Сноска
c Ҫакна икӗ тӗслӗх кӑтартса парать. Пӗрремӗшӗнчен, Законра парнене кӳнӗ чӗрчунӑн хӑш пайӗсене священниксене ҫиме памаллине палӑртнӑ пулнӑ (Сак. аст. 18:3). Анчах сӑваплӑ чатӑрта усал священниксем пач урӑхла йӗрке тунӑ. Вӗсем аш илме чурана янӑ, лешӗ вара пысӑк вилкӑна аш пӗҫерме лартнӑ хурана чиксе янӑ та мӗн туртса кӑларнине пӗтӗмпех илсе кайнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫын парне кӳрсен ҫӑвне парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ямалла пулнӑ. Усал священниксем янӑ чура вара парне кӳричченех, хӑратса, чӗрӗ аша хӑйне пама хушнӑ (Лев. 3:3—5; 1 Патш. 2:13—17).