Сноска
b Деворӑн юрринчен Сисара час-часах вӑрҫӑран тупӑшпа таврӑнни курӑнать. Вӑл хӑйпе пӗрле хӗрарӑмсем, хӑш-пӗр чухне кашни ҫар ҫынни валли темиҫешер хӗр, илсе килнӗ (Тӳресен 5:30). Ҫак юрӑра «хӗр» тесе куҫарнӑ сӑмах, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӗрарӑм варӗ» тенине пӗлтерет. Ҫакӑ ҫав хӗрарӑмсене, тӗпрен илсен, ар органӗсемшӗн хакланине кӑтартса парать. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмсене ирӗксӗрлесси-пусмӑрласси анлӑ сарӑлнӑ пулас.