Сноска
a Иисус юлашки кунсем ҫитнине кӑтартакан паллӑ ҫинчен каланӑ чухне темиҫе тӗслӗх илсе панӑ. Ҫав тӗслӗхсене вӑл мӗнле йӗркепе каласа пани те интереслӗ. Чи малтан вӑл «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑвансенчен тӑракан ертсе пыракан пӗчӗк ушкӑн — ҫинчен каланӑ (Матф. 24:45—47). Кайран Иисус пӗлӗтре пурӑнма шанакансем пирки тӗслӗхсем илсе панӑ (Матф. 25:1—30). Унтан вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансем ҫинчен, Христосӑн тӑванӗсене пулӑшакансем ҫинчен, каланӑ (Матф. 25:31—46). Шӑпах ҫав йӗркепе Иезекииль пророкла калани пирӗн вӑхӑтра пурнӑҫланма пуҫланӑ. Чи малтан вӑл пӗлӗтре пурӑнма шанакансем ҫинче пурнӑҫланнӑ. Вун йӑхран тӑракан патшалӑх ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан христиансене ытларах чухне сӑнарласа памасть пулин те, Израиль йӑхӗсем каллех пӗр халӑх пулса тӑни пӗлӗтре пурӑнма тата ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан христиансем хушшинчи пӗрлӗх ҫинчен аса илтерет.