Сноска
a Хӑш-пӗр амӑшӗсем ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн депрессипе чирлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ҫав ҫыхӑнӑва туйсах каймаҫҫӗ. Анчах та ҫавӑншӑн вӗсен хӑйсене айӑпламалла мар. АПШри психикӑна тӗпчекен Наци институчӗн пӗр тӗпчев ӗҫӗнче акӑ мӗн каланӑ: «Ача ҫуратнӑ хыҫҫӑнхи депресси психикӑпа тата эмоцисемпе ҫыхӑннӑ факторсене пула пулма пултарать. ...анчах ҫакӑ амӑшӗ мӗн тунипе е мӗн туманнипе ҫыхӑнман». Ҫакӑн ҫинчен 2003 ҫулхи июнӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Диагноз: послеродовая депрессия» ятлӑ статьяран ытларах пӗлме пулать.