Сноска
b Сарра Авраамӑн йӑмӑкӗ пулнӑ. Вӗсен иккӗшӗн те Фарра ятлӑ пӗр ашшӗ пулнӑ, анчах амӑшӗсем — тӗрлӗ хӗрарӑмсем (Пултарни 20:12). Хальхи вӑхӑтра ҫакӑн пек ҫемьесем ҫавӑрма юрамасть, вӑл вӑхӑтра вара урӑхларах пулнӑ. Адампа Ева ҫылӑха кӗрсе ҫитменлӗхлӗ пулса тӑнӑранпа нумай вӑхӑт иртмен, ҫавӑнпа ҫынсен сывлӑхӗ чылай ҫирӗпрех пулнӑ. Акӑ мӗншӗн хурӑнташсемпе ҫемье ҫавӑрни вӗсен ачисене сиен кӳмен. Анчах та 400 ҫул патнелле вӑхӑт иртсен ҫынсен кунҫулӗ паянхи пекех пулса тӑнӑ. Ҫавӑн чухне Моисей саккунӗнче Турӑ пӗртӑвансене ар хутшӑнӑвне ан кӗрӗр тенӗ (Левит 18:6).