар ӗҫсем тӑвасси хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пур. Тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм хӑйне хӑех пулса кайма пултарать. Анчах эпир хамӑра тӗрӗс мар ӗҫсем тӑвассинчен тытса чарма пултаратпӑр. Сӑмахран, Коринфри пухура хӑш-пӗрисем христиансем пулса тӑриччен гомосексуалистсем пулнӑ. Павел ҫапла ҫырнӑ: «Сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем ҫавнашкал пулнӑ та». Ҫакӑ вӗсен шыва кӗнӗ хыҫҫӑн гомосексуаллӑ ҫыхӑнусене кӗрес шухӑш-кӑмӑл нихӑҫан та пулман тенине пӗлтерет-и? Ҫук, пӗлтермест, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек кӑмӑл-туртӑмран хӑтӑлма шутсӑр йывӑр. Анчах христианин хӑйне тытса чарса тӑнӑ пулсан тата хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн кайман пулсан, Иегова унпа кӑмӑллӑ пулнӑ. Турӑ ун пирки таса тесе шутланӑ (1 Кор. 6:9—11). Хальхи вӑхӑтра та ҫавнах калама пулать.
14 Эсир кирек мӗнле тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешсен те, эсир вӗсене ҫӗнтерме пултаратӑр. Сирӗн вӗсенчен пӗтӗмпех хӑтӑлма май килмесен те, эсир чаруллӑ пулма тата хӑвӑрӑн ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмупа шухӑшусем хыҫҫӑн каймасан та пултаратӑр (Эф. 2:3). Малалла эпир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешме пулӑшакан канашсене пӑхса тухӑпӑр.
ҪӖНТЕРМЕ МӖН ПУЛӐШӖ?
15. Тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене ҫӗнтерес тесен мӗншӗн пирӗн хамӑра хамӑр улталамалла мар?
15 Тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене ҫӗнтерес тесен пирӗн хамӑра хамӑр улталамасӑр хамӑрӑн ҫитменлӗхсене йышӑнмалла. «Тӗрӗс мар шухӑшланипе хӑвӑра хӑвӑр» ан улталӑр (Иак. 1:22). Ҫакӑ мӗнле пулма пултарать? Сӑмахран, кам та пулин: «Ыттисем манран та нумайрах ӗҫеҫҫӗ», — тесе хӑйӗн проблемине пӗчӗклетсе кӑтартать. Тепри вара: «Арӑм манпа ҫепӗҫрех пулнӑ пулсан, эпӗ порнографи пӑхман пулӑттӑм», — тесе айӑпне теприн ҫине йӑвантарать. Ҫакӑн пек шухӑшсем сире илӗртӗве хирӗҫ тӑма пулӑшмӗҫ. Пачах урӑхла, вӗсем сире илӗртӳ хыҫҫӑн кайма хӗтӗртӗҫ. Ҫавӑнпа та тӗрӗс маррине тунӑшӑн хӑвӑра тӳрре кӑларма ан тӑрӑшӑр. Хӑвӑр ӗҫӳсемшӗн яваплӑ пулӑр (Гал. 6:7).
16. Пире хамӑра тӗрӗс тытма тата мӗн пулӑшӗ?
16 Эппин, эсир хӑвӑра хӑвӑр улталамасӑр хӑвӑрӑн ҫитменлӗхсене йышӑнтӑр. Малалла вара мӗн тумалла? Ҫав ҫитменлӗхсемпе кӗрешме ҫирӗп шут тытӑр (1 Кор. 9:26, 27; 1 Фес. 4:4; 1 Пётр 1:15, 16). Хӑвӑра пуринчен ытла мӗн илӗртме пултарни ҫинчен тата ҫакӑ хӑҫан илӗртме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫакӑ пӗр-пӗр илӗртӳ е талӑкри пӗр-пӗр вӑхӑт пулма пултарать. Сӑмахран, сире ывӑнсан е каҫхине илӗртӳсене хирӗҫ тӑма йывӑртарах пулма пултарать. Илӗртӳсем хӑҫан тата ӑҫта пулма пултарасси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр та, вӗсем сиксе тухсан мӗн-мӗн тӑвассине палӑртса хурӑр. Ҫакна илӗртӳсем сиксе тухичченех тумалла (Ытар. 22:3).
17. Эпир Иосифран мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Пултарни 39:7—9). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
17 Иосиф хӑйне Потифарӑн арӑмӗ илӗртме хӑтланнӑ чухне мӗн тунине аса илер. Иосиф тӳрех ӑна ҫук тенӗ. (Пултарни 39:7—9 вуласа парӑр.) Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ҫак лару-тӑру сиксе тухичченех Иосиф хӑйне ют арӑмпа мӗнле тытассине малтанах палӑртса хунӑ. Ҫавӑн пекех эсир те илӗртӳ сиксе тухсан мӗн-мӗн тӑвассине малтанах шутласа хума пултаратӑр. Вара эсир, илӗртӳ сиксе тухсан, аптраса ӳкмӗр тата сире тӗрӗссине тума ҫӑмӑлрах пулӗ.
Иосиф пекех, илӗртӗве тӳрех сирсе яр! (17-мӗш абзаца пӑхӑр)
ХӐВӐРА ХӐВӐР ТӖРӖСЛЕСЕХ ТӐРӐР
18. Тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене ҫӗнтерме пире тата мӗн пулӑшма пултарать? (2 Коринф 13:5).
