Сноска
b ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ачана ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни вӑл — ҫитӗннӗ ҫын хӑйӗн аскӑн шухӑш-кӑмӑлне ҫырлахтарас тесе ачапа ар ҫыхӑнӑвне кӗни. Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртни шутне ҫавӑн пекех оральнӑй секс, анальнӑй секс, арлӑх органӗсене, кӑкӑра е купарчана ачашлани тата ытти ирсӗр ӗҫсене туни кӗрет. Ҫакна асра тытмалла: ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ ачасем хӑйсемпе мӗн пулса иртнишӗн айӑплӑ мар — унпа мӑшкӑлҫӑ хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ ачасенчен, мӑшкӑлланӑ ачасенчен, чылайӑшӗ хӗрачасем, ҫавӑн пекех ҫав ачасем хушшинче арҫын ачасем те пур. Ачасене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртекенсем, мӑшкӑлҫӑсем, ытларах чухне арҫынсем, анчах вӗсем хушшинче хӗрарӑмсем те пур.