Сноска
a Эпир Иеговӑна питӗ хытӑ юрататпӑр тата уншӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑрасшӑн. Ҫавӑнпа эпир ытларах ырӑ хыпар сарма тата пухури тивӗҫсене туса тӑма юрӑхлӑ пулма чунтан тӑрӑшатпӑр. Анчах та эпир тем пек тӑрӑшсан та пирӗн хӑш-пӗр тӗллевсем пурнӑҫланмасан та пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне ал усас мар тесен тата малалла та савӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумалла? Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесе айтӑр талантсем ҫинчен калакан ытарӑша пӑхса тухар.