18 Тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене ҫӗнтерес тесен пирӗн хамӑра тӗрӗслесех тӑмалла. (2 Коринф 13:5 вуласа парӑр.) Вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн хамӑр шухӑшсемпе ӗҫсене тӗрӗслесе пӑхмалла та кирлӗ улшӑнусем тумалла. Сӑмахран, эсир илӗртӗве ӑнӑҫлӑн сирсе ятӑр пулсан та, хӑвӑра ҫакӑн пек ыйту пама пултаратӑр: «Ҫук теме мана мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулчӗ?» Ҫук тесе тӳрех калаймарӑр пулсан, хӑвӑра ан ятлӑр. Ун вырӑнне хӑвӑра тепрехинче мӗнле лайӑхрах хӳтӗлесси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Тӗрӗс мар шухӑшсенчен эпӗ хӑвӑртах хӑтӑлатӑп-и? Ҫакна тата хӑвӑртрах тума пултаратӑп-и? Тен, мана хам мӗн пӑхнине, мӗн вуланине е мӗн итленине пула илӗртӳсене сирсе яма йывӑртарах? Аскӑнлӑха кӑтартакан ӳкерчӗк сиксе тухсан, эпӗ ун ҫинчен тӳрех куҫа илетӗп-и? Иеговӑна итлес тесен манӑн чаруллӑ пулма вӗренмелле пулин те, эпӗ ӑна итлени хама яланах усӑ панине ӑнланатӑп-и?» (Пс. 100:3).
19. Мӗнле майпа пӗчӗк пек туйӑнакан тӗрӗс мар йышӑнусем пире тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешме чӑрмантарма пултараҫҫӗ?
19 Ҫавӑн пекех хӑвӑра тӳрре кӑларма ан тӑрӑшӑр. Библире ҫапла каланӑ: «Этем чӗри пек ултавли нимӗн те ҫук, питех те пӑсӑк вӑл» (Иер. 17:9). Иисус «усал шухӑшсем чӗререн тухаҫҫӗ» тенӗ (Матф. 15:19). Сӑмахран, порнографи пӑхма пӑрахнӑ ҫын пӗр вӑхӑт иртсен аскӑн шухӑш ҫуратма пултаракан ӳкерчӗксене пӑхма хӑрушӑ мар, вӗсем ҫинче ҫаппа-ҫарамас ҫынсене кӑтартман вӗт тесе шутлама пултарать. Е вӑл ҫапла шухӑшлама пултарать: «Эпӗ тума юраманни ҫинчен шухӑшлатӑп пулсан, ҫакӑнта ним япӑххи те ҫук. Эпӗ ӑна тумастӑп вӗт». Тӗрӗссипе каласан, ҫавӑн чухне ҫав ҫыннӑн ултавлӑ чӗри «ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑма мӗнле ҫырлахтарасси ҫинчен» шухӑшлать (Рим 13:14). Ҫакӑн пекки ан пултӑр тесен мӗн тумалла? Пӗчӗк пек туйӑнакан тӗрӗс мар йышӑнусем те ан тӑвӑр, мӗншӗн тесен вӗсем майӗпен-майӗпен пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултараҫҫӗb. Тӗрӗс мар ӗҫсене тӳрре кӑларакан кирек мӗнле шухӑша та сирсе ярӑр.
20. Иегова пире мӗнле пуласлӑх туса пама сӑмах парать тата вӑл пире халӗ мӗнле пулӑшать?
20 Эпир Иегова пулӑшнипе илӗртӳсене хирӗҫ тӑма пултарнине пӗлтӗмӗр. Тӳлесе илме панӑ парнене пула пирӗн ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пур. Ун чухне эпир Иеговӑшӑн таса шухӑшпа тата таса чӗрепе ӗҫлеме пултарӑпӑр. Ҫакна тума питӗ савӑнӑҫлӑ тата питӗ кӑмӑллӑ пулӗ! Хальлӗхе вара пирӗн малалла та тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешмелле. Иегова пулӑшнипе эпир ҫӗнтеретпӗрех!
122-МӖШ ЮРӐ Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!
a ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Библире «ҫылӑх» текен сӑмах час-часах тӗрӗс мар ӗҫсене, сӑмахран вӑрланине, мӑшӑра улталанине тата ҫынна вӗлернине, пӗлтерет (Тух. 20:13—15; 1 Кор. 6:18). Анчах хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисенче «ҫылӑх» тени вӑл ҫын, ним япӑххине те туман пулсан та, ҫылӑхлӑ ҫуралнине пӗлтерет.
b Асӑрхӑр-ха: Ытарӑшсем 7:7—23 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ ҫамрӑк темиҫе тӗрӗс мар пӗчӗк йышӑну тунӑ, ҫакӑ вара пысӑк инкек патне илсе ҫитернӗ — вӑл аскӑн ӗҫ тунӑ.
c ӲКЕРЧӖК. Сулахай енче: Кафере ларнӑ чухне ҫамрӑк арҫын тӑван икӗ арҫын пӗр-пӗрин ҫине юратса, ҫепӗҫҫӗн пӑхса ларнине курать. Сылтӑм енче: Урампа пынӑ май хӗрарӑм тӑван чӗлӗм туртакан икӗ ҫынна асӑрхать.